Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • lff 5 урок
  • Библи вӑл — Туррӑн хыпарӗ

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Библи вӑл — Туррӑн хыпарӗ
  • Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр! Библие ӑнланма пулӑшакан кӗнеке
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • НУМАЙРАХ ПӖЛӖР
  • ТӖП ШУХӐШ
  • ТӖПЧЕМЕЛЛИ
  • Библи Турӑран пулнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?
    Туррӑн ырӑ хыпарӗ
  • Турӑ мӗн тума ыйтнине мӗнле пӗлмелле
    Турӑ пирӗнтен мӗн тума ыйтать?
  • Библи сирӗн пурнӑҫа мӗнле лайӑхлатма пултарать?
    Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр! Библие ӑнланма пулӑшакан кӗнеке
  • Библи сирӗн пурнӑҫа мӗнле лайӑхлатма пултарать?
    Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр! Библи вӗренме пуҫлӑр
Ытларах пӗлӗр
Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр! Библие ӑнланма пулӑшакан кӗнеке
lff 5 урок
5-мӗш урок. Арҫын автобусра Библи вулать.

5-МӖШ УРОК

Библи вӑл — Туррӑн хыпарӗ

Пичетленӗ публикаци
Пичетленӗ публикаци
Пичетленӗ публикаци

Иегова пире Библи панӑ. Ҫак чаплӑ парне 66 пӗчӗк кӗнекерен тӑрать. Тен, сирӗн ҫакӑн пек ыйтусем пур: «Кам ҫынсене Библи панӑ? Кам унӑн авторӗ?» Ҫак ыйтусем ҫине хуравлас тесе айтӑр Библире ҫырса панӑ Туррӑн хыпарӗ ку таранччен мӗнле упранса юлнине пӑхса тухар.

1. Библие ҫынсем ҫырнӑ пулсан, мӗншӗн унӑн Авторӗ Турӑ теме пулать?

Библие 40-е яхӑн ҫын пӗр 1 600 ҫул хушши ҫырнӑ. Ӑна пирӗн эрӑчченхи 1513 ҫулта ҫырма пуҫланӑ та пирӗн эрӑри 98 ҫул тӗлнелле ҫырса пӗтернӗ. Библие ҫыракансем тӗрлӗ ҫынсем пулнӑ. Вӗсем хушшинче кӗтӳҫсем, пулӑҫсем тата патшасем пулнӑ. Ҫав-ҫавах Библин кашни пайӗ пӗр-пӗринпе килӗшсе тӑрать. Ҫакӑ мӗнле пулма пултарать? Сӑлтавӗ ҫакӑ: Библин Авторӗ — Турӑ. (1 Фессалоника 2:13 вулӑр.) Библи ҫыракансем хӑйсен шухӑшӗсене ҫырман, ун вырӑнне вӗсем «Святой Сывлӑшa хавхалантарнипе» ҫырнӑ (2 Петр 1:21, ҪХ). Турӑ хӑйӗн святой сывлӑшӗпе усӑ курса ҫынсене хӑйӗн шухӑшӗсене ҫырса хума хавхалантарнӑ (2 Тимофей 3:16).

2. Кам Библирен усӑ илме пултарать?

«Пур йӑх та, пур ӑру та, пур тӗрлӗ чӗлхеллӗ ҫынсем те, пур халӑхсем те» Библире ҫырса панӑ ырӑ хыпартан усӑ илме пултараҫҫӗ. (Ӳлӗмхи 14:6 вулӑр.) Турӑ тӑрӑшнине пула Библие халӗ, ытти кӗнекесемпе танлаштарсан, чи нумай чӗлхе ҫине куҫарнӑ. Библие кашни ҫын тенӗ пекех — вӑл кирек ӑҫта пурӑнсан та, кирек мӗнле чӗлхепе калаҫсан та — вулама пултарать.

3. Иегова Библие мӗнле упраса хӑварнӑ?

Библие вӑхӑт иртнӗҫемӗн ҫӗрсе пӗтекен материалсем ҫине, сӑмахран, тир тата папирус ҫине, ҫырса хунӑ пулнӑ. Анчах та Библие юратакан ҫынсем ӑна тӗплӗн ҫырса илсе унӑн копийӗсене тунӑ. Хӑватлӑ ертӳҫӗсемпе тӗн пуҫлӑхӗсем Библие пӗтерме тӑрӑшнӑ, анчах та теприсем ӑна упраса хӑварас тесе хӑйсен пурнӑҫне те пама хатӗр пулнӑ. Иегова хӑйне пирӗнпе хутшӑнма никама та, ниме те чӑрмантарма паман. Библире ҫапла каланӑ: «Туррӑмӑр сӑмахӗ... ӗмӗрех тӑрать» (Исаия 40:8).

НУМАЙРАХ ПӖЛӖР

Турӑ ҫынсене Библие ҫырма мӗнле хавхалантарнине, вӑл ӑна мӗнле упраса хӑварнине тата ӑна пур ҫын та вулама пултартӑр тесе мӗн тунине пӗлӗр.

4. Библи хӑйӗн Авторӗ ҫинчен каласа парать

ВИДЕО пӑхӑр. Унтан 2 Тимофей 3:16 вулӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:

ВИДЕО: «Библи авторӗ кам?» видеороликӑн пайӗ (2:48)

  • Библие ҫынсем ҫырнӑ пулсан, мӗншӗн ӑна Турӑ Сӑмахӗ теҫҫӗ?

  • Турӑ хӑйӗн шухӑшӗсене Библие ҫыракан ҫынсене пӗлтерме пултарнине эсир ӗненетӗр-и?

Начальник хӑйӗн шухӑшӗсене калать, секретарь вара вӗсене компьютерпа ҫырса пырать.

Секретарь ҫыру ҫырма пултарать, анчах та ӑна унта мӗн ҫырмаллине тепӗр ҫын каласа пырать. Ҫавӑн пекех Библие ҫынсем ҫырнӑ, анчах та унта мӗн ҫырмаллине Турӑ каласа пынӑ

5. Библие пӗтерме пултарайман

Библи Турӑран пулсан, эпир вӑл ӑна упраса хӑварасса шанма пултаратпӑр. Ӗмӗрсем хушши хӑватлӑ пуҫлӑхсем Библие пӗтерме тӑрӑшнӑ. Тӗн пуҫлӑхӗсем ӑна ҫынсене вулаттарасшӑн пулман. Анчах нумайӑшӗ, хирӗҫ тӑнине тата вӗлерме пултарнине пӑхмасӑрах, Библие упраса хӑварас тесе хӑйсен пурнӑҫне те шеллемен. Ҫавӑн пек ҫынсенчен пӗрин ҫинчен пӗлес тесе ВИДЕО пӑхӑр та унтан ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:

ВИДЕО: «Вӗсем Библие хакланӑ. Фрагмент (Уильям Тиндал)» (6:16)

  • Библие упраса хӑварас тесе мӗн тери нумай тунине пӗлни сире ӑна вулама хавхалантармасть-и? Мӗншӗн?

Псалом 118:97 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Ҫынсенчен нумайӑшне хӑйсен пурнӑҫне шеллемесӗр Библие куҫарма тата салатма мӗн хавхалантарнӑ?

6. Пур ҫын валли те ҫырнӑ кӗнеке

Ытти кӗнекесемпе танлаштарсан, Библие чи нумай чӗлхе ҫине куҫарнӑ тата вӑл чи анлӑ сарӑлнӑ кӗнеке. Апостолсен ӗҫӗсем 10:34, 35 вулӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:

  • Мӗншӗн Турӑ хӑйӗн Сӑмахне нумай чӗлхе ҫине куҫарччӑр тет тата вӑл пӗтӗм тӗнчипе анлӑ сарӑлтӑр тет?

  • Эсир Библи ҫинчен мӗн пӗлтӗр, ҫавсенчен хӑшӗ сире килӗшрӗ?

Тӗрлӗ расӑри тата тӗрлӗ халӑхри ҫынсем Библие хӑйсен тӑван чӗлхипе вулаҫҫӗ.

Ҫӗр ҫинче

пурте

тенӗ пекех

Библие хӑйсем ӑнланакан чӗлхепе вулама пултараҫҫӗ

Пӗтӗм Библие е унӑн пайӗсене

3 000

чӗлхе ҫине

куҫарнӑ

5 000 000 000

яхӑн Библи пичетлесе кӑларнӑ,

ҫакӑ пичетлесе кӑларнӑ ытти кӗнекесен шутӗнчен чылай нумайрах

ХӐШ-ПӖРИСЕМ ҪАПЛА КАЛАМА ПУЛТАРАҪҪӖ: «Библи вӑл — ҫынсем ҫырнӑ авалхи кӗнеке ҫеҫ».

  • Эсир мӗн шутлатӑр?

  • Библи вӑл Турӑ Сӑмахӗ пулнине мӗн ҫирӗплетсе парать?

ТӖП ШУХӐШ

Библи вӑл — Турӑ Сӑмахӗ. Турӑ ӑна пурте вулама пултарччӑр тесе тӑрӑшнӑ.

Вӗреннине аса илни

  • Турӑ ҫынсене Библие ҫырма хавхалантарнӑ тенине мӗнле ӑнланмалла?

  • Ҫак урокра Библи ҫинчен мӗн пӗлнинчен хӑшӗ сирӗн чӗрене хускатрӗ?

  • Турӑ сирӗнпе хутшӑнас тесе мӗн тери нумай тунине пӗлни сирӗнте мӗнле туйӑмсем ҫуратать?

Манӑн тӗллевсем

ТӖПЧЕМЕЛЛИ

Библи пирӗн вӑхӑта ҫитиччен мӗнле упранса юлни ҫинчен вулӑр.

«Как до нас дошла Библия» («Пробудитесь!», 2007 ҫулхи ноябрь)

Библи виҫӗ пысӑк хӑрушлӑха пӑхмасӑрах мӗнле упранса юлнине пӗлӗр.

«Библи мӗнле упранса юлнӑ?» («Хурал башни», 2016 ҫулхи 4 №)

Библие куҫарас тесе ҫынсем хӑйсен пурнӑҫне пама хатӗр пулнине курӑр.

«Они ценили Библию» (14:26)

Библие нумай хутчен ҫырса илнӗ тата куҫарнӑ. Апла пулсан, мӗншӗн эпир Туррӑн хыпарӗ пирӗн вӑхӑта ҫитичченех пӗр улшӑнмасӑр сыхланса юлнӑ теме пултаратпӑр?

«Библие улшӑнусем е тӗрӗс маррине кӗртнӗ-и?» (интернет-статья)

a 7-мӗш урока пӑхса тухнӑ чухне святой сывлӑш вӑл Туррӑн ӗҫ туса тӑракан вӑйӗ пулнине пӗлӗпӗр.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр