«Шанчӑклӑ та ӑслӑ чура кам-ха вӑл?»
«Хуҫа хӑйӗн тарҫисене [«килӗнчисене», ҪТ] пӑхма, вӗсене вӑхӑтра апат парса тӑма хушнӑ шанчӑклӑ та ӑслӑ чура кам-ха вӑл?» (МАТФ. 24:45.)
1, 2. Иисус пире тӑрантарса тӑрас тесе паян кампа усӑ курать тата мӗншӗн пирӗн ҫав чура кам пулнине пӗлмелле?
«ТӐВАНСЕМ, эсир ҫырнӑ статьясене эпӗ нумай вуланӑ. Вӗсенче шӑпах мана кирли пурччӗ тата вӗсене хама пуринчен ытла кирлӗ чухне илсе тӑраттӑмччӗ». Ҫапла пӗр хӗрарӑм тӑван ҫырура пӗтӗм тӗнчери тӗп управленинчи арҫын тӑвансене тав тунӑ. Сирӗн туйӑмсем те ҫавнашкалах-и? Нумайӑшӗ ҫакна ҫирӗплетсе пама пултарать. Ҫакӑ пире тӗлӗнтермелле-и? Ҫук паллах.
2 Апат илсе тӑни, урӑхла каласан, Библири чӑнлӑхсене пӗлсе тӑни Иисус, пуху Пуҫӗ, пире тӑрантарса тӑма сӑмах панине пурнӑҫласа тӑнине ҫирӗплетсе парать. Кам урлӑ вӑл пире тӑрантарать? Хӑй пуррине кӑтартакан паллӑ ҫинчен каланӑ чухне Иисус хӑйӗн килӗнчисене «шанчӑклӑ та ӑслӑ чура» урлӑ «вӑхӑтра апат парса» тӑрӑп тесе палӑртнӑa. (Матфей 24:45—47 вуласа пар.) Ҫак пӗтес вӑхӑтра Иисус хӑйӗн чӑн вӗренекенӗсене шанчӑклӑ чура урлӑ тӑрантарса тӑрать. Шанчӑклӑ чура кам пулнине пӗлни питӗ кирлӗ. Турӑпа пирӗн хушӑмӑрти туслӑх шанчӑклӑ чура урлӑ парса тӑракан апата илсе тӑнинчен килет (Матф. 4:4; Иоанн 17:3).
3. Шанчӑклӑ чура ҫинчен калакан ытарӑша пирӗн публикацисенче мӗнле ӑнлантарса панӑ пулнӑ?
3 Ҫавӑнпа та Иисус шанчӑклӑ чура ҫинчен каланӑ ытарӑша мӗнле ӑнланмалла? Унччен ҫак ытарӑша пирӗн публикацисенчен ак ҫапла ӑнлантарнӑ. Пирӗн эрӑри 33 ҫулхи Аллӑмӗш кун уявӗнче Иисус хӑйӗн килӗнчисене пӑхса тӑма шанчӑклӑ чурана суйласа лартнӑ. «Чура», пӗтӗмӗшле илсен, ҫав вӑхӑтран пуҫласа ҫӗр ҫинчи пурӑннӑ е пурӑнакан святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ пур христианина та пӗлтерет. Килтисем тени святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ ҫав христиансенех кашнине уйрӑмӑн илсе кӑтартнине пӗлтерет. Иисус 1919 ҫулта шанчӑклӑ чурана «хӑйӗн мӗнпур пурлӑхне» — Патшалӑх ҫинчен ырӑ хыпар сарма ҫӗр ҫинче мӗнпе усӑ кураҫҫӗ, ҫавсене пурне те — пӑхса тӑма суйласа лартнӑ. Анчах та ҫак темӑна тӗплӗн тӗпченӗ, ун ҫинчен кӗлтуса шухӑшланӑ хыҫҫӑн Иисусӑн шанчӑклӑ та ӑслӑ чура ҫинчен каланӑ сӑмахӗсене унччен мӗнле ӑнланнине улӑштарма кирлине тавҫӑрса илтӗмӗр (Ытар. 4:18). Пирӗн кирек мӗнле шанчӑк пулсан та, пӗлӗтре пурӑнасси-и е ҫӗр ҫинче-и, ҫак тӗслӗхе пӑхса тухар та пирӗнпе вӑл мӗнле ҫыхӑннине курма тӑрӑшар.
ҪАК ЫТАРӐШ ХӐШ ВӐХӐТПА ҪЫХӐННӐ?
4—6. Мӗншӗн Иисус шанчӑклӑ чура ҫинчен каланӑ сӑмахсем 1914 ҫул хыҫҫӑн кӑна пурнӑҫланма пуҫланӑ теме пулать?
4 Матфей 24-мӗш сыпӑкӗнчи ытти сӑвӑ йӗркисем шанчӑклӑ та ӑслӑ чура ҫинчен калакан ытарӑш пирӗн эрӑри 33 ҫулхи Аллӑмӗш кун уявӗнче мар, ҫак пӗтес вӑхӑтра пурнӑҫланмаллине кӑтартса параҫҫӗ. Библи пире ҫакӑн пек шухӑш патне мӗнле илсе пынине пӑхса тухар.
5 Шанчӑклӑ чура ҫинчен калакан ытарӑш вӑл — Иисус хӑй «килессине [«пуррине», ҪТ], ҫак ӗмӗр вӗҫленессине» кӑтартакан паллӑ ҫинчен пророкла каланин пайӗ (Матф. 24:3). Ҫак пророкла каланин пӗрремӗш пайӗ, Матфей 24:4—22-мӗшӗсенче каланисем, икӗ хут пурнӑҫланмалла: пӗри пирӗн эрӑри 33 ҫултан пуҫласа 70 ҫулччен пыракан тапхӑрта, тепри, анлӑрах пурнӑҫланаканни, пирӗн вӑхӑтра. Ҫакӑ Иисусӑн шанчӑклӑ чура ҫинчен калакан сӑмахӗсен те икӗ хут пурнӑҫланмаллине пӗлтерет-и? Ҫук.
6 Матфей 24:29-мӗшӗнче ҫырса хунӑ сӑмахсенчен пуҫласа Иисус малалла, тӗпрен илсен, пирӗн вӑхӑтра пурнӑҫланмалли событисем ҫинчен калать. (Матфей 24:30, 42, 44 вуласа пар.) Хӑрушла асап вӑхӑтӗнче мӗн пулса иртесси ҫинчен каланӑ май Иисус ҫынсем «пӗлӗтсем ҫинче... килекен Этем Ывӑлне курӗҫ» тесе палӑртнӑ. Унтан вӑл камӑн юлашки кунсенче пурӑнмалла пулнӑ, ҫавсемшӗн пӗлтерӗшлӗ сӑмахсем каланӑ. Иисус вӗсене сыхӑ тӑма чӗнсе ҫапла каланӑ: «Ҫӳлхуҫӑр хӑш сехетре килессе пӗлместӗр» тата «Этем Ывӑлӗ эсир кӗтмен-туман сехетре килӗ»b. Ҫавӑн хыҫҫӑнах Иисус юлашки кунсенче мӗн пулса иртесси ҫинчен калать, вара шанчӑклӑ чура ҫинчен калакан ытарӑша илсе парать. Апла пулсан, вӑл шанчӑклӑ чура ҫинчен каланӑ сӑмахсем юлашки кунсем 1914 ҫулта пуҫланнӑ хыҫҫӑн кӑна пурнӑҫланма тытӑннӑ теме пулать. Ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ вырӑнлӑ. Мӗншӗн?
7. Вырма вӑхӑчӗ пуҫлансан мӗнле кирлӗ ыйту сиксе тухнӑ тата мӗншӗн?
7 «Шанчӑклӑ та ӑслӑ чура кам-ха вӑл?» — текен ыйту ҫинчен шухӑшласа пӑхар. Пӗрремӗш ӗмӗрте ҫакӑн пек ыйту пама нимӗнле сӑлтав та пулман. Унчченхи статьяра апостолсем тӗлӗнмелле ӗҫсем тума пултарни тата вӗсем ыттисене ҫавӑн пек пултарулӑх пама пултарни Турӑ вӗсемпе пулнине кӑтартса панӑ тесе палӑртнӑччӗ (Ап. ӗҫ. 5:12). Ҫавӑнпа та ертсе пырас ӗҫе Христос кама шанса пани ҫинчен кам та пулин ыйтнӑ пулӗччӗ-ши? Анчах та 1914 ҫулта лару-тӑру пачах урӑхла пулнӑ. Ҫав ҫул вырма тапхӑрӗ пуҫланнӑ: тулла пукраран уйӑрма вӑхӑт ҫитнӗ (Матф. 13:36—43). Вырма вӑхӑчӗ пуҫлансан, кирлӗ ыйту сиксе тухнӑ: тулла — святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансене — суя христиансенчен, хӑйсем пирки Иисусӑн чӑн вӗренекенӗсем теекенсенчен, мӗнле уйӑрса илмелле? Ҫак ыйту ҫине шанчӑклӑ чура ҫинчен калакан ытарӑш хурав панӑ. Христосӑн святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ вӗренекенӗсем лайӑх апат, Библири чӑнлӑхсене, илсе тӑнипе уйрӑлса тӑнӑ пулӗччӗҫ.
КАМ-ХА ВӐЛ ШАНЧӐКЛӐ ТА ӐСЛӐ ЧУРА?
8. Мӗншӗн шанчӑклӑ чура святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансенчен тӑрать теме пулать?
8 Шанчӑклӑ чура святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансенчен, ҫӗр ҫинче пурӑнакансенчен, тӑмалла. Вӗсем пирки «патша пек священниксем» (ҪС) тенӗ, вӗсене ҫавӑн пекех хӑйсене «сӗмлӗхрен тӗлӗнмелле ҫутине Чӗнсе Кӗртекенӗн ырӑлӑхӗсене пӗлтерсе тӑма» хушнӑ (1 Петр 2:9). Ҫавӑнпа та «патша пек священниксен» шутне кӗрекенсем пӗрле ӗненекенсене чӑнлӑха вӗрентес ӗҫе тӳррӗн хутшӑнаҫҫӗ теме пулать (Мал. 2:7; Ӳлӗм. 12:17).
9. Святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем пурте шанчӑклӑ чура шутне кӗреҫҫӗ-и? Ӑнлантарса парӑр.
9 Ҫӗр ҫинче пурӑнакан святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем пурте шанчӑклӑ чура шутне кӗреҫҫӗ-и? Ҫук. Вӗт святой сывлӑшпа суйласа лартнисем, «тулӑ» шутне кӗрекенсем, пурте пӗтӗм тӗнчипе пурӑнакан тӑвансене апатпа танлаштарнӑ Библири чӑнлӑхсене вӗрентсе тӑмаҫҫӗ. Святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ хӑш-пӗр арҫын тӑвансем пухусенче пулӑшакан ӗҫчен тата старейшина пулса ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем килтен киле ырӑ хыпар каласа ҫӳреҫҫӗ тата пухусенче вӗрентеҫҫӗ. Вӗсем тӗп управленинчен килсе тӑракан хушусене тӗрӗс тытса тӑраҫҫӗ. Анчах та вӗсем пӗтӗм тӗнчипе пурӑнакан тӑвансене апатпа танлаштарнӑ Библири чӑнлӑхсене вӗрентсе тӑмаҫҫӗ. Святой сывлӑшпа суйласа лартнисем хушшинче хӑйсене кӗҫӗне хуракан хӗрарӑм тӑвансем те пур, вӗсен пухура вӗрентекенсем пулса тӑрас шухӑш та ҫук (1 Кор. 11:3; 14:34).
10. Шанчӑклӑ та ӑслӑ чура кам-ха вӑл?
10 Апла пулсан, шанчӑклӑ та ӑслӑ чура кам-ха вӑл? Иисус нумайӑшне сахалӑшӗ урлӑ тӑрантарнӑ. Ҫавӑнпа та шанчӑклӑ чура святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ арҫын тӑвансен, 1919 ҫултан пуҫласа апатпа танлаштарнӑ Библири чӑнлӑхсене хатӗрлесе, валеҫсе паракансен, пӗчӗк ушкӑнӗнчен тӑрать. Юлашки кунсенче шанчӑклӑ чура шутне кӗрекен святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ арҫын тӑвансем тӗп управленинче пӗрле ӗҫленӗ. Юлашки вун-вун ҫул хушшинче Иегова Свидетелӗсен Ертсе пыракан совечӗ ҫав чура пулнӑ. Анчах та асӑрхӑр-ха, Иисус каланӑ ытарӑшра «чура» сӑмах пӗреллӗ хисепре тӑрать, ҫав-ҫавах вӑл пӗр ҫынран кӑна тӑмасть. Ҫавӑнпа та Ертсе пыракан совет йышӑнусем тӑвасса та пӗрле тӑвать.
КИЛТИСЕМ КАМСЕМ ВӖСЕМ?
11, 12. а) Шанчӑклӑ та ӑслӑ чурана мӗнле икӗ ӗҫ шанса панӑ? ӑ) Хӑҫан Иисус шанчӑклӑ чурана хӑйӗн килӗнчисене пӑхса тӑраканӗ тунӑ тата кама вӑл чура пулма суйласа илнӗ?
11 Ҫакна та палӑртмалла: Иисусӑн ытарӑшӗнче шанчӑклӑ та ӑслӑ чурана икӗ тӗрлӗ ӗҫ шанса панӑ. Пӗрремӗшӗнчен, ӑна килтисене пӑхса тӑма, иккӗмӗшӗнчен, хуҫин мӗнпур пурлӑхне пӑхса тӑма хушнӑ. Ҫак ытарӑш пӗтес вӑхӑтпа ҫыхӑннӑ пирки ҫак икӗ ӗҫе 1914 ҫулта Иисус патшана ларнӑ хыҫҫӑн шанса памалла пулнӑ.
12 Хӑҫан Иисус шанчӑклӑ чурана хӑйӗн килӗнчисене пӑхса тӑма суйласа лартнӑ? Ҫак ыйту ҫине хурав парас тесе пирӗн 1914 ҫулта, вырма вӑхӑчӗн пуҫламӑшӗнче, пулса иртнӗ событисене пӑхса тухмалла. Вӑл вӑхӑтра хӑйсем пирки христиансем текен органазацисем нумай пулнине эпир пӗлтӗмӗр ӗнтӗ. Вӗсенчен хӑшне Иисус суйласа илӗ те шанчӑклӑ чура туса хурӗ? Ҫак ыйту ҫине вӑл хӑйӗн Ашшӗпе сӑнарлӑ храма, Турӑ хунӑ пуҫҫапмалли йӗркене, тӗрӗслеме килнӗ хыҫҫӑн хурав панӑ пулнӑ. Ҫак тӗрӗслев 1914 ҫулта пуҫланнӑ та 1919 ҫул пуҫламӑшӗнче вӗҫленнӗc (Мал. 3:1). Вӗсем шанчӑклӑ Библи Тӗпчекенсен пӗчӗк ушкӑнӗпе кӑмӑллӑ пулнӑ, мӗншӗн тесен вӗсем Иеговӑна тата унӑн Сӑмахне пӗтӗм чӗререн юратнине кӑтартнӑ. Паллах ӗнтӗ, вӗсене хӑш-пӗр енчен тасатмалла пулнӑ, анчах та тӗрӗсленӗ, шӑратса тасатнӑ кӗске вӑхӑтра вӗсем хӑйсене кӗҫӗне хунӑ та тӳрленнӗ (Мал. 3:2—4). Ҫав шанчӑклӑ Библи Тӗпчекенсем чӑн-чӑн христиансем, Иисус каланӑ ытарӑшри «тулӑ», пулнӑ. 1919 ҫулта, ырӑ хыпар сарас ӗҫ ҫӗнӗрен вӑй илнӗ вӑхӑтра, Иисус вӗсен хушшинчен святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ пултаруллӑ арҫын тӑвансене шанчӑклӑ та ӑслӑ чура тума суйласа илнӗ те вӗсене хӑйӗн килӗнчисене пӑхса тӑракансем тунӑ.
13. Килтисем шутне кам-кам кӗрет тата мӗншӗн?
13 Анчах та камсем вӗсем килтисем? Кӗскен каласан, кама апат парса тӑрантарса тӑраҫҫӗ, ҫавсем. Юлашки кунсем пуҫлансанах килтисем пурте святой сывлӑшпа суйласа лартнисем пулнӑ. Каярахпа килтисем шутне имсӗр-сумсӑр урӑх сурӑхсем кӗме пуҫланӑ. Хальхи вӑхӑтра Христос ертсе пыракан «пӗр кӗтӳре» чылайӑшӗ урӑх сурӑхсем (Иоанн 10:16). Святой сывлӑшпа суйласа лартнисем те, урӑх сурӑхсем те, шанчӑклӑ чура вӑхӑтра парса тӑракан апатран усӑ илсе тӑраҫҫӗ. Шанчӑклӑ та ӑслӑ чура шутне кӗрекен Ертсе пыракан советӑн членӗсем пирки мӗн калама пулать? Ҫак тӑвансен те апатпа танлаштарнӑ Библири чӑнлӑха илсе тӑмалла. Ҫавӑнпа та вӗсем хӑйсене кӗҫӗне хурса ак ҫакна йышӑнаҫҫӗ: вӗсене кашнине уйрӑммӑн илес пулсан, вӗсем, Иисусӑн ытти чӑн вӗренекенӗсем пекех, килтисем шутланаҫҫӗ.
14. а) Шанчӑклӑ чурана мӗн пӑхса тӑма хушнӑ тата ҫавӑн шутне мӗн-мӗн кӗрет? ӑ) Шанчӑклӑ та ӑслӑ чурана Иисус мӗнрен асӑрхаттарнӑ? («Енчен те ҫав чура усал пулсан...» рамкӑна пӑхӑр.)
14 Иисус шанчӑклӑ та ӑслӑ чурана хушса панӑ ӗҫ питӗ яваплӑ. Библире каланӑ вӑхӑтра шанӑҫа тивӗҫлӗ чура, е кил-ҫурта пӑхса тӑракан тарҫӑ, хуҫин мӗнпур пурлӑхне пӑхса тӑнӑ (Лука 12:42). Ҫавӑн пекех шанчӑклӑ та ӑслӑ чурана Христосӑн ҫӗр ҫинчи мӗнпур пурлӑхне пӑхса тӑма хушнӑ. Ҫак ӗҫ шутне укҫа-тенкӗпе тата пурлӑхпа тӗрӗс усӑ курасси, ырӑ хыпар сарас ӗҫе ертсе пырасси, конгресс программисене хатӗрлесси, ырӑ хыпар сармалли, хамӑр тӗллӗн тата пухура вӗренмелли Библие ӑнлантарса паракан литература кӑларса тӑрасси кӗрет. Турӑпа хӑйсем хушшинчи хутшӑнусене ҫирӗп тӑвас тата ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илес тесен килтисене чура парса тӑракан апат, урӑхла каласан, Библири чӑнлӑхсене вӗрентсе тӑни, питӗ кирлӗ.
ШАНЧӐКЛӐ ЧУРАНА ХУҪИН МӖНПУР ПУРЛӐХНЕ ХӐҪАН ШАНСА ПАРАҪҪӖ?
15, 16. Иисус хӑйӗн мӗнпур пурлӑхне пӑхса тӑма чурана хӑҫан суйласа лартать?
15 Хӑҫан Иисус иккӗмӗш ӗҫе шанса панӑ, урӑхла каласан, хӑҫан чурана «хӑйӗн мӗнпур пурлӑхне пӑхса тӑраканӗ» тунӑ? Иисус каланӑ: «Хуҫи пынӑ ҫӗре [«таврӑннӑ чухне», ҪХ] чури хӑйне хушнӑ пек туса тӑрать пулсассӑн, вӑл телейлӗ; чӑн калатӑп сире: хуҫи ӑна хӑйӗн мӗнпур пурлӑхне пӑхса тӑраканӗ тӑвӗ» (Матф. 24:46, 47). Асӑрхӑр-ха, Иисус иккӗмӗш ӗҫе хӑй таврӑннӑ чухне чура «хӑйне хушнӑ пек туса тӑнине», урӑхла каласан, апата шанчӑклӑ парса тӑнине курнӑ хыҫҫӑн шанса парать. Апла пулсан, пӗр ӗҫне панӑ хыҫҫӑн теприне париччен пӗр вӑхӑт иртмелле пулнӑ. Иисус хӑйӗн мӗнпур пурлӑхне пӑхса тӑма чурана мӗнле тата хӑҫан суйласа лартнине ӑнланас тесе пирӗн малтан вӑл хӑҫан таврӑннине, унтан унӑн пурлӑхӗ шутне мӗн-мӗн кӗнине пӗлмелле.
16 Хӑҫан Иисус таврӑнать? Ҫак ыйту ҫине контекст хурав парать. Шанчӑклӑ чура ҫинчен калакан ытарӑш умӗнчи сӑвӑ йӗркисенче Иисус килни ҫинчен калани вӑл ҫак тӗнче пӗтес умӗн приговор йышӑнма тата суд тума килнӗ вӑхӑтпа ҫыхӑннӑ тесе ҫӳлерех каланӑччӗ ӗнтӗd (Матф. 24:30, 42, 44). Эппин, шанчӑклӑ чура ҫинчен калакан ытарӑшра Иисус килни, е таврӑнни, пирки калани хӑрушла асап вӑхӑчӗпе ҫыхӑннӑ.
17. Иисусӑн пурлӑхӗ шутне мӗн кӗрет?
17 Иисусӑн «мӗнпур пурлӑхӗ» шутне мӗн кӗрет? «Мӗнпур» текен сӑмаха вӑл ӑнлантарса тӑман, урӑхла каласан, унӑн пурлӑхӗ ҫӗр ҫинче кӑна пулать тесе каламан. Иисусӑн пӗлӗтре пысӑк власть пур. «Ҫӳлте те, ҫӗр ҫинче те пур ирӗке те Мана панӑ»,— тенӗ вӑл (Матф. 28:18; Эф. 1:20—23). Унӑн пурлӑхӗ шутне 1914 ҫултанпа Мессианла Патшалӑх кӗрет, унта вара унӑн святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ вӗренекенӗсем те ертсе пырӗҫ (Ӳлӗм. 11:15).
18. Мӗншӗн Иисус савӑнсах чурана хӑйӗн мӗнпур пурлӑхне пӑхса тӑраканӗ тӑвӗ?
18 Ҫӳлерех каланисене шута илнӗ май эпир мӗнле пӗтӗмлетӳ тума пултаратпӑр? Иисус хӑрушла асап вӑхӑтӗнче суд тума килсен, вӑл шанчӑклӑ чура килтисене вӑхӑтра апат парса тӑнине курӗ. Вара Иисус савӑнсах иккӗмӗш ӗҫе шанса парӗ — вӑл ҫав чурана хӑйӗн мӗнпур пурлӑхне пӑхса тӑраканӗ тӑвӗ. Шанчӑклӑ чура шутне кӗрекенсем пӗлӗтри наградӑна илсен, Христоспа пӗрле ертсе пыракансем пулса тӑрсан, вӗсене ҫав ӗҫе шанса парӗҫ.
19. Шанчӑклӑ чура пӗлӗтре илекен награда ытти святой сывлӑшпа суйласа лартнисем илекенничен пысӑкрах пулӗ-и? Ӑнлантарса парӑр.
19 Шанчӑклӑ чура пӗлӗтре илекен награда ытти святой сывлӑшпа суйласа лартнисем илекенничен пысӑкрах пулӗ-и? Ҫук. Сахалӑшне пӗр лару-тӑрура пама пулнӑ наградӑна юлашкинчен ыттисем те илме пултараҫҫӗ. Сӑмахран, Иисус хӑй вилес умӗнхи каҫ 11 шанчӑклӑ апостола мӗн калани ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. (Лука 22:28—30 вуласа пар.) Иисус ҫав арҫынсен пӗчӗк ушкӑнне шанчӑклӑ пулнӑшӑн пысӑк награда парӗҫ тесе сӑмах панӑ. Вӗсем пӗлӗтре унпа пӗрле патшасем пулӗҫ. Анчах та ҫулсем иртсен вӑл каланӑ сӑмахсем 144 000-шӗнчен пурте хӑйӗнпе пӗрле патшара ларассине кӑтартса параҫҫӗ (Ӳлӗм. 1:1; 3:21). Ҫавӑн пекех Матфей 24:47-мӗшӗнче те Иисус арҫынсен пӗчӗк ушкӑнне — шанчӑклӑ чура шутне кӗрекен святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ арҫын тӑвансене — хӑйӗн мӗнпур пурлӑхне пӑхса тӑракан тума сӑмах панӑ. Анчах та, тӗрӗссипе каласан, 144 000-шӗн пурин те пӗлӗтре унпа пӗрле пысӑк власть пулӗ (Ӳлӗм. 20:4, 6).
20. Иисус шанчӑклӑ чурана мӗн тума суйласа лартнӑ тата эсир мӗн тума ҫирӗп шут тытнӑ?
20 Шанчӑклӑ та ӑслӑ чура урлӑ Иисус пӗрремӗш ӗмӗрте мӗн тунинех туса тӑрать — нумайӑшне сахалӑшӗ урлӑ тӑрантарать. Иисус шанчӑклӑ чурана хӑйӗн чӑн вӗренекенӗсене — святой сывлӑшпа суйласа лартнисене те, урӑх сурӑхсене те — юлашки кунсенче вӑхӑтра апат парса тӑма суйласа лартнӑ. Ҫавӑнпа та шанчӑклӑ та ӑслӑ чура шутне кӗрекен святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ арҫын тӑвансене чунтан парӑнса пулӑшса тӑнипе пархатарлӑ пулнине кӑтартма ҫирӗп шут тытар! (Евр. 13:7, 17.)
a 2 абзац: Унччентерех Иисус ҫавнашкал тӗслӗх илсе панӑ та унта «чура» пирки «кил-ҫурта пӑхса тӑракан тарҫӑ», «килтисем» пирки «ытти тарҫӑсем» тенӗ (Лука 12:42—44).
b 6 абзац: Христос «килни» (грек. э́рхомай) вӑл «пуррипе» (грек. паруси́а) пӗр пӗлтерӗшлӗ мар. Вӑл куҫа курӑнмалла мар пурри суд тума киличчен пуҫланать.
c 12 абзац: «Эпӗ... куллен сирӗнпе пӗрле пулӑп» статьяна пӑхӑр, 5—8 абзацсем, 11—13 страницӑсем.
d 16 абзац: «Каласамччӗ пире, ку хӑҫан пулӗ?» статьяна пӑхӑр, 14—18 абзацсем, 7—8 страницӑсенче пӑхӑр.