Туррӑн ӗҫлекенӗсем пулччӑр тесе хӑвӑр ачӑрсене вӗрентӗр
1. Псалом 148:12, 13-мӗшӗсем Иеговӑна ӗненекен ашшӗ-амӑшӗсене мӗн тума хавхалантараҫҫӗ?
1 Иегова каччӑсемпе хӗрсене Хӑйне мухтавлама чӗнет (Пс. 148:12, 13). Апла пулсан Иеговӑна ӗненекен ашшӗ-амӑшӗсен хӑйсен ачисене Библири чӑнлӑха тата нравственность нормисене кӑна мар вӗрентмелле, ҫавӑн пекех вӗсене ырӑ хыпарӑн ӗҫлекенӗсем пулма пулӑшмалла. Ҫак тӗллеве майӗпен мӗнле пурнӑҫласа пыма пулать?
2. Ашшӗ-амӑшӗсем лайӑх тӗслӗх кӑтартни ачисем ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарать?
2 Лайӑх тӗслӗх. Гедеон судья 300 ҫар ҫыннине каланӑ: «Ман ҫине пӑхӑр» (Тӳр. 7:17). Ачасем ялан тенӗ пекех ашшӗ-амӑшӗсене сӑнаҫҫӗ те вӗсем евӗрлӗ тӑваҫҫӗ. Пӗр ашшӗ ҫӗрлесерен ӗҫлет, шӑматкун ирхине киле таврӑнсан вара ҫывӑрма выртас вырӑнне вӑл, хӑй ывӑннӑ пулсан та, ачисемпе пӗрле ырӑ хыпар сарма каять. Ҫапла вӑл, пӗр сӑмахсӑрах, ырӑ хыпар сарасси питӗ кирлӗ пулнине вӗрентет (Матф. 6:33). Турра пуҫҫапассипе ҫыхӑннӑ ӗҫсем, сӑмахран, кӗлӗ туни, Библи вулани, комментарисем пани тата ырӑ хыпар сарни сана мӗн тери савӑнтарнине санӑн ачусем кураҫҫӗ-и? Паллах пур тӗлӗшрен те лайӑх тӗслӗх яланах кӑтартма ҫук. Анчах та, эсӗ Иеговӑшӑн тӑрӑшса ӗҫленине ачасем кураҫҫӗ пулсан, эсӗ вӗсене Иеговӑна пуҫҫапма тӑрӑшса вӗрентнине йышӑнасса ытларах шанма пулать (Сакк. аст. 6:6, 7; Рим 2:21, 22).
3. Ашшӗ-амӑшӗсен ачисене мӗнле ҫывӑх тӗллевсем лартма пулӑшмалла?
3 Ҫывӑхри тӗллевсем. Вӑй-халне шеллемесӗр ашшӗ-амӑшӗсем ачисене утма, калаҫма, тумланма тата ытти ӗҫсене тума вӗрентеҫҫӗ. Ачасем пӗр тӗллеве пурнӑҫа кӗртнӗ хыҫҫӑн вӗсен умне урӑх тӗллевсем лартаҫҫӗ. Ашшӗ-амӑшӗсем христиансем пулсан вара, вӗсем ачисене, вӗсен пултарулӑхӗсене тата миҫе ҫултине шута илсе, Турра пуҫҫапассипе ҫыхӑннӑ тӗллевсем лартма тата вӗсене пурнӑҫлама пулӑшаҫҫӗ (1 Кор. 9:26). Эсир ачасене хӑйсен сӑмахӗсемпе комментарисем пама тата теократи шкулӗнче тума панӑ заданисене хӑйсем тӗллӗн хатӗрлеме вӗрентетӗр-и? (Пс. 34:18.) Ырӑ хыпара тӗрлӗ майсемпе сарма вӗрентетӗр-и? Эсир ҫакӑн пек тӗллевсене, сӑмахран, шыва кӗрессине тата сӑваплӑ ӗҫе тулли вӑхӑтпа тӑвассине, ачасене хӑйсен тӗллевӗ тума пулӑшатӑр-и? Лайӑх витӗм кӳрекен, савӑнӑҫлӑ, хастар хыпарҫӑсемпе вӗсем хутшӑнччӑр тесе эсир тӑрӑшатӑр-и? (Ытар. 13:21.)
4. Ашшӗ-амӑшӗсем ачасене мӗн пӗчӗкренех Турӑшӑн ӗҫлеме вӗрентеҫҫӗ пулсан, ҫакӑ ачасене мӗнле усӑ парӗ?
4 Псалом юрлакан каланӑ: «Эй Турӑҫӑм! Эсӗ мана мӗн ҫамрӑкранпах вӗрентсе тӑтӑн, эпӗ халичченех Санӑн кӗтретӳсем ҫинчен пӗлтеретӗп» (Пс. 70:17). Ачасем Туррӑн ӗҫлекенӗсем пулччӑр тесе вӗсене мӗн пӗчӗкренех вӗрентме пуҫлӑр. Эсир пулӑшнипе вӗсем Турӑпа ҫывӑх хутшӑнусем аталантарчӗҫ пулсан, ҫакӑ вӗсене ҫитӗнсе ҫитсен те усӑ парӗ (Ытар. 22:6).