Хыҫсӑмах
1. Мӗн вӑл «Аслӑ Вавилон»?
«Аслӑ Вавилон» пур суя тӗне те пӗлтернине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр? (Ӳлӗмхи 17:5). Ҫакна мӗн ҫирӗплетсе панине пӑхса тухар:
Вӑл пӗтӗм тӗнчипе витӗм кӳрсе тӑрать. Библире каланӑ тӑрӑх, Аслӑ Вавилон «этемсем, халӑхсем» ҫинче ларать. Вӑл «ҫӗр ҫинчи патшасенӗн патши пулса тӑракан аслӑ хула» (Ӳлӗмхи 17:15, 18).
Вӑл политика та мар, коммерци те мар. «Ҫӗр ҫинчи патшасем» тата «сутса тӑнисем», е купсасем, Аслӑ Вавилона пӗтернине пурӑнса ирттерӗҫ (Ӳлӗмхи 18:9, 15).
Вӑл Турӑ ҫинчен тӗрӗс маррине вӗрентет. Аслӑ Вавилон пирки «аскӑнран та аскӑн арӑм» тенӗ, мӗншӗн тесен вӑл тупӑш илес тесе патшалӑхсемпе килӗшӳсем тӑвать (Ӳлӗмхи 17:1, 2). Вӑл пур халӑха та улталать. Вӑл нумай ҫыннӑн вилӗмӗшӗн айӑплӑ (Ӳлӗмхи 18:23, 24).
13-мӗш урокӑн 6-мӗш пункчӗ патне таврӑнӑр
2. Мессийӑн хӑҫан килмелле пулнӑ?
Библире Мессия киличчен 69 ҫичӗҫуллӑх иртӗ тенӗ. (Даниил 9:25 вулӑр.)
69 ҫичӗҫуллӑх хӑҫан пуҫланнӑ? Пирӗн эрӑчченхи 455 ҫулта. Ҫав ҫул Неемия ятлӑ пуҫлӑх «Иерусалима ҫӗнетсе туса лартма» ҫав хулана килнӗ (Даниил 9:25; Неемия 2:1, 5—8).
69 ҫичӗҫуллӑх мӗн чухлӗ вӑхӑт хушши пынӑ? 69 ҫичӗҫуллӑх 483 ҫул пынӑ (69 x 7).
69 ҫичӗҫуллӑх хӑҫан вӗҫленнӗ? Пирӗн эрӑчченхи 455 ҫултан 483 ҫул шутласа хурсан, эпир пирӗн эрӑри 29 ҫул патне ҫитетпӗрa. Шӑп ҫав ҫул Иисус шыва кӗнӗ те Мессия пулса тӑнӑ! (Лука 3:1, 2, 21, 22).
15-мӗш урокӑн 5-мӗш пункчӗ патне таврӑнӑр
3. Юнпа ҫыхӑннӑ медицина процедурисем
Хӑш-пӗр медицина процедурисене тунӑ чухне пациентӑн юнӗпе усӑ кураҫҫӗ. Христиансем ҫав процедурӑсенчен хӑш-пӗрисене тума килӗшмеҫҫӗ. Сӑмахран, вӗсем юн паракан донорсем пулма килӗшмеҫҫӗ тата хӑйсене операци тӑвас умӗн хӑйсен юнне илсе ӑна упрама ирӗк памаҫҫӗ (Саккуна астутарни 15:23).
Анчах та христиансем тепӗр процедурӑсене тума килӗшеҫҫӗ. Вӗсен шутне юна анализ тума пани, гемодиализ, гемоделюци, юнра кислород шутне ӳстерме пулӑшакан аппаратпа тата селл-сейверпа усӑ курни кӗрет. Кашни христианин медицина процедурисене тунӑ чухне, анализ панӑ чухне е сипленнӗ чухне хӑй юнӗпе мӗнле усӑ курассине хӑй шутласа хурать. Анчах та кашни тухтӑр ҫав процедурӑсене тӗрлӗрен тума пултарать. Ҫавӑнпа та операци тӑвас умӗн, анализ парас умӗн е сипленес умӗн христианинӑн хӑйӗн юнӗпе тухтӑрсем мӗнле усӑ курасси ҫинчен тӗп-тӗрӗс информаци илмелле. Ҫав тӗлӗшрен ҫак ыйтусене пӑхса тухӑр:
Манран юнӑн пӗр пайне илсе ӑна юхма пӗр вӑхӑтлӑха чарчӗҫ пулсан, ҫакӑн пирки вара мӗн калама пулать? Мана хамӑн совесть ҫав юн манӑн кӗлеткен пайӗ тесе шутлама ирӗк парӗ-ши тата ӑна ҫӗр ҫине тӑкмалла мар тейӗ-ши? (Саккуна астутарни 12:23, 24).
Медицина процедурине тунӑ чухне манран юнӑн пӗр пайне илсе ӑна кӑштах улӑштарса ман ӑша каялла ячӗҫ пулсан е кӗлеткен тулаш енчен усӑ курчӗҫ пулсан, мана Библи тӑрӑх вӗрентнӗ хамӑн совесть пӑшӑрхантармӗ-и е эпӗ ҫак процедурӑна килӗшме пултаратӑп?
39-мӗш урокӑн 3-мӗш пункчӗ патне таврӑнӑр
4. Уйрӑм пурӑнасси
Библи упӑшкипе арӑмӗ уйрӑм пурӑннине ырламасть. Упӑшкипе арӑмӗ уйрӑм пурӑнаҫҫӗ пулсан, ҫакӑ вӗсене урӑх ҫынпа мӑшӑрланма ирӗк памасть тенӗ Библире (1 Коринф 7:10, 11). Анчах та хӑш-пӗр лару-тӑрура христианин уйрӑм пурӑнас теме пултарать.
Юриех ҫемьешӗн тӑрӑшманни. Упӑшки ҫемйишӗн тӑрӑшмасть, ҫавна пула арӑмӗпе ачисем укҫасӑр тата апат-ҫимӗҫсӗр тӑрса юлаҫҫӗ (1 Тимофей 5:8).
Питӗ хаяррӑн тытни. Пӗр мӑшӑрӗ хӑйне питӗ хаяррӑн тытни тепӗр мӑшӑрӗн сывлӑхӗшӗн те, пурнӑҫӗшӗн те хӑрушӑ пулма пултарать (Галати 5:19—21).
Иеговӑпа ҫын хушшинчи хутшӑнусене аркатма пултаракан чӑн-чӑн хӑрушлӑх. Пӗр мӑшӑрӗ теприне Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑма нимле май та памасть (Апостолсен ӗҫӗсем 5:29).
5. Уявсем
Христиансем Иеговӑна килӗшмен тата ӑна хурлантаракан уявсене хутшӑнмаҫҫӗ. Анчах та христианинӑн кашни лару-тӑрура мӗн тумалли ҫинчен шухӑшланӑ чухне Библи тӑрӑх вӗрентнӗ хӑйӗн совеҫне шута илмелле. Темиҫе тӗслӗх пӑхса тухар.
Кам та пулин сире уяв ячӗпе саламлать. Ҫавӑн пек чухне эсир ӑна тавтапуҫ теме пултаратӑр. Ҫын уява эсир мӗншӗн паллӑ туманнине пӗлесшӗн пулсан, эсир ӑна ҫавна ӑнлантарса пама пултаратӑр.
Иеговӑна ӗненмен мӑшӑр сире уяв кунӗнче хӑйӗн тӑван-хурӑнташӗсем патне апат ҫиме кайма чӗнет. Сире совесть вӗсем патне кайма ирӗк парать пулсан, эсир унта Турра килӗшмен йӑла-йӗркесене хутшӑнмастӑп тесе хӑвӑн мӑшӑрна малтанах каласа хума пултаратӑр.
Ӗҫ хуҫи сире уяв умӗн преми парасшӑн. Сирӗн ҫав премие илместӗп темелле-и? Яланах мар. Ӗҫ хуҫи ҫак премие уяв ячӗпе патӑм тесе шутлать-и е вӑл ҫакӑнпа сире лайӑх ӗҫленӗшӗн ҫеҫ тав тӑвать-и?
Кам та пулин сире уяв кунӗнче парне парнелет. Ҫав ҫын ҫапла калама пултарать: «Эпӗ эсир ҫак уява паллӑ туманнине пӗлетӗп, ҫав-ҫавах манӑн сире парне парнелес килет». Тен, вӑл ҫакна сире хисепленӗрен тӑвать. Тепӗр енчен илес пулсан, вӑл ҫакна эсир хытӑ ӗненнипе ӗненменнине тӗрӗслес тесе е сире уява хутшӑнтарас тесе тума пултарать. Кирек мӗнле пулсан та, мӗн тӑвассине сирӗн хӑвӑрӑн шутласа хумалла. Кирек мӗн тума шут тытсан та, эпир хамӑрӑн совесть таса пултӑр тетпӗр тата Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлас тетпӗр (Апостолсен ӗҫӗсем 23:1).
44-мӗш урокӑн 1-мӗш пункчӗ патне таврӑнӑр
6. Ерекен чирсем
Эпир ҫынсене юрататпӑр, ҫавӑнпа та эпир ерекен чирпе чирлетпӗр пулсан е пире ҫавӑн пек чир ерме пултарнӑ тесе шутлатпӑр пулсан, ҫав чир ыттисене ан ертӗр тесе хамӑр мӗн тума пултарнине веҫех тӑвӑпӑр. Ҫакна эпир Библире: «Хӑвӑн ҫывӑх ҫыннуна хӑвна ху юратнӑ пек юрат»,— тесе каланӑран тӑватпӑр (Рим 13:8—10).
Ерекен чирпе чирлекен ҫын ыттисене юратнине мӗнле кӑтартма пултарать? Ҫавӑн пек ҫын хӑйӗн туйӑмӗсене кӑтартас тесе ыттисене ыталамӗ е чуптумӗ. Кам та пулин хӑйӗн ҫемйине хӳтӗлес тесе ӑна хӑйӗн патне чӗнмест пулсан, ҫавӑншӑн унӑн кӳренме кирлӗ мар. Шыва кӗрес умӗн унӑн хӑйӗн чирӗ ҫинчен старейшинӑсен совечӗн координаторне пӗлтермелле. Ҫапла вара унӑн чирӗ ыттисене ан ертӗр тесе ӑна уйрӑммӑн шыва кӗртме пултарӗҫ. Камӑн ерекен чирпе чирлесе ӳкес хӑрушлӑх пысӑк пулнӑ, ҫавӑн кампа та пулин хӗрпе каччӑ пек ҫӳреме пуҫлас умӗн юнне анализ тума памалла. Ҫапла вӑл «хӑйӗншӗн ҫеҫ мар, ыттисемшӗн те» тӑрӑшнине кӑтартать (Филиппӑ 2:4).
56-мӗш урокӑн 2-мӗш пункчӗ патне таврӑнӑр
7. Ӗҫпе тата законпа ҫыхӑннӑ ыйтусем
Эпир укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусенче мӗн-мӗн тума килӗшнине хут ҫине ҫырса хурса калаҫса татӑлтӑмӑр пулсан, ҫакӑ пире нумай йывӑрлӑхран хӳтӗлӗ. Чӑн христиансен те пӗр-пӗринпе калаҫса татӑлнӑ чухне ҫавнах тумалла (Иеремия 32:9—12). Ҫав-ҫавах христиансем хушшинче укҫапа е ытти япаласемпе ҫыхӑннӑ ыйтусенче пӗр-пӗрне ӑнланманни те пулкалать. Ҫакна вӗсен хӑйсен хушшинче хӑвӑрт та мирлӗ татса памалла.
Пысӑк та кӑткӑс ыйтусене, калӑпӑр, ултавпа е элекпе ҫыхӑннӑ ӗҫсене, мӗнле татса памалла? (Матфей 18:15—17 вулӑр.) Иисус виҫӗ утӑм тума хушнӑ:
1) Йывӑрлӑха хӑвӑр хушӑра татса пама тӑрӑшӑр. (15-мӗш сӑвӑ йӗркине пӑхӑр.)
2) Ку май пулӑшмарӗ пулсан, чӑнлӑхра ҫирӗп тӑракан пӗр е икӗ христианина чӗнме пулать. (16-мӗш сӑвӑ йӗркине пӑхӑр.)
3) Ҫакӑ та йывӑрлӑха татса пама пулӑшмарӗ пулсан, старейшинӑсенчен пулӑшу ыйтмалла. (17-мӗш сӑвӑ йӗркине пӑхӑр.)
Чылай чухне пирӗн, ыттисем Иегова ҫинчен тата пуху ҫинчен япӑх ан шутлаччӑр тесе, пухури тӑвансене суда памалла мар (1 Коринф 6:1—8). Анчах та хӑш-пӗр чухне христианинӑн суда пама тиветех. Ҫавӑн шутне ҫаксем кӗреҫҫӗ: мӑшӑрсем уйрӑлни, ачасене опекӑна илесси, алиментсем тата страховка тӳлесси, банкрота тухни тата завещани ҫырасси. Ҫавӑн пек чухне христианин ӗҫе мирлӗ татса парас тесе суда парать пулсан, вӑл Библири принципсене пӑсмасть.
Христианин ыттисем йывӑр преступлени туни ҫинчен: ҫынна е ачана ирӗксӗрлесе ар хутшӑнӑвне кӗртни ҫинчен, тапӑнни ҫинчен, ҫаратни ҫинчен тата ҫынна вӗлерни ҫинчен — влаҫсене пӗлтерет пулсан, ҫавӑн чухне те вӑл Библири принципсене пӑсмасть.
a Пирӗн эрӑчченхи 455 ҫултан пуҫласа пирӗн эрӑчченхи 1 ҫулччен 454 ҫул иртнӗ. Пирӗн эрӑчченхи 1 ҫултан пуҫласа пирӗн эрӑри 1 ҫулччен 1 ҫул иртнӗ (нульмӗш ҫул ҫук). Пирӗн эрӑри 1 ҫултан пуҫласа пирӗн эрӑри 29 ҫулччен 28 ҫул иртнӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, ҫакӑ 483 ҫул пулать.