Ҫамрӑксен ыйтӑвӗсем. Хамӑн пурнӑҫа мӗне халалламалла? (1-мӗш пайӗ)
Ҫула ҫитмен ҫамрӑксен ӳссе пынӑҫемӗн питӗ кирлӗ йышӑнусем тумалла. Вӗсене пулӑшма «Вопросы молодежи. Чему посвятить свою жизнь?» фильм ӳкернӗ. Малтан тӗп менюра «Фильм» тесе ҫырнине суйласа илӗр, ӑна пӑхнӑ хыҫҫӑн иккӗмӗш абзацри ыйтусем ҫине хуравлӑр. Унтан виҫҫӗмӗш абзацри ыйтусен хуравӗсене тупас тесе тӗп менюра «Интервью» тенине уҫса «Вспоминая прошлое» суйласа илӗр.
Фильм. 1) Тимофейӑн лару-тӑрӑвӗпе хальхи ҫамрӑк христиансен лару-тӑрӑвӗ хушшинче мӗнле пӗрпеклӗх пур? 2) Спортра ҫитӗнӳсем тутӑр тесе Андрене мӗнле хистесе тӑнӑ? 3) Флайсиг тӑван Андрене: а) пурнӑҫа пӗр вӑхӑтрах Иеговӑна та, спорта та халаллани ҫинчен мӗн каланӑ (Матф. 6:24); ӑ) чӑн-чӑн телей мӗнрен килни ҫинчен мӗн каланӑ; б) концлагерти чашӑк ӑна мӗне аса илтерсе тӑни ҫинчен мӗн каланӑ; в) фотографи ҫинче унпа арӑмӗ ҫумӗнче тӑракан ҫынсем камсем пулни ҫинчен мӗн каланӑ; г) хӑйӗн тӗллевне улӑштарнӑшӑн ӳкӗннипе ӳкӗнменни ҫинчен мӗн каланӑ? (Флп. 3:8.) 4) Андре: «Эпӗ чемпион пуласшӑн пулнинче мӗн япӑххи пур?» — тесе ыйтсан, асламӑшӗ мӗн тесе каланӑ (Лука 4:5—7). 5) Ӑмӑртусенче ҫӗнтерни Андрен кӑмӑлне ҫырлахтарнӑ-и? 6) Флайсиг тӑван Андре патне юлашки хут ҫырнӑ ҫырура сирӗн чӗрене мӗн хускатрӗ? (Ытар. 10:22.) 7) Флайсиг тӑвана пула Андре мӗн ӑнланса илнӗ?
Иртнине аса илсе. 8) Пӗр арҫын тӑванпа пӗр хӗрарӑм тӑван хӑйсен умне мӗнле тӗллевсем лартнӑ тата мӗншӗн? 9) Вӗсем мӗнле ҫитӗнӳсем тунӑ? 10) Мӗне пула вӗсем хӑйсен пурнӑҫӗнче улшӑнусем тунӑ? (2 Кор. 5:15.) 11) Ҫак тӗнчере карьера тӑвас вырӑнне вӗсем Турӑшӑн ӗҫлессипе ҫыхӑннӑ мӗнле тӗллевсем лартнӑ тата мӗншӗн иккӗшӗнче те вӗсем ӑнӑҫлӑ пулма пултарайман пулӗччӗҫ? 12) Хӑйсен пурнӑҫӗнче мӗне мала хурассине улӑштарнӑшӑн вӗсем кулянаҫҫӗ-и? 13) Ҫак интервьюран хӑш шухӑшсем сана пурнӑҫа мӗне халалласси пирки шухӑшлама хавхалантарчӗҫ?
Сӑваплӑ ӗҫӗн ҫитес тӗлпулӑвӗнче сӳтсе явассинче хутшӑнас тесе ытти интервьюсене тата хушса панӑ материалсене, тархасшӑн, пӑхса тухӑр.