Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w21 июнь 26—30 с.
  • Иегова ман пурнӑҫра яланах пӗрремӗш вырӑнта пулнӑ

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Иегова ман пурнӑҫра яланах пӗрремӗш вырӑнта пулнӑ
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2021
  • Подзаголовоксем
  • ЛИВАНРА ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР
  • УРӐХ ҪӖРШЫВА КУҪСА КАЯТПӐР
  • ПИРӖН КИЛЕ ИНКЕК ПЫРСА ҪАПАТЬ
  • ПӖЛТЕРӖШЛӖ ЙЫШӐНУСЕМ ТӐВАТӐП
  • ТЕПӖР ПӖЛТЕРӖШЛӖ ЙЫШӐНУ ТӐВАТӐП
  • КӖТМЕН ПАРНЕ
  • КАЛЛЕХ КУҪСА КАЯТПӐР
  • ХАМ ТУНӐ ЙЫШӐНУСЕМШӖН ПӖРТТЕ ӲКӖНМЕСТӖП
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2021
w21 июнь 26—30 с.

БИОГРАФИ

Иегова ман пурнӑҫра яланах пӗрремӗш вырӑнта пулнӑ

КАЛАСА ПАРАКАНӖ ДЙА ЯЗБЕК

Дйа Язбек ҫамрӑк чухне.

1984 ҫулта пӗр хӗвеллӗ кун ирхине эпӗ ӗҫе каяттӑм. Эпир ун чухне Венесуэлӑра Каракас хулинчи пуян районта пурӑнаттӑмӑр. Ҫул ҫинче пынӑ май эпӗ «Хурал башнинче» нумаях пулмасть вуланӑ статья ҫинчен шухӑшлаттӑм. Ҫав статьяра кӳршӗсем пирӗн пирки мӗн шутлани ҫинчен шухӑшласа пӑхма хавхалантарнӑччӗ. Вара таврари ҫуртсем ҫине пӑхса эпӗ шухӑша кайрӑм: кӳршӗсем ман пирки мӗн шутлаҫҫӗ? Эпӗ банкра лайӑх укҫа ӗҫлесе илекен ҫын тесе-и? Е ҫемьене тӑрантарас тесе банкра ӗҫлекен христианин тесе-и? Эпӗ кӳршӗсемшӗн лайӑх банкир ҫеҫ пулнине ӑнланса илтӗм. Ҫакӑ мана питӗ килӗшмерӗ, вара эпӗ пурнӑҫра улшӑнусем тумаллине ӑнланса илтӗм.

Эпӗ 1940 ҫулта майӑн 19-мӗшӗнче Ливанри Амьюн хулинче ҫуралнӑ. Темиҫе ҫул иртсен эпир Триполи хулине куҫса кайрӑмӑр. Пирӗн ҫемье ҫирӗп те телейлӗччӗ. Пире, ачасене, юратса пӑхса ӳстернӗ. Эпир пурте Иеговӑна юрататтӑмӑр. Эпӗ ҫемьере чи кӗҫӗнни, манӑн пиччепе виҫӗ аппа пур. Аттепе анне нихӑҫан та укҫапа пурлӑха малти вырӑна хуман. Библи тӗпчесси, тӗлпулусене ҫӳресси тата ыттисене Турӑ ҫинчен каласа парасси пирӗншӗн чи пӗлтерӗшли пулнӑ.

Пирӗн пухура святой сывлӑшпа суйласа илнӗ темиҫе тӑван пурччӗ. Вӗсенчен пӗри Мишель Абуд ятлӑччӗ. Вӑл ун чухне пухӑвӑн Библи вӗренӗвӗ текен тӗлпулӑва ирттеретчӗ. Вӑл чӑнлӑха Нью-Йоркра пӗлнӗ, 1921 ҫулта вара Ливанра ырӑ хыпар сарас ӗҫе пуҫарса янӑ. Эпӗ уйрӑмах вӑл Галаад шкулне пӗтернӗ хӗрсемшӗн, Энн тата Гуэн Биверсемшӗн, мӗнле тӑрӑшнине тата вӑл вӗсене мӗнле хисепленине астуса юлтӑм. Пирӗн ҫемье ҫак хӗрсемпе питӗ туслӑччӗ. Нумай ҫул иртсен Пӗрлешӳллӗ Штатсенче Энпа тӗл пулсан эпӗ питӗ савӑнтӑм. Тата каярахпа эпӗ Гуэнпа та тӗл пултӑм. Вӑл Уилфред Гуч тӑвана качча кайнӑ, вӗсем Лондонри Вефильте ӗҫлетчӗҫ.

ЛИВАНРА ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР

Эпӗ пӗчӗккӗ пулнӑ чухне Ливанра Иегова Свидетелӗсем питӗ сахалччӗ. Ҫав-ҫавах эпир питӗ хастаррӑн ырӑ хыпар сараттӑмӑрччӗ, хӑш-пӗр священниксем хамӑра хирӗҫ тӑнине те пӑхмастӑмӑрччӗ. Ҫав вӑхӑтри хӑш-пӗр самантсене эпӗ халӗ те астӑватӑп.

Пӗррехинче эпир Сана аппапа нумай хваттерлӗ ҫуртра ырӑ хыпар сартӑмӑр. Сасартӑк пирӗн пата священник пырса тӑчӗ, ӑна такам эпир килни ҫинчен систернӗ пулас. Вӑл ман аппана хӑртма пуҫларӗ те тарӑхса кайнипе ӑна картлашка ҫинчен антарса ячӗ. Сана хытӑ аманчӗ. Такам полицейскисене чӗнчӗ. Полицейскисем килсен Санӑна пулӑшу паричченех кӗтсе тӑчӗҫ. Священника вара участока илсе кайрӗҫ. Унӑн хӑйӗнпе пӗрле пистолет пулнӑ иккен. Вара полици начальникӗ унран ҫапла ыйтрӗ: «Эсир Турӑ ҫинчен вӗрентекен-и, усал ӗҫ тума вӗрентекен-и?»

Тепрехинче тата акӑ мӗн пулса тухрӗ. Эпир пухури тӑвансемпе пӗрле автобуса арендӑна илсе аякри хулана ырӑ хыпар сарма кайрӑмӑр. Малтанах веҫех лайӑхчӗ, анчах та кайран эпир килни ҫинчен вырӑнти священник пӗлнӗ. Вӑл хӑш-пӗр ҫынсене пире хирӗҫ тӑратнӑ, вара лешсем пире чулпа пеме пуҫларӗҫ. Тахӑшӗ аттене пуҫран лектерчӗ. Унӑн юнпа вараланса пӗтнӗ пичӗ халӗ те куҫ умӗнче тӑрать. Анне аттене автобус патне илсе кайрӗ, тӑвансем вара вӗсем хыҫӗнчен пычӗҫ. Анне хӑйне мӗнле тытнине нихӑҫан та манас ҫук. Атте питне тасатнӑ чухне вӑл ҫапла каларӗ: «Иегова, каҫар вӗсене, хӑйсем мӗн тунине вӗсем хӑйсем те пӗлмеҫҫӗ».

Тепрехинче вара эпир урӑх хулана асаттене курма кайрӑмӑр. Ун патне епископ килнӗ пулнӑ. Ҫав епископ манӑн аттепе анне Иегова Свидетелӗсем пулнине пӗлнӗ. Эпӗ ун чухне улттӑра кӑна пулнӑ пулсан та мана намӑслантарас тесе вӑл манран: «Мӗншӗн эсӗ халӗ те шыва кӗмен?» — тесе ыйтрӗ. Эпӗ вара: «Эпӗ пӗчӗккӗ-ха, шыва кӗриччен ман Библире мӗн ҫырнине лайӑхрах пӗлмелле тата Турра хытӑ ӗненмелле»,— тесе каларӑм. Эпӗ мӗн калани епископа килӗшмерӗ. Вара вӑл ман асаттене: «Ку мана хисеплемени пулчӗ»,— тесе каларӗ.

Ҫапах та япӑххи сахал пулнӑ. Ливанри ҫынсем ырӑ кӑмӑлла ҫынсем. Вӗсем пирӗнпе хаваспах Библи ҫинчен калаҫатчӗҫ тата эпир нумай ҫынпа Библи вӗренеттӗмӗр.

УРӐХ ҪӖРШЫВА КУҪСА КАЯТПӐР

Эпӗ шкулта вӗреннӗ чухнех Ливана Венесуэлӑран пӗр ҫамрӑк арҫын тӑван килнӗччӗ. Вӑл пирӗн пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ҫӳретчӗ. Унта вӑл ман аппапа, Вафӑпа, паллашрӗ. Вӑхӑт иртсен вӗсем пӗрлешрӗҫ те Венесуэлӑна куҫса кайрӗҫ. Вафа пирӗнсӗр питӗ тунсӑхлатчӗ, ҫавӑнпа аттене ҫырусенче ҫемьепе пӗрлех Венесуэлӑна куҫса килме ыйтатчӗ. Вара эпир куҫса кайма шут тытрӑмӑр.

Эпир 1953 ҫулта Венесуэлӑна куҫса килтӗмӗр те Каракас хулинче, президент ҫурчӗ патӗнчен аякрах мар пурӑнма пуҫларӑмӑр. Ун чухне эпӗ яш ачаччӗ, ҫавӑнпа та президентӑн чаплӑ машини иртсе кайнӑ чухне эпӗ ҫӑвар карса пӑхса тӑраттӑм. Анчах та аттепе аннене ҫӗнӗ ҫӗршывра пурӑнма хӑнӑхма йывӑр пулчӗ. Чӗлхе, культура, апат-ҫимӗҫ, климат — веҫех урӑхла пулнӑ вӗт. Вӗсем ҫӗнӗ пурнӑҫа хӑнӑхма пуҫларӗҫ кӑна, кӗтмен ҫӗртен пирӗн ҫемьене инкек пырса ҫапрӗ.

Сулахайран сылтӑмалла: атте, анне, эпӗ 1953 ҫулта Венесуэлӑна куҫса кайсан

ПИРӖН КИЛЕ ИНКЕК ПЫРСА ҪАПАТЬ

Аттен сывлӑхӗ часах хавшаса кайрӗ. Ҫакӑ пирӗншӗн кӗтмен япала пулчӗ, мӗншӗн тесен вӑл вӑйлӑ та ҫирӗп сывлӑхлӑ ҫынччӗ, вӑл чирленине эпир курманччӗ. Тухтӑрсем аттен рак чирӗ пулни пирки пӗлтерчӗҫ. Аттене операци турӗҫ пулсан та, ҫакӑ пулӑшмарӗ, вара эрне иртсен вӑл вилсе кайрӗ.

Ҫакӑ пирӗншӗн калама ҫук пысӑк хуйхӑ пулчӗ. Ун чухне эпӗ 13-ре анчахчӗ. Атте вилни пире ураран ӳкерчӗ, пурнӑҫ пӗтрӗ пек туйӑнчӗ. Пӗр вӑхӑт хушши атте вилнине аннене йышӑнма йывӑрччӗ. Анчах та эпир пирӗн малалла пурӑнмаллине ӑнлантӑмӑр вара Иегова пулӑшнипе ҫак хуйха чӑтса ирттерме пултартӑмӑр. 16 ҫулта эпӗ шкул пӗтертӗм. Ун чухне эпӗ питӗ хам ҫемьене пулӑшасшӑнччӗ.

Сана аппа хӑйӗн упӑшкипе, Рубенпа. Вӗсем мана Иеговӑпа ҫывӑхланма питӗ пулӑшрӗҫ

Сана аппа та Рубен Араухо арҫын тӑвана, Галаад шкулне пӗтерсе Венесуэлӑна каялла таврӑннӑ арҫын тӑвана, качча тухрӗ. Кайран вӗсем Нью-Йорка пурӑнма куҫса кайрӗҫ. Ун чухне килтисем мана университета вӗренме ярасшӑн пулчӗҫ, вара эпӗ те Нью-Йорка куҫса кайрӑм. Унта эпӗ Санӑпа Рубен патӗнче пурӑнтӑм. Вӗсем мана Иеговӑпа ҫывӑхланма питӗ пулӑшрӗҫ. Тата ман пухура («Бруклин, Испанла») Иеговӑна юратакан опытлӑ тӑвансем нумайччӗ. Ҫав пухура мана Бруклинри Вефильте ӗҫлекен Милтон Хеншельпе Фредерик Френц тӑвансемпе паллашма тӳр килчӗ.

Эпӗ шыва кӗни. 1957 ҫул

Пӗрремӗш курс вӗренсе пӗтеричченех эпӗ университета вӗренме кӗрсе тӗрӗс турӑм-ши тесе иккӗленме пуҫларӑм. «Хурал башнинче» час-часах Иеговӑшӑн ытларах ӗҫлес текен тӑвансем ҫинчен ҫыратчӗҫ. Эпӗ ҫак статьясенче мӗн вулани ҫинчен ытларах шутлама пуҫларӑм. Тата эпӗ пирӗн пухури пионерсемпе вефилецсем мӗн тери телейлӗ пулнине кураттӑмччӗ, вара манӑн та вӗсем пек пулас килетчӗ. Анчах та эпӗ ун чухне шыва кӗменччӗ-ха. Вара хам пурнӑҫа Иеговӑна халалламаллине ӑнлантӑм. 1957 ҫулхи мартӑн 30-мӗшӗнче эпӗ шыва кӗтӗм.

ПӖЛТЕРӖШЛӖ ЙЫШӐНУСЕМ ТӐВАТӐП

Шыва кӗрсессӗн эпӗ хамӑн тепӗр ӗмӗт ҫинчен — пионер пулса ӗҫлесси ҫинчен — шутлама пуҫларӑм. Манӑн питӗ пионер пулас килетчӗ. Анчах та вӗренме те, ҫав вӑхӑтрах пионер пулма та питӗ йывӑр пулассине эпӗ ӑнланаттӑм. Вара эпӗ вӗренме пӑрахса Венесуэлӑна таврӑнса пионер пулса ӗҫлес терӗм. Ҫакӑн ҫинчен эпӗ хамӑн ҫемьене пӗлтертӗм. Вара эпир ҫакӑн пирки пӗр-пӗрин патне ҫыру ҫӳретме пуҫларӑмӑр, пӗр-пӗрне ҫыру айнех турӑмӑр.

1957 ҫулта июньте эпӗ Каракас хулине каялла таврӑнтӑм. Килтисене укҫа ҫитсех каймастчӗ, вӗсене пулӑшмаллаччӗ. Шӑп ҫавӑн чухне мана банкра тулли кун ӗҫлеме сӗнчӗҫ. Анчах та эпӗ Венесуэлӑна пионер пулма таврӑнтӑм вӗт. Вара эпӗ банкра та ӗҫлес терӗм, пионер та пулас терӗм. Эпӗ ҫапла темиҫе ҫул пурӑнтӑм. Манӑн пуш вӑхӑт пачах та ҫукчӗ, анчах ун чухне эпӗ ҫав тери телейлӗччӗ.

Сильвийӑна тӗл пулсан эпӗ тата телейлӗрех пулса тӑтӑм. Вӑл лайӑх ҫын тата Иеговӑна питӗ хытӑ юратать. Вӑл хӑйӗн ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле Венесуэлӑна Германирен куҫса килнӗ пулнӑ. Эпир унпа пӗрлешрӗмӗр те пирӗн икӗ ача ҫуралчӗ: Мишель ятлӑ ывӑл (эпир ӑна Мик тесе чӗнетпӗр) тата хӗр, Самира. Унсӑр пуҫне, аннене пӑхмаллаччӗ, вара вӑл пирӗн пата пурӑнма куҫрӗ. Ҫемьешӗн тӑрӑшас тесе пионер пулма пӑрахма тиврӗ пулсан та ман хастарлӑх сӳнмерӗ. Эпир Сильвийӑпа май килсенех, сӑмахран, отпуск вӑхӑтӗнче, пулӑшакан пионер пулса ӗҫлеттӗмӗр.

ТЕПӖР ПӖЛТЕРӖШЛӖ ЙЫШӐНУ ТӐВАТӐП

Эпӗ статья пуҫламӑшӗнче мӗн ҫинчен каласа пама пуҫларӑм, ҫавӑ пирӗн ачасем шкулта вӗреннӗ чухне пулса тухрӗ. Эпир ун чухне укҫа ҫитменни мӗн иккенне пӗлместӗмӗрччӗ. Банкра ӗҫлекенсем мана хисеплетчӗҫ. Анчах та эпӗ чи малтан ҫынсем эпӗ Иеговӑн ӗҫлекенӗ пулнине курччӑр теттӗмччӗ. Ҫак шухӑшсем мана канӑҫ памастчӗҫ. Вара эпир арӑмпа лартӑмӑр та укҫана мӗнле тыткаламалли ҫинчен шухӑшларӑмӑр. Парӑмсем пирӗн пулман тата эпир хамӑр пурнӑҫа ансатлатсан ӗҫрен тухса кайнӑ чухне тӳлекен пособи пире нумайлӑха ҫитнӗ пулӗччӗ.

Банкран тухса кайма хӑюлӑх ҫитерме ҫӑмӑлах марччӗ. Анчах та арӑмпа анне ҫак йышӑнупа хаваспах килӗшрӗҫ. Ман тинех Иеговӑшӑн тулли вӑхӑтпа ӗҫлеме май уҫӑлчӗ! Эпӗ ҫав тери савӑнаттӑмччӗ! Анчах та эпир кӗтмен ҫӗртен пӗр хыпар пӗлтӗмӗр.

КӖТМЕН ПАРНЕ

Дйапа Сильвия нумай пулмасть ҫуралнӑ Габриеле тытса лараҫҫӗ.

Эпир хамӑрӑн виҫҫӗмӗш ачапа, Габриельпа

Эпир Сильвия йывӑр ҫын пулнине пӗлтӗмӗр. Ҫакӑ пирӗншӗн кӗтмен япала пулчӗ пулин те, эпир питӗ савӑнтӑмӑр. Анчах та эпӗ пионер пулса тӑма пултарӑп-ши тесе иккӗленме пуҫларӑм. Эпир ача ҫуралассине кӗтнӗ май хам ӗмӗте пурнӑҫлама пултарӑп-ши тесе шутлаттӑмччӗ.

Эпир килтисемпе канашларӑмӑр та эпӗ пионер пулма пултаратӑп тесе шутларӑмӑр. Габриель 1985 ҫулта апрель уйӑхӗнче ҫуралчӗ. Ҫав-ҫавах эпӗ ӗҫрен тухса кайрӑм та ҫав ҫултах июньте пионер пулса тӑтӑм. Кӑшт вӑхӑт иртсен мана Вефиле филиал комитетне ӗҫлеме чӗнчӗҫ. Анчах та Вефиль Каракасра мар, 80 ҫухрӑм аякра вырнаҫнӑ пулнӑ. Манӑн вара унта эрнере икӗ е виҫӗ хут каймаллаччӗ.

КАЛЛЕХ КУҪСА КАЯТПӐР

Вефиль Ла-Виктория хулинче вырнаҫнӑ пулнӑ, вара эпир унта куҫса каяс терӗмӗр. Ун чухне пирӗнтен кашнин пурнӑҫра улшӑнусем тума тиврӗ. Ҫывӑх ҫынсем хӑйсене шеллеменни ман чуна пырса тиврӗ. Баха аппа аннене пӑхма килӗшрӗ. Мик ҫав вӑхӑталла авланнӑччӗ ӗнтӗ. Самирӑпа Габриель вара пирӗнпех пурӑнатчӗҫ. Ҫавӑнпа та куҫса кайсан вӗсем тусӗсемпе уйрӑлчӗҫ. Манӑн юратнӑ арӑмӑн вара пӗчӗк хулара пурӑнма хӑнӑхма тиврӗ. Пирӗн кил те малтанхи пекех пысӑк марччӗ. Мӗн калас ӗнтӗ, эпир куҫса кайни пире пурне те пырса тиврӗ.

Вӑхӑт иртсен каллех веҫех улшӑнчӗ. Габриель авланчӗ, Самира вара уйрӑм пурӑнма пуҫларӗ. 2007 ҫулта пире Сильвийӑпа пӗрле Вефильте ӗҫлеме чӗнчӗҫ, эпир халӗ те унта ӗҫлесе тӑратпӑр. Пирӗн аслӑ ывӑл Мик старейшина пулса ӗҫлет, вӗсем арӑмӗпе, Моникӑпа, пионерсем. Габриель те старейшина, вӑл арӑмӗпе пӗрле, Амбрӑпа, Италире пурӑнать. Самира вара пионер пулса ӗҫлет тата вӑл Вефиле аякран пулӑшса тӑракан доброволец.

Сулахайран сылтӑмалла: Сильвийӑпа Венесуэлӑри Вефильте. Пирӗн аслӑ ывӑл Мик хӑйӗн арӑмӗпе, Моникӑпа. Пирӗн хӗр Самира. Пирӗн ывӑл Габриель хӑйӗн арӑмӗпе, Амбрӑпа

ХАМ ТУНӐ ЙЫШӐНУСЕМШӖН ПӖРТТЕ ӲКӖНМЕСТӖП

Манӑн пурнӑҫра нумай пысӑк пӗлтерӗшлӗ йышӑнусем тума тиврӗ. Анчах хам мӗнле йышӑнусем тунишӗн эпӗ пӗртте ӳкӗнместӗп. Хам пурнӑҫа тепре пурӑнса ирттерме май пулнӑ пулсан эпӗ нимӗн те улӑштарман пулӑттӑм. Иегова шанса панӑ тивӗҫсене эпӗ питӗ хаклатӑп. Пурӑна киле эпӗ Иеговӑпа ҫывӑх хутшӑнусене аталантарни питӗ кирлӗ пулнине ӑнлантӑм. Пирӗн пысӑк йышӑнусем тумалла-и е пӗчӗк йышӑнусем тумалла-и, Иегова пире «нимӗнле ӑс та пӗлейми канӑҫлӑх» пама пултарать (Флп. 4:6, 7). Пире Сильвийӑпа Вефильте ӗҫлеме питӗ килӗшет. Иртнине аса илнӗ май эпир ҫакна куратпӑр: Иегова эпир тунӑ йышӑнусене пилленӗ, мӗншӗн тесен эпир ӑна хамӑр пурнӑҫра яланах пӗрремӗш вырӑна хунӑ.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр