Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • lr 17 сыпӑк, 92—96 с.
  • Телейлӗ пулма мӗн пулӑшать?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Телейлӗ пулма мӗн пулӑшать?
  • Аслӑ Вӗрентекенрен вӗрен
  • Ҫавнашкал материал
  • «Телейлӗ Турӑшӑн» ӗҫлекенсем телейлӗ
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2018
  • «Ку маншӑн чи лайӑх парне!»
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (салатмалли кӑларӑм) — 2017
Аслӑ Вӗрентекенрен вӗрен
lr 17 сыпӑк, 92—96 с.

17-МӖШ СЫПӐК

Телейлӗ пулма мӗн пулӑшать?

ПУРТЕ телейлӗ пуласшӑн, ҫапла-и? ~ Анчах та чӑннипех телейлисем сахал. Пӗлетӗн-и, мӗншӗн? ~ Мӗншӗн тесен вӗсем телейӗн вӑрттӑнлӑхне пӗлмеҫҫӗ. Вӗсем нумай япала туянни телейлӗ тӑвать тесе шутлаҫҫӗ. Анчах та ҫавсене пурне те илсен вӗсен телейӗ таҫта ҫухалать.

Телейӗн тӗп вӑрттӑнлӑхӗ вара акӑ ӑҫта. Аслӑ Вӗрентекен каланӑ: «Илессинчен парасси ҫынна телейлӗрех тӑвать» (Апостолсен ӗҫӗсем 20:35). Эппин, телейлӗ пулас тесен мӗн тумалла? ~ Тӗрӗс, ыттисене мӗн те пулин парсан е вӗсемшӗн ырӑ ӗҫсем тусан эпир телейлӗ пулатпӑр. Эсӗ ҫакна унччен пӗлнӗ-и? ~

Атя шухӑшласа пӑхар. Иисус парне илекен телейлӗ мар тенӗ-и? ~ Ҫук, вӑл апла каламан. Сана парне илме килӗшет вӗт, ҫапла-и? ~ Ҫакӑ пурне те килӗшет. Ҫынсем пире ырӑ тунӑ чухне эпир питӗ савӑнатпӑр.

Анчах та Иисус ыттисене мӗн те пулин пани пире телейлӗрех тӑвать тенӗ. Эсӗ вара мӗнле шутлатӑн, кам ҫынсене пуринчен ытларах парне парать? ~ Паллах, Иегова Турӑ.

Библире Турӑ «пурне те пурӑнӑҫ та, чӗрӗлӗх те, ыттине те парса тӑрать» тенӗ. Вӑл ӳсентӑрансем ӳсчӗр тесе тата пирӗн нумай ҫимӗҫ пултӑр тесе пире валли тӳперен ҫумӑр ҫутарать, хӗвел ҫути парать (Апостолсен ӗҫӗсем 14:17; 17:25). Акӑ мӗншӗн Библире Иегова пирки телейлӗ Турӑ тенӗ! Турӑ ыттисене ырӑ тума юратать, ҫавӑнпа вӑл ҫав тери телейлӗ. Ыттисемшӗн ырӑ ӗҫсем тӑватпӑр пулсан эпир те телейлӗ пулатпӑр.

Анчах та эпир ыттисене мӗн пама пултаратпӑр-ха? Эсӗ мӗнле шутлатӑн? ~ Хӑш-пӗр парнесене укҫа парса илмелле. Эсӗ парнене лавккара туянатӑн пулсан, санӑн уншӑн тӳлемелле. Ҫавӑнпа парне туянас тесен санӑн малтан ҫителӗклӗ чухлӗ укҫа пухмалла.

Анчах парнесене пурне те лавккара илмеҫҫӗ. Тӗслӗхрен, ҫуллахи шӑрӑх кун пӗр стакан сивӗ шыв чуна мӗн тери кантарма пултарать! Питӗ ӗҫес килнӗ ҫынна пӗр стакан шыв патӑн пулсан, эсӗ ыттисене ырӑ туни пысӑк савӑнӑҫ кӳнине туйса илӗн.

Пӗр-пӗр кун эсир аннӳпе иксӗр, тен, печени пӗҫерес тейӗр. Ҫакӑ нумай савӑнӑҫ пама пултарать! Эсӗ печение йӑлтах хӑв ҫисе яма пултаратӑн паллах. Анчах мӗн тусан эсӗ телейлӗрех пулӑн? ~ Ҫапла, тусусенчен хӑшне те пулин печени парсан эсӗ нумай савӑнӑҫ илӗн. Санӑн парас кӑмӑл пур-и? ~

Аслӑ Вӗрентекенпе унӑн апостолӗсем ыттисене мӗн те пулин парнелени телей кӳнине пӗлнӗ. Вӗсем ҫынсене мӗн панӑ-ши, эсӗ пӗлетӗн-и? ~ Ҫут тӗнчери чи лайӑх парнене! Вӗсем Турӑ ҫинчен калакан чӑнлӑха пӗлнӗ тата ҫак ырӑ хыпара ыттисене хаваспах каласа панӑ. Вӗсем ҫакна тунӑшӑн укҫа парасса кӗтмен.

Пӗррехинче Павел апостол хӑйӗн ҫывӑх тусӗпе, Лука вӗренекенпе, пӗр хӗрарӑма тӗл пулнӑ, вӑл та ыттисене ырӑ туса телейлӗ пуласшӑн пулнӑ. Ҫакӑ юханшыв хӗрринче пулса иртнӗ. Павелпа Лука унта кӗлтумалли вырӑн пулнине пӗлнӗрен ҫавӑнта кайнӑ. Чӑнах та, унта ҫитсен вӗсем кӗлтӑвакан темиҫе хӗрарӑма курнӑ.

Павел Иегова Турӑ ҫинчен тата унӑн Патшалӑхӗ ҫинчен каласа пама пуҫланӑ. Вӗсенчен пӗри, Лидия ятлӑскер, уйрӑмах тимлӗ итленӗ. Хӑй илтнӗ хыпар питӗ килӗшнине кӑтартас тесе вӑл вӗсем валли мӗн те пулин ыррине тӑвас тенӗ. Ҫавӑнпа вӑл Павелпа Лукана йӑлӑнма пуҫланӑ: «Эсир мана Ҫӳлхуҫана тӗрӗс ӗненекен вырӑнне хуратӑр пулсан, ман ҫуртӑма кӗрсе, ман патӑмра пурӑнӑр». Вара вӗсене хӑй патне хӑнана пыма ӳкӗте кӗртнӗ (Апостолсен ӗҫӗсем 16:13—15).

Туррӑн ҫав ӗҫлекенӗсем хӑйӗн килне пынӑшӑн Лидия питӗ савӑннӑ. Вӑл вӗсене шутсӑр пархатарлӑ пулнӑ, мӗншӗн тесен вӗсем ӑна Иеговӑпа Иисус ҫинчен тата ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас тесен мӗн тумаллине пӗлме пулӑшнӑ. Вӗсем валли ҫимелли хатӗрлеме тата вӗсене канма май пама пултарнӑшӑн вӑл калама ҫук савӑннӑ! Лидия чӑннипех телейлӗ пулнӑ, мӗншӗн тесен унӑн ыттисене пӗтӗм чӗререн ырӑ тӑвас килнӗ. Ҫакна яланах асра тытмалла! Пире кама та пулин парне пама сӗнме пултараҫҫӗ. Анчах та пирӗн ҫакна тӑвас килмест пулсан эпир савӑнӑҫ илеймӗпӗр.

Калӑпӑр, санӑн питӗ тутлӑ канфетсем пур, эсӗ вӗсене ҫисе ярасшӑн. Эпӗ вара сана: «Ҫав ачана та пар-ха»,— тейӗп. Ҫакна илтсен эсӗ савӑнӑн-ши? ~ Анчах та хӑвӑн чи лайӑх тусна тӗл пулсан санӑн ӑна хӑвӑнах канфет парас килчӗ пулсан, эсӗ ун чухне савӑнӑн-ши? ~

Кама та пулин питӗ хытӑ юратнӑран эпир хӑш-пӗр чухне хамӑрӑн мӗн пуррине пурне те пама хатӗр. Турра хытӑрах юратма пуҫласан пирӗн шухӑш-кӑмӑл ҫавнашкал пулмалла.

Аслӑ Вӗрентекен Турра питӗ хытӑ юратнӑ пӗр чухӑн хӗрарӑма пӗлнӗ. Вӑл ӑна Иерусалимри храмра курнӑ. Унӑн мӗн пурри те икӗ вак укҫа ҫеҫ пулнӑ. Вӑл вара вӗсене Турӑ Ҫуртӗнчи укҫа арчине парне пек хунӑ. Ҫакна тума ӑна никам та ирӗксӗрлемен. Ҫавӑнти ҫынсенчен нумайӑшӗ вӑл мӗн тунине пӗлмесӗрех юлнӑ. Вӑл хӑйӗн парнине таса чӗререн хунӑ, мӗншӗн тесен унӑн ҫакна тӑвас килнӗ тата вӑл Иеговӑна чунтан-вартан юратнӑ. Пани ӑна телейлӗ тунӑ (Лука 21:1—4).

Пирӗн те ыттисене пама майсем нумай. Пӗлетӗн-и, мӗнлисем? ~ Таса чӗререн паратпӑр пулсан, эпир те телейлӗ пулса тӑрӑпӑр. Акӑ мӗншӗн Аслӑ Вӗрентекен пире пама хавхалантарать (Лука 6:38). Ҫапла тусан эпир ыттисене телейлӗ тӑвӑпӑр. Тата хамӑр та ҫут тӗнчери чи телейлӗ ҫынсем пулса тӑрӑпӑр!

Ыттисене пани телейлӗ туни ҫинчен акӑ тепӗр темиҫе шухӑш: Матфей 6:1—4; Лука 14:12—14 тата 2 Коринф 9:7.

[92-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]

Мӗншӗн Иегова — телейлӗ Турӑ?

[93-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]

Паллах ӗнтӗ, эсӗ пур печение те хӑв ҫисе яма пултаратӑн. Анчах хӑҫан эсӗ телейлӗрех пулатӑн?

[94-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]

Лидия Павелпа Лукана мӗн калать?

[94-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]

Лидия Павелпа Лукана мӗншӗн савӑнсах пулӑшнӑ?

[96-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]

Хӑйӗн мӗн пуррине пурне те пани ҫак чухӑн хӗрарӑма мӗншӗн телей кӳнӗ?

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр