Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • fy 12 сыпӑк, 142—152 с.
  • Ҫемьене асап кӳрекен йывӑрлӑхсене эсир ҫӗнтерме пултаратӑр

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Ҫемьене асап кӳрекен йывӑрлӑхсене эсир ҫӗнтерме пултаратӑр
  • Ҫемье телейӗн вӑрттӑнлӑхӗ
  • Подзаголовоксем
  • ӖҪКЕ ЕРНИНЕ ПУЛА ПУЛАКАН АСАПСЕМ
  • ҪЕМЬЕ МӖН ТУМА ПУЛТАРАТЬ?
  • ҪЕМЬЕРИ ПУСМӐРА ПУЛА ПУЛАКАН АСАПСЕМ
  • ҪЕМЬЕРИ ПУСМӐРТАН МӖНЛЕ ПӐРӐНМАЛЛА
  • УЙРӐЛМАЛЛА-И Е ПӖРЛЕ ПУРӐНМАЛЛА?
  • АСАП КӲРЕКЕН ЙЫВӐРЛӐХСЕН ВӖҪӖ
Ҫемье телейӗн вӑрттӑнлӑхӗ
fy 12 сыпӑк, 142—152 с.

ВУНИККӖМӖШ СЫПӐК

Ҫемьене асап кӳрекен йывӑрлӑхсене эсир ҫӗнтерме пултаратӑр

1. Хӑш-пӗр ҫемьере мӗнле курӑнман йывӑрлӑхсем пулаҫҫӗ?

КИВӖ машинӑна акӑ анчах ҫурӗҫ те ҫуталса тӑмалла турӗҫ. Иртен-ҫӳрене вӑл йӑлтӑртатса тӑракан, вӗр-ҫӗнӗ машина пекех туйӑнать. Анчах машинӑн тулаш енӗ кӑна илемлӗ, шал енчен вара ӑна сиенлӗ тутӑх ҫиет. Ҫакӑн пекреххи хӑш-пӗр ҫемьере те пулса иртет. Аяккинчен пӑхсан пурте йӗркеллӗ пек туйӑнать пулин те, йӑл кулни сӑн-питре кӑна, чӗрере вара — хӑранипе ырату. Хупӑ алӑксем хыҫӗнче темӗн сиенли ҫемьери лӑпкӑлӑха пӑсать. Ҫемьене ҫакӑн пек витӗм кӳме пултаракан йывӑрлӑхсенчен иккӗшӗ — ӗҫке ерни тата пусмӑр.

ӖҪКЕ ЕРНИНЕ ПУЛА ПУЛАКАН АСАПСЕМ

2. а) Эрех-сӑра ӗҫесси пирки Библире мӗн каланӑ? ӑ) Мӗн вӑл ӗҫке ерни?

2 Библи эрех-сӑрана виҫеллӗ ӗҫнине сивлемест, анчах ӗҫке ернине сивлет (Ытарӑшсем 23:​20, 21; 1 Коринф 6:​9, 10; 1 Тимофей 5:23; Тит 2:​2, 3). Ӗҫке ерни — ӗҫсе ҫӳрени кӑна мар; эрех-сӑрасӑр пурӑнма пултарайманни тата виҫине пӗлмесӗр ӗҫни. Аслисем ӗҫке ерме пултараҫҫӗ. Шел пулин те, ачасем те ӗҫке ерме пултараҫҫӗ.

3, 4. Упӑшки ӗҫке ерни арӑмне тата ачисене мӗнле витӗм кӳрет?

3 Эрех-сӑрапа иртӗхни ҫемьери лӑпкӑлӑха пӑснине Библире тахҫанах кӑтартнӑ пулнӑ (Саккуна астутарни 21:18—21). Ӗҫке ернин сиенлӗ витӗмне пӗтӗм ҫемье хӑй ҫинче туять. Арӑмӑн пӗтӗм шухӑшӗ те — ӗҫке ернӗ упӑшкине ӗҫме пӑрахтарасси тата вӑл хӑйне мӗнле тытассине маларах пӗлме пулман пирки мӗн каласси-тӑвассиa. Арӑм эрехе пытарма тӑрӑшать, ӑна кӑларса пӑрахать, упӑшкин укҫине пытарать, упӑшкине ҫемьене, пурнӑҫа тата Турра та юратма тархасласа ыйтать, анчах ӗҫке ернӗ ҫын малалла та ӗҫет. Упӑшкине ӗҫтерме пӑрахтарас тесе хӑй тӑрӑшни пӗтӗмпех усӑсӑр пулнине кура арӑм шанӑҫне ҫухатать, хӑйне усӑсӑр ҫын пек туять. Тен, ӑна хӑрани, тарӑхни, хӑйне айӑплани, питӗ хытӑ пӑлханни, пӑшӑрханни тата хӑйне ҫителӗклӗ хисеплеменни асаплантарать.

4 Ашшӗ е амӑшӗ ӗҫке ерни ачисене те витӗм кӳрет. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗринпе хаяррӑн тытаҫҫӗ. Теприсене ар ҫыхӑнӑвне кӗрес шутпа ҫулӑхаҫҫӗ. Ачасем ашшӗ е амӑшӗ ӗҫке ернӗшӗн хӑйсене айӑплама та пултараҫҫӗ. Час-часах ӗҫке ернӗ ҫын хӑйне паян ун пек, ыран кун пек тытнӑран вӗсем ытти ҫынсене шанма пӑрахаҫҫӗ. Килте мӗн пулса иртнине ыттисене каласа пама намӑс пулнӑран туйӑмӗсене пусарма хӑнӑхаҫҫӗ, ҫакӑ вӗсен сывлӑхне час-часах япӑх витӗм кӳрет (Ытарӑшсем 17:22). Ҫитӗнсен те ҫакӑн пек ачасен хӑйсене ҫителӗклӗ хакламанни, хисеплеменни пулма пултарать.

ҪЕМЬЕ МӖН ТУМА ПУЛТАРАТЬ?

5. Ӗҫке ернине мӗнле ҫӗнтерме пулать, анчах ҫакна тума мӗншӗн йывӑр?

5 Пысӑк специалистсем ӗҫке ернине сиплеме ҫук тесе шутлаҫҫӗ пулин те, вӗсенчен чылайӑшӗ эрех-сӑра пач ӗҫме пӑрахнипе хӑш-пӗр лайӑх улшӑнусем тума пулнипе килӗшет. (Матфей 5:29 танлаштарӑр.) Анчах та ӗҫке ернӗ ҫынна пулӑшӑва йышӑнма ӳкӗте кӗртмелле теме ҫӑмӑл, тума вара йывӑр: вӗт ытларах чухне ҫын хӑй пирки ӗҫке ернӗ тесе шутламасть. Ҫапах та, ҫемьерисем ӗҫке ерни кӳрекен витӗме ҫӗнтерме тӑрӑшаҫҫӗ пулсан, ӗҫке ернӗ ҫын хӑйӗн йывӑрлӑх пуррине ӑнланма тытӑнать. Ӗҫке ернӗ ҫынсене тата вӗсен ҫемйисене пулӑшас енпе опыт пухнӑ пӗр врач каланӑ: «Ҫемьешӗн чи кирли — кулленхи ӗҫсене май килнӗ таран тӑрӑшса тӑвасси тесе шутлатӑп. Ӗҫке ернӗ ҫын хӑй ҫемьере ыттисенчен питӗ уйрӑлса тӑнине ытларах та ытларах асӑрхама тытӑнать».

6. Ӗҫке ернӗ ҫын пур ҫемьесем чи лайӑх канашсем ӑҫта тупма пултараҫҫӗ?

6 Сирӗн ҫемйӗрте ӗҫке ернӗ ҫын пулсан, Турӑ хавхалантарнипе ҫырнӑ Библири канаш сире усӑ паракан пурнӑҫ йӗркипе пурӑнма пулӑшӗ (Исаия 48:17; 2 Тимофей 3:​16, 17). Ҫемьесене ӗҫке ернине ӑнӑҫлӑн парӑнтарма пулӑшакан уйрӑм принципсене айтӑр пӑхса тухар.

7. Ҫемьере ӗҫке ернӗ ҫын пулнишӗн кам айӑплӑ?

7 Пӗтӗм айӑпа хӑвӑр ҫине илме пӑрахӑр. «Кирек кам та хӑй ҫӗклемне хӑй ҫӗклӗ» тата «Турӑ умӗнче пурсӑмӑр та хамӑршӑн хамӑр явап тытӑпӑр» тенӗ Библире (Галати 6:5; Рим 14:12). Тен, ӗҫке ернӗ ҫын ҫемьерисене айӑплама хӑтланать. Сӑмахран, ҫапла калама пултарать: «Эсир хӑвӑра манпа лайӑхрах тытнӑ пулсан, эпӗ ӗҫмен пулӑттӑм». Ыттисем унпа килӗшеҫҫӗ пулсан, вӗсем ӑна малалла та ӗҫме хавхалантараҫҫӗ. Анчах та пӗр-пӗр лару-тӑрӑва е ҫынсен ӗҫӗсене пула асап тӳснӗ чухне те эпир пурте, ҫав шутра ӗҫке ернисем те, хамӑрӑн ӗҫсемшӗн хамӑр явап тытатпӑр. (Филиппӑ 2:12 танлаштарӑр.)

8. Виҫесӗр ӗҫни мӗн патне ҫитернине ӗҫке ернӗ ҫынна курма парас тесе мӗн тума пулать?

8 Ӗҫке ернӗ ҫынна ӗҫни мӗн патне илсе ҫитернинчен сирӗн яланах сыхламалла тесе ан шутлӑр. Библире ҫиллес ҫын ҫинчен каланӑ ытарӑша ӗҫке ернӗ ҫын пирки те калама пулать: «Хӗрхентӗн пулсан, кайран ӑна ытларах айӑплама тивет» (Ытарӑшсем 19:19). Ӗҫке ернӗ ҫынна ӗҫни мӗн патне илсе ҫитернисене туйса илме парӑр. Хӑй хыҫҫӑн хӑй пуҫтартӑр, начальник патне хӑй шӑнкӑравлатӑр тата ӗҫсе лартнӑ хыҫҫӑн ирхине унпа хӑй калаҫтӑр.

146-мӗш страницӑри ӳкерчӗк

Ҫемьери йывӑрлӑхсене татса панӑ чухне старейшинӑсем пысӑк пулӑшу пама пултараҫҫӗ

9, 10. Ӗҫке ернӗ ҫын пур ҫемьесен мӗншӗн пулӑшӑва йышӑнмасӑр тӑмалла мар тата вӗсен пулӑшу уйрӑмах камра шырамалла?

9 Ыттисен пулӑшӑвне йышӑнӑр. «Тус вӑл кирек хӑҫан та юратать, инкекре вара, тӑван пек, вӑхӑтра килсе ҫитет» — тенӗ Ытарӑшсем 17:17-мӗшӗнче. Ӗҫке ернӗ ҫын ҫемьере пулни — пысӑк инкек. Сире пулӑшу кирлӗ. Туссен пулӑшӑвне шанма ан вӑтанӑр (Ытарӑшсем 18:24). Сирӗн хуйхӑра ӑнланаканнисемпе е ҫакӑн пек лару-тӑрура пулнисемпе калаҫса эсир мӗн тума юранипе юраманни пирки усӑллӑ канашсем пӗлме пултаратӑр. Анчах виҫине пӗлӗр. Кама хӑвӑр шанатӑр тата кам сирӗн вӑрттӑнлӑха ыттисене пӗлтермӗ, ҫавсемпе калаҫӑр (Ытарӑшсем 11:13).

10 Пухӑвӑн старейшинисене шанма вӗренӗр. Христиансен пухӑвӗнчи старейшинӑсем нумай пулӑшма пултараҫҫӗ. Ҫак опытлӑ арҫынсем Турӑ Сӑмахне тата Библири принципсемпе мӗнле усӑ курмаллине лайӑх пӗлеҫҫӗ. Вӗсем чӑннипех те «ҫил-тӑвӑлран, йӗпе-сапаран хӑтӑлмалли хӳтлӗх пек, пушхирти ҫӑлкуҫӗ пек, ҫунса-ӗнсе выртакан ҫӗрти ҫӳллӗ тӑвӑн сулхӑн ӗмӗлки пек» пулма пултараҫҫӗ (Исаия 32:2). Старейшинӑсем сиенлӗ витӗмсенчен пухӑва пӗтӗмӗшле кӑна мар хӳтӗлеҫҫӗ, йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнисене те йӑпатаҫҫӗ, ҫирӗплетеҫҫӗ, ҫакӑн пек ҫынсемпе чӗререн интересленеҫҫӗ. Вӗсен пулӑшӑвӗпе усӑ курӑр.

11, 12. Ӗҫке ернӗ ҫын пур ҫемьерисене пуринчен лайӑх кам пулӑшма пултарать тата ҫав пулӑшӑва мӗнле илмелле?

11 Чи кирлӗреххи, Иеговӑран вӑй илсе тӑрӑр. Библире чӗререн шантарса калани пур: «Ҫӳлхуҫа хурлӑхлӑ чӗреллисене ҫывӑх тӑрать, Вӑл йӑваш кӑмӑллисене [«хуйха ӳкнисене», ҪТ] ҫӑлать» (Псалом 33:19). Ӗҫке ернӗ ҫын пур ҫемьере пурнӑҫ йывӑррине пула эсир хуйха ӳксен, вара кӑмӑлӑр хуҫӑлсан, асра тытӑр: «Ҫӳлхуҫа... ҫывӑх». Вӑл сирӗн ҫемйӗрте лару-тӑру мӗн таран йывӑр пулнине ӑнланать (1 Петр 5:6, 7).

12 Иегова хӑйӗн Сӑмахӗнче каланине ӗненни сире канӑҫсӑрлӑха ҫӗнтерме пулӑшӗ (Псалом 129:​3, 4; Матфей 6:​25—34; 1 Иоанн 3:​19, 20). Турӑ Сӑмахне вӗренсе тата унӑн принципӗсемпе килӗшӳллӗ пурӑнса эсир Туррӑн святой сывлӑшӗн пулӑшӑвне илме пултаратӑр, вӑл сире йывӑрлӑхсене кунран кун чӑтса ирттерме «ытла та пысӑк хӑват» парӗb (2 Коринф 4:7).

13. Нумай ҫемьене тата мӗн асаплантарать?

13 Эрех-сӑрапа иртӗхни тепӗр йывӑрлӑх кӑларса тӑратма пултарать, ку — ҫемьери пусмӑр, ӑна пула нумайӑшӗ асапланать.

ҪЕМЬЕРИ ПУСМӐРА ПУЛА ПУЛАКАН АСАПСЕМ

14. Ҫемьери пусмӑр хӑҫан пуҫланнӑ тата хальхи пурнӑҫ пирки мӗн калама пулать?

14 Этемлӗх историйӗнче пусмӑр пӗрремӗш хут ҫемьере Каин хӑйӗн пиччӗшне Авеле тапӑнсан пулнӑ (Пултарни 4:8). Ҫавӑнтанпа этемлӗх ҫемьери пусмӑрӑн пур енӗпе пӗрмаях тӗл пулать. Упӑшкисем арӑмӗсене хӗнеҫҫӗ, арӑмӗсем упӑшкисене тапӑнаҫҫӗ, ашшӗ-амӑшӗ пӗр хӗрхенӳсӗр пӗчӗк ачисем ҫине алӑ ҫӗклет, ҫитӗннӗ ачисем вара ватӑлнӑ ашшӗ-амӑшӗпе хаяррӑн тытаҫҫӗ.

15. Ҫемьерисен кӑмӑл-туйӑмне пусмӑр мӗнле витӗм кӳрет?

15 Ҫемьери пусмӑр илсе килекен асапсем ӳт-пӳ ҫинчи суран вырӑнӗсем кӑна мар, унтан темӗн чухлӗ нумайрах. Упӑшки пӗрмаях хӗненӗ пӗр арӑм каласа панӑ: «Айӑппа намӑс туйӑмӗсемпе пӗрмаях кӗрешме тивет. Ҫаксем пурте хӑрушӑ тӗлӗк кӑна пулнине шанса ытларах чухне ирхине тӑрас та килмест». Ҫемьере пусмӑр курса ӳсекен е хӑйсем ҫинче туякан ачасем ҫитӗнсен тата ҫемье ҫавӑрсан хӑйсене ҫавӑн евӗрлех тытма пултараҫҫӗ.

16, 17. Кӑмӑл-туйӑма пусмӑрлани мӗн вӑл тата ҫемьерисене вӑл мӗнле витӗм кӳрет?

16 Ҫемьери пусмӑр — алӑ ҫӗклени кӑна мар. Час-часах сӑмахпа тапӑнаҫҫӗ. Ытарӑшсем 12:18-мӗшӗнче каланӑ: «Чараксӑр чӗлхеллӗ ҫын хӗҫпе каснӑ пек амантать». «Амантать» тени ҫемьери пусмӑра палӑртать: ятлаҫнине, кӑшкӑрнине, тӑтӑшах критикленине, япӑх сӑмахсемпе хӑртнине тата алӑ ҫӗклессипе хӑратнине. Кӑмӑл-туйӑма пусмӑрланӑран пулнӑ суран куҫа курӑнмасть, ҫавӑнпа ыттисем ҫакна час-часах курмаҫҫӗ.

17 Ачасен кӑмӑл-туйӑмне пусмӑрлани уйрӑмах кулянтарать: ялан критиклени, ачан майӗсене, ӑс-тӑн пултарулӑхӗсене е унӑн ҫынлӑх туйӑмӗсене пӗчӗклетни. Сӑмахсемпе хӑртнине пула ача хӑйне хаклама пӑрахма пултарать. Чӑн та, пур ачана та ӑс пани кирлӗ. Анчах та Библи ашшӗсене ҫапла вӗрентсе калать: «Ачӑрсен ӗмӗтне татас мар тесен, вӗсене пули-пулми ан тарӑхтарӑр» (Колоссӑ 3:21).

ҪЕМЬЕРИ ПУСМӐРТАН МӖНЛЕ ПӐРӐНМАЛЛА

151-мӗш страницӑри ӳкерчӗк

Пӗр-пӗрне юратакан тата хисеплекен христиан мӑшӑрсем йывӑрлӑхсене хӑвӑрт татса парӗҫ

18. Ҫемьери пусмӑр ӑҫта пуҫланать тата хамӑрӑн пусмӑрлас туртӑма епле ҫӗнтерме пулни пирки Библире мӗн каланӑ?

18 Пусмӑр чӗрере тата ӑс-тӑнра пуҫланать; пирӗн ӗҫсем шухӑшран пуҫланаҫҫӗ (Иаков 1:14, 15). Пусмӑрлас туртӑма ҫӗнтерес тесен ҫыннӑн хӑйӗн шухӑшӗсене улӑштармалла (Рим 12:2). Ҫакна тума пулать-и? Ҫапла, пулать. Турӑ Сӑмахӗн ҫынсене улӑштарма вӑй пур. Вӑл сиенлӗ шухӑшсен «тӗрекӗсене» те аркатма пултарать (2 Коринф 10:4; Еврейсем 4:12). Библие тӗрӗс пӗлни ҫынсене питӗ вӑйлӑ улшӑнма пулӑшнӑран вӗсем пирки ҫӗнӗ этем пулаҫҫӗ тенӗ (Эфес 4:22—24; Колоссӑ 3:8—10).

19. Христианинӑн хӑйӗн мӑшӑрӗ ҫине мӗнле пӑхмалла тата унпа хӑйне мӗнле тытмалла?

19 Мӑшӑрпа мӗнле тытмалла. «Упӑшкисен хӑйсен арӑмӗсене хӑйсен тӑл-пӗвне юратнӑ пек юратас пулать: хӑй арӑмне юратакан хӑйне хӑй юратать» — тенӗ Турӑ Сӑмахӗнче (Эфес 5:28). Унсӑр пуҫне, Библи упӑшкасене арӑмӗсемпе «черченкӗ савӑт-сапана тыткаланӑ пек... хисеп туса» тытмалла тенӗ (1 Петр 3:7). Арӑмсене «упӑшкине юратма» тата «хисеплесе тӑма» вӗрентсе каланӑ (Тит 2:4; Эфес 5:33). Турра юрӑхлӑ пулас текен упӑшка арӑмне сӑмахсемпе хӑртать е алӑ ҫӗклет пулсан, арӑма чӑннипех те чыс-хисеп тӑватӑп тесе суймасӑр ҫирӗплетме пултараймасть. Ҫавӑн пекех упӑшки ҫине кӑшкӑракан, йӗплӗ сӑмахсем калакан е пӗрмаях мӑкӑртатакан арӑмсенчен пӗри те упӑшкана чӑнах та юрататӑп тата хисеплетӗп тесе ҫирӗплетме пултараймасть.

20. Ашшӗ-амӑшӗ ачисемшӗн кам умӗнче явап тытать тата вӗсен мӗншӗн ачисенчен ытлашши нумай кӗтме юрамасть?

20 Ачасем ҫине тӗрӗс пӑхни. Ачасем ашшӗ-амӑшӗн юратӑвне тата тимлӗхне тивӗҫлӗ, вӗсене ҫакӑ питӗ кирлӗ. Турӑ Сӑмахӗ ачасем пирки «Ҫӳлхуҫа панӑ еткер» тата «парне» тет (Псалом 126:3). Ҫак еткере пӑхас енпе ашшӗ-амӑшӗ Иегова умӗнче яваплӑ. Библире ачасен «ачалла» тыткаласси тата «ухмахлӑх» пулать тенӗ (1 Коринф 13:11; Ытарӑшсем 22:15). Ачан ухмахлӑхӗпе тӗл пулсан ашшӗ-амӑшӗн тӗлӗнмелле мар. Ачасем — ҫитӗннӗ ҫын мар. Ашшӗ-амӑшӗн ачи миҫерине, кампа хутшӑннине тата пултарулӑхне кура унран мӗн кӗтме пулнинчен ытларах ыйтма юрамасть. (Пултарни 33:​12—14 пӑхӑр.)

21. Ватӑлса ҫитнӗ атте-анне ҫине мӗнле пӑхни тата вӗсемпе мӗнле тытни Турра юрӑхлӑ?

21 Ватӑлнӑ атте-аннепе мӗнле тытмалла. Левит 19:32-мӗшӗнче каланӑ: «Ҫӳҫӗ шуралнӑ ҫын умӗнче ура ҫине тӑр, ватӑ ҫынна хисепле». Ҫапла майпа Турӑ Сӑмахӗ ваттисене хисеплеме тата чыслама вӗрентнӗ. Ватӑлнӑ аҫу-аннӳ ытлашши ыйтнӑ пек туйӑнать пулсан е чирлет пулсан тата, тен, хӑвӑрт утаймасть е шухӑшлаймасть пулсан, вӗсемпе ҫапла тытма питӗ йывӑр пулма пултарать. Ҫапах ачасене «ашшӗ-амӑшне пӑхма» аса илтереҫҫӗ (1 Тимофей 5:4). Ҫакӑ вӗсемпе тивӗҫлӗ тытмаллине, вӗсене хисеплемеллине, тен, укҫа-тенкӗпе пулӑшса тӑмаллине те пӗлтерет. Ватӑлса ҫитнӗ ашшӗ-амӑшӗ ҫине алӑ ҫӗклени е кирек епле япӑх тытни те Библи пире вӗсемпе мӗнле тытмаллине вӗрентнине пӗтӗмпех хирӗҫлет.

22. Ҫемьери пусмӑра пӗтерес тӗлӗшпе мӗнле паха ен чи кирли шутланать тата ӑна мӗнле кӑтартма пулать?

22 Чарулӑха аталантарӑр. «Ӑссӑрри пӗтӗм ҫиллине ирӗке ярать, ӑсли ӑна путарать» — тенӗ Ытарӑшсем 29:11-мӗшӗнче. Хамӑрӑн туйӑмсене мӗнле алла илме пулать? Шанӑҫа ҫухатас вырӑнне сиксе тухакан йывӑрлӑхсене тӳрех татса парӑр (Эфес 4:26, 27). Хӑвна алра тытма пултараймастӑн пек туйӑнсан, кайни лайӑхрах. Туррӑн святой сывлӑшӗ хӑвӑнта чарулӑх аталантартӑр тесе кӗлӗ ту (Галати 5:​22, 23). Уҫӑлса ҫӳрени е хусканусем туни сана хӑвна алла илме пулӑшӗ (Ытарӑшсем 17:14, 27). «Чӑтӑмлӑ» пулма тӑрӑш (Ытарӑшсем 14:29).

УЙРӐЛМАЛЛА-И Е ПӖРЛЕ ПУРӐНМАЛЛА?

23. Христиансен пухӑвӗнчи пӗри, тен, ҫемйипе тискеррӗн тытса, ҫине ҫинех хаярлӑхне кӑларать пулсан тата ҫакӑншӑн ӳкӗнмест пулсан, мӗн пулса тухма пултарать?

23 Турӑ сивлекен ӗҫсем хушшинче Библи «тӑшманлӑ тӑнине... ҫилленнине, хирӗҫни-пӑтраннине» асӑнать тата «ҫавӑн пек пурӑнакансем Турӑ Патшалӑхне кӗреймӗҫ» тет (Галати 5:​19—21). Ҫавӑнпа кам хӑйне христианин тесе шутлать, анчах ҫав хушӑрах хӑйӗн хаярлӑхне тӑтӑшах кӑларать, тен, мӑшӑрӗпе е ачисемпе хӗрхенӳсӗр тытать, тата ҫапла тунӑшӑн ӳкӗнмест пулсан, ӑна христиансен пухӑвӗнчен кӑларса яма пултараҫҫӗ. (2 Иоанн 9, 10 танлаштарӑр.) Ҫапла майпа пуху хаяр ҫынсенчен таса юлать (1 Коринф 5:6, 7; Галати 5:9).

24. а) Мӑшӑрӗ хаяррӑн тытать пулсан, ҫын мӗнле йышӑну тума пултарать? ӑ) Хӑйӗн ҫемйинче пусмӑр тӳсекене пӑшӑрханакан тусӗсем тата старейшинӑсем мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ, анчах вӗсен мӗн тумалла мар?

24 Хальхи вӑхӑтра мӑшӑрӗ хаяррӑн хӗнет пулсан тата лайӑх еннелле улшӑнасси нихӑш енчен те курӑнмасть пулсан, христианинӑн мӗн тумалла? Хӑшӗ-пӗри пӗр-пӗр сӑлтава пула пӗрлех пурӑнма шут тытать. Теприсем ӳт-пӳ, кӑмӑл-туйӑм тӗлӗшӗнчен сывлӑхӗ тата Турӑпа хӑй хушшинчи хутшӑнӑвӗсем, тен, пурнӑҫӗ те хӑрушлӑхра пулнине курса хӑйсен хаяр мӑшӑрне хӑварма шут тытаҫҫӗ. Ҫемьере пусмӑр тӳсекен ҫын ҫакӑн пек лару-тӑрура мӗн тӑвасси — Иегова умӗнче кашни хӑй тӗллӗн тумалли йышӑну (1 Коринф 7:10, 11). Лайӑххине сунса туссем, хурӑнташсем е старейшинӑсем пулӑшу тата канаш сӗнме пултараҫҫӗ, анчах вӗсен ҫынна вӑл е ку ҫулпа кайма хистемелле мар. Ку унӑн хӑйӗн йышӑнӑвӗ (Рим 14:4; Галати 6:5).

АСАП КӲРЕКЕН ЙЫВӐРЛӐХСЕН ВӖҪӖ

25. Ҫемье тӗлӗшӗпе Иеговӑн шухӑшӗсем мӗнле?

25 Иегова Адампа Евӑна мӑшӑрлантарнӑ чухне ӗҫке ерни е пусмӑр йышши йывӑрлӑхсем ҫемьене нӗрсӗрлетесси унӑн шухӑшӗнче пулман (Эфес 3:14, 15). Ҫемье кашниех ыттисене ӑс-тӑн, кӑмӑл-туйӑм тата Турӑпа ҫывӑх пулас тӗлӗшпе мӗн кирлишӗн тӑрӑшакан, юратупа килӗшӳ хуҫаланакан вырӑн пулмалла пулнӑ. Анчах ҫылӑха кӗнӗ хыҫҫӑн ҫемье пурнӑҫӗ хӑвӑрт япӑх еннелле улшӑнма тытӑннӑ. (Екклесиаст 8:9 танлаштарӑр.)

26. Иегова хушни-ыйтнипе килӗшӳллӗ пурӑнма тӑрӑшакан ҫынсене мӗнле пуласлӑх кӗтет?

26 Телее, Иегова ҫемье тӗлӗшӗпе шухӑшласа хунине пӑрахӑҫламан. Вӑл ҫынсене мирлӗ ҫӗнӗ тӗнчене илсе кӗме сӑмах парать, унта «вӗсем шикленмесӗр пурӑнӗҫ, вӗсене никам та хӑратаймӗ» (Иезекииль 34:28). Ун чухне ӗҫке ерни, пусмӑр тата ҫемьесене паян асап кӳрекен ытти йывӑрлӑхсем урӑх пулмӗҫ. Хӑранине тата ыратнине пытарасшӑн пулнӑран мар, «тулли тӑнӑҫлӑхпа» пурӑннӑран ҫынсем йӑл кулӗҫ (Псалом 36:11).

a Эпир ӗҫке ернӗ арҫын пирки калатпӑр пулин те, хӗрарӑм ӗҫке ернӗ чухне те ҫак принципсемпе усӑ курма пулать.

b Хӑш-пӗр ҫӗршывра сиплев центрӗсем, больницӑсем тата сиплев программисем пур, вӗсене ӗҫке ернӗ ҫынсемпе вӗсен ҫемйисене пулӑшма йӗркеленӗ. Ҫак пулӑшӑва илессипе илмессине кашни хӑй йышӑнать. Хурал Башнин обществи хӑш сиплеве суйласа илмеллине каламасть. Анчах пулӑшу шыранӑ май Библи принципӗсене хирӗҫлекен ӗҫсене тӑвассинчен асӑрханмалла.

БИБЛИРИ ҪАК ПРИНЦИПСЕМ НУМАЙ АСАП КӲРЕКЕН ЙЫВӐРЛӐХСЕНЧЕН ПӐРӐНМА МӖНЛЕ ПУЛӐШАҪҪӖ?

Иегова эрех-сӑрапа иртӗхнине сивлет (Ытарӑшсем 23:​20, 21).

Кашни ҫын хӑй ӗҫӗсемшӗн хӑй явап тытать (Рим 14:12).

Чарулӑх пулмасан эпир Турра юрӑхлӑ майпа ӗҫлеме пултараймастпӑр (Ытарӑшсем 29:11).

Чӑн христиансем хӑйсен ватӑлнӑ ашшӗ-амӑшне хисеплеҫҫӗ (Левит 19:32).

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр