97-МӖШ ЮРӐ
Пурнӑҫ Турӑ Сӑмахӗнчен килет
1. Иеговӑн Сӑмахӗнчен
Пирӗн пурнӑҫ килет.
Тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫын ӑна
Кунӗн-ҫӗрӗн тӗпчет.
Вӑл чуна канӑҫпа телей,
Ҫирӗп шанчӑк кӳрет.
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ
Чӑн та, ҫӑкӑрпала анчах
Пурӑнаймӗ этем.
Пурнӑҫ, вӑрӑм кун-ҫул килет
Турӑ Сӑмахӗнчен.
2. Пит хавхалантараҫ пире
Библири сӑмахсем,
Туррӑн шанчӑклӑ ҫыннисен
Чаплӑ тӗслӗхӗсем.
Мӗн вӗҫне ҫитиччен чӑтма
Пулӑшаҫҫӗ вӗсем.
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ
Чӑн та, ҫӑкӑрпала анчах
Пурӑнаймӗ этем.
Пурнӑҫ, вӑрӑм кун-ҫул килет
Турӑ Сӑмахӗнчен.
3. Турӑ Ҫырӑвӗ — чӑн парне,
Ӑс парать вӑл пире,
Хӗн-хурта йӑпатать чуна,
Вӑй кӳрет инкекре.
Тимлӗн вулӑр ӑна куллен,
Хаклӑр чун-чӗререн.
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ
Чӑн та, ҫӑкӑрпала анчах
Пурӑнаймӗ этем.
Пурнӑҫ, вӑрӑм кун-ҫул килет
Турӑ Сӑмахӗнчен.
(Ҫавӑн пекех Иис. Н. 1:8; Рим 15:4 пӑхӑр.)