Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • wp16 1№ 16 с.
  • Библи мӗн калать

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Библи мӗн калать
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (салатмалли кӑларӑм) — 2016
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (салатмалли кӑларӑм) — 2016
wp16 1№ 16 с.

БИБЛИ МӖН КАЛАТЬ

Чухӑнлӑха пӗтерме пулать-и?

Хӗрарӑм пушӑ чашӑк тытнӑ тата хӗрачана ыталаса илнӗ

Турӑ чухӑнлӑха мӗнле пӗтерӗ? (Матфей 6:9, 10)

Чухӑнлӑха пула ҫинӗ-ҫимен пурӑннӑран тата чирленӗрен кашни ҫул миллион-миллион ҫын вилет. Хӑш-пӗр ҫӗршывсем пуянланса пыраҫҫӗ пулин те, ҫынсенчен нумайӑшӗ ҫав-ҫавах ҫитмен пурнӑҫпа пурӑнать. Библире палӑртнӑ тӑрӑх, чухӑнлӑх вӑл — этемлӗхӗн мӗн ӗмӗртенпе пыракан инкекӗ. (Иоанн 12:8 вулӑр.)

Чухӑнлӑха тӗпрен пӗтерес тесен ҫынсене пӗтӗм тӗнчене тытса тӑракан патшалӑх кирлӗ. Ҫав патшалӑхӑн ҫутҫанталӑк пуянлӑхӗпе те тӗрӗс усӑ курма пӗлмелле, вӑрҫӑсене те — чухӑнлӑхӑн тӗп сӑлтавне — пӗтерме вӑй-хӑват пулмалла. Турӑ шӑп ҫавӑн пек патшалӑх туса лартма сӑмах парать. (Даниил 2:44 вулӑр.)

Кам чухӑнлӑха пӗтерӗ?

Турӑ хӑйӗн Ывӑлне, Иисус Христоса, пӗтӗм этемлӗхӗн пуҫлӑхӗ пулма суйласа лартнӑ (Псалом 2:4—8). Иисус чухӑнсене пулӑшӗ, тӗрӗсмарлӑхпа пусмӑра пӗтерӗ. (Псалом 71:8, 12—14 вулӑр.)

Библире Иисус пирки «Тӑнӑҫлӑх Пуҫлӑхӗ» тесе малтанах каласа хунӑ пулнӑ, ҫавӑнпа та вӑл ҫӗр ҫинче тӑнӑҫлӑх, е мир, туса хурӗ те пур хӑрушлӑха та тӗп тӑвӗ. Вара ун чухне кашнин хӑйӗн килӗ, кӑмӑла каякан ӗҫ тата ҫителӗклӗ апат-ҫимӗҫ пулӗ. (Исаия 9:6, 7; 65:21—23 вулӑр.)

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр