Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • lff 47 урок
  • Эсир шыва кӗме хатӗр-и?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Эсир шыва кӗме хатӗр-и?
  • Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр! Библие ӑнланма пулӑшакан кӗнеке
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • НУМАЙРАХ ПӖЛӖР
  • ТӖП ШУХӐШ
  • ТӖПЧЕМЕЛЛИ
  • Шыва кӗрсен эсир нумай пиллӗх илетӗр!
    Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр! Библие ӑнланма пулӑшакан кӗнеке
  • Эсир шыва кӗме хатӗр-и?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2020
  • Пирӗн хамӑр пурнӑҫа Турра халалламалла-и тата шыва кӗмелле-и?
    Библи пире мӗне вӗрентет?
  • Христианин пулса тӑрас тесен шыва кӗмелле
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2018
Ытларах пӗлӗр
Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр! Библие ӑнланма пулӑшакан кӗнеке
lff 47 урок
47-мӗш урок. Библи вӗренекен арҫын Иегова Свидетелӗсен конгресӗнче тепӗр арҫынна шыва мӗнле кӗртнине пӑхса тӑрать. Вӑл хӑйне шыва кӗме мӗн чӑрмантарни ҫинчен шухӑшлать.

47-МӖШ УРОК

Эсир шыва кӗме хатӗр-и?

Пичетленӗ публикаци
Пичетленӗ публикаци
Пичетленӗ публикаци

Эсир Библи вӗреннӗ май Иегова ҫинчен нумай мӗн пӗлтӗр паллах. Эсир ҫав пӗлӳсенчен хӑш-пӗрисене пурнӑҫра та тытса тӑма пуҫларӑр пуль. Тен, эсир хӑш-пӗр сӑлтавсене пула хӑвӑр пурнӑҫа Иеговӑна халаллама тата шыва кӗме хатӗр мар тесе шутлатӑр. Ҫак урокра эпир ҫынна шыва кӗме мӗн чӑрмантарнине тата ҫав чӑрмавсене мӗнле ҫӗнтермеллине пӑхса тухӑпӑр.

1. Шыва кӗрес тесен мӗн чухлӗ пӗлӳ илмелле?

Шыва кӗриччен сирӗн «чӑнлӑха пӗлсе» ҫитмелле (1 Тимофей 2:4, Ҫӗнӗ Халал). Ҫакӑ ҫынсем Библи пирки паракан кашни ыйту ҫине сирӗн мӗнле хуравламаллине пӗлмелле тенине пӗлтермест. Нумай ҫул каялла шыва кӗнӗ христиансем те Библи вӗренсе хӑйсен пӗлӗвне ӳстерсех тӑраҫҫӗ (Колоссӑ 1:9, 10). Анчах сирӗн Библири тӗп вӗрентӳсене лайӑх ӑнланмалла. Пухури старейшинӑсем сире Библирен эсир ҫителӗклӗ пӗлӳ илнипе илменнине пӗлме пулӑшӗҫ.

2. Шыва кӗрес тесен мӗн тумалла?

Шыва кӗрес умӗн икӗ кирлӗ утӑм тумалла. Библи ҫапла тума хавхалантарать: «Ӳкӗнӗр, Ун патне таврӑнӑр». (Апостолсен ӗҫӗсем 3:19 вулӑр.) Апла пулсан, сирӗн хӑвӑр унччен тунӑ ҫылӑхсемшӗн ӳкӗнмелле те Иеговӑран хӑвӑра каҫарма ыйтмалла. Ҫавӑн пекех, сирӗн Иегова каланӑ пек пурӑнма тата вӑл юратман ӗҫсене тума пӑрахма ҫирӗп шут тытмалла. Унсӑр пуҫне, сирӗн пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ҫӳремелле тата пухури тӑвансемпе пӗрле ырӑ хыпар сармалла.

3. Мӗншӗн шыва кӗме хӑрамалла мар?

Хӑш-пӗрисем хӑйсем Иеговӑна панӑ сӑмаха тытаймасран хӑраҫҫӗ. Чӑнах та, хутран-ситрен эсир йӑнӑшсем тӑватӑрах. Библире каланӑ шанчӑклӑ арҫынсемпе хӗрарӑмсем те йӑнӑшсем тунӑ. Анчах Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсенчен вӗсем пӗр ҫитменлӗхсӗр пуласса кӗтмест. (Псалом 102:13, 14 вулӑр.) Вӑл эсир мӗн тума пултарнине пурне те тунине кура савӑнать! Вӑл сире пулӑшатех. Иегова сире ҫакна шантарса каласшӑн: ӑна сире юратма нимӗн те чӑрмантарма пултараймасть. (Рим 8:38, 39 вулӑр.)

НУМАЙРАХ ПӖЛӖР

Иегова ҫинчен пӗлсе пыни тата унӑн пулӑшӑвӗ сире шыва кӗме чӑрмантаракан йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме мӗнле пулӑшнине пӗлӗр.

Ҫамрӑк хӗр хӑйне шыва кӗме чӑрмантаракан йывӑрлӑхсене мӗнле ҫӗнтерсе пынине кӑтартакан ӳкӗрчӗксем.

4. Иеговӑна лайӑхрах та лайӑхрах пӗлсе пырӑр

Ҫамрӑк хӗр Иегова Свидетелӗсемпе Библи вӗренет.

Шыва кӗриччен Иеговӑна сирӗн мӗн таран лайӑх пӗлмелле? Сирӗн ӑна ҫителӗклӗ пӗлмелле. Ҫав пӗлӳ сире ӑна юратма тата ӑна юрӑхлӑ пулма хавхалантармалла. ВИДЕО пӑхӑр та тӗрлӗ ҫӗршыври ҫынсем шыва кӗме мӗнле хатӗрленнине курӑр. Унтан ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр.

ВИДЕО: «Шыва кӗме илсе ҫитерекен ҫул» (3:56)

  • Ҫак ҫынсене шыва кӗме хатӗрленме мӗн пулӑшнӑ?

Рим 12:2 вулӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:

  • Библири хӑш-пӗр вӗрентӳсем пирки сирӗн иккӗленӳсем пур-и тата эсир Иегова Свидетелӗсем чӑнлӑха вӗрентни пирки иккӗленетӗр-и?

  • Ку ҫапла пулсан, ҫав иккӗленӳсене пӗтерес тесе эсир мӗн тума пултаратӑр?

5. Шыва кӗме ниме те чӑрмантарма ан парӑр!

Ҫав ҫамрӑк хӗр сумкӑна Библи хурать, унӑн амӑшӗ вара ӑна Иегова Свидетелӗсемпе ҫыхланнӑшӑн ятлать.

Эпир хамӑр пурнӑҫа Иеговӑна халаллама тата шыва кӗме шут тытсан, эпир пурте йывӑрлӑхсемпе тӗл пулӑпӑр. Акӑ пӗр хӗрарӑмӑн тӗслӗхӗ. ВИДЕО пӑхӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр.

ВИДЕО: «Иеговӑна юратни пур чӑрмава та ҫӗнтерме пулӑшать» (5:22)

  • Ҫак хӗрарӑма шыва кӗме мӗн чӑрмантарнӑ?

  • Иеговӑна юратни ӑна ҫав чӑрмавсене ҫӗнтерме мӗнле пулӑшнӑ?

Ытарӑшсем 29:25 тата 2 Тимофей 1:7 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Пире хӑюллӑ пулма тата хӑрама пӑрахма мӗн пулӑшӗ?

6. Иегова пулӑшасса шанӑр

Ҫав ҫамрӑк хӗрех ватӑ хӗрарӑма ырӑ хыпар пӗлтерет. Ун ҫумӗнче ӑна Библи вӗрентекен хӗрарӑм тӑрать.

Иегова сире хӑйне юрӑхлӑ пулма пулӑшӗ. ВИДЕО пӑхӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр.

ВИДЕО: «Иегова Турӑ пулӑшӗ сана» (2:50)

  • Мӗншӗн ҫак арҫын шыва кӗме васкаман?

  • Иеговӑна шанма вӗренме ӑна мӗн пулӑшнӑ?

Исаия 41:10, 13 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Эсир хӑвӑр пурнӑҫа Иеговӑна халалланӑ чухне сӑмах паратӑр. Мӗншӗн эсир ҫав сӑмаха тытма пултарасса шанма пултаратӑр?

7. Иеговӑн юратӑвне хаклӑр

Ҫав ҫамрӑк хӗр кӗлтӑвать.

Эсир хӑвӑра Иегова питӗ хытӑ юратни ҫинчен мӗн чухлӗ нумайрах шухӑшлатӑр, ҫавӑн чухлӗ ытларах эсир ӑна пархатарлӑ пулатӑр тата ҫавӑн чухлӗ вӑйлӑрах сирӗн уншӑн ӗмӗр-ӗмӗрӗпе ӗҫлесе тӑрас килӗ. Псалом 39:6 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Иегова панӑ пиллӗхсенчен хӑшӗшӗн эсир уйрӑмах пархатарлӑ?

Иеремия Иеговӑна тата унӑн Сӑмахне юратнӑ. Вӑл Иеговӑшӑн ӗҫлессине питӗ хакланӑ. Иеремия ҫапла каланӑ: «Санӑн сӑмаху манӑн чӗреме савӑнӑҫпа хаваслӑх кӳчӗ... [мӗншӗн тесен] эпӗ Санӑн ятупа хисепленетӗп» (Иеремия 15:16). Ҫак ыйтусем ҫине хуравлӑр:

  • Мӗншӗн Иегова Свидетелӗ пуласси вӑл — пысӑк чыс?

  • Сирӗн шыва кӗрсе Иегова Свидетелӗ пулса тӑрас кӑмӑл пур-и?

  • Ҫак утӑма тума сире мӗн те пулин чӑрмантарать-и?

  • Эсир мӗнле шутлатӑр: шыва кӗрес тӗллеве пурнӑҫлас тесен сирӗн тата мӗн тумалла?

Ҫав ҫамрӑк хӗр конгресра шыва кӗрет.

ХӐШ-ПӖРИСЕМ ҪАПЛА КАЛАМА ПУЛТАРАҪҪӖ: «Шыва кӗресси вӑл — питӗ пысӑк яваплӑх. Ку манран пулмасть пуль».

  • Эсир те ҫавӑн пек шутлатӑр-и?

ТӖП ШУХӐШ

Иегова пулӑшнипе эсир хӑвӑра шыва кӗме чӑрмантаракан пур йывӑрлӑха та ҫӗнтерме пултаратӑр.

Вӗреннине аса илни

  • Шыва кӗрес тесен Библие мӗн таран лайӑх пӗлмелле?

  • Шыва кӗриччен сирӗн хӑвӑр пурнӑҫра мӗнле улшӑнусем тумалла?

  • Мӗншӗн ҫав утӑма тума хӑрамалла мар?

Манӑн тӗллевсем

ТӖПЧЕМЕЛЛИ

Сире шыва кӗме мӗн хавхалантармалла?

«Эсир шыва кӗме хатӗр-и?» («Хурал башни», 2020 ҫулхи март)

Шыва кӗме мӗн чӑрмантарма пултарнине тата вӗсене мӗнле ҫӗнтермеллине пӗлӗр.

«Шыва кӗме мана мӗн чӑрмантарать?» («Хурал башни», 2019 ҫулхи март)

Пӗр арҫынна хӑйне шыва кӗме чӑрмантаракан пысӑк йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме мӗн пулӑшнине пӗлӗр.

«Шыва кӗме сана мӗн чӑрмантарать?» (1:10)

Чи малтан Ата шыва кӗресшӗн пулман. Ӑна ҫак кирлӗ утӑма тума мӗн хавхалантарнине пӑхӑр.

«Неужели я достоин всех этих благословений?» (7:21)

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр