Вулакансен ыйтӑвӗсем
Мӗншӗн христиансен мессенджерсемпе усӑ курнӑ чухне асӑрхануллӑ пулмалла?
Нумай христианин хӑйсен ҫывӑх ҫыннисемпе тата пухури тӑвансемпе хутшӑнас тесе ҫӗнӗ технологисемпе усӑ курать. Паллах, чӑнлӑхра ҫирӗп тӑракан христианин Библири ҫак сӑмахсене асра тытать: «Ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын инкеке курать те — пытанать; пурӑнӑҫа пӗлменнисем малалла каяҫҫӗ те — асап кураҫҫӗ» (Ытар. 27:12).
Иегова пире хӳтӗлесшӗн пулнине эпир ӑнланатпӑр. Ҫавӑнпа эпир «урӑхла вӗрентсе... [пире] уйӑракан» ҫынсемпе, пухуран кӑларса янисемпе тата Библипе килӗшсе тӑман вӗрентӳсене саракансемпе хутшӑнмастпӑр (Рим 16:17; 2 Иоанн 10, 11; 1 Кор. 5:11). Пухура та хӑш-пӗр тӑвансем Библири принципсене пӑсса пурӑнма пултараҫҫӗ (2 Тим. 2:20, 21). Туссене суйланӑ чухне вара ҫакна веҫех шута илмелле. Анчах та ҫынпа мессенджер урлӑ ҫеҫ хутшӑнсан вӑл лайӑх е япӑх тус пулнине пӗлме йывӑр.
Уйрӑмах ҫакна пысӑк ушкӑнра хутшӑнас тесессӗн асра тытмалла. Хӑш-пӗр тӑвансем мессенджер урлӑ пысӑк ушкӑнра хутшӑнма пуҫланӑ, ҫакӑ вара инкек патне илсе ҫитернӗ. Ҫӗр-ҫӗр е пин-пин ҫынран тӑракан ушкӑнра христианин хӑйне хӑрушлӑхран сыхлама пултарайӗ-ши? Ун пек чухне эпир кампа хутшӑнатпӑр, ҫав ҫынсем чӑннипех кам пулнине, вӗсен ӗненӗвӗ мӗнлерех пулнине пӗлсе ҫитме пулать-и вара? 25-мӗш Псаломра, 4-мӗш сӑвӑ йӗркинче: «Суеҫӗ ҫынсемпе лармарӑм, чее ҫынсемпе те каяссӑм ҫук»,— тесе ҫырнӑ. Ҫак сӑмахсем мессенджерсем урлӑ паллакан ҫынсемпе кӑна ҫывӑх хутшӑнмаллине кӑтартса памаҫҫӗ-и вара?
Мессенджер урлӑ пысӑках мар ушкӑнра хутшӑннӑ чухне те пирӗн асӑрхануллӑ пулмалла — унта ытлашши нумай вӑхӑт ирттермелле мар тата христиансемшӗн юрӑхсӑр темӑсене хускатсан, ҫав калаҫусене хутшӑнмалла мар. Ушкӑнра кирек мӗн пирки сӑмах тапратсан та тата хуравлама сирӗн вӑхӑт пур пулсан та, пур сообщени ҫине те хуравламалла тесе ан шутлӑр. Павел хӑш-пӗр христиансем пирки вӗсем «элек сараҫҫӗ, кирлӗ-кирлӗ мар ҫӗре хутшӑнса кӗрсе каяҫҫӗ» тесе ҫырнӑ (1 Тим. 5:13, ҪХ). Хальхи вӑхӑтра та хӑш-пӗр тӑвансем мессенджерсем урлӑ хутшӑннӑ чухне хӑйсене ҫаплах тытаҫҫӗ.
Христианин ыттисем ҫинчен япӑх ҫырмӗ тата калама юраман информацие те сармӗ. Ыттисем ҫавнашкал сообщени ярсан вара вӑл ӑна вуламӗ (Пс. 14:3; Ытар. 20:19). Тӗлӗнтерсе-аптратса яракан е тӗрӗслемен информацие те вӑл итлемӗ тата ыттисене ярса памӗ (Эф. 4:25). JW Телекуравра тата jw.org сайтра вара усӑллӑ та тӗрӗс информаци питӗ нумай тупма пулать.
Хӑш-пӗр Свидетельсем суту-илӳ тӑвас тесе, таварсене е ӗҫ сӗнес тесе мессенджерсемпе усӑ кураҫҫӗ. Анчах та ҫакна асра тытмалла: коммерци ӗҫӗсем Иеговӑна пуҫҫапассипе пӗртте ҫыхӑнмалла мар. Ҫавӑнпа христианинӑн укҫана хапсӑнасран хӑйне хӑй сыхламалла — тӑвансем вӗсем укҫа тумалли май тесе шутламалла мар (Евр. 13:5).
Тӑвансем йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ е ҫутҫанталӑк инкекне пула шар курнӑ пулсан вара? Ҫавӑн пек чухне укҫа пуҫтарас ӗҫе мессенджер урлӑ йӗркелеме пулать-и? Паллах, эпир тӑвансене юрататпӑр, ҫавӑнпа вӗсене пулӑшасшӑн (Иак. 2:15, 16). Анчах та эпир мессенджерти пысӑк ушкӑн урлӑ укҫа пуҫтарма пуҫласан, филиал е старейшинӑсем йӗркеленӗ ӗҫе тума чӑрмантарма пултаратпӑр (1 Тим. 5:3, 4, 9, 10, 16). Унсӑр пуҫне, эпир ҫапла тусан тӑвансем пире ҫак ӗҫе тума арҫын тӑвансем суйласа лартнӑ тесе тӗрӗс мар пӗтӗмлетӳ тума пултараҫҫӗ.
Эпир кирек мӗнле ӗҫе тунӑ чухне те Турра мухтава кӑларасшӑн (1 Кор. 10:31). Ҫавӑнпа мессенджерсемпе усӑ курнӑ чухне мӗнле хӑрушлӑхсем сиксе тухма пултарни ҫинчен шухӑшлар тата асӑрхануллӑ пулар.