34-МӖШ УРОК
Иеговӑна юратнине эпир ӑна хӑйне мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?
Библи вӗренме тытӑннӑранпа эсир Турра хытӑрах юратма пуҫларӑр-и? Сирӗн унпа тата ытларах ҫывӑхланас килет-и? Ку ҫапла пулсан, эсир Иеговӑна мӗн чухлӗ хытӑрах юратма пуҫлатӑр, ҫавӑн чухлӗ хытӑрах вӑл сире юратма тата хаклама пуҫлӗ. Турра юратнине эсир ӑна мӗнле кӑтартма пултаратӑр?
1. Иеговӑна юратнине эпир ӑна хӑйне мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?
Эпир Иеговӑна юратнине ӑна итлесе пурӑннипе кӑтартатпӑр. (1 Иоанн 5:3 вулӑр). Вӑл никама та хӑйне вӑйпа итлеттермест. Ӑна итлес-и, итлес мар-и — ҫак тӗлӗшрен вӑл пире кашнине суйласа илме ирӗк парать. Мӗншӗн? Иегова пирӗнтен хӑйне «чунтан итлесе» тӑрасса кӗтет (Рим 6:17). Урӑхла каласан, пирӗн ӑна юратнӑран итлесе тӑмалла. Ҫак кӗнекен 3-мӗшпе 4-мӗш пайӗсене сире Турра мӗн юрӑхлӑ, ҫавна тума тата ӑна мӗн кӳрентерет, ҫавӑнтан сыхланма пулӑшас тесе хатӗрленӗ.
2. Мӗншӗн Иеговӑна итлесе пурӑнма ҫӑмӑлах мар пулма пултарать?
Библире ҫапла каланӑ: «Тӳрӗ ҫыннӑн хӗн-асап нумай» (Псалом 33:20). Пирӗн пурин те ҫитменлӗхсем пур. Унсӑр пуҫне, эпир укҫа-тенкӗ ҫитменнине пула хӗн курма пултаратпӑр, ҫавӑн пекех пирӗн тӗрӗсмарлӑхпа тата ытти йывӑрлӑхсемпе тӗл пулма тивет. Хамӑра йывӑр килнӗ чухне пире, хамӑр пӗлнӗ пек тума ҫӑмӑлтарах пулнӑран, Иегова мӗн ыйтнине тума йывӑр пулма пултарать. Анчах та эсир Иеговӑна итлетӗр пулсан, ӑна пуринчен те ытларах юратнине кӑтартатӑр. Ҫакӑ сире Турра чунтан парӑннине кӑтартма май парать. Ҫакна курса вӑл хӑй сире чунтан парӑннине кӑтартӗ. Вӑл сире нихӑҫан та пӑрахмӗ (Еврейсем 13:5).
НУМАЙРАХ ПӖЛӖР
Иеговӑна итлесе пурӑнни мӗншӗн ӑна савӑнтарнине тата сире ӑна чунтан парӑнса пурӑнма мӗн пулӑшнине пӗлӗр.
3. Шуйттан сире айӑплать
Библири Иов ятлӑ кӗнекерен эпир Шуйттан Иов ятлӑ ҫынна ҫеҫ мар, Иеговӑна итлесе пурӑнас текен пур ҫынна та айӑпланине пӗлетпӗр. Иов 1:1, 6—2:10 вулӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:
Шуйттан каланӑ тӑрӑх, мӗншӗн Иов Иеговӑна итлесе пурӑннӑ? (Иов 1:9—11 пӑхӑр.)
Шуйттан пур ҫынна та, ҫав шутрах сире те, мӗн тесе айӑплать? (Иов 2:4 пӑхӑр.)
Иов 27:5ӑ вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:
Иов Иеговӑна чӑннипех юратнине мӗнле кӑтартнӑ?
Иов Иеговӑна юратнине ӑна чунтан парӑннипе кӑтартнӑ
Эпир Иеговӑна юратнине ӑна чунтан парӑннипе кӑтартатпӑр
4. Иеговӑна савӑнтарӑр
Ытарӑшсем 27:11 вулӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:
Иегова эсир хӑвӑра тӗрӗс тытнӑ чухне тата хӑйне итленӗ чухне мӗн туять? Мӗншӗн?
5. Эсир Иеговӑна чунтан парӑнса пурӑнма пултаратӑр
Иеговӑна юратни пире ун ҫинчен ыттисене каласа пама хавхалантарать. Турра чунтан парӑнни пире йывӑр пулнӑ чухне те ҫавна тума пулӑшать. ВИДЕО пӑхӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр.
Сире ыттисене Иегова ҫинчен каласа пама йывӑр-и?
Видеора кӑтартнӑ тӑрӑх, Грейсона хӑрама пӑрахма мӗн пулӑшнӑ?
Эпир Иегова мӗн юратнине юрататпӑр пулсан тата вӑл мӗн курайманнине кураймастпӑр пулсан, пире ӑна чунтан парӑнса пурӑнма ҫӑмӑлтарах пулать. Псалом 96:10 вулӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:
Эсир Иегова ҫинчен мӗн пӗлтӗр, ҫавна шута илсе калӑр-ха, тархасшӑн: вӑл мӗн юратать? вӑл мӗн кураймасть?
Турӑ мӗне ырӑ тет, ҫавна юратма тата вӑл мӗне усал тет, ҫавна курайми пулма вӗренес тесе эсир мӗн тума пултаратӑр?
6. Иеговӑна итлени пире хамӑрах усӑ парать
Иеговӑна итлени пире яланах усӑ парать. Исаия 48:17, 18 вулӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:
Иегова пире мӗн тума ыйтать, ҫавсем пурте пире яланах усӑ панине эсир ӗненетӗр-и? Мӗншӗн?
Библие тата чӑн Турра, Иеговӑна, пӗлсе пыни сире мӗнле усӑ пачӗ?
ХӐШ-ПӖРИСЕМ ҪАПЛА КАЛАМА ПУЛТАРАҪҪӖ: «Эпӗ мӗнле пурӑнни Турӑшӑн пурпӗрех».
Иегова мӗн туйма пултарнине ӑнлантарса парас тесе эсир ҫынна хӑш сӑвӑ йӗркине кӑтартнӑ пулӑттӑр?
ТӖП ШУХӐШ
Эпир йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах Иеговӑна итлетпӗр пулсан тата ӑна чунтан парӑнса пурӑнатпӑр пулсан, ӑна юратнине кӑтартатпӑр.
Вӗреннине аса илни
Иов тӗслӗхӗнчен эсир мӗне вӗрентӗр?
Иеговӑна юратнине эсир мӗнле кӑтартма пултаратӑр?
Иеговӑна чунтан парӑнса пурӑнма сире мӗн пулӑшӗ?
ТӖПЧЕМЕЛЛИ
Иеговӑна тата пухӑва чунтан парӑннине эсир мӗнле кӑтартма пултарнине пӗлӗр.
Шуйттан ҫынсене мӗн тесе айӑплани ҫинчен нумайрах пӗлӗр.
«Иов хранит непорочность» («Библия и её главная тема», 6-мӗш пайӗ)
Ачасем Иеговӑна юратнине мӗнле кӑтартма пултарнине пӑхӑр.
Тантӑшӗсем япӑххине тума хистенине пӑхмасӑрах, ҫамрӑксем Турра чунтан парӑнса пурӑнас тесе мӗн тума пултараҫҫӗ?