Сӑваплӑ ӗҫре лайӑхлансах пыр
1. Пӗрремӗш ӗмӗрти мӗнле христиансен тӗслӗхӗсем пирӗн сӑваплӑ ӗҫре лайӑхланмаллине кӑтартса параҫҫӗ?
1 Христиансен сӑваплӑ ӗҫре лайӑхлансах пымалла. Ҫавӑнпа та Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене ырӑ хыпар сарас ӗҫе лайӑхрах тума вӗрентсе тӑнӑ (Лука 9:1—5; 10:1—11). Ҫав сӑлтавпах Акилӑпа Прискилла та хӑйсемпе пӗрле Аполлоса илнӗ те «Ҫӳлхуҫа ҫулне тата тӗплӗрех ӑнлантарса панӑ» (Ап. ӗҫ. 18:24—26). Ҫавнашкалах Павел та ырӑ хыпар сарас ӗҫе ӑста туса тӑракан Тимофее хӑйӗн ҫитӗнӗвӗсем пурне те курӑнмалла пулччӑр тесе малалла та хастаррӑн вӗрентме чӗннӗ (1 Тим. 4:13—15). Ҫӳлхуҫашӑн ырӑ хыпар пӗлтерекенсем пек кирек миҫе ҫул ӗҫлесе тӑрсан та, пирӗн малалла та хамӑрӑн ӑсталӑхсене лайӑхлатса тӑмалла.
2. Мӗнле эпир ыттисенчен вӗренме пултаратпӑр?
2 Ыттисенчен вӗрен. Эпир ыттисенчен вӗренсе хамӑрӑн ӑсталӑхсене лайӑхлатма пултаратпӑр (Ытар. 27:17). Ҫавӑнпа та санпа пӗрле ырӑ хыпар саракан ҫынпа калаҫма пуҫланӑ чухне тимлӗ пул. Ӑста хыпарҫӑран усӑллӑ канаш ыйт та вӑл мӗн каланине тимлӗ итле (Ытар. 1:5). Ҫынсем патне тепӗр хут кайма, Библи вӗренӗвӗсем пуҫлама е сӑваплӑ ӗҫе ытти майсемпе тума сана йывӑр-и? Ҫапла пулсан, ҫавсене тума вӗренес тесе ушкӑн надзирателӗ е ӑста хыпарҫӑ патне пырса пулӑшу ыйт. Тата ҫакна асра тыт: Иеговӑн святой сывлӑшӗ пире ҫак ӑсталӑхсене аталантармашкӑн пулӑшма пултарать, ҫавӑнпа та унӑн сывлӑшне тӑтӑшах кӗлтуса ыйт (Лука 11:13).
3. Канашсем пачӗҫ пулсан, ҫакна эсӗ ыйтман пулсан та, хамӑра мӗнле тытмалла?
3 Сӑваплӑ ӗҫе лайӑхрах туса тӑма пулӑшакан канашсем сана, ыйтман ҫӗртенех, пачӗҫ пулсан, ан ҫиллен (Еккл. 7:9). Аполлос пекех, ҫак пулӑшӑва хӑвна кӗҫӗне хурса тата пархатарлӑ пулса йышӑн. Ҫакна туни ӑслӑ-тӑнлӑ (Ытар. 12:15).
4. Сӑваплӑ ӗҫре лайӑхланса пымаллине кӑтартакан мӗнле питӗ кирлӗ сӑлтава Иисус кӑтартнӑ?
4 Ҫитӗнӳсем Турра мухтава кӑлараҫҫӗ. Иисус тӗслӗхпе усӑ курса хӑйӗн вӗренекенӗсене сӑваплӑ ӗҫре лайӑхланса пыма хавхалантарнӑ. Вӑл хӑйне иҫӗм ҫырли авӑрӗпе танлаштарнӑ, хӑйӗн хыҫҫӑн пыракан святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансене — туратсемпе. Вӑл хӑйӗн Ашшӗ ҫырли пулакан кирек хӑш туратне те, «ҫимӗҫне тата нумайтарах» патӑр тесе, тасатсах тӑрать тенӗ (Иоанн 15:2). Иҫӗм ҫырли пахчин хуҫи иҫӗм ҫырли авӑрӗ тулӑх ҫимӗҫ парасса кӗтнӗ пекех, Иегова та эпир «мухтав парни» кӳрсе тӑма пулӑшакан ӑсталӑха аталантарасса кӗтет (Евр. 13:15). Сӑваплӑ ӗҫе лайӑхрах туса тӑма вӗренни мӗнле ҫимӗҫсем парать? Иисус каланӑ: «Нумай ҫимӗҫ кӳнипе... эсир Манӑн Аттеме мухтава кӑларатӑр» (Иоанн 15:8).