Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • lff 36 урок
  • Пур тӗлӗшпе те шанчӑклӑ пулӑр

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Пур тӗлӗшпе те шанчӑклӑ пулӑр
  • Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр! Библие ӑнланма пулӑшакан кӗнеке
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • НУМАЙРАХ ПӖЛӖР
  • ТӖП ШУХӐШ
  • ТӖПЧЕМЕЛЛИ
  • Пур тӗлӗшрен те улталамасӑр пурӑнӑр
    «Хӑвӑра Туррӑн юратӑвӗнче сыхласа усрӑр»
  • Тӳрӗ пурӑнни мӗн парать
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (салатмалли кӑларӑм) — 2016
  • Хаклӑ йышши чулсенчен те хаклӑрах паха ен
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2016
Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр! Библие ӑнланма пулӑшакан кӗнеке
lff 36 урок
36-мӗш урок. Арҫын документ ҫине алӑ пусать.

36-МӖШ УРОК

Пур тӗлӗшпе те шанчӑклӑ пулӑр

Пичетленӗ публикаци
Пичетленӗ публикаци
Пичетленӗ публикаци

Эпир пурте пирӗн туссем шанчӑклӑ пулччӑр, урӑхла каласан, ан суйччӑр, ан улталаччӑр тетпӗр. Иегова та хӑйӗн тусӗсем шанчӑклӑ пуласса кӗтет. Анчах та ҫак тӗнчере шанчӑклӑ пулма ҫӑмӑл мар, мӗншӗн тесен ҫынсем нумайӑшӗ суяҫҫӗ тата улталаҫҫӗ. Шанчӑклӑ пулни мӗнле усӑ парать?

1. Мӗнле тӗп сӑлтава пула шанчӑклӑ пулмалла?

Эпир шанчӑклӑ пулсан, урӑхла каласан, ыттисене суймастпӑр тата улталамастпӑр пулсан, Иеговӑна юратнине тата хисепленине кӑтартатпӑр. Шухӑшласа пӑхӑр-ха: Иегова эпир мӗн шутланине тата мӗн тунине питӗ лайӑх пӗлет (Еврейсем 4:13). Эпир шанчӑклӑ пулнине вӑл асӑрхать тата ҫакна питӗ хаклать. Унӑн Сӑмахӗнче ҫапла каланӑ: «Иегова суеҫӗ ҫынран йӗрӗнет, тӳрӗ ҫын вара — Туррӑн ҫывӑх тусӗ» (Ытарӑшсем 3:32, ҪТ).

2. Кулленхи пурнӑҫра шанчӑклӑ пулас тесен мӗн тумалла?

Иегова пире «пӗрне-пӗри чӑн сӑмах калӑр» тет (Захария 8:16, 17). Ҫакна мӗнле ӑнланмалла? Эпир хамӑр ҫемьери ҫынсене, пӗрле ӗҫлекенсене, пухури тӑвансене тата влаҫра ларакан ҫынсене суймӑпӑр, ҫавӑн пекех фактсене пӑсса каламӑпӑр. Шанчӑклӑ ҫынсем вӑрламаҫҫӗ тата улталамаҫҫӗ. (Левит 19:11 тата Эфес 4:28 вулӑр.) Вӗсем тӳлеме кирлӗ пур налога та тӳлеҫҫӗ (Рим 13:5—7). Эпир хамӑр пурнӑҫра «пур тӗлӗшпе те шанчӑклӑ» пуласшӑн тата суймасӑр, улталамасӑр пурӑнасшӑн (Тит 2:10).

3. Шанчӑклӑ пулни мӗнле усӑ парать?

Эпир суймастпӑр тата улталамастпӑр пулсан, ҫынсем пире шанма пуҫлӗҫ. Пухура вара тӑвансем, туслӑ ҫемьери ҫынсем пек, хӑйсене канӑҫлӑ туйӗҫ. Пирӗн совесть те таса пулӗ. Унсӑр пуҫне, эпир шанчӑклӑ пулнипе «Ҫӑлакан Туррӑмӑр вӗрентнине... илем кӳрсе» тӑрӑпӑр, ҫавна курса ытти ҫынсем Иеговӑна пӗлес тейӗҫ (Тит 2:10).

НУМАЙРАХ ПӖЛӖР

Иегова эпир шанчӑклӑ пулни, урӑхла каласан, суйманни тата улталаманни, ҫине мӗнле пӑхнине, шанчӑклӑ пулни хамӑра мӗнле усӑ панине пӗлӗр тата тӗрлӗ лару-тӑрура мӗнле шанчӑклӑ пулмаллине пӑхса тухӑр.

4. Шанчӑклӑ пулни Иеговӑна савӑнтарать

Псалом 43:22 тата Малахия 3:16 вулӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:

  • Мӗншӗн пирӗн Иеговӑран мӗн те пулин пытарма пултаратпӑр тесе шухӑшламалла мар?

  • Эсир мӗнле шутлатӑр, эпир тӗрӗссине калама йывӑр пулнӑ чухне те тӗрӗссине калатпӑр пулсан, Иегова мӗн туять?

Хӗрача ашшӗпе калаҫать, ашшӗ хӑйӗн куҫӗпе хӗрӗн куҫӗ пӗр шайра пулччӑр тесе чӗркуҫленсе ларнӑ. Сӗтел ҫинче тӳнтерсе янӑ стаканри сок сӗтел айккипе юхса аннӑ.

Ачасем тӗрӗссине каланипе ашшӗ-амӑшне савӑнтараҫҫӗ. Эпир тӗрӗссине каланипе Иеговӑна савӑнтаратпӑр

5. Яланах шанчӑклӑ пулӑр

Ҫынсенчен нумайӑшӗ тӗрӗссине калама кирлӗ мар, унран усси ҫук теҫҫӗ. Анчах та мӗншӗн яланах шанчӑклӑ пулмаллине пӗлӗр. ВИДЕО пӑхӑр.

ВИДЕО: «Чӑн-чӑн савӑнӑҫ мӗнрен килет? Таса совесть» (2:32)

«Чӑн-чӑн савӑнӑҫ мӗнрен килет? Таса совесть» видеори кадр. Бен хаклӑ ӗҫ хатӗрне пӑснӑ ҫинчен тӳррӗн каласан, начальник ал парать.

Тит 2:10 вулӑр та шанчӑклӑ пулас тата суймасӑр, улталамасӑр пурӑнас тесен мӗн тумаллине калӑр:

  • хамӑр ҫемьере;

  • ӗҫре е шкулта;

  • ытти лару-тӑрура.

6. Шанчӑклӑ пулни пире усӑ парать

Шанчӑклӑ пулни, е суйманни тата улталаманни, пурнӑҫа йывӑрлатать пек туйӑнма пултарать. Анчах та юлашкинчен ҫакӑ вара усӑ парать ҫеҫ. Псалом 33:13—17 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Шанчӑклӑ пулни, е суймасӑр тата улталамасӑр пурӑнни, пирӗн пурнӑҫа мӗнле лайӑхлатать?

А. Упӑшкипе арӑмӗ кофе ӗҫсе пӗр-пӗринпе калаҫса лараҫҫӗ. Ӑ. Автомастерскойӗнче начальник механика ӗҫе лайӑх тунӑшӑн мухтать. Б. Водитель хӑйӗн докуменчӗсене полицейские кӑтартать
  1. А. Упӑшкипе арӑмӗ пӗр-пӗрне шанчӑклӑ пулнипе хӑйсен мӑшӑрлӑ пурнӑҫне ҫирӗплетеҫҫӗ

  2. Ӑ. Шанчӑклӑ ӗҫлекене ӗҫ хуҫи шанать

  3. Б. Шанчӑклӑ граждансем влаҫра ларакансенчен ырӑ ят илеҫҫӗ

ХӐШ-ПӖРИСЕМ ҪАПЛА КАЛАМА ПУЛТАРАҪҪӖ: «Кӑштах суйнишӗн нимех те пулмасть».

  • Иегова кирек мӗнле суяна та курайманнине эсир мӗнле ӑнлантарса панӑ пулӑттӑр?

ТӖП ШУХӐШ

Иегова хӑйӗн тусӗсем шанчӑклӑ пулччӑр тет: вӗсем яланах тӗрӗссине калаччӑр, ан суйччӑр тата ан улталаччӑр тет.

Вӗреннине аса илни

  • Шанчӑклӑ пулас тесен мӗн тумалла?

  • Мӗншӗн пирӗн Иеговӑран мӗн те пулин пытарма пултаратпӑр тесе шутламалла мар?

  • Мӗншӗн эсир яланах шанчӑклӑ пуласшӑн?

Манӑн тӗллевсем

ТӖПЧЕМЕЛЛИ

Ашшӗ-амӑшӗсем ачисене суймасӑр, улталамасӑр пурӑнма вӗрентес тесе мӗн тума пултараҫҫӗ?

«Ан суй» (1:44)

Мӗншӗн хамӑр сӑмаха тытни усӑллӑ?

«Иегова благословляет тех, кто держит своё слово» (9:09)

Налогсемпе мӗнле усӑ курни пире килӗшмест пулсан та, мӗншӗн пирӗн вӗсене пурпӗр тӳлемелле?

«Налоги. Нужно ли их платить?» («Сторожевая башня», 2011 ҫулхи сентябрӗн 1-мӗшӗ)

Пӗр ултавҫӑна шанчӑклӑ ҫын пулса тӑма мӗн пулӑшнӑ?

«Я узнал, что Иегова милосерден и готов прощать» («Сторожевая башня», 2015 ҫулхи майӑн 1-мӗшӗ)

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр