ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ | ПУЛТАРНИ 9—11
«Пӗтӗм ҫӗр ҫинче пӗр чӗлхепе, пӗр пек калаҫнӑ»
11: 1—4, 6—9
Вавилонра Иегова пӑлхавҫӑсене тӗрлӗ чӗлхепе калаҫмалла туса пӗтӗм ҫӗр тӑрӑх салатса янӑ. Пирӗн вӑхӑтра вӑл «пур халӑхран, тӗрлӗ чӗлхеллӗ» ҫынсене пуҫтарать те вӗсене «[хӑйӗн] ятне асӑнччӑр... [хӑйне] пӗр кӑмӑлпа пӑхӑнса тӑччӑр тесе» «таса чӗлхе-ҫӑвар» парать (Ӳлӗм 7:9; Сф 3:9). «Таса чӗлхе-ҫӑвар» вӑл — Иегова ҫинчен тата вӑл мӗн-мӗн тума шутласа хуни ҫинчен калакан Библири чӑнлӑх.
Ют чӗлхе вӗреннӗ чухне ҫын ҫӗнӗ сӑмахсем вӗренет кӑна мар, вӑл ҫӗнӗлле шухӑшлама та пуҫлать. Чӑнлӑхӑн таса чӗлхи пирки те ҫавнах калама пулать. Ҫак чӗлхепе калаҫма вӗреннӗ май эпир урӑхла шухӑшлама пуҫлатпӑр (Рм 12:2). Ҫакӑ пӗр вӗҫӗмсӗр пыракан процесс. Туррӑн ӗҫлекенӗсем пурте чӑнлӑхӑн чӗлхипе калаҫма вӗренеҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсем пӗрлӗхре пурӑнаҫҫӗ (1Кр 1:10).