ВУНПИЛЛӖКМӖШ СЫПӐК
Ватӑлнӑ аҫу-аннӳне хисеплӗр
1. Атте-анне умӗнче пирӗн мӗнле парӑм пур, ҫавӑнпа пирӗн вӗсем патне мӗнле туйӑмсем пулмалла тата вӗсемпе мӗнле тытмалла?
ӖЛӖКЕХ пӗр ӑслӑ ҫын сӗннӗ: «Аҫуна итле: сана вӑл ҫуратнӑ; аннӳне те — ватӑлса ҫитсессӗн те — сума сумашкӑн ан пӑрах» (Ытарӑшсем 23:22). Эсир калама пултаратӑр: «Атте-аннене хисеплемесӗр тӑма пулать-и вара!» Пирӗнтен чылайӑшӗ ашшӗне е амӑшне шута илмесӗр тӑмасть кӑна мар, пачах урӑхла, вӗсене питӗ юратать. Атте-аннене нумай тӗлӗшрен парӑмлӑ пулнине ӑнланатпӑр эпир. Чи малтанах вӗсем пире пурнӑҫ панӑ. Иегова пурнӑҫ Ҫӑлкуҫӗ пулин те, атте-аннесӗр эпир кун ҫути курайман пулӑттӑмӑр. Эпир атте-аннене пама пултарнисенчен нимӗн те хакӗпе пурнӑҫпа танлашма пултараймасть. Унсӑр пуҫне, шухӑшласа пӑхӑр: ачана вӗрентсе ӳстерес тесен мӗн таран хӑвна шеллемелле мар, мӗн чухлӗ хумханнине чӑтса ирттермелле, мӗн чухлӗ юратса тимлӗх кӑтартмалла тата мӗн чухлӗ укҫа-тенкӗ тӑкакламалла. Ҫавӑнпа Турӑ Сӑмахӗнчи канаш мӗн тери вырӑнлӑ: «Аҫупа аннӳне хисепле, вара хӑвнах ырӑ пулӗ, ҫӗр ҫинчи ӗмӗрӳ вӑрӑм килӗ» (Эфес 6:2—3).
КӐМӐЛ-ТУЙӐМ ЕНӖПЕ МӖН КИРЛИНЕ ӐНЛАНМА ТӐРӐШӐР
2. Ҫитӗннӗ ачасем ашшӗ-амӑш умӗнчи «тивӗҫне» мӗнле пурнӑҫлама пултараҫҫӗ?
2 Павел апостол христиансене каланӑ: «Вӗсем [ачасемпе мӑнуксем] чи малтан Турӑ умӗнчи тивӗҫне — хӑйсен кил-йышӗшӗн тӑрӑшма, ашшӗ-амӑшне пӑхма — вӗренччӗр: Турра ҫавӑ кӑмӑллӑ» (1 Тимофей 5:4). Ашшӗ-амӑшӗ, ҫавӑн пекех аслашшӗ-асламӑшӗ, кукашшӗ-кукамӑшӗ хӑйсене вӗрентсе ӳстернӗ май нумай ҫул хушши юрату кӑтартнӑшӑн, тӑрӑшнӑшӑн, ӗҫленӗшӗн ҫитӗннӗ ачасем пархатарлӑ пулнине кӑтартаҫҫӗ пулсан, вӗсем хӑйсен «тивӗҫне» пурнӑҫлаҫҫӗ. Ачасем валли ҫакна тумалли майсенчен пӗри вӑл — ватӑ ҫынсене, ыттисем пекех, юратупа пулӑшу час-часах ҫав тери кирлине ӑнланма тӑрӑшни. Ваттисене хӑйсем усӑсӑр пурӑнманнине туйни кирлӗ.
3. Эпир атте-аннене, асатте-асаннене, кукаҫи-кукамая чыс-хисеп тума мӗнле пултаратпӑр?
3 Ҫавӑнпа атте-аннене, асатте-асаннене тата кукаҫи-кукамая юратнине кӑтартса, эпир вӗсене чыс-хисеп тума пултаратпӑр (1 Коринф 16:14). Атте-аннерен уйрӑм пурӑнатпӑр пулсан, пирӗнтен илнӗ хыпар вӗсемшӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнине асра тытмалла. Хавхалантаракан ҫыру ҫыртӑмӑр, шӑнкӑравларӑмӑр е хӑнана килтӗмӗр пулсан, эпир вӗсене калама ҫук савӑнтаратпӑр. Японире пурӑнакан Мийо хӑй 82 ҫулта пулнӑ чухне ҫырнӑ: «Хӗрӗм [упӑшки вара район надзирателӗ] мана калать: „Аннеҫӗм, тархасшӑн, „ҫул ҫӳре“ пирӗнпе пӗрле“. Вӑл хӑйсен палӑртнӑ ҫулне тата эрнелӗх телефон номерне мана ярса парать. Эпӗ карттӑ ҫине пӑхса калама пултаратӑп: „Апла... халӗ вӗсем ак ҫакӑнта!“ Иегова мана ҫакӑн пек хӗр парса пилленӗшӗн эпӗ ӑна яланах тав тӑватӑп».
УКҪА-ТЕНКӖПЕ ВӖСЕНЕ ПУЛӐШӐР
4. Иудӑри тӗн йӑлине пула ҫынсем ватӑлнӑ ашшӗ-амӑшӗпе мӗнле чунсӑрла тытма пултарнӑ?
4 Атте-аннене хисеплесси вӗсене укҫа-тенкӗ тӗлӗшӗпе пулӑшмаллине те пӗлтерме пултарать-и? Ҫапла, пултарать. Ҫакӑн пекки час-часах пулать. Иисус ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне Иудӑри тӗн ертӳҫисем ҫакӑн пек йӑлана тытса тӑнӑ: кам хӑйӗн укҫи е пурлӑхӗ «Турра асӑнса пани» тет, ҫавӑн хӑйӗн ашшӗ-амӑшӗшӗн тӑрӑшма вӗсемпе усӑ курмалла мар (Матфей 15:3—6). Ҫакӑ питӗ чунсӑрла хӑтланни! Чӑннипе вара, ҫав тӗн ертӳҫисем ҫынсене ашшӗ-амӑшне хисеплемесӗр, вӗсене ним вырӑнне хумасӑр тӑма, хӑйсене мала хурса вӗсене мӗн кирли пирки шухӑшламасӑр тӑма май панӑ. Эпир хамӑра нихӑҫан та ҫакӑн пек тытасшӑн мар! (Саккуна астутарни 27:16.)
5. Хӑш-пӗр ҫӗршывсенче правительствӑсем пулӑшу параҫҫӗ пулин те, ашшӗ-амӑшне хисеплени хӑш-пӗр чухне мӗншӗн вӗсене укҫа-тенкӗпе пулӑшассине пӗлтерет?
5 Паян нумай ҫӗршывра патшалӑхӑн социаллӑ программисемпе усӑ курса ватӑ ҫынсене хӑш-пӗр тӗлӗшрен мӗн кирлипе, сӑмахран, апат-ҫимӗҫпе, тумтирпе тата пурӑнмалли кӗтеспе, тивӗҫтерме пулать. Унсӑр пуҫне, тен, ҫак ҫынсем ватлӑх валли мӗн чухлӗ те пулин укҫа-тенкӗ хӑйсем пухма пултарнӑ. Анчах та вӗсене тӑкакласа пӗтернӗ е вӗсем ҫитсе пымаҫҫӗ пулсан, ачисем ашшӗ-амӑшне май килнӗ таран укҫа-тенкӗпе пулӑшса вӗсене чыс-хисеп тӑваҫҫӗ. Ватӑлнӑ ашшӗ-амӑшӗшӗн тӑрӑшни ҫын Иегова Турра — ҫемьене Никӗслекене — чунтан парӑннине кӑтартать.
ЮРАТУ ТАТА ХӐВНА ШЕЛЛЕМЕННИ
6. Ашшӗ-амӑшне мӗн кирлишӗн тӑрӑшас тесе хӑшӗ-пӗри мӗнле улшӑнусем тӑвать?
6 Нумай ҫитӗннӗ ача халсӑрланнӑ ашшӗ-амӑшне мӗн кирлишӗн юратса, хӑйне шеллемесӗр тӑрӑшать. Хӑшӗ-пӗри ашшӗ-амӑшне хӑй патне пурӑнма илет е вӗсем патне ҫывӑхарах пултӑр тесе куҫса каять. Теприсем ашшӗ-амӑшӗ патне пурӑнма куҫаҫҫӗ. Час-часах ҫакӑн пек улшӑнусем ашшӗ-амӑшӗшӗн те, ачисемшӗн те пиллӗх пулса тӑраҫҫӗ.
7. Ватӑлнӑ аҫу-аннӳне пулӑшу кирлӗ пулнӑ чухне мӗншӗн васкаса йышӑну тума кирлӗ мар?
7 Хӑш-пӗр чухне ҫапла куҫса кайнисенче нимӗн лайӑххи те ҫук. Мӗншӗн? Тен, йышӑнусене васкаса е туйӑмсем хыҫҫӑн кайса тунине пула. «Ӑслӑ-тӑнли... хӑйӗн ҫулне тимлӗн сӑнаса тӑрать» (Ытарӑшсем 14:15). Калӑпӑр, ватӑлнӑ аннӳне пӗччен пурӑнма йывӑр, эсӗ вара вӑл сирӗн пата куҫса килсен ӑна лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ тесе шухӑшлатӑн. Мӗн усӑллӑрах пулни пирки шухӑшланӑ май ҫакна шута илме пулать: аннӳне чӑннипе мӗн кирлӗ? Вырӑнлӑ урӑх йышӑну сӗнекен уйрӑм ҫынсен службисем е патшалӑхӑн социаллӑ службисем пур-и? Аннӳ куҫса килесшӗн-и? Ҫапла пулсан, вӑл куҫса килни унӑн пурнӑҫне мӗнле витӗм кӳрӗ? Тусӗсемпе уйрӑлма тивӗ-и ӑна? Ҫакӑ унӑн кӑмӑл-туйӑмне мӗнле витӗм кӳме пултарать? Ҫак ыйтусене эсир унпа сӳтсе явнӑ-и? Вӑл куҫса килни сана, мӑшӑрна тата ачусене мӗнле витӗм кӳрӗ? Аннӳне пӑхасси сасартӑк пулса тухсан, ӑна кам пӑхӗ? Тивӗҫлӗхсене пайлама пулать-и? Ҫак ыйтусене эсир ҫемьепе пӗрле сӳтсе явнӑ-и?
8. Ватӑлнӑ атте-аннене мӗнле пулӑшасси пирки шутланӑ чухне кампа канашлама пулать?
8 Ашшӗ-амӑшне пӑхас енпе пур ача та яваплӑ, ҫавӑнпа ҫемьепе пӗрле пухӑнса пур йышӑнӑва та пӗрле туни ӑслӑ-тӑнлӑ пулӗччӗ. Христиансен пухӑвӗнчи старейшинӑсемпе е ҫакӑн евӗрлӗ ситуацисенче пулнӑ туссемпе калаҫни усӑллӑ пулма пултарать. «Канаш ҫукки тытӑннӑ ӗҫе пӑсса ярать, канашҫӑсем йышлӑ чухне ӗҫ ӑнӑҫлӑ пулать»,— асӑрхаттарать Библи (Ытарӑшсем 15:22).
ХӖРХЕНӖР ТАТА ӐНЛАНМА ТӐРӐШӐР
Атте-аннепе калаҫмасӑр вӗсемшӗн йышӑну туни ӑслӑ-тӑнлӑ мар
9, 10. а) Ватӑ ҫынсене пӑхнӑ чухне, вӗсен ҫулне пӑхмасӑр, мӗне шута илмелле? ӑ) Ҫитӗннӗ ачисен ашшӗ-амӑшне лайӑх тӑвассишӗн кирек мӗн тунӑ чухне те хӑйсене ашшӗ-амӑшӗпе яланах мӗнле тытмалла?
9 Ватӑлнӑ атте-аннене хисеп тӑвас тесен хӗрхеннипе ӑнланни кирлӗ. Ҫулсем хӑйсенне илеҫҫӗ, ватӑ ҫынсене, тен, утма, ҫиме тата мӗн те пулин асра тытма йывӑртарах та йывӑртарах пулса пырать. Вӗсене пулӑшу кирлӗ пулма пултарать. Час-часах ачасем ашшӗ-амӑшне питӗ тӑрӑшса пӑхаҫҫӗ, вӗсене хӑйсемсӗр, хӑйсем кӑтартмасӑр пӗр утӑм тума та памаҫҫӗ. Анчах та ваттисем — ҫитӗннӗ ҫынсем; вӗсем пурнӑҫ пурӑнса ирттернӗ, ҫав хушӑра ӑслӑлӑхпа опыт пухнӑ, хӑйсемшӗн хӑйсемех тӑрӑшнӑ тата йышӑнусем тунӑ. Тен, вӗсене ашшӗ-амӑшӗ тата ҫитӗннӗ ҫын пулни хӑйсене хисеплеме тата хӑйсен лайӑх енӗсене туйма парать. Хӑйсен пурнӑҫӗнче вӗрентсе-кӑтартса пырассине ачисен аллине памаллине туякан ашшӗ-амӑшӗн депресси пуҫланма пултарать е вӗсем тарӑхма пултараҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗрисем ҫилленеҫҫӗ тата хӑйсен ирӗклӗхне пӑсни пулать тесе шутланӑран, тен, хирӗҫ тӑраҫҫӗ.
10 Кунта ҫӑмӑл ҫул ҫук, анчах ватӑлнӑ атте-аннене хӑйсемшӗн тӑрӑшма тата йышӑнусем тума май килнӗ таран хӑйсенех ирӗк пани ырӑ туни пулать. Аҫу-аннӳпе калаҫмасӑр вӗсемшӗн мӗн лайӑхрах пулнине шутласа хуманни тӗрӗс. Халӗ вӗсем тума пултарайманни, тен, нумай. Анчах та айтӑр вӗсене вӑйӗсем ҫитнӗ таран тума ирӗк парар. Эпир вӗсен пурнӑҫӗпе мӗн чухлӗ сахалтарах хуҫаланма тӑрӑшатпӑр, пирӗн хутшӑнусем ҫавӑн чухлӗ лайӑхрах пулнине, тен, эпир асӑрхӑпӑр. Атте-анне телейлӗрех пулӗ, вӗсемпе пӗрле вара эпир те. Атте-аннене лайӑхрах пултӑр тесе ҫине тӑма тивет пулсан та, ҫав-ҫавах атте-аннене хисеп тӑвасси вӗсен тивӗҫлӗх туйӑмне шута илмеллине тата вӗсене тивӗҫлипе хисеплемеллине пӗлтерет. Турӑ Сӑмахӗнче канаш панӑ: «Ҫӳҫӗ шуралнӑ ҫын умӗнче ура ҫине тӑр, ватӑ ҫынна хисепле» (Левит 19:32).
АҪУ-АННӲ ҪИНЕ ТӖРӖС ПӐХАССИНЕ УПРӐР
11—13. Ачан унччен ашшӗ-амӑшпе япӑх хутшӑнусем пулнӑ пулсан та, вӗсем ватӑлсан вӑл вӗсемшӗн лайӑх тӑрӑшма, ҫакӑ, тен, ҫӑмӑл мар пулин те, мӗнле пултарать?
11 Ҫамрӑк чухне ашшӗ-амӑшӗпе япӑх хутшӑнусем пулнӑран ҫитӗннӗ ачасене хӑш-пӗр чухне вӗсене хисеплеме йывӑр. Аҫу, тен, хӑйне санпа сиввӗн тытнӑ тата интересленмен, аннӳ вара пӑхӑнтарма тӑрӑшнӑ тата тӳрккес пулнӑ. Аҫу-аннӳ ху мӗнле пултарас килнӗ пек пулманран эсӗ халӗ те, тен, кӑмӑлсӑр, тарӑхатӑн е ҫилленетӗн. Эсӗ ҫакӑн пек туйӑмсенчен хӑтӑлма пултаратӑн-и?a
12 Финляндире ҫуралса ӳснӗ Бассе каласа парать: «Манӑн тӑван мар атте нацистла Германире СС офицерӗ пулнӑ. Вӑл питӗ хӑвӑрт тарӑхса каятчӗ те хӑрушӑ ҫын пулса тӑратчӗ. Вӑл ман куҫ умӗнчех аннене нумай хутчен хӗненӗ. Пӗррехинче вӑл ман ҫине тарӑхрӗ, ременьпе сулса ячӗ те тӑхипе мана питрен ҫапрӗ. Вӑл вӑйлӑ ҫапнӑран эпӗ кравать ҫине ӳкрӗм».
13 Анчах ашшӗн урӑх енсем те пулнӑ. Бассе малалла калать: «Тепӗр енчен, вӑл ҫемьешӗн тӑрӑшса тимлесех ӗҫлетчӗ тата хӑйне хӗрхенместчӗ. Вӑл ашшӗ туйӑмӗсене мана нихӑҫан та кӑтартман, анчах эпӗ вӑл ҫакна мӗнле тумаллине пӗлменнине пӗлеттӗм. Ачаллах аттене амӑшӗ килтен хӑваласа кӑларса янӑ. Вӑл пурнӑҫ ҫулне чышкӑпа усӑ курса хывса пырса ӳснӗ тата ҫамрӑклах вӑрҫа тухса кайнӑ. Хӑш-пӗр тӗлӗшрен эпӗ аттене ӑнланаттӑм, ҫавӑнпа айӑпламастӑм. Ӳссе ҫитсен эпӗ ӑна вӑл виличчен пултарнӑ таран пур енпе те пулӑшма шут тытрӑм. Ҫакӑ ҫӑмӑл марччӗ, анчах та эпӗ вӑй ҫитнине пурне те турӑм. Эпӗ вӗҫне ҫитичченех лайӑх ывӑл пулма тӑрӑшрӑм тата атте ман пирки шӑп ҫапла шутланӑ тесе шухӑшлатӑп».
14. Тӗрлӗрен лару-тӑрура, сӑмахран, ватӑ атте-аннене пӑхмалла чухне, мӗнле сӑвӑ йӗркипе усӑ курма пулать?
14 Ҫемьери тӗрлӗ лару-тӑрура, ытти ӗҫсенчи пекех, Библири ҫак канашпа усӑ курма пулать: «Хӗрхенекен кӑмӑллӑ, ырӑлӑхлӑ, йӑваш ӑслӑ, лӑпкӑ, вӑрах тӳсӗмлӗ пулӑр. Пӗр-пӗри тӗлӗшӗнчен чӑтӑмлӑ пулӑр, пӗри теприне кӳрентернӗ пулсассӑн — каҫарӑр: Христос [«Иегова», ҪТ] сире каҫарнӑ, эсир те ҫаплах тӑвӑр» (Колоссӑ 3:12, 13).
АШШӖ-АМӐШНЕ ПӐХАКАНА ТА ПУЛӐШУ КИРЛӖ
15. Атте-аннене пӑхасси хӑш-пӗр чухне мӗншӗн чуна ыраттарать?
15 Халсӑрланнӑ атте-аннене пӑхасси — ҫӑмӑл ӗҫ мар, нумай ӗҫ тумалла, яваплӑх пысӑк тата нумай вӑхӑт уйӑрмалла. Анчах та час-часах чи йывӑрри кӑмӑл-туйӑм хуҫӑлни. Куҫу умӗнчех атте-аннен сывлӑхӗ, ӑс-тӑнӗ хавшани ҫине, вӗсем хӑй тӗллӗн сахалтарах та сахалтарах тума пултарни ҫине пӑхма йывӑр. Пуэрто-Рикора пурӑнакан Сэнди каласа парать: «Манӑн анне пӗтӗм ҫемьене пӑхса-тытса тӑнӑ. Аннене пӑхнӑ май вӑл асапланнине курни чӗрене питӗ ыраттаратчӗ. Малтанах вӑл кӑшт уксахлакалама пуҫларӗ, унтан ӑна туя, каярахпа костыль, тата кайран вара инвалидсен кресли кирлӗ пулчӗ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн вӑл япӑхлансах-япӑхлансах пычӗ те юлашкинчен вилчӗ. Аннен шӑмминче хӑрушӑ шыҫӑ аталанса пычӗ, ӑна ир те, каҫ та пӑхмаллаччӗ. Эпир ӑна ҫӑваттӑмӑр, ҫитереттӗмӗр тата вуласа параттӑмӑр. Ҫакӑ уйрӑмах кӑмӑл-туйӑма вӑйлӑ пусӑрӑнтаратчӗ. Анне вилессине ӑнланса илсен эпӗ йӗрсе ятӑм: вӗт эпӗ ӑна питӗ юрататтӑм».
16, 17. Халсӑрланнӑ ашшӗ-амӑшне пӑхакансене виҫине пӗлме мӗнле канаш пулӑшӗ?
16 Эсӗ ҫакӑн пек лару-тӑрура пулсан мӗн тумалла? Библи вуласа Иеговӑна итлени тата унпа кӗлӗре калаҫни сана питӗ вӑйлӑ пулӑшӗ (Филиппӑ 4:6, 7). Лайӑх апатланни, ҫывӑрса тӑранма тӑрӑшни те пысӑк усӑ парать. Ҫапла туни сана ҫывӑх ҫыншӑн тӑрӑшмашкӑн ӳт-пӳ тата кӑмӑл-туйӑм тӗлӗшӗнчен сывлӑха упрама пулӑшӗ. Вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе кулленхи ӗҫсенчен канса ил. Отпуск илме ниепле те пулмасть пулсан та, канмашкӑн кӑшт вӑхӑт уйӑрни тӗрӗс пулать. Килтен вӑхӑтлӑха каяс тесе кама та пулин чирлекен ҫынпа пулма ыйтма пулать.
17 Ватӑлнӑ ашшӗ-амӑшне пӑхакансем час-часах хӑйсенчен нумай ыйтаҫҫӗ. Хӑв мӗн те пулин тума пултарайманшӑн хӑвна айӑплама кирлӗ мар. Тепӗр чухне хамӑр хаклакан ҫынна медицина пулӑшӑвне паракан ваттисен ҫуртне пӑхма шанса пани кирлӗ пулса тухма пултарать. Эсӗ халсӑрланнӑ аҫу-аннӳне пӑхатӑн пулсан, хӑвӑн вӑйна ытлашши ан шан. Санӑн аҫу-аннӳне, ачусене, мӑшӑрна, хӑвна пӗрешкел пӑхмалла.
ЫТЛА ТА ПЫСӐК ХӐВАТ
18, 19. Пулӑшас енпе Иегова мӗнле сӑмах панӑ тата вӑл ҫак сӑмаха пурнӑҫланине мӗнле тӗслӗх кӑтартса парать?
18 Иегова хӑйӗн Сӑмахӗ, Библи, урлӑ юратса кӑтартса-вӗрентсе тӑрать, ҫакӑ ватӑлса пыракан ашшӗ-амӑшне пӑхакана питӗ пулӑшма пултарать, анчах та Иеговӑн пулӑшӑвӗ ҫакӑнпа вӗҫленмест. «Хӑйне чӗнекенсемшӗн... Ҫӳлхуҫа пуриншӗн те ҫывӑх»,— ҫырнӑ Турӑ хавхалантарнипе псалом юрлакан. «Вӗсем йӗрсе йӑлӑннине илтет те — ҫӑлать вӗсене». Иегова хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене чи йывӑр лару-тӑрура та ҫӑлӗ (Псалом 144:18, 19).
19 Филиппинӑра пурӑнакан Мирна ҫакна хӑйӗн шалкӑм ҫапнӑ амӑшне пӑхнӑ чухне ӑнланнӑ. «Хӑв хаклакан ҫын асапланнине тата ӑҫта ыратнине калама та пултарайманнине курнинчен япӑхраххи нимӗн те ҫук,— ҫырать Мирна.— Анне пӗчӗккӗн путнӑ пек, эпӗ вара ҫакна куратӑп та нимӗн те тума пултараймастӑп пекех туйӑнатчӗ. Эпӗ нумай хутчен чӗркуҫленсе ларса хам ывӑннине Иеговӑна калаттӑм. Эпӗ Давид хӑйӗн куҫҫульне савӑта пуҫтарма тата хӑй пирки асра тытма йӑлӑнса ыйтнӑ пекех йӗреттӗм [Псалом 55:9]. Хӑй сӑмах панӑ пекех вара Иегова мана ҫителӗклӗ вӑй пачӗ. „Ҫӳлхуҫа манӑн тӗрекӗм пулчӗ“» (Псалом 17:19).
20. Хӑйсем пӑхакан ҫынни вилсен те, халсӑрланнӑ ашшӗ-амӑшне пӑхакансене лайӑх кӑмӑл-туйӑма упрама Библири мӗнле сӑмах панисем пулӑшаҫҫӗ?
20 Ватӑлса пыракан ашшӗ-амӑшне пӑхасси пирки «япӑх вӗҫленекен истори» теҫҫӗ. Ватӑлнӑ ҫынна питӗ лайӑх пӑхсан та вӑл, Мирна амӑшӗпе пулса тухнӑ пек, вилме пултарать. Анчах Иеговӑна шанакансем вилӗм вӑл вӗҫӗ пулманнине пӗлеҫҫӗ. Павел апостол каланӑ: «Вилнӗ ҫынсем — сӑваплисем те, сӑвапсӑррисем те — чӗрӗлсе тӑрӗҫ тесе, Турра шанса тӑратӑп» (Апостолсен ӗҫӗсем 24:15). Чӗрӗлсе тӑрасса шанни тата Турӑ «вилӗм те... урӑх пулас ҫук» телейлӗ ҫӗнӗ тӗнче тума сӑмах пани ватӑлнӑ ашшӗ-амӑшӗ вилнӗ ҫынсене йӑпатать (Ӳлӗмхине 21:4).
21. Ватӑлнӑ атте-аннене хисеплени хӑш тӗлӗшрен усӑллӑ?
21 Ашшӗ-амӑшӗ ватӑлсан та, Туррӑн ӗҫлекенӗсем хӑйсене вӗсемпе питӗ хисеплӗн тытаҫҫӗ (Ытарӑшсем 23:22—24). Вӗсем ашшӗ-амӑшне чыс-хисеп тӑваҫҫӗ. Ҫапла туса вӗсем Турӑ хавхалантарнипе ҫырнӑ «санӑн аҫу та савӑнтӑрччӗ, сана ҫуратнӑ аннӳ те хӗпӗртесе тӑтӑрччӗ» ытарӑш чӑннипех те пурнӑҫланса пынине кураҫҫӗ (Ытарӑшсем 23:25). Пуринчен кирли вара, ватӑлнӑ ашшӗ-амӑшне хисеплекенсем Иегова Турра савӑнтараҫҫӗ тата чыс-хисеп тӑваҫҫӗ.
a Эпир кунта ашшӗ-амӑшӗ влаҫпа тата хӑйсене шанса панипе тӗрӗс усӑ курман, преступлени тунипе танлашакан тӗслӗхсене сӳтсе явмастпӑр.