Сӑваплӑ ӗҫе тума эсӗ хӑвна пама хатӗр-и?
1 Пирӗн эрӑчченхи 778 ҫулта тӗлӗнтерсе яракан событи пулса иртнӗ. Исаия пророк курӑнура «питех те ҫӳлте, ҫӳллӗ аслӑ пукан ҫинче ларакан Ҫӳлхуҫана [Иеговӑна]» курнӑ. Исаия ҫавӑн пекех серафимсене курнӑ. Вӗсем: «Сӑваплӑ, Сӑваплӑ, Сӑваплӑ Саваоф Ҫӳлхуҫа!» тесе хыттӑн кӑшкӑрса Иеговӑн чапӗ ҫине тимлеттернӗ. Ҫак тӗлӗнмелле курӑну Турра пӗтӗм чӗререн хӑраса-хисеплеме мӗн тери хавхалантарнӑ пулӗ! Ҫав вӑхӑтра Иеговӑн хумхантаракан ыйтӑвӗ янрать: «Манӑн кама ямалла? кам кайӗ Пирӗншӗн?» Мӗнле ӗҫ тумалли те, уншӑн тӳлӗҫ-ши — нимӗн те паллӑ пулман. Анчах та Исаия пӗр иккӗленӳсӗр хуравлать: «Кунтах эпӗ, мана яр» (Ис. 6:1, 3, 8).
2 Турӑ халӑхӗ Иегова мӗн каланине пурне те тума хатӗр пулнипе уйрӑлса тӑрать (Пс. 109:3). Хальхи вӑхӑтра вара кам Турӑ ӗҫне тума хатӗр, ҫавсем валли ятарлӑ чӗнӳ янӑрать. Эсӗ те, Исаия пекех, ҫак чӗнсе каланине хатӗр пулсах йышӑнма пултаратӑн-и?
3 Вефильте ӗҫлеме арҫын тӑвансем пӗрмаях кирлӗ. Вефильте ӗҫлес тесен, чи малтанах Турӑ Патшалӑхӗшӗн чун-чӗререн тӑрӑшни тата пӗтӗм тӗнчипе ырӑ хыпар сарас ӗҫре кирек мӗнле ӗҫе те тума хатӗр пулни кирлӗ (Матф. 6:33). Ҫавӑн пекех ҫакна палӑртмалла: Иегова ӗҫне мала хурса пӗтӗм чунтан ӗҫлеме Вефильте хӑйне евӗрлӗ май пур. Мӗншӗн ҫапла калама пулать?
4 Вефильте мӗнле ӗҫсем тӑваҫҫӗ? Сӑмахран, Вефилӗн виҫӗ комплексӗ, Бруклинра, Паттерсонра, Уолкиллра (США, Нью-Йорк) вырнаҫнисем, пӗр вӗҫӗмсӗр ӗҫлесе тӑни мӗн пани пирки шухӑшласа пӑхӑр. Ҫакӑнти Вефиль ҫемйи темиҫе пин тӑванран тӑрать. Вӗсен шанчӑклӑ та ӑслӑ чурапа тата Ертсе пыракан советпа тачӑ ҫыхӑну тытса ӗҫлеме лайӑх май пур: ырӑ хыпар сарас ӗҫре тата хамӑр тӗллӗн вӗреннӗ чухне усӑ курмашкӑн Библисем тата ун ҫинче никӗсленнӗ литература кӑларма вӗсем пулӑшаҫҫӗ (Матф. 24:45). Ҫапла вара Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи Вефиль ҫемйи пӗрле ӗҫленине пула сӑваплӑ ӗҫӗн иртнӗ ҫулӗнче вун-вун миллион кӗнекепе брошюра, ҫавӑн пекех ҫӗр-ҫӗр миллион журнал кӑларнӑ тата тӗрлӗ ҫӗре ярса панӑ. Ҫак публикацисем валли «ҫунатлӑ каларӑшсем тупас» тесе, тӗпчевсем ирттерес тата «чӑнлӑх сӑмахӗсене... тӗрӗс» пӗлтерес тесе питӗ нумай ӗҫлеҫҫӗ (Еккл. 12:9, 10). Ҫавӑн пекех пӗтӗм тӗнчипе 2 000 ытла куҫаруҫӑна пӗлӳ параҫҫӗ, вӗсем тӑрӑшнине пула 500 чӗлхене яхӑн литература тухать. Тӗрлӗ ҫӗршывсенчи филиалсен ӗҫне, ҫав шутрах 2 300-тен ытларах пухӑва пӑхса тӑракан Раҫҫейри филиал ӗҫне те, йӗркелесе тӑма нумай тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех проектсем туса чухӑн ҫӗршывсенче татах та Вефильсем, Конгресс залӗсем тата Патшалӑх залӗсем туса лартас тӗлӗшпе ӗҫлекен филиалсене пулӑшаҫҫӗ. Литературӑна пичетлеме тата тӗрлӗ ҫӗре ярса пама, тасалӑха тытса тӑма, оборудование пӑхса-юсаса тӑма, апат-ҫимӗҫ пӗҫерме, тавар илме, медицина пулӑшӑвӗ пама тата Вефильти ытти тӗрлӗ ӗҫе тума вара ҫӗр-ҫӗр тӑрӑшуллӑ доброволец кирлӗ.
5 Ӗҫӗ нумай пулин те, ӑна туни кӑмӑла тултарать. Ырӑ хыпар сарас тата вӗрентес ӗҫ ҫине хамӑрӑн пӗтӗм вӑя янине пӗлни пире пысӑк савӑнӑҫ парать. Вефильте ӗҫлени Иеговӑн организацине тата та лайӑхрах пӗлме май парать. Псалом юрлакан вӑл вӑхӑтра ҫӗр ҫинче теократи йӗркипе ертсе пынӑ тӗп вырӑнӗпе ҫывӑхрах паллашма израильтянсене чӗнсе каланине аса илӗр-ха (Пс. 47:13, 14).
6 Вефильте ӗҫлени мӗнле пиллӗхсем парать? Вефильте ӗҫлекенсем хӑйсен хаклӑ сӑваплӑ ӗҫӗ ҫине мӗнле пӑхаҫҫӗ? Вефиль ҫемйинчисем, ҫамрӑккисем те, ватӑраххисем те, мӗн каланине асӑрхаса пӑхӑр-ха. Вефильте виҫӗ ҫул ӗҫлекен хӗрарӑм тӑван каланӑ: «Вефильте ӗҫлени Иеговӑпа манӑн хушӑри хутшӑнусене ҫирӗплетрӗ. Мӗн чухлӗ ытларах эпӗ кунта ӗҫлетӗп тата мӗн чухлӗ нумайрах Вефиль ӗҫӗ ҫинчен пӗлсе пыратӑп, ҫавӑн чухлӗ лайӑхрах Иегова мӗнле Турӑ пулнине ӑнланса пыратӑп. Вефильте ӗҫлени мана ҫавӑн пекех Иегова тӗрлӗрен ҫынсемпе усӑ курнине курма пулӑшрӗ. Вӑл пирӗнпе усӑ курма пултартӑр тесен пӗр ҫитменлӗхсӗр пулни кирлӗ мар».
7 Пӗр ҫамрӑк арҫын тӑван аса илет: «Пӗррехинче эпӗ шухӑшларӑм: ҫӗнӗ тӗнчене лексен, ӗлӗк-авал пурӑннӑ шанчӑклӑ ҫынсене тӗл пулса вӗсене эпӗ нумай ҫул Вефильте ӗҫлерӗм, ҫак тӗнчере пуянлӑхшӑн ӑнтӑлмарӑм тесе калама мӗн тери аван пулнӑ пулӗччӗ».
8 Тепӗр ҫамрӑк арҫын тӑван хӑйӗн характерӗ Вефильте лайӑхланни ҫинчен шухӑшлать: «Хам ҫинчен ытларах пӗлсе пыни, хӑш тӗлӗшрен лайӑхланмаллине ӑнланни, унтан вара кирлӗ енсене аталантарни питӗ усӑллӑ пулчӗ. Халӗ эпӗ Иеговӑшӑн лайӑхрах ӗҫлеме пултарнине туятӑп. Хам кӑшт чӑтӑмлӑрах пулнине, чаруллӑха кӑшт ытларах аталантарнине тата юратӑва лайӑхрах кӑтартма пултарнине эпӗ хамра асӑрхатӑп».
9 Хӗрарӑм тӑван хӑй мӗнле пиллӗхсем илни ҫинчен шухӑшлать: «Турӑпа ҫывӑх хутшӑнусенче пулма пулӑшас тесе Вефильте йӗркеленӗ мероприятисем мана Иегова ҫинчен нумайрах пӗлме пулӑшрӗҫ, ҫавӑн пекех шухӑшсемпе, туйӑмсемпе, ӗҫсемпе тата ытларах Ун евӗрлӗ пулас тесен мӗн тумаллине куртӑм. Пӗрмаях вӗренсе пынӑран вара пиллӗхӗсене те пӗрмаях илетӗп».
10 Тулли вӑхӑтпа пӗтӗмӗшле 59 ҫул ӗҫленӗ арҫын тӑван, ҫав шутра 43 ҫул ытла Вефильте ӗҫленӗскер, ҫапла каланӑ: «Хӑшӗ-пӗрисем Вефиль пирки мӑнастир тесе шухӑшлани тӗрӗс мар. Лайӑх план тунӑран эпир питӗ нумай ӗҫ тӑватпӑр. [...] Эпӗ мӗн тӑватӑп, ҫавӑ мана савӑнӑҫ паманни пӗр кун та пулман. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен хамӑра пӗтӗмпех Иеговӑна пани пирӗн кӑмӑла ҫырлахтарать, вӗт эпир хамӑр мӗн „тума тивӗҫлине“ турӑмӑр» (Лука 17:10).
11 Вефильте 62 ҫул ӗҫленӗ арҫын тӑван ҫакӑн пек каланӑ: «Ҫӗнӗ тӗнче ҫитиччен Вефиль вӑл ҫӗр ҫинче чи лайӑх вырӑн пулнине эпӗ ҫирӗп ӗненетӗп. Иеговӑн ҫӗр ҫинчи организацийӗ тӗлӗнмелле ӳссе пынине курни тата ӑна ӳссе пыма активлӑ пулӑшса тӑни мӗн тери пысӑк телей парать! Иегова ирӗк парсан, Вефиль малалла та маншӑн кил пултӑрччӗ тата хамӑн пӗтӗм пурнӑҫа Турӑ Патшалӑхӗн интересӗсене тума халаллас килет».
12 Ҫак тӑвансем асӑннӑ пиллӗхсем — эсӗ хӑвна Вефильте ӗҫлеме парсан илме пултаракан пиллӗхсенчен хӑшӗ-пӗрисем кӑна-ха. Анчах кирек мӗнле тивӗҫлӗхе илнӗ чухнехи пекех малтан санӑн ҫав тивӗҫлӗхе илме юрӑхлӑ пулмалла. Вефильте ӗҫлес текенсем валли мӗнле требованисем пур?
13 Тӗп требованисем. Вефильте ӗҫлеме мӗнле хыпарҫӑсене чӗннине ҫак статьяри рамкӑра кӑтартнӑ. Ҫавӑн пекех ҫак тӑвансен тӑрӑшса ӗҫлеме хатӗр пулмалла, киленӳсем патне ӑнтӑлмалла мар (2 Тим. 3:4; 1 Кор. 13:11). Вефиль ҫемйинчисен Турӑпа хӑйсем хушшинчи хутшӑнусене аталантарнӑ ҫынсем пулмалла, вӗсем хӑй тӗллӗн Библие тӑрӑшса вӗренессине йӑлана кӗртнӗ тата хӑйсен туйӑмӗсене «ырӑпа усала уйӑрма» хӑнӑхтарса ҫитернӗ (Евр. 5:14). Вӗсем Библи принципӗсемпе килӗшӳллӗ пурӑнни пур тӗлӗшрен те, ҫав шутра ҫи-пуҫ, тумтир, ҫавӑн пекех вӑйӑ-кулӑпа юрӑ-кӗвӗ суйланӑ чухне те, курӑнса тӑмалла. Вефильте ӗҫлекенсем кирек мӗнле ӗҫе те тума хатӗр. Ӑҫта ал-ура вӑйӗ кирлӗ, ҫавӑн пек ӗҫсене ытларах чухне ҫамрӑкрах тӑвансене параҫҫӗ, сӑмахран, литература пичетлеме тата ӑна ярса пама, оборудование пӑхса-юсаса тӑма, йӗрке тата тасалӑх тытса тӑма, прачечнӑйӗнче тата кухньӑра ӗҫлеме (Ытар. 20:29). Анчах та ҫак тӗнчери ӗҫсемпе танлаштарсан, Вефильте кирек мӗнле ӗҫ те савӑнӑҫ кӳрет, мӗншӗн тесен ҫак ӗҫ сӑваплӑ, вӑл Иеговӑна мухтава кӑларать (Кол. 3:23).
14 Кама Вефиле ӗҫлеме чӗнеҫҫӗ, ҫавсенчен сахалтан та пӗр ҫул ӗҫлессе кӗтеҫҫӗ. Ҫав вӑхӑт хушшинче вӗсем ӑста ӗҫлекенсем пулма пултараҫҫӗ. Вефиль вӗсемшӗн кил пулса тӑни те кирлӗ. Иеговӑна юратнӑран Вефиль ҫемйинчисем Турӑ Патшалӑхӗн ӗҫӗсене хӑйсен интересӗсенчен маларах хураҫҫӗ, ҫакӑ вара Турра юрӑхлӑ (Матф. 16:24).
15 Хальхи вӑхӑтра мӗн кирли. Вефильте ӗҫлеме хальхи вӑхӑтра ытларах авланман арҫын тӑвансем кирлӗ. Тулли пионер пулса ӗҫлесси требовани мар пулсан та, чи малтан вӗсене чӗнеҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем халех тулли вӑхӑтпа ӗҫлеҫҫӗ. Ҫапах та тепӗр чухне Вефильте кирлӗ пӗр-пӗр ӗҫе тума хӑнӑхнӑ качча кайман тӑвансене тата мӑшӑрсене (19—35 ҫулхисене) чӗнме пултараҫҫӗ. Анчах та эпир Вефиле лекме ытларах май пултӑр тесе тӑвансене ятарлӑ пӗлӳ илме хавхалантармастпӑр. Чӑнлӑха пӗличченех ятарлӑ пӗлӳ илнӗ тӑвансем хӑйсен профессийӗ ҫинчен тӗплӗн ҫырса кӑтартса ӑна Вефильте ӗҫлемешкӗн ҫырнӑ заявленипе пӗрле ярса пама пултараҫҫӗ.
16 Эсӗ заявлени ҫырса панӑ хыҫҫӑн та сана чӗнмерӗҫ пулсан, шанчӑка ан ҫухат. Эсӗ заявление кашни ҫулах ҫӗнӗрен ҫырма пултаратӑн. Вефильте кирлӗ пулма пултаракан ятарлӑ пӗлӳ е хӑнӑхусем илнӗ хӑш-пӗр арҫын тӑвансен вӑхӑтлӑх ӗҫлеме кӑмӑл пур. Ҫакӑн пек тӑвансем Вефильте вӑхӑтлӑха ӗҫлеме заявлени ҫырма пултараҫҫӗ — пӗр, икӗ, виҫӗ, тӑватӑ эрнерен пуҫласа виҫӗ уйӑх таранчченех. Камӑн ҫакӑн пек ӗҫлес килет, ҫавсем пуху секретарӗнчен заявлени илме пултараҫҫӗ. Заявленисем татах кирлӗ пулсан jw.org сайтпа усӑ курса заказ тума юрать.
17 Вефиль ҫемйинчисем Христосӑн тӑванӗсемпе пӗрле ҫума-ҫумӑн Иеговӑшӑн ӗҫлеме ҫакӑн пек тӗлӗнмелле май пуррине питӗ хаклаҫҫӗ. Ертсе пыракан совет та, хӑй енчен, тӑвансем хӑйсене шеллемесӗр пӗтӗм тӗнчери тӑванлӑха усӑ пултӑр тесе ӗҫленине питӗ хаклать (Флп. 2:20—22; 2 Тим. 4:11).
18 Ҫамрӑксем, хатӗрленме халех пуҫлӑр. Вефильте ӗҫлеме 19 ҫул тултариччен нумай маларах хатӗрленме пуҫламалла. Мӗнле? Иисус ыйтнӑ: «Эсир кам та пулин пашне лартас тесен, малтан вӑл мӗн хака ӳкессине... шутласа пӑхмӑр-и»? (Лука 14:28.) Паллах ӗнтӗ, ҫурт туса лартас тесен план туни тата хатӗрленни кирлӗ. Апла пулсан ҫамрӑк чухнех пуласлӑх ҫинчен шухӑшласа ҫирӗп никӗс хуни — Иегова ӗҫне тума халех тӗллев лартни — мӗн тери кирлӗ! Ҫакӑ Турӑ ӗҫӗнчи тӗллевсене пурнӑҫа кӗртме пулӑшать. Санӑн никӗс ҫинчен вара шанчӑклӑ теме пулать-и? Аялта ҫырса панӑ информацие тимлӗ пӑхса тух: Вефильте ӗҫлес тетӗн пулсан вӑл саншӑн усӑллӑ пулӗ.
19 Ҫак ятарлӑ ӗҫе мӗнле «йышӑнма» пулать? Матфей 19:12-мӗшӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене мӑшӑрланмасӑр пурӑнассине «йышӑнма» хавхалантарнӑ. Мӗншӗн? Хӑйсен тӗллевӗсемшӗн мар, «Ҫӳлти Патшалӑхшӑн». Ҫавӑн пекех Павел апостол мӑшӑрланмасӑр пурӑнма, ҫакӑ «Ҫӳлхуҫана яланах пӗтӗм чун-чӗрепе пӑхӑнса ӗҫлесе тӑма» май панӑран, хавхалантарнӑ (1 Кор. 7:32—35). Шел пулин те, нумайӑшӗ ирех авланнӑран авланман арҫын тӑван пек Вефильте ӗҫлеме тивӗҫлӗ пулаймасть. Ҫамрӑк арҫын тӑвансене, хальлӗхе вӗсен ҫемье яваплӑхӗсем ҫук чухне, тулли вӑхӑтпа ӗҫлеме пирӗн хавхалантарас килет. Кайран вӗсем, вӑхӑт иртнӗҫемӗн авланма шут тытсан, лайӑхрах упӑшкасем пулӗҫ, мӗншӗн тесен вӗсен пурнӑҫра тата Турӑ ӗҫӗнче пысӑк опыт пулать. Вефильте темиҫе ҫул ӗҫленӗ хыҫҫӑн хӑшӗсем ҫемье ҫавӑраҫҫӗ те мӑшӑрпа пӗрле малалла та унтах ӗҫлеҫҫӗ. Малашне урӑх тивӗҫлӗх илсен те (сӑмахран, район надзирателӗ е миссионер), хӑй вӑхӑтӗнче Вефильте ӗҫлессине «йышӑннӑшӑн» вӗсем пачах шеллемеҫҫӗ.
20 Ырлӑх-пурлӑх пухмашкӑн ан ӑнтӑл. Кашни ҫамрӑкӑнах хӑйӗнчен ыйтмалла: шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн эпӗ мӗне — ҫак тӗнчере карьера тума е тулли вӑхӑтпа Иеговӑн ӗҫне тума — хамӑн пурнӑҫа халаллас тетӗп? Иккӗмӗш ҫулне суйласа илсен, паллах, хӑв мӗн тӑвас тенине пурне те тӑваймӑн. Анчах та пӗрремӗшӗ пирки те ҫавнах калама пулать! Юлашкинчен вара, хӑш ҫулӗ нумайлӑха усӑ парать-ха? Иисус уҫҫӑн хуравланӑ. Матфей 6:19—21-мӗшӗсенче вӑл каланӑ: «Ҫӗр ҫинче хӑвӑр валли пурлӑх ан пухӑр: кунта кӗве те ҫиет, тутӑхса та пӗтет, кунта вӑрӑсем те алтса кӗрсе вӑрлаҫҫӗ; эсир хӑвӑр валли тӳпере пурлӑх пухӑр: унта кӗве те ҫимест, тутӑхса та пӗтмест, унта вӑрӑсем те алтса кӗрсе вӑрламаҫҫӗ: ӗнтӗ пурлӑхӑр ӑҫта, чӗрӳ те ҫавӑнтах пулӗ». Хамӑра шеллемесӗр Иеговӑшӑн ӗҫлес вырӑнне ҫак тӗнчере карьера тума е пурлӑх пухма пирӗн чӗресем нихӑҫан та пире ан хистеччӗр! Пире усӑ паракан пӗртен пӗр «пурлӑх» вӑл — Иеговӑпа лайӑх хутшӑнусем пулни тата унӑн чӗрине савӑнтарма май пурри — ҫакна пирӗн пурин те ӑнланмалла тата ҫавӑншӑн тӑрӑшмалла (Ытар. 27:11). Ҫамрӑк чухне чи малтан Иеговӑна юрама тӑрӑшнипе эпир Турӑ Патшалӑхӗ пирӗншӗн мӗн тери кирлине тата ӑна хакланине кӑтартатпӑр. «Ҫӳлхуҫа пиллӗхӗ пуянлатать, унпа эсӗ хурлӑх мӗнне пӗлмӗн» тенине асра тыт (Ытар. 10:22). Ҫамрӑксен хӑйсен чӗри «ӑҫта» пулнине кӑтартма чаплӑ май пур: вӗсем Иеговӑран мӗн-мӗн хаклине илнӗ, ҫавсене Ӑна пама пултараҫҫӗ. Вефильте ӗҫлени ҫакна тума май парать.
21 Вефильте ӗҫлекенсен нравственность тӗлӗшӗнчен таса пулмалла. «Хӑйӗн ҫулне яш ачан епле таса тытмалла-ха? — ыйтнӑ псалом юрлакан, вара хӑех хуравланӑ: — Хӑйне хӑй Санӑн сӑмахупа [Иегова сӑмахӗпе] сыхласа» (Пс. 118:9). Ҫакӑ Сатана тӗнчинчи аскӑнлӑхпа мӗн ҫыхӑннӑ, ҫавсенчен пуринчен те пӑрӑнмаллине пӗлтерет. Сӑваплӑ ӗҫри тӗллевсене пурнӑҫлама ҫамрӑксене чӑрмантарас тесе Сатана усӑ куракан танатасенчен хӑш-пӗрисем ҫаксем: Интернетри порнографи, хӗрарӑмсемпе арҫынсем хӑйсене пӗр-пӗринпе тивӗҫсӗр тытни, пӑсакан юрӑ-кӗвӗ, таса мар вӑйӑ-кулӑ, ӗҫке ярӑнни. Шуйттана хирӗҫ тӑрас тесен ҫирӗп шухӑш-кӑмӑллӑ пулмалла. Ҫак танатасенчен пӗрне кӗрсе ӳкме пуҫланине туятӑн пулсан хӑвӑр пухури старейшинӑсемпе калаҫ, Вефильте ӗҫлеме заявлени ҫырса париччен мӗн таса маррине пурне те тума пӑрах. Хӑйсене Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӗтӗм чӗререн халалланисен таса совеҫлӗ пулмалла (1 Тим. 1:5).
22 Ыттисемпе килӗштерсе пурӑнма вӗрен. Вефильте ӑнӑҫлӑ ӗҫлес тесен ыттисемпе килӗштерсе пурӑнма вӗренни питӗ кирлӗ. Раҫҫейри Вефиль ҫемйи тӗрлӗ халӑхран тухнӑ ҫӗр-ҫӗр тӑванран тӑрать. Тӑвансем ҫакӑн пек тӗрлӗрен пулни Вефиле илемлетет пулин те, хӑш чухне ҫакна пула йывӑрлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ. Эсӗ Вефильте ӗҫлесси пирки шухӑшлатӑн пулсан, хӑвӑнтан ыйт: кам та пулин манпа килӗшмесен эпӗ хӑвӑртах ҫилленетӗп-и? Манпа килӗштерсе пурӑнма ҫӑмӑл тесе ыттисем шутлаҫҫӗ-и? Ҫак тӗлӗшрен санӑн лайӑхланмалла пулсан, халех тӑрӑшма пуҫла. Ун чухне сана Вефиль ҫемйинчисемпе пӗрле ӗҫлеме тата пурӑнма хӑнӑхмашкӑн ҫӑмӑлтарах пулать.
23 Иеговӑпа ҫывӑх хутшӑнусем аталантарса пырса, Библири чӑнлӑхпа килӗшӳллӗ пурӑнас тесе пӗтӗм вӑйран тӑрӑш. Хӑв тӗллӗн Библие вӗренме лайӑх программа ту, унта кашни кун Библие вулассине те кӗрт. Ырӑ хыпара ыттисене активлӑ каласа ҫӳре. Ҫаксене пурне те тӑватӑн пулсан эсӗ Турӑ ӗҫӗнче ӳсӗмсем туни курӑнса тӑрӗ (1 Тим. 4:15). Тулли вӑхӑтпа ӗҫлеме халех хатӗрленекенсем валли мӗн тери чаплӑ ҫулсем уҫӑлаҫҫӗ!
24 Ашшӗ-амӑшӗсем, ачӑрсене хатӗрлӗр. Ачасене тулли вӑхӑтпа ӗҫлеме хавхалантарас тесе ашшӗ-амӑшӗсем мӗн тума пултараҫҫӗ? Иисус каланӑ: «Вӗренсе ҫитсессӗн кашнийӗ хӑйӗн вӗрентекенӗ пек пулма пултарать» (Лука 6:40). Лайӑх вӗрентнӗ вӗренекен, ытларах чухне, хӑйӗн ӗҫне чунтан парӑннӑ вӗрентекенӗн лайӑх енӗсене кӑтартма тӑрӑшать. Хӑйсен ачисене «сӑваплӑ пурӑнма» вӗрентме тӑрӑшакан ашшӗ-амӑшӗсен ҫак принцип ҫинчен шухӑшламалла (1 Тим. 4:7). Ачасем Турра пуҫҫапасси ҫине ашшӗ-амӑшӗ пӑхнӑ пекех пӑхаҫҫӗ, ҫавӑнпа та ашшӗ-амӑшӗсен хӑйсенчен ыйтмалла: Вефильте ӗҫлекенсем Турра тӗрӗс пуҫҫапассипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене туса тӑнине эпир хамӑр хаклатпӑр-и? Иегова пӗтӗм тӗнчипех Вефильсене пилленине эпир куратпӑр-и? Пирӗн ачасем суйласа илме пултарнисенчен чи лайӑххи вӑл — пурнӑҫа Иеговӑшӑн ӗҫлеме халаллани. Ҫакна эпир ӗненетпӗр-и? Эпир Вефильте тӑвакан ӗҫе хаклатпӑр пулсан пире хамӑр ачасене Вефиле хаклама хӑнӑхтарма ҫӑмӑлтарах пулать.
25 Елканӑпа Анна чӑнлӑхпа Турра пуҫҫапассине питӗ хакланӑ. Вӗсем хальхи христиансемшӗн питӗ лайӑх тӗслӗх. Авалхи Израильте ҫулталӑкра виҫӗ хутчен кӗлӗ чатӑрӗ умне, «Ҫӳлхуҫа умне», арҫынсен кӑна «пырса тӑмалла» пулнӑ. Апла пулин те Елкана кашни ҫулах Иеговӑна пуҫҫапмалли тӗп вырӑна парнесем кӳме кайнӑ чухне хӑйӗн ҫемйине пӗрле илнӗ, унта ҫитме вӗсем 30 ҫухрӑма яхӑн ҫуран утнӑ (Тух. 23:17; 1 Патш. 1:3, 4, 9, 19; 2:19). Ҫак ҫемье пуҫӗ хӑйӗн ҫемйинче Турра чӑнлӑхпа пуҫҫапассине пурте хӑй пекех хаклаччӑр тесе тӑрӑшнине эпир куратпӑр.
26 Анна Турра чӑнлӑхпа пуҫҫапасси ҫине хӑйӗн упӑшки пекех пӑхнӑ. Кӗлӗ чатӑрӗнче Турра пуҫҫапассипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене тума хӑйӗн те пулӑшмаллине ӑнланнӑ. Иегова хӑйне ывӑл парсан, ӑна кӗлӗ чатӑрӗнче ӗҫлесе тӑма парӑп тесе Анна тупа тунӑ (1 Патш. 1:11). Моисей законӗ тӑрӑх, упӑшки арӑмӗ шухӑшламасӑр тупа тунине пӑрахӑҫа кӑларма пултарнӑ (Йыш. 30:8—10). Анчах та Елкана Анна тупа тунине ырланӑ курӑнать, ҫапла вӑл арӑмӗ Турра чунтан парӑннӑран тунӑ йышӑнупа килӗшнӗ (1 Патш. 1:22, 23).
27 Ашшӗпе амӑшӗ Иеговӑна пуҫҫапнине хаклани тата вӗсен кӑмӑл-туйӑмӗ ҫав тери лайӑх пулни Самуила витӗм кӳнӗ-ши? Паллах! Мӗн ачаранпах Самуил хӑйне тума хушнине хаваспах тата тӳрӗ кӑмӑлпа тунӑ, ҫапла вӑл пуласлӑхра ытти чыслӑ тивӗҫлӗхсене пурнӑҫлама хатӗрленнӗ. Самуил кӗлӗ чатӑрӗнче ӗҫлеме пуҫласан та, Елканӑпа Анна ывӑлӗн Турӑпа ҫывӑх хутшӑнусем пулччӑр тесе тӑрӑшнӑ. Ӑна тулли вӑхӑтпа ӗҫлеме хавхалантарас тата пулӑшас тесе вӗсем ун патне час-часах ҫӳренӗ (1 Патш. 2:18, 19).
28 Елканӑпа Анна хальхи вӑхӑтра Иеговӑна ӗненекен ашшӗ-амӑшӗсемшӗн мӗн тери чаплӑ тӗслӗх! Эпир Вефиль ҫинчен, унта ӗҫлеме май пурри ҫинчен хавхаланса калаҫнине пирӗн ачасем илтеҫҫӗ пулсан тата эпир Турӑ Патшалӑхӗшӗн хамӑра хӗрхенмесӗр тӑрӑшнине кураҫҫӗ пулсан, ҫакӑ вӗсене те чунтанах ыттисемшӗн тӑрӑшма хавхалантарӗ. Ашшӗ-амӑшӗсенчен нумайӑшӗ хӑйсен ачисенче ҫакӑн пек туйӑмсене аталантарма пултарнӑ. Ҫичӗ ҫулхи пӗр хӗрача ҫырнӑ: «Ҫитӗнсен эпӗ Вефиле каятӑп, манӑн унта: 1) публикацисем пичетленӗ ҫӗрте, 2) художество отделӗнче е 3) кӗпе-йӗме майласа хунӑ ҫӗрте ӗҫлес килет. Мӗнле ӗҫ туни кирлӗ, ҫавна эпӗ пурне те тума хатӗр». Хамӑрӑн ачасем ҫакӑн пек кӑмӑл-туйӑмлӑ пулни мӗн тери савӑнтарать!
29 Ҫамрӑксем, «тӗнче те, унта илӗртекенни-сӑхлантараканни те пӗтет, Турӑ ирӗкне туса тӑракан вара ӗмӗрех пурӑнать», ҫакна асра тытӑр (1 Иоан. 2:17). Малалла та Турӑ ӗҫӗнче тӗллевсем лартма, ҫав шутра, Вефильте ӗҫлеме тивӗҫлӗ пулма, тӑрӑшӑр. Ашшӗ-амӑшӗсем, ӗлӗкхи-вӑхӑтра пурӑннӑ шанчӑклӑ арҫынсемпе хӗрарӑмсенчен вӗренӗр: вӗсем Турра чунтан парӑнса пурӑнассине аталантарма хӑйсен ачисене хавхалантарнӑ (2 Пет. 3:11, 12). «Хальхи пурӑнӑҫра та, ҫитессинче те пама пулнине илме» шанчӑк пулнӑран ҫамрӑк тӑвансене Пултараканшӑн чун-чӗререн ӗҫлеме пулӑшас тесе мӗн тума пултарнине пурне те айтӑр тӑвар (1 Тим. 4:8; Еккл. 12:1).
[4-мӗш страницӑри ҫырса хуни]
Вефильте ӗҫлес текенӗн
● шыва кӗнӗ хыпарҫӑ (сахалтан та пӗр ҫул) пулмалла
● Турӑпа хӑйӗн хушшинчи хутшӑнусене ҫирӗплетсе тӑмалла, Иеговӑна тата унӑн организацине чӗререн юратмалла
● Библи нормисемпе килӗшӳллӗ пурӑнмалла, ӑс-тӑнӗ, кӑмӑл-туйӑмӗ, сывлӑхӗ лайӑх пулмалла
● вырӑсла лайӑх вулама, ҫырма тата калаҫма пӗлмелле
● 19—35 ҫулсенче пулмалла