38-МӖШ УРОК
Пурнӑҫ вӑл — парне
Пурнӑҫ вӑл — парне. Пурнӑҫ пирӗн валли нумай тӗлӗнмелле майсем уҫса парать. Эпир йывӑрлӑхсемпе тӗл пулсан та, пирӗн пурпӗр савӑнма сӑлтавсем пур. Эпир пурнӑҫа хакланине мӗнле кӑтартма пултаратпӑр? Мӗнле тӗп сӑлтава пула эпир ҫав парнене хаклатпӑр?
1. Мӗншӗн пурнӑҫа хакламалла?
Пурнӑҫа хакламалла, мӗншӗн тесен вӑл — пирӗн юратакан Атте, Иегова, панӑ парне. Иегова — «чӗрӗлӗх ҫӑлкуҫӗ», урӑхла каласан, вӑл пурне те тунӑ (Псалом 35:10). Турӑ «пурне те пурӑнӑҫ та, чӗрӗлӗх те, ыттине те парса тӑрать» (Апостолсен ӗҫӗсем 17:25, 28). Вӑл пире пурӑнма мӗн кирлине пурне те парса тӑрать. Унсӑр пуҫне, Иегова пурнӑҫ пире савӑнӑҫ парса тӑтӑр тесе мӗн кирлине веҫех тӑвать. (Апостолсен ӗҫӗсем 14:17 вулӑр.)
2. Иеговӑна пурнӑҫ панӑшӑн пархатарлӑ пулнине мӗнле кӑтартма пулать?
Пирӗн пурнӑҫ хамӑр анне варӗнче пуҫлансанах Иегова пире юратма пуҫланӑ. Туррӑн ӗҫлекенӗсенчен пӗри, Давид, Иеговӑна ҫапла каланӑ: «Санӑн куҫу манӑн чӗрӗ тӗввӗме курнӑ» (Псалом 138:16). Иегова сирӗн пурнӑҫа питӗ хаклать. (Матфей 10:29—31 вулӑр.) Ҫын пӗлсе тӑрсах тепӗр ҫынна вӗлерет е хӑйӗн ҫине ал хурать пулсан, ҫакӑ Турра питӗ хурлантарать (Тухни 20:13)a. Ҫавӑн пекех, ҫын хӑйӗн е ыттисен пурнӑҫне хӑрушлӑха кӗртсе ӳкерни те ӑна питӗ кулянтарать. Эпир хамӑр пурнӑҫа сыхлатпӑр тата ыттисен пурнӑҫне хисеплетпӗр пулсан, эпир Иегова панӑ ҫав тӗлӗнмелле парнене хакланине кӑтартатпӑр.
НУМАЙРАХ ПӖЛӖР
Эсир Турра пурнӑҫ панӑшӑн пархатарлӑ пулнине мӗнле кӑтартма пултарнине пӗлӗр.
3. Хӑвӑрӑн сывлӑхна упрӑр
Ҫын христианин пулса тӑрсан, вӑл кирек мӗн тунӑ чухне те, кирек хӑҫан та Иеговӑн шухӑшне шута илме сӑмах парать. Вӑл хӑйӗн кӗлеткине ӑна парнене парать, вара унӑн кӗлетки Туррӑн харпӑрлӑхӗ пулса тӑрать теме пулать. Рим 12:1, 2 вулӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:
Хамӑр сывлӑха упрама пире мӗн хавхалантармалла?
Ҫавна эсир мӗнле тума пултаратӑр?
4. Инкекрен сыхланмалли майсене тытса тӑрӑр
Библи пире хамӑра тата ыттисене мӗн амантма е вӗлерме пултарать, ҫавсенчен пӑрӑнма хушать. ВИДЕО пӑхӑр та хамӑра сыхлас тесе эпир мӗн-мӗн тума пултарнине пӗлӗр.
Ытарӑшсем 22:3 вулӑр та хамӑра тата ыттисене инкекрен сыхлас тесе эпир мӗн-мӗн тума пултарнине сӳтсе явӑр:
килте;
ӗҫре;
спорта хутшӑннӑ чухне;
транспорт ҫинче водитель е пассажир пулнӑ чухне.
5. Ҫуралман ачан пурнӑҫне хаклӑр
Давид Иегова ҫуралман ачан пурнӑҫне тата вӑл мӗнле аталанса пынине тимлӗн сӑнать тесе ҫырнӑ. Псалом 138:13—17 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:
Иегова шутланӑ тӑрӑх, ҫын пурнӑҫӗ хӑҫан пуҫланать: хӗрарӑм йывӑр ҫын пулса тӑрсан-и е унӑн ача ҫуралсан-и?
Авалхи Израильте Иеговӑн законӗсем амӑшне тата унӑн ҫуралман ачине хӳтӗленӗ. Тухни 21:22, 23 вулӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:
Ҫын ҫуралман ачан пурнӑҫне ӑнсӑртран татать пулсан, Иегова ҫакӑн ҫине мӗнле пӑхать?
Кам та пулин ҫуралман ачан пурнӑҫне пӗлсе тӑрсах татать пулсан, Иегова ҫакӑн ҫине мӗнле пӑхать?b
Турӑ ҫавӑн пек пӑхни ҫинчен эсир мӗн шутлатӑр?
Хӑш-пӗр чухне пурнӑҫа хисеплекен хӗрарӑм та хырӑм пӑрахмасӑр ниепле те май ҫук тесе шутлама пултарать. Исаия 41:10 вулӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:
Хӗрарӑма хырӑм пӑрахма хистеҫҫӗ пулсан, унӑн камран пулӑшу ыйтмалла? Мӗншӗн?
ХӐШ-ПӖРИСЕМ ҪАПЛА КАЛАМА ПУЛТАРАҪҪӖ: «Хӗрарӑмӑн хырӑм пӑрахма ирӗк пур, мӗншӗн тесен вӑл хӑйӗн кӗлеткипе мӗн тӑвас тет, ҫавна тума пултарать».
Иегова амӑшӗн пурнӑҫне те, унӑн ҫуралман ачин пурнӑҫне те хакланине ӗненме сире мӗн пулӑшать?
ТӖП ШУХӐШ
Иегова пире хӑй панӑ парнене — пурнӑҫа — юратма, хисеплеме тата сыхлама вӗрентет. Пирӗн хамӑр пурнӑҫ ҫине те, ыттисен пурнӑҫӗ ҫине те ҫавӑн пек пӑхмалла.
Вӗреннине аса илни
Мӗншӗн Иегова ҫын пурнӑҫне хаклать?
Кам та пулин пӗлсе тӑрсах тепӗр ҫыннӑн пурнӑҫне татать пулсан, Иегова ҫакӑн ҫине мӗнле пӑхать?
Мӗншӗн эсир пурнӑҫа хаклатӑр?
ТӖПЧЕМЕЛЛИ
Иеговӑна пурнӑҫ панӑшӑн мӗнле тав тума пулать?
Хырӑм пӑрахнӑ хӗрарӑма Турӑ каҫарма пултарать-и? Ҫак ыйтӑвӑн хуравне пӗлӗр.
Турӑ пурнӑҫ ҫине мӗнле пӑхни пире вӑйӑ-кулӑ тӗрӗс суйласа илме мӗнле пулӑшнине пӗлӗр.
«„Экстремальный спорт“. Стоит ли рисковать?» («Пробудитесь!», 2000 ҫулхи октябрӗн 8-мӗшӗ)
Ҫыннӑн хӑй ҫине ал хурас шухӑш пур пулсан, унӑн мӗн тумалла? Библи мӗнле пулӑшма пултарнине пӗлӗр.
a Иегова хуйха ӳкнисемшӗн питӗ кулянать (Псалом 33:19). Вӑл ҫынна питӗ йывӑр пулнине, ҫавна пула унӑн хӑйӗн ҫине ал хурас шухӑш ҫуралма пултарнине ӑнланать. Ҫавӑнпа вӑл ҫавӑн пек ҫынна питӗ пулӑшасшӑн. Турӑ ҫавӑн пек шухӑшсене ҫӗнтерме мӗнле пулӑшма пултарнине пӗлес тесе ҫак урокри «Тӗпчемелли» рамкӑри «Манӑн вилес килет. Манӑн хам ҫине ал хурас шухӑш ҫуралсан, Библи пулӑшма пултарать-и?» ятлӑ статьяна вулӑр.
b Хырӑм пӑрахнӑ хӗрарӑмӑн хӑйне пӗр вӗҫӗмсӗр айӑплама кирлӗ мар. Иегова ӑна каҫарма пултарать. Ҫакӑн ҫинчен ҫак урокри «Тӗпчемелли» текен рамкӑри «Хырӑм пӑрахни пирки Библире мӗн каланӑ?» ятлӑ статьяран нумайрах пӗлме пулать.