Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • Пирӗн христианла тӗлпулусенче сире мӗн кӗтет?
    Иеговӑн ирӗкне паян кам туса тӑрать?
    • 5-МӖШ УРОК

      Пирӗн христианла тӗлпулусенче сире мӗн кӗтет?

      Иегова Свидетелӗсем Аргентинӑри Турӑ Патшалӑх залӗнче

      Аргентина

      Сьерра-Леонери Иегова Свидетелӗсен тӗлпулӑвӗ

      Сьерра-Леоне

      Бельгири Иегова Свидетелӗсен тӗлпулӑвӗ

      Бельги

      Малайзири Иегова Свидетелӗсен тӗлпулӑвӗ

      Малайзи

      Нумайӑшӗ тӗн службисене ҫӳреме пӑрахать, мӗншӗн тесен вӗсем унта пурнӑҫри питӗ кирлӗ ыйтусен хуравӗсене те, канӑҫлӑх та тупаймаҫҫӗ. Апла пулсан, мӗншӗн-ха Иегова Свидетелӗсен тӗлпулӑвӗсене ҫӳремелле?

      Ырӑ кӑмӑллӑ та лайӑх ҫынсемпе хутшӑнса савӑнӑҫ илетпӗр. Пӗрремӗш ӗмӗрте христиансем пухусене ҫӳренӗ. Христиансен пухӑвӗсенче вӗсем пӗрле Турра пуҫҫапма, Сӑваплӑ Ҫырӑва вӗренме тата пӗр-пӗрне хавхалантарма пултарнӑ (Еврейсем 10:24, 25). Вӗсем хушшинче ырӑ та ӑшӑ кӑмӑллӑ хутшӑнусем пулнӑ, кашниех хӑйӗн чӑн-чӑн тусӗсем — христиан тӑвансем — хушшинче пулнине туйнӑ (2 Фессалоника 1:3; 3 Иоанн 14, 15). Эпир вӗсенчен тӗслӗх илетпӗр, ҫакӑ пире савӑнӑҫ парать.

      Библи принципӗсемпе усӑ курма вӗренетпӗр. Ӗлӗк-авал арҫынсем, хӗрарӑмсем тата ачасем Турӑ ҫинчен пӗлме пӗрле пуҫтарӑнни ҫинчен Библире ҫырса панӑ. Эпир вӗсенчен тӗслӗх илетпӗр. Опытлӑ вӗрентекенсем пире Библири принципсемпе кулленхи пурнӑҫра мӗнле усӑ курмаллине ӑнланма пулӑшаҫҫӗ (Саккуна астутарни 31:12; Неемия 8:8). Библи тӑрӑх ҫырнӑ публикацисене сӳтсе явнӑ тата юрӑ юрланӑ чухне пурте хутшӑнма пултараҫҫӗ. Ҫакӑ «хамӑр мӗне шанса тӑни ҫинчен» пурин умӗнче пӗлтерме лайӑх май парать (Еврейсем 10:23).

      Хамӑрӑн ӗненӗве ҫирӗплететпӗр. Павел апостол пӗр пухӑва ҫапла ҫырнӑ: «Сирӗнпе пӗрле хамӑр пӗр пек ӗненнипе савӑнмашкӑн манӑн сире питӗ курассӑм килет» (Рим 1:11, 12). Пухури тӑвансемпе тӑтӑшах хутшӑнни пирӗн ӗненӗве ҫирӗплетет тата Библири принципсемпе килӗшӳллӗ пурӑнма ҫирӗп шут тытма пулӑшать.

      Эпир сире пирӗн пухӑвӑн ҫитес тӗлпулӑвне пыма тата пурне те хӑвӑр куҫӑрпа курма пӗтӗм чӗререн чӗнетпӗр. Унта сире хаваспах кӗтсе илӗҫ. Тӗлпулӑва килнӗшӗн тӳлемелле мар, унта укҫа-тенкӗ пуҫтармаҫҫӗ.

      • Иегова Свидетелӗсем хӑйсен тӗлпулӑвӗсене мӗнле ирттерес тӗлӗшрен камран тӗслӗх илеҫҫӗ?

      • Христиансен тӗлпулӑвӗсене мӗншӗн ҫӳремелле?

      ХУШСА ПАНИ

      Тен, эсир малтан пирӗн Турӑ Патшалӑхӗн залне курас тейӗр. Кирек хӑш Иегова Свидетелӗ те хаваспах сире валли кӗске экскурси ирттерӗ.

  • Пӗрле ӗненекенсемпе хутшӑнни пире мӗнле усӑ парать?
    Иеговӑн ирӗкне паян кам туса тӑрать?
    • 6-МӖШ УРОК

      Пӗрле ӗненекенсемпе хутшӑнни пире мӗнле усӑ парать?

      Иегова Свидетелӗсем пӗрле ӗненекенсемпе хутшӑнаҫҫӗ

      Мадагаскар

      Иегова Свидетелӗ пӗрле ӗненекене пулӑшать

      Норвеги

      Пухури старейшинӑсем пӗрле ӗненекен патне килне килнӗ

      Ливан

      Иегова Свидетелӗсем туслӑн хутшӑнаҫҫӗ

      Итали

      Шурлӑхлӑ чӑтлӑх вӑрман витӗр тухма тивет-и е урамра япӑх ҫанталӑк-и, эпир яланах хамӑрӑн тӗлпулусене ҫӳретпӗр. Пурнӑҫри йывӑрлӑхсене тата ӗҫре ывӑннине пӑхмасӑрах пӗрле ӗненекенсемпе тӗл пулас тесе ҫавӑн чухлӗ вӑй хума Иегова Свидетелӗсене мӗн хавхалантарать-ха?

      Ҫакӑ пире пысӑк усӑ парать. «Пӗр-пӗриншӗн тӑрӑшар»,— тесе ҫырнӑ чухне Павел христиансен тӗлпулӑвӗсене ҫӳрекенсем пирки каланӑ (Еврейсем 10:24). Ҫак сӑмахсем пирӗн пӗр-пӗрне лайӑх пӗлсе ҫитмеллине пӗлтереҫҫӗ. Апостолӑн сӑмахӗсем пире пухури тӑвансемшӗн тӑрӑшма хавхалантараҫҫӗ. Эпир пухура ыттисемпе ҫывӑхрах паллашсан, вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем эпир тӗл пулакан йывӑрлӑхсемпех тӗл пулнине тата вӗсене ӑнӑҫлӑн ҫӗнтернине курӑпӑр. Ҫак тӑвансен канашӗ пире хамӑрӑн лару-тӑрура мӗн тумаллине курма пулӑшӗ.

      Эпир чӑн-чӑн туссене тупатпӑр. Пирӗн тӗлпулусене килекенсем хамӑр паллакан ҫынсем кӑна мар, вӗсем — пирӗн ҫывӑх туссем. Эпир ытти чухне те вӑхӑта пӗрле ирттеретпӗр тата пӗрле канатпӑр. Ҫакӑн пек хутшӑнни пире мӗнле усӑ парать? Эпир пӗр-пӗрне ытларах хаклама вӗренетпӗр, ҫакӑ вара пирӗн хушӑри юратӑва ҫирӗплетет. Пӗрле ӗненекенсем йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ чухне эпир вӗсене яланах пулӑшма хатӗр, мӗншӗн тесен вӗсем пирӗн ҫывӑх туссем (Ытарӑшсем 17:17). Пухури пур тӑванпа хутшӑнса эпир пӗр-пӗриншӗн тӑрӑшнине кӑтартатпӑр (1 Коринф 12:25, 26).

      Эпир сире туссене Туррӑн ирӗкне пурнӑҫласа тӑракансем хушшинче шырама хавхалантаратпӑр. Ҫакӑн пек туссене эсир Иегова Свидетелӗсем хушшинче тупӑр. Пирӗнпе хутшӑнма сире нимӗн те чарса ан тӑтӑр!

      • Христиансен тӗлпулӑвӗсенче пӗр-пӗринпе хутшӑнни мӗнле усӑ парать?

      • Эсир пирӗн пухӑва хӑҫан пырса курасшӑн?

  • Пирӗн тӗлпулусем мӗнле иртеҫҫӗ?
    Иеговӑн ирӗкне паян кам туса тӑрать?
    • 7-МӖШ УРОК

      Пирӗн тӗлпулусем мӗнле иртеҫҫӗ?

      Ҫӗнӗ Зеландири Иегова Свидетелӗсен пухӑвӗ

      Ҫӗнӗ Зеланди

      Японири Иегова Свидетелӗсен пухӑвӗ

      Япони

      Угандӑри ҫамрӑк Свидетель Библи вулать

      Уганда

      Литвари икӗ Свидетель Библи тӑрӑх сӳтсе явнине сценка туса параҫҫӗ

      Литва

      Пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем хӑйсен тӗлпулӑвӗсенче юрӑсем юрланӑ, кӗлтунӑ, ҫавӑн пекех Сӑваплӑ Ҫырӑва вуланӑ тата сӳтсе явнӑ (1 Коринф 14:26). Паян пирӗн тӗлпулусем ҫавӑн евӗрлех иртеҫҫӗ.

      Библи тӑрӑх вӗрентеҫҫӗ тата ҫакӑ пурнӑҫра усӑ парать. Канмалли кунсенче, шӑматкун е вырсарникун, кашни пухурах 30 минута пыракан Библи тӑрӑх хатӗрленӗ доклад калаҫҫӗ, ҫав доклад пире Библи пурнӑҫра мӗнле усӑ пама пултарнине тата тӗнчере пулса иртекен событисене мӗнле ӑнлантарнине кӑтартса парать. Сӳтсе явакан сӑвӑ йӗркисене хамӑрӑн Библи тӑрӑх йӗрлесе пыма пире хавхалантараҫҫӗ. Доклад хыҫҫӑн пӗр сехет хушши Библи вӗренмелли статьяна сӳтсе яваҫҫӗ. Камӑн кӑмӑл пур, ҫавсем пурте комментарисем пама пултараҫҫӗ. Ҫакӑн пек сӳтсе явни пире Библири принципсемпе хамӑрӑн пурнӑҫра усӑ курма пулӑшать. Пӗтӗм тӗнчипе 110 000 пухура пӗр материалах сӳтсе яваҫҫӗ.

      Вӗрентес ӑсталӑха лайӑхлататпӑр. Эпир ҫавӑн пекех эрнере пӗрре каҫхине пухӑнатпӑр. «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» тӗлпулу виҫӗ пайран тӑрать. Ӑна кашни уйӑхра тухакан «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» публикаци тӑрӑх ирттереҫҫӗ. Тӗлпулӑвӑн пӗрремӗш пайӗ, «Турӑ Сӑмахӗнчи хаклӑ чӑнлӑхсем», пире Библири пӗр-пӗр вырӑна лайӑхрах ӑнланма пулӑшать, пуху ӑна маларах вулать. Тепӗр пайне, «Ырӑ хыпар сарма вӗренетпӗр», демонстрацисем кӗртнӗ, вӗсенче ҫынсемпе Библие мӗнле сӳтсе явмаллине кӑтартнӑ. Канаш паракан арҫын тӑван кашни вӗренекене лайӑхрах вулама, тӗрӗсрех калаҫма вӗренме пулӑшать (1 Тимофей 4:13). Тӗлпулӑвӑн юлашки пайӗнче, «Христиансен пурнӑҫӗ», эпир Библири принципсене кулленхи пурнӑҫра тытса тӑма вӗренетпӗр. Ҫак пайӗнче Библие тарӑнрах ӑнланма пулӑшакан материала ыйту-хурав меслечӗпе сӳтсе яваҫҫӗ.

      Пирӗн тӗлпулусенче Библие питӗ лайӑх вӗрентеҫҫӗ. Пӗр-пӗр тӗлпулӑва пырсан эсир ҫакна хӑвӑр курма пултаратӑр (Исаия 54:13).

      • Иегова Свидетелӗсен тӗлпулӑвӗсем мӗнле иртеҫҫӗ?

      • Кашни эрнере иртекен пирӗн тӗлпулусенчен хӑшне сирӗн пырса курас килет?

      ХУШСА ПАНИ

      Ҫитес тӗлпулусенче сӳтсе явмалли материала пӑхӑр. Библири ҫак шухӑшсем кулленхи пурнӑҫра мӗнле усӑ пама пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр.

Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
Тухӑр
Кӗрӗр
  • Чӑвашла
  • Ыттисене пӗлтерӗр
  • Настройкӑсем
  • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
  • Усӑ курмалли йӗрке
  • Конфиденциальность йӗрки
  • Настройки конфиденциальности
  • JW.ORG
  • Кӗрӗр
Ыттисене пӗлтерӗр