42-мӗш юрӑ
Халсӑррисене пулӑшса тӑрӑр
1. Ҫитменлӗхсем пит нумай
Пирӗн пурин те,
Ҫапах та Иегова пит
Юратать пире.
Хӗрхенӳ ун пысӑк,
Юрату виҫесӗр.
Ҫын хуйха ӳксен ӑна
Юратар ҫапла.
2. «Халсӑррипе халсӑр эп»,—
Павел каланӑ.
Юн тӑкса Христос пире
Тӳлесе илнӗ.
Турӑ халсӑррине
Вӑй парать, пит хаклать.
Вӗсен хуйхинче пулар
Вӗсемпе пӗрле.
3. Айӑплама кирлӗ мар
Халсӑррисене.
Юрату вӑй-хал парать —
Ку чӑнах ҫапла.
Ҫын кӑмӑлне ҫӗклер
Ыр сӑмах каласа.
Йӑпатӑпӑр вӗсене
Ырӑ тунипе.
(Ҫаксене те пӑх: 2 Кор. 11:29; Ис. 35:3, 4; Гал. 6:2.)