ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ | РИМ 9—11
Ҫу йывӑҫӗ ҫинчен калакан ытарӑш
Ҫу йывӑҫӗ тата унӑн пайӗсем мӗне сӑнарласа параҫҫӗ?
Ҫу йывӑҫӗ: Турӑ Авраам вӑрлӑхӗ пирки мӗн шутласа хунине пурнӑҫлани.
Вулли: Иисус — Авраам вӑрлӑхӗн тӗп пайӗ.
Турачӗсем: 144 000 — Авраам вӑрлӑхӗн иккӗмӗш пайӗ.
Хуҫӑлса ӳкнӗ турачӗсем: Иисуса йышӑнман еврейсем.
Сыпӑнтарнӑ турачӗсем: святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ урӑх халӑх ҫыннисем.
Пророкла каланипе килӗшӳллӗн Авраам вӑрлӑхӗ урлӑ — Иисус тата 144 000-шӗ урлӑ — «пур халӑх та пиллӗх илӗ» (Плт 22:18; Рм 11:12).
Турӑ Авраам вӑрлӑхӗ пирки мӗн шутласа хунине мӗнле пурнӑҫлани ҫинчен вуланӑ май эпӗ Иегова ҫинчен мӗн пӗлтӗм?