Сноска
a Питӗ пысӑк йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ ҫынсем ҫинчен шухӑшланӑ чухне эпир тӳрех Иова аса илетпӗр. Туррӑн ҫак шанчӑклӑ ӗҫлекенӗпе мӗн пулса тухнинчен эпир мӗне вӗренетпӗр? Шуйттан пире хамӑр ҫӳлти Аттерен вӑйпах пӑрса яма пултараймасть. Эпир ҫакна та куратпӑр: Иегова эпир мӗн-мӗн тӳснине питӗ лайӑх пӗлет. Турӑ Иова йывӑрлӑхсенчен хӑтарнӑ пек, пире те хӑтарӗ. Эпир ҫакна ҫирӗп ӗненни пирӗн ӗҫсенчен курӑнать-и? Курӑнать пулсан, эпир Иегова ҫине чӑннипех те шанатпӑр теме пулать.