Юнкун, июлӗн 16-мӗшӗ
Ӑслисен шухӑшӗсем ним усӑсӑр пулнине Иегова пӗлет (1 Кор. 3:20).
Пирӗн Иеговӑн законӗсене пӑхӑнман ҫынсен шухӑшӗсене сирсе ямалла. Эпир ҫак тӗнчери ҫынсем шухӑшланӑ пек шухӑшлама пуҫласан, вӑхӑт иртнӗҫемӗн Иеговӑна та, унӑн нормисене те манса кайма пултаратпӑр (1 Кор. 3:19). Ку тӗнченӗн ӑслӑлӑхӗ ҫылӑхлӑ кӑмӑл-туртӑм хыҫҫӑн кайма час-часах хистет. Пергамри тата Фиатирӑри хӑш-пӗр христиансем аскӑнланса тата йӗрӗхсене пуҫҫапса пурӑннӑ ҫынсен витӗмне лекнӗ. Иисус ҫав икӗ пухӑва тӳррӗн канаш панӑ, мӗншӗн тесен вӗсем христиансем аскӑнланса пурӑнни ҫине куҫ хупнӑ (Ӳлӗм. 2:14, 20). Хальхи вӑхӑтра эпир тӗрлӗ тӗрӗс мар шухӑшсем илтетпӗр. Хурӑнташсем тата паллакан ҫынсем пире хамӑра ирӗклӗрех тытма хистеме пултараҫҫӗ тата Иеговӑн пӗр-пӗр законне пӑссан нимех те мар тесе ӗнентересшӗн. Сӑмахран, вӗсем хамӑрӑн кӑмӑл-туртӑм хыҫҫӑн кайнинчен ним япӑххи те ҫук, Библири нормӑсем кивелнӗ теме пултараҫҫӗ. Хӑш-пӗр чухне эпир Иегова панӑ хушусем ҫителӗксӗр тесе шутлама пултаратпӑр. Пирӗн Библире мӗн ҫырнинчен иртме кӑмӑл та ҫуралма пултарать (1 Кор. 4:6). w23.07 16 с., 10, 11 абз.
Кӗҫнерникун, июлӗн 17-мӗшӗ
Тус вӑл кирек хӑҫан та юратать, инкекре вара, тӑван пек, вӑхӑтра килсе ҫитет (Ытар. 17:17).
Марийӑна, Иисусӑн амӑшне, Иеговӑн ирӗкне тумашкӑн вӑй кирлӗ пулнӑ. Вӑл качча кайман хӗрарӑм пулнӑ пулин те, Гавриил ангел ӑна йывӑр ҫын пулса тӑрӑн тесе каланӑ. Хӑйне мӗн тери пысӑк тивӗҫ шанса панине ӑнланса илсен вӑл мӗн туйни ҫинчен шутласа пӑхӑр-ха. Мария пӗр ача та пӑхса ӳстермен, унӑн вара Мессия пулса тӑрас арҫын ачашӑн тӑрӑшмалла пулнӑ. Унсӑр пуҫне, унӑн хӑйӗн каччипе, Иосифпа, калаҫса хӑй арҫынпа ҫывӑрса курман ҫӗртенех мӗнле майпа йывӑр ҫын пулса тӑнине ӑнлантарса памалла пулнӑ (Лука 1:26—33). Мария ӑҫтан вӑй илнӗ? Вӑл ыттисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Сӑмахран, Мария хӑйне шанса панӑ ӗҫ ҫинчен Гавриила ытларах каласа пама ыйтнӑ (Лука 1:34). Ҫавӑн хыҫҫӑн кӑшт вӑхӑт иртсен вӑл «Иудейӑри сӑртлӑ-туллӑ вырӑнта вырнаҫнӑ хулана» хӑйӗн Елизавета хурӑнташӗ патне кайнӑ. Елизавета Марийӑна мухтанӑ та святой сывлӑш хавхалантарнипе унӑн пулас ывӑлӗ ҫинчен пророкла сӑмахсем каланӑ (Лука 1:39—45). Мария Иегова «хӑйӗн аллипе хӑватлӑ ӗҫсем турӗ» тесе каланӑ (Лука 1:46—51). Иегова Марийӑна Гавриил тата Елизавета урлӑ тӗреклетнӗ. w23.10 14—15 с., 10—12 абз.
Эрнекун, июлӗн 18-мӗшӗ
[Иисус] пире хӑйӗн Туррин тата Ашшӗн патшисемпе священникӗсем тунӑ (Ӳлӗм. 1:6).
144 000 святой сывлӑшпа суйласа илнӗ Христосӑн вӗренекенӗ унпа пӗрле пӗлӗтре священниксем пулӗҫ (Ӳлӗм. 14:1). Вӗсем ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухнех Турӑ вӗсене святой сывлӑшпа суйласа илсе ывӑллӑха илет. Сӑваплӑ чатӑрӑн сӑваплӑ пӳлӗмӗ ҫак ятарлӑ хутшӑнусене сӑнласа парать (Рим 8:15—17). Сӑваплӑран сӑваплӑ пӳлӗм Иегова пурӑнакан пӗлӗте пӗлтерет. Сӑваплӑ пӳлӗме сӑваплӑран сӑваплӑ пӳлӗмрен уйӑракан «чаршав» вара Иисусӑн кӗлеткине сӑнласа парать. Ҫын пулнӑ чухне вӑл пӗлӗте кайма пултарайман. Хӑйӗн кӗлеткине ҫынсемшӗн парнене кӳрсен Иисус пӗлӗте хӑпарнӑ та святой сывлӑшпа суйласа илнӗ христиансене пӗлӗте кайма ҫул уҫса панӑ. Пӗлӗтри наградӑна илес тесен вӗсен те хӑйсен кӗлеткисене хӑвармалла (Евр. 10:19, 20; 1 Кор. 15:50). w23.10 28 с., 13 абз.