Эрнекун, июлӗн 18-мӗшӗ
[Иисус] пире хӑйӗн Туррин тата Ашшӗн патшисемпе священникӗсем тунӑ (Ӳлӗм. 1:6).
144 000 святой сывлӑшпа суйласа илнӗ Христосӑн вӗренекенӗ унпа пӗрле пӗлӗтре священниксем пулӗҫ (Ӳлӗм. 14:1). Вӗсем ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухнех Турӑ вӗсене святой сывлӑшпа суйласа илсе ывӑллӑха илет. Сӑваплӑ чатӑрӑн сӑваплӑ пӳлӗмӗ ҫак ятарлӑ хутшӑнусене сӑнласа парать (Рим 8:15—17). Сӑваплӑран сӑваплӑ пӳлӗм Иегова пурӑнакан пӗлӗте пӗлтерет. Сӑваплӑ пӳлӗме сӑваплӑран сӑваплӑ пӳлӗмрен уйӑракан «чаршав» вара Иисусӑн кӗлеткине сӑнласа парать. Ҫын пулнӑ чухне вӑл пӗлӗте кайма пултарайман. Хӑйӗн кӗлеткине ҫынсемшӗн парнене кӳрсен Иисус пӗлӗте хӑпарнӑ та святой сывлӑшпа суйласа илнӗ христиансене пӗлӗте кайма ҫул уҫса панӑ. Пӗлӗтри наградӑна илес тесен вӗсен те хӑйсен кӗлеткисене хӑвармалла (Евр. 10:19, 20; 1 Кор. 15:50). w23.10 28 с., 13 абз.
Шӑматкун, июлӗн 19-мӗшӗ
Гедеон... ҫинчен каласа памашкӑн мана вӑхӑт та ҫитеймӗ (Евр. 11:32).
Ефремлянсем Гедеона айӑплама пуҫласан вӑл вӗсемпе йӑвашшӑн калаҫнӑ (Тӳр. 8:1—3). Вӑл тарӑхса та кайман. Вӑл хӑйне кӗҫӗне хунӑ — ефремлянсем ӳпкелешнине итлесе пӗтернӗ те вӗсемпе ыррӑн калаҫнӑ. Вара лешӗсем лӑпланнӑ. Ӑслӑ-тӑнлӑ старейшинӑсем, Гедеон пекех, хӑйсене тиркекенсене тимлӗ итлеҫҫӗ тата вӗсене йӑвашшӑн хуравлаҫҫӗ (Иак. 3:13). Ҫапла вӗсем пухура килӗшӳ пултӑр тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Гедеон мадиансене ҫӗнтерсен халӑх ӑна чысласшӑн пулнӑ, вӑл вара ҫав лару-тӑрура Иегова ҫине тимлеттернӗ (Тӳр. 8:22, 23). Старейшинӑсем Гедеонран тӗслӗх илсе мӗн тума пултараҫҫӗ? Вӗсем мӗн те пулин питӗ лайӑх тӑваҫҫӗ пулсан, вӗсен ҫакӑншӑн яланах Иеговӑна мухтава кӑлармалла (1 Кор. 4:6, 7). Сӑмахран, кам та пулин старейшинӑна пухура лайӑх вӗрентнӗшӗн мухтать. Вара старейшина ҫав ҫынна эпир пурте Турӑ Сӑмахӗнчен пӗлӳ илетпӗр тата пире Туррӑн организацийӗ вӗрентсе тӑрать теме пултарать. Унсӑр пуҫне, старейшинӑн хушӑран ҫакӑн ҫинчен те шутласа пӑхмалла: вӑл хӑйӗн ҫине ытлашши тимлеттермест-и? w23.06 4 с., 7, 8 абз.
Вырсарникун, июлӗн 20-мӗшӗ
Сирӗн шухӑшӑр — Манӑн шухӑшӑм мар (Ис. 55:8).
Кӗлӗре хамӑр мӗн ыйтнине Иегова памарӗ пулсан хамӑра ҫакӑн пек ыйту пама пулать: «Эпӗ тӗрӗсси ҫинчен кӗлтӑватӑп-и?» Час-часах эпир пире мӗн кирлине хамӑрах пӗлетпӗр тесе шутлама пултаратпӑр. Анчах Иегова хамӑра мӗн кирлине лайӑхрах пӗлет. Вӑл йывӑрлӑха хамӑр шутланинчен те лайӑхрах татса пама пултарать. Хӑш-пӗр чухне вара эпир мӗн ыйтни Туррӑн ирӗкӗпе пачах килӗшсе тӑмасть (1 Иоанн 5:14). Тӗслӗхрен, ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен ачи чӑнлӑхра тӑрса юлтӑр тесе кӗлтӑваҫҫӗ. Ҫапла ыйтнинче ним япӑххи те ҫук пек туйӑнма пултарать. Анчах та Иегова никама та хӑйӗншӗн вӑйпах ӗҫлеттермест. Вӑл эпир пурте, ҫав шутрах ачасем те, уншӑн ӗҫлессе те хамӑрӑн ҫавна тума кӑмӑл пулнӑран ӗҫлеччӗр тет (Сак. аст. 10:12, 13; 30:19, 20). Ҫавӑнпа та ашшӗ-амӑшӗ ачин чӗрине хускатмашкӑн мӗн тумаллине курма пулӑшсам тесе кӗлтусан, лайӑхрах пулать. Вара вӗсем хӑйсен ывӑлне е хӗрне Иеговӑна юратма тата унӑн тусӗ пулса тӑма пулӑшӗҫ (Ытар. 22:6; Эф. 6:4). w23.11 21 с., 5 абз.; 23 с., 12 абз.