Библири хӗрарӑмсем: эпир вӗсенчен мӗне вӗренетпӗр?
Библи мӗн калать?
Библире нумай хӗрарӑм ҫинчен ҫырса панӑ. Вӗсен тӗслӗхӗ пирӗншӗн питӗ усӑллӑ пулма пултарать (Рим 15:4; 2 Тимофей 3:16, 17). Ҫак статьяра Библире асӑннӑ хӑш-пӗр хӗрарӑмсем ҫинчен кӗскен анчах каласа панӑ. Вӗсенчен нумайӑшӗ пире лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ, ыттисем вара пирӗншӗн асӑрхаттаракан тӗслӗх пулаҫҫӗ (1 Коринф 10:11; Еврейсем 6:12).
Авигея
Кам вӑл Авигея? Ун упӑшки, Навал, пуян, анчах усал та хаяр ҫын пулнӑ. Авигея вара ӑслӑ-тӑнлӑ, хӑйне кӗҫӗне хуракан, илемлӗ сӑн-питлӗ хӗрарӑм пулнӑ. Тата унӑн Иеговӑн кӑмӑлне каякан лайӑх енсем пулнӑ (1 Патшасен 25:3).
Эпир ун ҫинчен мӗн пӗлетпӗр? Ӑслӑ-тӑнлӑ пулни Авигейӑна инкек пулассинчен хӑтарнӑ. Вӗсем Навалпа пурӑннӑ вырӑнта Израилӗн пулас патши, Давид, пытанса ҫӳренӗ пулнӑ. Давид хӑйӗн ҫыннисемпе тарса ҫӳренӗ чухне Навал кӗтӗвӗсене вӑрӑ-хурахсенчен хӳтеленӗ. Анчах Давид янӑ ҫынсем Навалран апат-ҫимӗҫ ыйтсан, вӑл хӑйне тӳрккессӗн те хаяррӑн тытса апат пама килӗшмен. Давид питӗ тарӑхса кайнӑ. Вӑл хӑйӗн ҫыннисемпе Навала тата унӑн кил-йышӗнчи пур арҫынна та вӗлерме тухса кайнӑ (1 Патшасен 25:10—12, 22).
Хӑйӗн упӑшки мӗн тунине илтсен Авигея вӑрахламан. Вӑл Давидпа унӑн ҫыннисем валли апат хатӗрленӗ те тарҫисем урлӑ парса янӑ, хӑй вара Давида йӑлӑнма тарҫисем хыҫҫӑн кайнӑ (1 Патшасен 25:14—19, 24—31). Авигея хӑйне кӗҫӗне хурса апат-ҫимӗҫ илсе килнине курсан тата ӑслӑ канаш панине илтсен Давид ҫак ӑслӑ-тӑнлӑ хӗрарӑм урлӑ Турӑ инкеке пулма паманнине ӑнланса илнӗ (1 Патшасен 25:32, 33). Кӑшт вӑхӑт иртсен Навал вилнӗ те Авигея Давидӑн арӑмӗ пулса тӑнӑ (1 Патшасен 25:37—41).
Авигейӑран эпир мӗне вӗренетпӗр? Авигея илемлӗ те пуян пулнӑ, анчах та хӑйне мӑнна хуман. Хӑй айӑплӑ пулман пулин те, мир упраса хӑварас тесе вӑл каҫару ыйтма хатӗр пулнӑ. Ҫакӑн пек ҫивӗч лару-тӑрура Авигея хӑйне лӑпкӑ, майне пӗлсе, тавҫӑруллӑ та хӑюллӑ тытнӑ.
▸ Авигея ҫинчен ытларах пӗлес тесе «Вӑл ӑслӑ-тӑнлӑ пулнӑ» статьяна вулама пулать.
Анна
Кам вӑл Анна? Вӑл Елканӑн арӑмӗ тата Самуилӑн амӑшӗ пулнӑ. Самуил вара авалхи Израильте аслӑ пророк пулса тӑнӑ (1 Патшасен 1:1, 2, 4—7).
Эпир ун ҫинчен мӗн пӗлетпӗр? Ача пулман чухне Анна чун канӑҫлӑхне тупас тесе Турра кӗлтунӑ. Унӑн упӑшкин тепӗр арӑм та пулнӑ. Иккӗмӗш арӑмӗн, Феннанӑн, ачасем пулнӑ. Анна вара мӑшӑрланнӑ хыҫҫӑн нумай вӑхӑт хушши ача ҫуратайман. Феннана Аннӑран мӑшкӑлласа кулнӑ, анчах Анна Турӑран чун канӑҫлӑхне ыйтнӑ. Кӗлтунӑ чухне вӑл Турӑ мана ывӑл ача парсан ҫав ачана сӑваплӑ чатӑрта ӗҫлеме парӑп тесе сӑмах панӑ. Сӑваплӑ чатӑр вӑл — Израильте Турра пуҫҫапнӑ чухне усӑ куракан йӑтса куҫармалли пысӑк палатка (1 Патшасен 1:11).
Турӑ Аннӑн кӗлли ҫине хуравланӑ: вӑл Самуила ҫуратнӑ. Анна хӑйӗн сӑмахне тытса пӗчӗк Самуила сӑваплӑ чатӑрта ӗҫлеме панӑ. Анна кашни ҫул ывӑлӗ валли хулсӑр кӗпе ҫӗлесе ӑна кайса панӑ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн Турӑ Аннӑна пилленӗ, унӑн тата пилӗк ача ҫуралнӑ: виҫӗ ывӑл та икӗ хӗр (1 Патшасен 2:18—21).
Аннӑран эпир мӗне вӗренетпӗр? Чун-чӗререн кӗлтуни Аннӑна йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме пулӑшнӑ. 1 Патшасен 2:1—10 сӑвӑ йӗркисенче ҫырнӑ Аннӑн пархатарлӑ кӗлли вӑл Турра хытӑ ӗненнине кӑтартса парать.
▸ Анна ҫинчен ытларах пӗлес тесе «Вӑл Турра хӑйӗн чӗрине уҫса панӑ» статьяна пӑхӑр.
▸ Мӗншӗн Турӑ авалхи вӑхӑтра темиҫе арӑм илме ирӗк панине пӗлес тесе «Одобряет ли Бог многоженство?» статьяна вулама пулать.
Далида
Кам вӑл Далида? Ӑна Самсон, Израиль судйи, юратса пӑрахнӑ пулнӑ (Тӳресен 16:4, 5).
Эпир ун ҫинчен мӗн пӗлетпӗр? Вӑл Филисти пуҫлӑхӗсенчен укҫа илсе Самсона сутнӑ. Самсон урлӑ Турӑ Израиль халӑхне филистимсенчен ҫӑлса тӑнӑ. Самсон тӗлӗнмелле вӑйлӑ пулнӑран Филисти ҫыннисем ӑна ҫӗнтереймен (Тӳресен 13:5). Вара ҫав пуҫлӑхсем Далидӑран пулӑшу ыйтас тенӗ.
Самсон мӗншӗн ҫав тери вӑйлӑ пулнине пӗлес тесе Филисти ҫыннисем Далидӑна хӑйсем майлӑ ҫавӑрас тесе укҫа панӑ. Далида укҫа илнӗ те Самсонӑн вӑрттӑнлӑхне пӗлме темиҫе хутчен те хӑтланса пӑхнӑ. Юлашкинчен вара вӑл унран вӑрттӑнлӑхне ыйтса пӗлнӗ (Тӳресен 16:15—17). Мӗн пӗлнине вӑл Филисти ҫыннисене каласа панӑ. Вӗсем вара Самсона ярса тытнӑ та тӗрмене хупса лартнӑ (Тӳресен 16:18—21).
Далида тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренетпӗр? Далида пирӗншӗн асӑрхаттаракан тӗслӗх. Ҫӑткӑн пулнӑран вӑл Иеговӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенне улталаса сутнӑ.
Девора
Кам вӑл Девора? Вӑл хӗрарӑм пророк пулнӑ. Ун урлӑ Израиль Турри, Иегова, хӑйӗн ирӗкне уҫса панӑ. Ун урлӑ Турӑ хӑйӗнпе халӑх хушшинчи тавлашусене татса панӑ (Тӳресен 4:4, 5).
Эпир ун ҫинчен мӗн пӗлетпӗр? Хӗрарӑм пророк Девора Туррӑн ӗҫлекенӗсене хӑюллӑн пулӑшса тӑнӑ. Турӑ хушнипе вӑл Варака Израиль ҫарне йӗркелеме тата хӑйсене хӗсӗрленӗ хананейсене хирӗҫ тухма ыйтнӑ (Тӳресен 4:6, 7). Варак Деворӑна пӗрле кайма ыйтсан вӑл пӗр хӑрамасӑр унпа пӗрле кайнӑ (Тӳресен 4:8, 9).
Израильтянсем Турӑ пулӑшнипе ҫӗнтерсен Девора ыттисемпе пӗрле юрӑ хайланӑ. Ҫӗнтернӗ ятпа вӗсем Варакпа пӗрле ҫав юрра юрланӑ. Ҫав юрӑра вара хананейсене ҫапса аркатнӑ чухне тепӗр хӑюллӑ хӗрарӑм, Иаиль, мӗн туни ҫинчен асӑннӑ (Тӳресен, 5-мӗш сыпӑк).
Деворӑран эпир мӗне вӗренетпӗр? Девора хӑюллӑ тата хӑйне шеллесе тӑман хӗрарӑм пулнӑ. Вӑл ыттисене Турра мӗн юрӑхлӑ, ҫавна тума хавхалантарса тӑнӑ. Вӗсем ҫапла тусан вара вӑл вӗсене мухтанӑ.
▸ Девора ҫинчен ытларах пӗлес тесе «Эпӗ, Израиль ҫӗрӗн амӑшӗ, ҫӗклентӗм» статьяна вулама пулать.
Ева
Кам вӑл Ева? Вӑл чи пӗрремӗш хӗрарӑм пулнӑ. Тата Ева Библире асӑнна хӗрарӑмсенчен пӗрремӗшӗ пулнӑ.
Эпир ун ҫинчен мӗн пӗлетпӗр? Ева Турӑ панӑ хушӑва итлемен. Евӑна та, унӑн упӑшкине Адама та Турӑ пӗр ҫитменлӗхсӗр тунӑ тата вӗсене суйласа илме ирӗк панӑ. Унсӑр пуҫне, вӗсем Турра юрӑхлӑ енсене, сӑмахран, юрату тата ӑслӑлӑх, аталантарма пултарнӑ (Пултарни 1:27). Турӑ Адама мӗн каланине — пӗр йывӑҫӑн ҫимӗҫне ҫисен вилӗн тенине — Ева пӗлнӗ. Анчах вӑл Шуйттан суйине, вилместӗр тенине, ӗненсе лартнӑ. Унтан та ытларах, Шуйттан ӑна Турра итлеменни хӑвнах усӑ парать тесе ӗнентернӗ. ҫавӑнпа вӑл ҫав ҫимӗҫе хӑй те ҫинӗ, упӑшкине те ҫитернӗ (Пултарни 3:1—6; 1 Тимофей 2:14).
Ева тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренетпӗр? Евӑн тӗслӗхӗ пире тӗрӗс мар кӑмӑл-туртӑм хыҫҫӑн кайни мӗн тери хӑрушӑ пулма пултарнине кӑтартса парать. Мӗн тума юраманнине Турӑ уҫҫӑн каланӑ пулсан та, вӑл хӑйӗн пулман япалана илес вӑйлӑ кӑмӑл-туртӑма аталантарнӑ (Пултарни 3:6; 1 Иоанн 2:16).
Иаиль
Кам вӑл Иаиль? Вӑл Израиль ҫынни пулман Хеверӑн арӑмӗ пулнӑ. Иаиль Туррӑн халӑхӗ майлӑ хӑюллӑн тӑнӑ.
Эпир ун ҫинчен мӗн пӗлетпӗр? Ханаан ҫар пуҫӗ Сисара Иаилӗн лагерне килсен ҫак хӗрарӑм хӑюлӑха кӑтартнӑ. Израильтянсем Ханаан ҫарне аркатнӑ хыҫҫӑн Сисара тарса пытанмалли хӳтлӗх шыранӑ. Иаиль ӑна хӑйӗн чатӑрӗнче пытанма тата канма сӗннӗ. Вӑл ҫывӑрнӑ чухне Иаиль ӑна вӗлернӗ (Тӳресен 4:17—21).
Ҫапла майпа Девора каланӑ пророкла сӑмахсем пурнӑҫланнӑ: «Ҫӳлхуҫа Сисарӑна хӗрарӑм аллине ӳкерӗ» (Тӳресен 4:9). Ҫакна пула Иаиль арӑмсем хушшинче пиллӗхлӗ пулса тӑнӑ (Тӳресен 5:24).
Иаильрен эпир мӗне вӗренетпӗр? Иаиль пуҫаруллӑ тата хӑюллӑ пулнӑ. Вӑл мӗн туни Иегова хӑйӗн пророкла сӑмахсем пурнӑҫланччӑр тесе лару-тӑрӑва кирлӗ енне ҫавӑрса яма пултарнине кӑтартса парать.
Иезавель
Кам вӑл Иезавель? Вӑл Израиль патшин Ахавӑн арӑмӗ пулнӑ. Анчах та Иезавель Израиль халӑхӗн ҫынни пулман, Иеговӑна та пуҫҫапман. Вӑл Ваала, Ханаан туррине, пуҫҫапнӑ.
Эпир ун ҫинчен мӗн пӗлетпӗр? Иезавель хӗрарӑм патша влаҫшӑн ҫунакан, ыттисене шеллемен хаяр ҫын пулнӑ. Вӑл Ваала пуҫҫапасси анлӑ сарӑлтӑр тесе тӑрӑшнӑ. Ваала пуҫҫапасси вара аскӑн ӗҫсемпе ҫыхӑннӑ пулнӑ. Ҫав вӑхӑтрах вӑл Израиль ҫыннисене Иеговӑна, чӑн Турра, пуҫҫапма чӑрмантарнӑ (3 Патшасен 18:4, 13; 19:1—3).
Хӑйӗн ҫӑткӑн кӑмӑлне ҫырлахтарас тесе Иезавель суйма тата вӗлерме те хатӗр пулнӑ (3 Патшасен 21:8—16). Турӑ малтанах каласа хунӑ пекех, вӑл чыссӑр вилӗмпе вилнӗ тата ӑна пытарман та (3 Патшасен 21:23; 4 Патшасен 9:10, 32—37).
Иезавель тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренетпӗр? Иезавель пирӗншӗн асӑрхаттаракан тӗслӗх. Вӑл путсӗр хӗрарӑм пулнӑ тата хӑйӗнне илес тесе тем тума та хатӗр пулнӑ. Ҫавна пула хӑш-пӗр культурӑра Иезавель ята намӑссӑр та аскӑн ӗҫсемпе ҫыхӑнтарнӑ.
Лия
Кам вӑл Лия? Вӑл Иаков патриархӑн пӗрремӗш арӑмӗ пулнӑ. Унӑн йӑмӑкӗ Рахиль Иаковӑн тепӗр арӑмӗ пулнӑ (Пултарни 29:20—29).
Эпир ун ҫинчен мӗн пӗлетпӗр? Лия Иакова ултӑ ывӑл ҫуратса панӑ (Руфь 4:11). Иаков ӑна мар, Рахиле качча илесшӗн пулнӑ. Анчах та вӗсен ашшӗ Лаван улталаса Рахиль вырӑнне Лийӑна панӑ. Туй хыҫҫӑн, хӑйне улталанине пӗлсен, Иаков Лаванпа калаҫма кайнӑ. Лаван вара вӗсен енче кӗҫӗннине аслинчен малтан качча памаҫҫӗ тесе ҫирӗппӗн каланӑ. Тепӗр эрне иртсен Иаков Рахиле те качча илнӗ (Пултарни 29:26—28).
Иаков Рахиле Лийӑран ытларах юратнӑ (Пултарни 29:30). Ҫавна пула Лия хӑйӗн йӑмӑкне питӗ кӗвӗҫнӗ. Упӑшкине хӑйне юраттарас тесе вӑл йӑмӑкӗпе тупӑшнӑ. Турӑ Лийӑн туйӑмӗсене шута илсе ӑна ачасем парса пилленӗ. Унӑн ултӑ ывӑлпа пӗр хӗр пулнӑ (Пултарни 29:31).
Лийӑран эпир мӗне вӗренетпӗр? Лия Турра кӗлтунӑ тата ун ҫине шаннӑ. ҫемьере ҫӑмӑлах мар лару-тӑру пулнӑ пулсан та, Лия хӑйне Турӑ пулӑшса тӑнине курса тӑнӑ (Пултарни 29:32—35; 30:20). Унӑн пурнӑҫӗ ҫинчен каласа пани нумай арӑм илни мӗнле йывӑрлӑхсем патне илсе ҫитернине кӑтартса парать. Темиҫе арӑм илме Турӑ пӗр вӑхӑт хушши ирӗк панӑ пулнӑ. Анчах та чи малтан вӑл упӑшкан пӗр арӑм пулмалла, арӑмӑн пӗр упӑшка пулмалла тенӗ (Матфей 19:4—6).
▸ Лия ҫинчен ытларах пӗлес тесе «Скорби сестер, которые „воздвигли дом Израиля“» статьяна пӑхма пулать.
▸ Мӗншӗн Турӑ ӗлӗк-авал хӑйӗн халӑхӗнче нумай арӑм илме ирӗк панине «Одобряет ли Бог многоженство?» статьяра сӳтсе явнӑ.
Лот арӑмӗ
Кам вӑл Лот арӑмӗ? Библире унӑн ятне асӑман. Анчах та унта Лот арӑмӗн икӗ хӗр пулни пирки тата вӑл хӑйӗн ҫемйипе Содомра пурӑнни пирки каланӑ (Пултарни 19:1, 15).
Эпир ун ҫинчен мӗн пӗлетпӗр? Лот арӑмӗ Туррӑн хушӑвне итлемен. Турӑ Содома тата унпа юнашар пулнӑ хуласене унти ҫынсем питех те аскӑнланса пурӑннӑшӑн тӗп тума шут тытнӑ. Анчах та Турӑ унта пурӑннӑ тӳрӗ Лотпа унӑн ҫемйине юратнӑран, вӗсене хуларан илсе тухас тесе икӗ ангела янӑ (Пултарни 18:20; 19:1, 12, 13).
Ангелсем Лот ҫемйине ҫав вырӑнтан тарма хушнӑ тата хыҫалалла ҫаврӑнса пӑхмалла мар тенӗ (Пултарни 19:17). Лот арӑмӗ вара «каялла ҫаврӑнса пӑхнӑ та тӑвар юпа пулса тӑнӑ» (Пултарни 19:26).
Лот арӑмӗн тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренетпӗр? Унпа мӗн пулса иртни ҫакна кӑтартса парать: япаласене хытӑ юратнӑран Турра итлеме пӑрахни питӗ хӑрушӑ пулма пултарать. Иисус ҫак хӗрарӑм пирӗншӗн асӑрхаттаракан тӗслӗх тенӗ. Вӑл ҫапла каланӑ: «Лот арӑмӗпе мӗн пулнине асра тытӑр» (Лука 17:32).
Мариам
Кам вӑл Мариам? Вӑл Моисейпа Ааронӑн аппӑшӗ пулнӑ. Мариам Библире ҫырса панӑ чи пӗрремӗш хӗрарӑм пророк пулнӑ.
Эпир ун ҫинчен мӗн пӗлетпӗр? Пророк пулнӑран Мариам Туррӑн хыпарӗсене пӗлтерсе тӑнӑ. Ҫавӑнпа вӑл Израильте пысӑк вырӑн йышӑннӑ. Турӑ Египет ҫарне Хӗрлӗ тинӗсре путарнӑ хыҫҫӑн Мариам арҫынсемпе пӗрле ҫӗнтерӳ юррине юрланӑ (Тухни 15:1, 20, 21).
Кӑшт вӑхӑт иртсен Мариампа Аарон Моисей пирки сивлесе калаҫма пуҫланӑ. Чӑннипе вара вӗсем ҫакна кӗвӗҫнӗрен тата мӑнкӑмӑллӑ пулнӑран тунӑ. Турӑ ҫакна илтнӗ те Мариампа Аарона хыттӑн асӑрхаттарнӑ (Йыша шутлани 12:1—9). Ҫакӑн хыҫҫӑн Турӑ Мариам ҫине тилҫе чирӗ янӑ, мӗншӗн тесен ӳпкелешсе калаҫма чи малтан Мариам пуҫланӑ. Моисей тӳрех Турра Мариама сыватма йӑлӑнса ыйтнӑ, вара Турӑ ӑна сыватнӑ. Мариам тапӑр тулашӗнче ҫиче кун хупӑнса тӑнӑ. Унтан ӑна каялла килме ирӗк панӑ (Йыша шутлани 12:10—15).
Библире каланӑ тӑрӑх, Мариам хӑйӗн шухӑш-кӑмӑлне улӑштарнӑ. Ҫӗр-ҫӗр ҫул иртсен Турӑ Израиль халӑхне асӑрхаттарнӑ чухне ун ҫинчен асӑнса ҫапла каланӑ: «Сан умӑнтан Моисее, Аарона, Мариама ятӑм» (Михей 6:4).
Мариамран эпир мӗне вӗренетпӗр? Мариам ҫинчен каласа пани эпир пӗр-пӗрне е пӗр-пӗрин ҫинчен мӗн калани Турӑшӑн пӗрех пулманнине кӑтартса парать. Ҫавӑн пекех, Турра юрӑхлӑ пулас тесен мӑнкӑмӑллӑхран тата кӗвӗҫессинчен пӑрӑнмалла, мӗншӗн тесен ҫаксене пула эпир ыттисен ырӑ ятне яма пултаратпӑр.
Мария (Иисус Христосӑн амӑшӗ)
Кам вӑл Мария? Вӑл Иудей хӗрӗ пулнӑ. Иисуса ҫуратиччен вӑл хӗрлӗхе ҫухатман хӗр пулнӑ. Турӑ хӑйӗн ывӑлӗн пурнӑҫне тӗлӗнмелле майпа пӗлӗтрен Мария варне куҫарнӑ, ҫапла вӑл йывӑр ҫын пулса тӑнӑ.
Эпир ун ҫинчен мӗн пӗлетпӗр? Мария хӑйне кӗҫӗне хурса Туррӑн ирӗкне пурнӑҫласа тӑнӑ. Ангел ӑна эсӗ йывӑр ҫын пулӑн тата кӗтнӗ Мессийӑна ҫуратӑн тенӗ чухне вӑл Иосифӑн ҫураҫнӑ хӗрӗ пулнӑ (Лука 1:26—33). Хӑйне хушнӑ ӗҫе вӑл хатӗр пулсах пурнӑҫлама килӗшнӗ. Иисус ҫуралнӑ хыҫҫӑн Марийӑпа Иосифӑн тӑватӑ ывӑл тата сахалтан та икӗ хӗр ҫуралнӑ. Апла пулсан, Мария хӗрлӗхне ҫухатман хӗр тӑрса юлман (Матфей 13:55, 56). Тата вӑл, хӑйне чыслӑ ӗҫ шанса панӑ пулсан та, хӑйне мухтасса кӗтмен. Иисус хӑйӗн ҫӗр ҫинчи сӑваплӑ ӗҫне тунӑ чухне те, каярахпа христиансен пухӑвӗнче те вӑл хӑйне ҫаплах тытнӑ.
Марийӑран эпир мӗне вӗренетпӗр? Мария Турӑран хӑранӑ тата хӑйне шанса панӑ ӗҫе хатӗр пулсах пурнӑҫлама килӗшнӗ. Вӑл Сӑваплӑ Ҫырӑва питӗ лайӑх пӗлнӗ. Пӗр тӗпчев ӗҫӗнче каланӑ тӑрӑх, Лука 1:46—55 сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсене каланӑ чухне Мария Сӑваплӑ ҫырури сӑмахсене 20-е яхӑн хутчен аса илет.
▸ Мария ҫинчен ытларах пӗлес тесе «Чему мы учимся у Марии» статьяна вулама пулать.
Мария (Марфӑпа Лазарӗн йӑмӑкӗ)
Кам вӑл Мария? Вӑл, хӑйӗн Лазарь пиччӗшӗпе Марфа аппӑшӗ пекех, Иисусӑн ҫывӑх тусӗ пулнӑ.
Эпир ун ҫинчен мӗн пӗлетпӗр? Мария Иисуса, Туррӑн Ывӑлне, питӗ хакланине пӗрре кӑна мар кӑтартнӑ. Вӑл хӑйӗн пиччӗшне, Лазаре, Иисус вилӗмрен хӑтарма пултараяссине ӗненнӗ тата Иисус Лазаре чӗртсе тӑратнине хӑйӗн куҫӗпе курнӑ. Марфа Марийӑна хӑйне килти ӗҫсене тума пулӑшас вырӑнне Иисуса итлесе ларнӑшӑн ӳпкелесе илнӗ. Иисус вара Марийӑна уншӑн Туррӑн чӑнлӑхӗ пуринчен те кирлӗрех пулнишӗн мухтаса илнӗ (Лука 10:38—42).
Каярахпа Мария Иисуспа питӗ тараватлӑ пулнине кӑтартнӑ. Вӑл питӗ хаклӑ та ырӑ шӑршӑллӑ ҫу илсе Иисусӑн пуҫӗпе урисене сӗрнӗ (Матфей 26:6, 7). Ҫакна курса тӑракансем Марийӑна ытла тӑкакланнӑшӑн ӳпкелеме пуҫланӑ. Иисус унӑн хутне кӗрсе ҫапла каланӑ: «Ырӑ хыпара [Турӑ Патшалӑхӗ ҫичен калакан ырӑ хыпара] пӗтӗм тӗнчипе кирек ӑҫта пӗлтерсен те, ҫак хӗрарӑма аса илсе вӑл мӗн туни ҫинчен те каласа парӗҫ» (Матфей 24:14; 26:8—13).
Марийӑран эпир мӗне вӗренетпӗр? Мария ҫирӗп ӗненӳ аталантарнӑ. Турра пуҫҫапасси уншӑн ытти ӗҫсенчен кирлӗрех пулнӑ. Вӑл хӑйне кӗҫӗне хурса Иисуса чыс тунӑ, ҫакӑншӑн унӑн нумай тӑкакланма тивнӗ пулсан та.
Мария Магдалина
Кам вӑл Мария Магдалина? Вӑл Иисусӑн чунтан парӑннӑ вӗренекенӗ пулнӑ.
Эпир ун ҫинчен мӗн пӗлетпӗр? Мария Магдалина Иисуспа тата унӑн вӗренекенӗсемпе пӗрле ҫӳрекен хӗрарӑмсем хушшинче пулнӑ. Вӗсене пулӑшса тӑрас тесе вӑл хӑйӗн укҫи-тенкине те хӗрхенмен (Лука 8:1—3). Иисус хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫне ҫӗр ҫинче тунӑ чухне вӑл яланах унпа пӗрле ҫӳренӗ, Иисуса пӑталаса вӗлернӗ чухне те юнашар пулнӑ. Ӑна пысӑк чыс тунӑ: вӑл чӗрӗлсе тӑна Иисуса чи пӗрремӗш куракансенчен пӗри пулнӑ (Иоанн 20:11—18).
Марийӑран эпир мӗне вӗренетпӗр? Мария Магдалина Иисуса сӑваплӑ ӗҫне тума хӑйӗн мӗн пуррипе пулӑшса тӑнӑ тата ӑна чунтан параннӑ вӗренекенӗ пулнӑ.
Марфа
Кам вӑл Марфа? Вӑл Лазарьпе Марийӑн пӗртӑванӗ пулнӑ. Вӗсем Вифанире, Иерусалимран аякрах мар вырнаҫнӑ ялта, пурӑннӑ.
Эпир ун ҫинчен мӗн пӗлетпӗр? Марфа Иисусӑн тусӗ пулнӑ. Иисус вара Марфӑна та, Марийӑна та, Лазаре те юратнӑ (Иоанн 11:5). Марфа питӗ тараватлӑ пулнӑ. Пӗррехинче, Иисус вӗсем патӗнче хӑнара пулнӑ чухне, Мария Иисуса итлесе ларнӑ, Марфа вара ӑна хӑналас тесе хыпкаланса ҫӳренӗ. Вӑл хӑйне Мария пулӑшманшӑн ӳпкелешсе илнӗ. Иисус вара Марфӑна ыррӑн тӳрлетнӗ (Лука 10:38—42).
Лазарь чирлесе ӳксен Марфӑпа унӑн йӑмӑкӗ Иисуса чӗнсе килме янӑ. Иисус Лазаре сыватма пултараясси пирки вӗсем пӗртте иккӗленмен (Иоанн 11:3, 21). Анчах та Лазарь вилсе кайнӑ. Иисуспа калаҫнӑ чухне Марфа Сӑваплӑ Ҫырура вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси пирки каланине тата Иисус Лазаре чӗртсе тӑратма пултарассине ҫирӗп шаннине кӑтартнӑ (Иоанн 11:20—27).
Марфӑран эпир мӗне вӗренетпӗр? Марфа питӗ тараватлӑ ҫын пулнӑ. Вӗрентсе каланисене вӑл хатӗр пулсах йышӑннӑ. Тата Марфа хӑй мӗн туйнине тата хӑйӗн ӗненӗвӗ пирки уҫҫӑн калама хӑраман.
▸ Марфа ҫинчен ытларах пӗлес тесе «Ӗненетӗп» статьяна вулама пулать.
Раав
Кам вӑл Раав? Вӑл ханаансен Иерихон хулинче пурӑннӑ аскӑн хӗрарӑм пулнӑ. Каярах вӑл Иегова Турӑшӑн ӗҫлеме пуҫланӑ.
Эпир ун ҫинчен мӗн пӗлетпӗр? Раав ҫӗре пӑхма килнӗ икӗ израильтянина хӑй патӗнче пытарса ҫӑлӑнма пулӑшнӑ. Мӗншӗн вӑл ҫапла тунӑ? Вӑл Израиль халӑхӗн Турри, Иегова, хӑйӗн халӑхне Египетран илсе тухни ҫинчен, каярах вара вӗсене аморейсенчен хӳтӗлени ҫинчен илтнӗ.
Икӗ израильтянина пулӑшнӑ хыҫҫӑн Раав израильтянсем Иерихона тӗп тума килсен хӑйне тата хӑйӗн ҫемйине чӗрӗ хӑварччӑр тесе йӑлӑннӑ. Вӗсем килӗшнӗ, анчах та Раава ҫапла тума хушнӑ: унӑн вӗсен вӑрттӑнлӑхне никама та уҫса пама юраман, израильтянсем тапӑннӑ вӑхӑтра унӑн хӑйӗн ҫемйипе пӗрле унӑн килӗнче юлмалла пулнӑ тата хӑйӗн ҫуртне паллӑ тӑвас тесе чӳрече ҫумне хӗрлӗ вӗрен ҫыхса ямалла пулнӑ. Раав пӗтӗмпех вӗсем каланӑ пек тунӑ. Вара израильтянсем Иерихона ҫенсе илсен вӑл хӑйӗн ҫемйипе пӗрле чӗрӗ тӑрса юлнӑ.
Каярахпа Раав Израиль ҫыннине качча тухнӑ та Давид патшан тата Иисус Христӑн мӑнасламӑшӗ пулса тӑнӑ (Иисус Навин 2:1—24; 6:24; Матфей 1:5, 6, 16).
Раавран эпир мӗне вӗренетпӗр? Библире Раав пирки ӗненес тӗлӗшрен лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ тенӗ (Еврейсем 11:30, 31; Иаков 2:25). Турӑ хӑйне унпа мӗнле тытни вӑл каҫарма хатӗр пулнине тата ҫынсене камне кура уйӑрманнине кӑтартса парать. Вӑл хӑйне шанакансене вӗсем малтан мӗнле пурнӑҫпа пурӑннине пӑхмасӑрах пиллет.
▸ Раав ҫинчен ытларах пӗлес тесе «Она была „объявлена праведной на основании дел“» статьяна вулама пулать.
Рахиль
Кам вӑл Рахиль? Вӑл Лаванӑн хӗрӗ тата Иаков патриархӑн юратнӑ арӑмӗ пулнӑ.
Эпир ун ҫинчен мӗн пӗлетпӗр? Рахиль Иакова качча тухнӑ тата ӑна икӗ ывӑл ҫуратса панӑ, ҫав икӗ ывӑл авалхи Израилӗн 12 йӑхӗн мӑнаслашшӗсенчен пӗрисем пулнӑ. Пулас упӑшкипе Рахиль хӑйӗн ашшӗн сурӑхӗсене кӗтнӗ чухне паллашнӑ (Пултарни 29:9, 10). Рахилӗн «пӗвӗ-сийӗ те илемлӗ, сӑнӗ-пичӗ те илемлӗ пулнӑ», унӑн Лия аппӑшӗ пирки вара ҫапла калаймӑн (Пултарни 29:17).
Иаков Рахиле юратса пӑрахнӑ, ӑна качча илес тесе ҫичӗ ҫул ӗҫлеме те килӗшнӗ (Пултарни 29:18). Анчах та Лаван Иакова улталаса чи малтан Лийӑна ӑна качча панӑ, ҫавӑн хыҫҫӑн кӑна Рахиле качча илме ирӗк панӑ (Пултарни 29:25—27).
Иаков Рахильпе унӑн икӗ ывӑлне Лийӑпа унӑн ачисенчен ытларах юратнӑ (Пултарни 37:3; 44:20, 27—29). Ҫавна пула Рахильпе Лия пӗр-пӗринпе тупӑшнӑ (Пултарни 29:30; 30:1, 15).
Рахильрен эпир мӗне вӗренетпӗр? Рахиль, ҫемьери йывӑр лару-тӑрӑвӑ чӑтса пурӑннӑ пулсан та, хӑйӗн кӗллисем ҫине Турӑ хӑҫан та пулин хуравласса шанса тӑнӑ (Пултарни 30:22—24). Унӑн тӗслӗхӗ ҫемьере темиҫе арӑм пулни нумай йывӑрлӑх кӑларса тӑратнине кӑтартса парать. Рахилӗн мӗн тӳссе ирттерме тивни Турӑ мӑшӑрлӑ пурнӑҫ валли чи малтан панӑ нормӑсем питӗ тӗрӗс пулнине ҫирӗплетсе парать. Ҫав нормӑсем тӑрӑх, упӑшкан пӗр арӑм кӑна пулмалла (Матфей 19:4—6).
▸ Рахиль ҫинчен ытларах пӗлес тесе «Скорби сестер, которые „воздвигли дом Израиля“» статьяна вулама пулать.
▸ Мӗншӗн Турӑ хӑйӗн авалхи халӑхӗнче темиҫе арӑм илме ирӗк панине «Одобряет ли Бог многоженство?» статьяра сӳтсе явнӑ.
Ревекка
Кам вӑл Ревекка? Вӑл Исаак арӑмӗ тата Иаковпа Исав йӗкӗрешсен амӑшӗ пулнӑ.
Эпир ун ҫинчен мӗн пӗлетпӗр? Йывӑр вӑхӑтра та Ревекка Туррӑн ирӗкне туса тӑнӑ. Вӑл пусӑран шыв ӑснӑ чухне ун патне пӗр арҫын пынӑ та хӑйне шыв ӗҫтерме ыйтнӑ. Ревекка тӳрех ӑна шыв панӑ тата унӑн тӗввисене те ӗҫтернӗ (Пултарни 24:15—20). Ҫав арҫын Авраамӑн тарҫи пулнӑ, вӑл инҫетрен Авраам ывӑлӗ, Исаак, валли арӑм шырама килнӗ (Пултарни 24:2—4). Вӑл Турӑран хӑйне пулӑшма тата пиллеме ыйтнӑ. Ревекка питӗ ӗҫчен те тараватлӑ пулнине курсан вӑл Турӑ хӑйӗн кӗлли ҫине хуравланине ӑнланнӑ: Турӑ Ревеккӑна суйласа илнӗ (Пултарни 24:10—14, 21, 27).
Авраамӑн тарҫи мӗншӗн килнине пӗлсен Ревекка унпа пӗрле кайса Исаак арӑмӗ пулма килӗшнӗ (Пултарни 24:57—59). Исаакпа Ревеккӑн йӗкӗрешсем ҫуралнӑ. Унччен Турӑ асли, Исав, кӗҫеннине, Иакова, пӑхӑнса тӑрӗ тенӗ пулнӑ (Пултарни 25:23). Исаак хӑйӗн малтанхи ывӑлне Исава пиллес тенӗ чухне Ревекка ҫак пиллӗх Иакова пултӑр тесе мӗн тума пултарнине веҫех тунӑ, мӗншӗн тесен вӑл ҫакӑ Туррӑн ирӗкӗ пулнине пӗлнӗ (Пултарни 27:1—17).
Ревеккӑран эпир мӗне вӗренетпӗр? Ревекка сӑпайлӑ, ӗҫчен тата тараватлӑ пулнӑ. Ҫак лайӑх енсене пула вӑл лайӑх арӑм, лайӑх амӑш тата Туррӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗ пулнӑ.
▸ Ревекка ҫинчен ытларах пӗлес тесе «Она сказала: „Пойду“» статьяна вулама пулать.
Руфь
Кам вӑл Руфь? Вӑл Моав хӗрарӑмӗ пулнӑ. Руфь хӑйӗн халӑхне тата хӑйӗн туррисене хӑварса Израильте Иеговӑна пуҫҫапма пуҫланӑ.
Эпир ун ҫинчен мӗн пӗлетпӗр? Руфь хӑйӗн хунямӑшне, Ноемине, хытӑ юратнӑ. Израильте выҫлӑх пулнӑ чухне Ноеминь хӑйӗн упӑшкипе тата икӗ ывӑлӗпе пӗрле Моав ҫӗрне куҫса кайнӑ. Ывӑлӗсем Руфь тата Орфа ятлӑ Моав хӗрӗсене качча илнӗ пулнӑ. Каярахпа Ноеминӗн упӑшки те, ывӑлӗсем те вилсе кайнӑ. Вара ҫав виҫӗ хӗрарӑм тӑлӑх арӑмсем пулса тӑнӑ.
Ноеминь Израиле таврӑнма шут тытнӑ, ҫав вӑхӑталла унта типӗ ҫанталӑк иртсе кайнӑ. Руфьпе Орфа унпа пӗрле кайма тухнӑ. Ноеминь вара вӗсене хӑйсен тӑванӗсем патне таврӑнма ӳкӗтлеме пуҫланӑ. Орфа шӑп ҫапла тунӑ (Руфь 1:1—6, 15). Руфь вара хунямӑшне пӑрахса каясшӑн пулман. Вӑл Ноемине юратнӑ тата унӑн Туррине, Иеговӑна, пуҫҫапасшӑн пулнӑ (Руфь 1:16, 17; 2:11).
Руфь, чунтан парӑннӑ кин тата ӗҫчен хӗрарӑм, Ноеминӗн тӑван хулинче, Вифлеемра, часах ырӑ ят илнӗ. Пуян ҫӗр хуҫи Вооз ӑна асӑрханӑ. Вӑл унпа тата Ноеминьпе тарават пулса вӗсен ҫителӗклӗ апат пултӑр тесе тӑрӑшнӑ (Руфь 2:5—7, 20). Каярахпа Вооз Руфе качча илнӗ, вара вӑл Давид патшан тата Иисус Христосӑн мӑнасламӑшӗ пулса тӑнӑ (Матфей 1:5, 6, 16).
Руфьрен эпир мӗне вӗренетпӗр? Ноемине тата Иеговӑна юратнӑран Руфь ҫӗнӗ вырӑнта ҫӗнӗ пурнӑҫпа пурӑнма хатӗр пулнӑ. Вӑл питӗ ӗҫчен пулнӑ тата йывӑр лару-тӑрӑва пӑхмасӑрах чунтан парӑннине кӑтартнӑ.
▸ Руфь ҫинчен ытларах пӗлес тесе «Эсӗ ӑҫта каятӑн, эпӗ те ҫавӑнта пыратӑп» тата «Ырӑ хӗрарӑм» статьясене вулама пулать.
Сарра
Кам вӑл Сарра? Вӑл Авраамӑн арӑмӗ тата Исаакӑн амӑшӗ пулнӑ.
Эпир ун ҫинчен мӗн пӗлетпӗр? Турӑ Авраама панӑ сӑмаха ӗненсе Сарра пуян Ур хулинчи канлӗ пурнӑҫа хӑварнӑ. Саррӑн упӑшки Турӑ хушнипе ҫав хуларан тухса Ханаан ҫӗрне кайнӑ. Турӑ Авраама пиллеме тата унран аслӑ халӑх кӑларма сӑмах панӑ (Пултарни 12:1—5). Ун чухне Сарра 60 ҫултан иртнӗ пулмалла. Ҫавӑнтанпа вӑл упӑшкипе пӗрле пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна куҫса ҫӳресе чатӑрсенче пурӑннӑ.
Ҫакӑн пек пурнӑҫ хӑрушсӑр пулман пулин те, Сарра ӳпкелешмен тата Турра итлесе пурӑннӑ Авраама пӑхӑннӑ (Пултарни 12:10, 15). Нумай ҫул хушши Сарра ача ҫуратайман, ҫакӑ ӑна питӗ кулянтарнӑ. Анчах та Турӑ Авраамӑн йӑхне пиллеме сӑмах панӑ (Пултарни 12:7; 13:15; 15:18; 16:1, 2, 15). Вӑхӑт иртсен Турӑ Саррӑпа Авраамӑн ывӑл ҫуралать тесе ҫирӗплетсе каланӑ. Турӑ каланӑ пекех, Сарра, ватӑлса кайнӑ пулин те, ача ҫуратнӑ. Ун чухне вӑл 90 ҫулта, упӑшки вара 100 ҫулта пулнӑ (Пултарни 17:17; 21:2—5). Ывӑлне Исаак ятлӑ хунӑ.
Саррӑран эпир мӗне вӗренетпӗр? Ун пекки пулма пултараймасть пек туйӑнсан та, Турӑ хӑй панӑ сӑмахне пурнӑҫлатех! (Еврейсем 11:11). Сарра мӗнле арӑм пулни вара упӑшкана хисеплени мӗн тери кирлӗ пулнине кӑтарса парать (1 Пётр 3:5, 6).
▸ Сарра ҫинчен ытларах пӗлес тесе «Эсӗ питӗ илемлӗ хӗрарӑм» тата «Турӑ ӑна „княгиня“ тенӗ» статьясене вулама пулать.
Суламитянка
Кам вӑл суламитянка? Вӑл ялта пурӑннӑ хитре хӗр пулнӑ тата Библири Юрӑсен юрри ятлӑ Соломонӑн кӗнӗкинчи тӗп сӑнар. Библире унӑн ятне каламан.
Эпир ун ҫинчен мӗн пӗлетпӗр? Суламитянка хӑй юратнӑ кӗтӳҫне чунтан парӑннӑ пулнӑ, ӑна пӑрахман (Юрӑсен юрри 2:16). Ҫак ытарайми хитре хӗре пуян Соломон патша асӑрханӑ, вара унӑн чӗрине тыткӑнлама хӑтланнӑ (Юрӑсен юрри 7:7). Пурте ӑна Соломона суйласа илме хистенӗ пулсан та, суламитянка килӗшмен. Вӑл кӗтӳҫне юратнӑ тата ӑна чунтан парӑннӑ пулнӑ (Юрӑсен юрри 3:5; 7:11; 8:6).
Суламитянкӑран эпир мӗне вӗренетпӗр? Суламитянка питӗ хитре пулнӑ пулсан та, пурте ӑна мухтанӑ пулсан та, вӑл хӑйӗн ҫинчен ытлашши шутламан. Вӑл ыттисене хӑйӗн ҫине витӗм кӳме паман тата ӑна пуянлӑхпа чап илӗртмен. Вӑл хӑйӗн туйӑмӗсене тытса чарма пӗлнӗ тата нравственность тӗлӗшӗнчен тасалӑха упранӑ.
Эсфирь
Кам вӑл Эсфирь? Вӑл еврей хӗрарӑмӗ пулнӑ. Перси патши Артаксеркс ӑна суйласа илсе патша майри тунӑ.
Эпир ун ҫинчен мӗн пӗлетпӗр? Эсфирь патша майри пысӑк вырӑн йышӑннӑ. Ҫакӑнпа усӑ курса вӑл тӑван халӑхне тӗп тӑвасран ҫӑлса хӑварнӑ. Вӑл хӑрушӑ закон тухни ҫинчен пӗлнӗ. Ҫав законра Перси империйӗнче пурӑнакан еврейсене пурне те вӗлермелли куна палӑртнӑ пулнӑ. Ҫакӑн пек тискер ӗҫ тума патшалӑхри иккӗмӗш ҫын, Аман, шут тытнӑ пулнӑ (Эсфирь 3:13—15; 4:1, 5). Иккӗмӗш сыпӑкри пиччӗшӗ Мардохей хавхалантарнипе Эсфирь Аманӑн каварӗ ҫинчен хӑйӗн упӑшкине Артаксеркса, хӑйне вӗлерме пултарнӑ пулсан та, каласа панӑ (Эсфирь 4:10—16; 7:1—10). Вара Артаксеркс Эсфирьпе Мардохея ҫӗнӗ закон кӑларма ирӗк панӑ. Ҫак закон тӑрӑх, еврейсем хӑйсене хӳтӗлеме пултарнӑ. Еврейсем хӑйсен тӑшманӗсене тӗп тунӑ (Эсфирь 8:5—11; 9:16, 17).
Эсфирьтен эпир мӗне вӗренетпӗр? Эсфирь патша майри хӑюллӑ, сӑпайлӑ пулас тата хамӑра кӗҫӗне хурас тӗлӗшрен лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ (Псалом 30:25; Филиппӑ 2:3). Хитре пулнӑ тата пысӑк вырӑн йышӑннӑ пулсан та, вӑл канаш тата пулӑшу ыйтнӑ. Упӑшкипе калаҫнӑ чухне Эсфирь ӑна хисепленине кӑтартнӑ, унӑн туйӑмӗсене шута илнӗ тата хӑюллӑ пулнӑ. Унсӑр пуҫне, еврейсемшӗн питӗ хӑрушӑ вӑхӑтра вӑл хӑй те ҫав халӑх ҫынни пулни ҫинчен калама хӑраман.
▸ Эсфирь ҫинчен ытларах пӗлес тесе «Вӑл Турӑ халӑхне хӳтӗлеме тӑнӑ» тата «Вӑл ӑслӑ-тӑнлӑ, хӑюллӑ пулнӑ, пурнӑҫне те шеллемен» статьясене вулама пулать.
Библири хӗрарӑмсем. Хронологи
Ҫӗре шыв илни (пирӗн эрӑчченхи 2370 ҫул)
Египтран тухни (пирӗн эрӑчченхи 1513 ҫул)
Израилӗн пӗрремӗш патши (пирӗн эрӑчченхи 1117 ҫул)
Иисус шыва кӗни (пирӗн эрӑри 29 ҫул)
Иисус вилни (пирӗн эрӑри 33 ҫул)