16-МӖШ УРОК
Хавхалантар
Иов 16:5
ТӖЛЛЕВ. Йывӑрлӑхсем ҫинчен мар, вӗсене мӗнле татса памалли ҫинчен ытларах калаҫ. Санӑн сӑмахусем тӑвансене тӗреклетчӗр.
ҪАКНА МӖНЛЕ ТУМАЛЛА?
Итлекенсем пирки япӑх ан шутла. Пухури тӑвансем Иеговӑна юратни пирки ан иккӗлен. Канаш панӑ чухне те итлекенсене май пур чухне яланах мухта, ҫавна чун-чӗререн ту.
Япӑххи ҫинчен сахалтарах калаҫ. Япӑххи ҫинчен каласса та ҫакӑ мӗнле те пулин усӑ парать пулсан ҫеҫ кала. Пӗтӗмӗшле илсен санӑн доклад лайӑх шухӑш-туйӑмсем вӑратмалла.
Библипе усӑ курса хавхалантар. Итлекенсене Иегова пирӗн валли малтан мӗн-мӗн туни ҫине, халӗ мӗн туса тӑни ҫине тата пуласлӑхра мӗн тӑвасси ҫине тимлеттер. Вӗсене ҫирӗплет тата лайӑххине шанма пулӑш.