Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • jy 101 сыпӑк, 236 с.—237 с., 2 абз.
  • Вифанире Симон килӗнчи каҫхи апат

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Вифанире Симон килӗнчи каҫхи апат
  • Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
  • Ҫавнашкал материал
  • Иисус Лазаре чӗртсе тӑратать
    Библири тӗслӗхсенчен вӗренетпӗр
  • Ҫын вилсен унпа мӗн пулать?
    Аслӑ Вӗрентекенрен вӗрен
Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
jy 101 сыпӑк, 236 с.—237 с., 2 абз.
Мария ырӑ шӑршӑллӑ ҫӑва сӗтел хушшинче хӑяккӑн ларакан Иисусӑн пуҫӗ ҫине юхтарать

101-МӖШ СЫПӐК

Вифанире Симон килӗнчи каҫхи апат

МАТФЕЙ 26:6—13 МАРК 14:3—9 ИОАНН 11:55—12:11

  • ИИСУС ИЕРУСАЛИМ ҪУМӖНЧИ ВИФАНИЕ ТАВРӐНАТЬ

  • МАРИЯ ИИСУСӐН ПУҪӖПЕ УРИСЕМ ҪИНЕ ЫРӐ ШӐРШӐЛЛӐ ҪУ ЮХТАРАТЬ

Иерихонран Иисус Вифание каять. Унта ҫитме 20 ҫухрӑма яхӑн утмалла, ҫитменнине тата, ҫул тӑвалла хӑпарать тата тикӗс мар. Иерихон тинӗс шайӗнчен 250 метра яхӑн аяларах вырнаҫнӑ, Вифани вара тинӗс шайӗнчен 610 метра яхӑн ҫӳлерех вырнаҫнӑ. Лазарьпе унӑн пӗртӑванӗсем, аппӑшӗпе йӑмӑкӗ, Вифанире пурӑнаҫҫӗ. Вифани вӑл — Иерусалимран виҫӗ ҫухрӑма яхӑн аякра вырнаҫнӑ тата Елеон тӑвӗн хӗвелтухӑҫ айккинче ларакан пысӑках мар ял.

Иудейсем нумайӑшӗ Иерусалима Пасхӑна паллӑ тума пухӑннӑ ӗнтӗ. Вӗсем саккун хушнӑ пек тасалас тесе малтанах килнӗ. Ҫакна вӗсем вилнӗ ҫын кӗлеткине тӗкӗннӗрен е ытти сӑлтавсене пула таса мар пулса тӑнӑран тӑваҫҫӗ (Иоанн 11:55; Йыша шутлани 9:6—10). Малтанах килнисенчен хӑш-пӗрисем храмра пухӑнаҫҫӗ. Вӗсем Иисус Пасхӑна килӗ-ши тесе пӗр-пӗринпе калаҫаҫҫӗ (Иоанн 11:56).

Иисус пирки нумай тавлашаҫҫӗ. Хӑш-пӗр тӗн пуҫлӑхӗсем ӑна ярса тытса вӗлересшӗн. Вӗсем Иисуса тытас тесе ҫапла тума хушаҫҫӗ: кам вӑл ӑҫтине пӗлет, унӑн ҫакӑн ҫинчен пырса каламалла (Иоанн 11:57). Ҫак пуҫлӑхсемех Иисуса, вӑл Лазаре вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ хыҫҫӑн, вӗлересшӗн пулаҫҫӗ (Иоанн 11:49—53). Ҫавӑнпа ӗнтӗ, хӑш-пӗрисем Иисус хулана килесси пирки иккӗленеҫҫӗ.

Иисус Вифание эрнекун «пасха уявӗ ҫитиччен ултӑ кун маларах» ҫитет (Иоанн 12:1). Хӗвел анса ларсан ҫӗнӗ кун — шӑматкун, нисанӑн 8-мӗшӗ пуҫланать. Апла пулсан, Иисус унта шӑматкунччен ҫитет. Вӑл шӑматкун — эрнекун хӗвел анса ларнипе пуҫланса тепӗр кунне хӗвел анса ларнипе вӗҫленекен кун — Иерихонран Вифание кайма пултарайман, мӗншӗн тесен ҫакӑ иудейсен саккунне пӑсни пулнӑ пулӗччӗ. Иисус, унчченхи пекех, Лазарь килӗнче чарӑнса тӑрать пулмалла.

Симон, вӑл та Вифанире пурӑнать, Иисуспа унӑн вӗренекенӗсене, ҫав шутрах Лазаре те, шӑматкунхи каҫхи апата чӗнет. Симон пирки «тилҫеллӗ» тенӗ, мӗншӗн тесен вӑл, тен, унччен тилҫепе чирленӗ пулнӑ, Иисус вара ӑна сыватнӑ пулмалла. Марфа, ӗҫченскер, хӑнасене пӑхать. Марийӑн пӗтӗм тимлӗхӗ Иисус ҫинче. Ку хутӗнче Мария мӗн туни пурне те килӗшсех каймасть.

Мария алебастр савӑтне уҫать, унта вара «пӗр кӗрепенке [«виҫҫӗр грама яхӑн», ҪТ] хаклӑ йышши таса нард ҫӑвӗ» пулнӑ (Иоанн 12:3, ҪС). Ҫак ҫу 300 динарий тӑрать. Ҫавӑн чухлӗ укҫа ӗҫлесе илмешкӗн пӗр ҫула яхӑн ӗҫлемелле! Мария ҫӑва Иисусӑн пуҫӗпе урисем ҫине тӑкать, унтан вӗсене ҫӳҫӗпе шӑлать. Пӗтӗм пӳрте ырӑ шӑршӑ сарӑлать.

Вӗренекенӗсем тарӑхса ыйтаҫҫӗ: «Мӗне кирлӗччӗ ку мирӑна сая яма?» (Марк 14:4.) Иуда Искариот кӑмӑлсӑррӑн калать: «Мӗншӗн-ха ку мирӑна сутса виҫҫӗр динари илес мар, укҫине кӗлмӗҫсене [е чухӑнсене] салатса парас мар?» (Иоанн 12:5.) Тӗрӗссипе каласан, Иудӑн чухӑнсене пулӑшас кӑмӑл ҫук. Вӑл арчаран укҫа вӑрлать, ҫав арча вара пур вӗренекенӗн харпӑрлӑхӗ шутланнӑ.

Иисус Марийӑн хутне кӗрет: «Мӗншӗн эсир хӗрарӑма пӑшӑрхантаратӑр? вӑл Маншӑн ырӑ ӗҫ турӗ: кӗлмӗҫсем [е чухӑнсем] сирӗн яланах пулӗҫ, Эпӗ сирӗнпе яланах пулас ҫук; ҫак мирӑна Манӑн ӳтӗм ҫине юхтарса, вӑл Мана ҫӗре пытарма хатӗрлерӗ; чӑн калатӑп сире: ҫак Евангелие [«Ырӑ Хыпара», ҪХ] пӗтӗм тӗнчипе кирек ӑҫта пӗлтерсе ҫӳресессӗн те, унта ку хӗрарӑма та асӑнӗҫ, вӑл мӗн тунине каласа кӑтартӗҫ» (Матфей 26:10—13).

Иисус Вифанире темиҫе кун ӗнтӗ, ҫавӑнпа вӑл унта пулни пирки хыпар пур ҫӗре те сарӑлать. Иудейсем нумайӑшӗ Симон килне пыраҫҫӗ: вӗсем Иисуса ҫеҫ мар, «Вӑл вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ Лазаре те курасшӑн» (Иоанн 12:9). Ҫавӑн чухне аслӑ священниксем Иисуса та, Лазаре те вӗлерме калаҫса татӑлаҫҫӗ. Ҫав тӗн пуҫлӑхӗсен шучӗпе, Лазарь вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнине пула нумайӑшӗ Иисуса ӗненеҫҫӗ. Мӗн тери усал вӗсем!

  • Храма пухӑннӑ иудейсем мӗн пирки калаҫаҫҫӗ?

  • Мӗншӗн Иисус Вифание шӑматкун мар, эрнекун ҫитнӗ?

  • Мария тунӑ мӗнле ӗҫшӗн хӑш-пӗрисем кӑмӑлсӑр пулаҫҫӗ тата Иисус мӗнле ун хутне кӗрет?

  • Аслӑ священниксен усаллӑхӗ мӗнле палӑрать?

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр