Хӑюллӑ пулӑр, Иегова — сире пулӑшакан!
«Эпир хӑюллӑнах: „Ҫӳлхуҫа мана пулӑшать...“ тетпӗр» (ЕВР. 13:6).
1, 2. Киле таврӑнсан иммигрантсем нумайӑшӗ мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулаҫҫӗ?
«ЧИКӖ леш енче ӗҫленӗ чухне ӗҫре эпӗ пысӑк вырӑн йышӑнаттӑмччӗ, укҫа лайӑх ӗҫлесе илеттӗмччӗ»,— аса илет Эдуардоa. Анчах та вӑл Иегова Свидетелӗсемпе Библи вӗренме пуҫласан, хӑйӗн ҫемйишӗн тӑрӑшас тесе килӗнчисемпе пӗрле пулни укҫаран та ытларах кирлӗ пулнине ӑнланса илнӗ. Ҫавӑнпа та вӑл киле таврӑннӑ (Эф. 6:4).
2 Эдуардо хӑйӗн ҫемйине таврӑннипе Иеговӑна савӑнтарнине пӗлнӗ. Анчах та, унчченхи статьяра каланӑ Мэрилин пекех, унӑн хӑйӗн ҫемйинчи хутшӑнусене майлаштармалла пулнӑ. Ҫавӑн пекех унӑн экономика тӗлӗшӗнчен начар аталаннӑ ҫӗршывра арӑмӗпе ачисене тӑрантарса усрамалла пулнӑ. Ҫавӑнпа та вӑл пурӑнмалӑх укҫа мӗнле ӗҫлесе илӗ-ши? Пухури тӑвансем пулӑшасса шанма пултарнӑ-и вӑл?
ҪЕМЬЕРИ ПУРНӐҪА ТАТА ТУРРА ПУҪҪАПАССИНЕ ЙӖРКЕЛЕСЕ ЯРАССИ
3. Ашшӗ-ӑмӑшӗнчен пӗри чылай вӑхӑт хушши килте пулманни ачисем ҫине мӗнле витӗм кӳрет?
3 «Ачасене эпӗ юратни, ӑс пани уйрӑмах кирлӗ пулнӑ чухне вӗсем валли ҫителӗклӗ вӑхӑт уйӑрманнине ӑнланса илтӗм,— каласа парать Эдуардо.— Вӗсемпе пӗрле пулман пирки эпӗ вӗсене Библи калавӗсене вуласа паман, вӗсемпе пӗрле кӗлтуман, выляман тата вӗсене ыталаман (Сак. аст. 6:7). Унӑн Анна ятлӑ аслӑ хӗрӗ аса илет: «Атте пирӗнпе пӗрле пулман пирки хама ним тума пӗлмен ҫын пек туяттӑмччӗ. Вӑл таврӑнсан, эпир унӑн сӑн-пичӗпе сасси мӗнлерех пулнине кӑна пӗлнӗ. Вӑл мана ыталанӑ чухне аван мар пулса каятчӗ».
4. Мӗншӗн чылай вӑхӑт хушши килте пулман пирки ашшӗне ҫемье пуҫӗн тивӗҫне туса тӑма йывӑр?
4 Чылай вӑхӑт хушши килте пулман пирки ашшӗне ҫемье пуҫӗн тивӗҫне туса тӑма йывӑр. Руби, Эдуардо арӑмӗ, ӑнлантарса парать: «Манӑн пӗр харӑсах амӑшӗ те, ашшӗ те пулма тиврӗ, ҫавӑнпа та ҫемьере тума кирлӗ йышӑнусенчен нумайӑшне эпӗ хам тума хӑнӑхрӑм. Эдуардо киле таврӑнсан, христиансен ҫемйинче мӗнле пӑхӑнса тӑмаллине манӑн вӗренмелле пулчӗ. Халӗ те манӑн хама хӑш-пӗр чухне упӑшка хампа пӗрле пулнине аса илтерсе тӑма тивет» (Эф. 5:22, 23). Эдуардо ҫакӑн ҫумне ҫакна хушса калать: «Хӗрсем ӑна е кӑна тума ирӗк пама амӑшӗнчен ыйтма хӑнӑхнӑ. Манӑн, христиансем пек, ертсе пырас ӗҫе хам ҫине илме вӗренмелле пулнӑ». Эдуардӑпа Руби хӑйсен ачисем пирки ҫакна ӑнланса илнӗ: ашшӗпе амӑшӗ йышӑнусене пӗрле тунине вӗсен курса тӑмалла.
5. Эдуардо килне таврӑнсан хӑйӗн ҫемйинчи хутшӑнусене майлаштарас тесе мӗн тунӑ тата ҫакӑ мӗн панӑ?
5 Эдуардо хӑйӗн ҫемйинчи хутшӑнусене тата килӗнчисемпе Иегова хушшинчи хутшӑнусене майлаштарса ярас тесе вӑй ҫитнӗ таран пурне те тума шут тытнӑ. «Эпӗ сӑмахпа та, тӗслӗхпе те — Иеговӑна юрататӑп тесе каланипе кӑна мар, ҫавна кӑтартнипе те — хамӑн ачасене чӑнлӑха вӗрентме тӑрӑшрӑм» (1 Иоанн 3:18). Эдуардӑн ӗненӗвне, вӑл вӑй хунине Иегова пилленӗ-и? «Вӑл лайӑх атте пулма тӑрӑшни, пирӗнпе каллех ҫывӑхланма тӑрӑшни кӑлӑхах пулмарӗ,— хуравлать Анна.— Вӑл пухури тивӗҫсене илес тесе вӑй хунине кура эпир унпа мухтанаттӑмӑрччӗ. Ҫак тӗнче пирӗн ҫине витӗм кӳретчӗ, Иеговӑран пӑрса яма пикенетчӗ. Анчах та аттепе анне чӑнлӑха хӑйсен пурнӑҫӗнче мала хунине курса тӑнӑран эпир те ҫавнах тума тӑрӑшрӑмӑр. Атте пире урӑх нихӑҫан та хӑвармӑп тесе сӑмах пачӗ, сӑмахне вара вӑл тытрӗ. Вӑл каллех кайрӗ пулсан, эпӗ халӗ Иеговӑн организацийӗнче, тен, пулман та пулӑттӑм».
АЙӐПА ЙЫШӐНМАЛЛА
6. Вӑрҫӑ пынӑ чухне хӑш-пӗр ашшӗ-амӑшӗ мӗне ӑнланса илнӗ?
6 Хӑш-пӗр тӗслӗхсем кӑтартса панӑ тӑрӑх, Балканра вӑрҫӑ пынӑ чухне унти Иегова Свидетелӗсен ачисем, пурнӑҫ йывӑр пулнине пӑхмасӑрах, телейлӗрех пулнӑ. Мӗншӗн? Ашшӗ-амӑшӗсем ӗҫе кайма пултарайман пирки килте тӑрса юлнӑ та ачисемпе вӗреннӗ, вылянӑ, калаҫнӑ. Ҫакӑнтан мӗне вӗренме пулать? Ачасене укҫаран, парнесенчен ытларах хӑйсемпе пӗрле ашшӗ-амӑшӗ пулни кирлӗ. Ашшӗ-амӑшӗ ачасем валли вӑхӑт уйӑрни, вӗсене вӗрентни ачасене усӑ парать тенӗ Турӑ Сӑмахӗнче (Ытар. 22:6).
7, 8. а) Хӑш-пӗр ашшӗ-амӑшӗ киле таврӑнсан мӗнле йӑнӑш тӑвать? ӑ) Ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсемпе ачисем хушшинчи хутшӑнусене мӗнле майлаштарма пултарҫҫӗ?
7 Шел пулин те, киле таврӑнсан ашшӗ-амӑшӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем ачисем кӑмӑлсӑр пулнине тата ютшӑннине кура ҫапларах калаҫҫӗ: «Сирӗн валли ҫавӑн чухлӗ тунӑ хыҫҫӑн мӗнле-ха эсир ҫавӑн пек пархатарсӑр пулма пултаратӑр?» Анчах та ачасем чылай чухне ашшӗ-амӑшӗ нумай вӑхӑт хушши хӑйсемпе пӗрле пулманран хӑйсене сиввӗн тытаҫҫӗ. Ачисем каллех шанма пуҫлаччӑр тесен ашшӗпе амӑшӗ мӗн тума пултараҫҫӗ?
8 Иеговӑран, вӑл сире хӑвӑр ҫемьери ҫынсен туйӑмӗсене ӑнланма, эсир вӗсемшӗн тӑрӑшнине кӑтартма пулӑштӑр тесе ыйтӑр. Унтан, хӑвӑр ҫемьери ҫынсемпе калаҫнӑ чухне, сиксе тухнӑ йывӑрлӑхшӑн эсир хӑвӑр та айӑплӑ пулнине сирӗн йышӑнмалла. Каҫару ыйтни те пулӑшма пултарать. Эсир лару-тӑрӑва лайӑхлатма тӑрӑшнине кура сирӗн мӑшӑрпа ачасем эсир ҫакна чун-чӗререн тунине асӑрхӗҫ. Тӳсӗмлӗ пулӑр, ан парӑнӑр, вара вӗсем, тен, сире майӗпен хисеплеме, юратма пуҫлӗҫ.
ҪЕМЙӲНЕ МӖН КИРЛИПЕ ТИВӖҪТЕРӖР
9. Мӗншӗн пирӗн пурӑнма мӗн кирлипе ҫырлахса пурӑнмалла?
9 Павел апостол палӑртнӑ тӑрӑх, ватӑ христиансем хӑйсене тӑрантарса усрама пултараймаҫҫӗ пулсан, вӗсене ачисемпе мӑнукӗсен пулӑшса тӑмалла. Ҫав вӑхӑтрах Павел христиансене пурне те пурӑнма мӗн кирлипе — апат-ҫимӗҫ, тумтир, пурӑнмалли кӗтес пуррипе — ҫырлахма хавхалантарнӑ. Пирӗн хамӑрӑн пурнӑҫ шайне ӳстерес е пуласлӑх валли укҫа ҫителӗклӗ пухас тесе пӗр вӗҫӗмсӗр хыпӑнса ҫӳремелле мар. (1 Тимофей 5:4, 8; 6:6—10 вуласа пар.) Христианинӑн хӑйӗн ҫемйине мӗн кирлипе тивӗҫтерес тесе ҫак тӗнчере пуйма тӑрӑшмалла мар, мӗншӗн тесен кӗҫех ҫак «тӗнче... пӗтет» (1 Иоанн 2:15—17). Укҫа-тенкӗ пур йывӑрлӑха та татса парать тесе шутламалла мар пирӗн, ҫавӑн пекех «пурнӑҫ хуйхи-суйхи» хамӑр ҫемьене Туррӑн тӳрӗ ҫӗнӗ тӗнчи «валли ырӑ никӗс хума» ан чӑрмантартӑр тесе тӑрӑшмалла! (Марк 4:19; Лука 21:34—36; 1 Тим. 6:19.)
10. Мӗншӗн кивҫене кӗменни тӗрӗс?
10 Иегова пире укҫа кирлине пӗлет. Анчах та укҫа-тенкӗ пире Туррӑн ӑслӑлӑхӗ пек хӳтӗлеме, пулӑшма пултараймасть (Еккл. 7:12; Лука 12:15). Чылай чухне ҫынсем чикӗ леш енче ӗҫлени мӗн патне илсе ҫитерме пултарнине ӑнланмаҫҫӗ те. Вӗсем унта нумай укҫа ӗҫлесе илӗҫ тесе никам та шантарма пултараймасть. Ҫитменнине тата ҫавӑн пек ӗҫ час-часах нумай хӑрушлӑхпа ҫыхӑннӑ. Иммигрантсем нумайӑшӗ каялла киле тата пысӑкрах парӑмсемпе таврӑнаҫҫӗ. Турӑшӑн пӗр чӑрмавсӑр ӗҫлес вырӑнне вӗсем кивҫен параканӑн чурисем пулса тӑраҫҫӗ. (Ытарӑшсем 22:7 вуласа пар.) Кивҫене кӗменни чылай лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ.
11. Бюджета тытса пыни ҫемьесене мӗнле пулӑшма пултарать?
11 Киле таврӑннӑ хыҫҫӑн хӑйӗн ҫемйине ӑнӑҫлӑ пӑхмашкӑн укҫана перекетлӗ тытмаллине пӗлнӗ Эдуардо. Вӑл арӑмӗпе пӗрле хӑйсене мӗн чӑннипех кирлине шута илсе бюджет тунӑ. Ҫак бюджета тытса тӑрас тесе вӗсем унчченхи пекех нумай япала илме пултарайман. Анчах та ҫемьере ҫак бюджетпа килӗшӳллӗ пурӑннӑ та пули-пулми япаласемшӗн укҫа тӑкакламанb. «Сӑмахран, эпир хамӑр ачасене уйрӑм харпӑрлӑхри шкултан лайӑх патшалӑх шкулне куҫартӑмӑр»,— калать Эдуардо. Вӑл Турра пуҫҫапма чӑрмантарман ӗҫ тупма пултартӑр тесе вӗсем ҫемйипе пӗрле кӗлтунӑ. Иегова вӗсен кӗллисем ҫине мӗнле хуравланӑ?
12, 13. Эдуардо хӑйӗн ҫемйине тӑрантарса усрас тесе мӗн тунӑ тата вӑл ансат пурнӑҫпа пурӑнма шут тытнине Иегова мӗнле пилленӗ?
12 «Малтанхи икӗ ҫул хушшинче ӗҫлесе илнӗ укҫа пурӑнмалӑх аран-аран ҫитсе пыратчӗ,— аса илет Эдуардо.— Унччен пухнӑ укҫа пӗтсе пыратчӗ, пӗчӗк ӗҫ укҫи тӑкаксене саплаштарма яланах ҫитсех каймастчӗ, хам та питӗ ывӑнаттӑмччӗ. Анчах та эпир пухӑвӑн пур тӗлпулӑвне те ҫӳреме, сӑваплӑ ӗҫе те пӗрле тума пултарнӑ». Эдуардо ҫакӑн пек ҫирӗп йышӑну тунӑ: пӗр-пӗр ӗҫ сӗнсен, ҫавна пула ҫемьерен аякра темиҫе уйӑх е ҫул пурӑнмалла пулсан, ҫак ӗҫ пирки шутламӑп та тенӗ. «Ун вырӑнне эпӗ,— калать вӑл,— пӗр ӗҫ ҫук чухне теприне тума май пултӑр тесе тӗрлӗ профессие алла илтӗм».
13 Парӑмӗсене майӗпен парса татмалла пулнӑ пирки Эдуардӑн ҫавӑншӑн пысӑк процент тӳлеме тивнӗ. Анчах та вӑл ҫемьепе пӗрле Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑрас тесе ҫакна тума хатӗр пулнӑ. «Халӗ эпӗ чикӗ леш енче ӗҫлесе илнинчен вунӑ хут сахалрах ӗҫлесе илетӗп,— каласа парать Эдуардо,— анчах эпир выҫӑ лармастпӑр. Иеговӑн алли кӗске мар. Эпир пионер пулса ӗҫлеме те шут тытрӑмӑр. Тӗлӗнмелле те, укҫа-тенкӗ ҫитменнипе ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсем пирӗн сахалланчӗҫ тата хамӑра мӗн кирлипе тивӗҫтерме ҫӑмӑлрах пулса тӑчӗ» (Ис. 59:1).
ХУРӐНТАШСЕМ ХӖСНӖ ЧУХНЕ
14, 15. Хурӑнташсем укҫана Иеговӑна пуҫҫапассинчен мала хуртарасшӑн пулсан, ҫемьесем мӗн тума пултараҫҫӗ? Эпир лайӑх тӗслӗх кӑтартни мӗн пама пултарать?
14 Нумай ҫӗршывра ҫынсем хурӑнташӗсемпе тусӗсене укҫа-тенкӗпе парнесем памалла тесе шутлаҫҫӗ. «Пирӗн культурӑра та ҫавӑн пек йӑла пур, эпир те парнесем пама юрататпӑр,— ӑнлантарса парать Эдуардо, унтан ҫакӑн ҫумне ҫапла хушса калать,— анчах кашни япалан виҫи пур». Вӑл хӑйӗн хурӑнташӗсене пама пултарни ҫемйине мӗн кирлисӗр тӑратса хӑвармасть тата Иеговӑна пуҫҫапма чӑрмантармасть пулсан, мӗн пама пултарнине парӑп тесе ыррӑн ӑнлантарнӑ.
15 Иммигрантсем килне таврӑнсан, ҫавӑн пекех кам та пулин ҫемйипе пӗрле пулас тесе ют ҫӗршыва укҫа ӗҫлесе илме каясшӑн мар пулнӑ чухне вӗсен хурӑнташӗсем кӳренме пултараҫҫӗ. Тен, хурӑнташӗсем вӗсене хӑйсене тӑрантарса пурӑнакансем вырӑнне хунӑ, ҫавӑнпа та вӗсем тарӑхма, вӗсенчен кулма тата вӗсен юрату та ҫук теме пултараҫҫӗ (Ытар. 19:6, 7). «Анчах та,— палӑртса калать Анна, Эдуардо хӗрӗ,— эпир укҫана Иеговӑна пуҫҫапассинчен мала хума килӗшместпӗр пулсан, вӑхӑт иртнӗҫемӗн пирӗн хурӑнташсем христиансен сӑваплӑ ӗҫӗ питӗ кирлӗ пулнине ӑнланса илме пултарӗҫ. Эпир вӗсен сӑмахӗ хыҫҫӑн кайсан, мӗнле-ха вӗсем ҫакна ӑнкарса илӗҫ?» (1 Петр 3:1, 2 танлаштарса пӑхӑр.)
ТУРРА ӖНЕННИНЕ КӐТАРТӐР
16. а) Хӑш-пӗрисем мӗнле «хӑйсене хӑйсем улталаҫҫӗ»? (Иак. 1:22, ҪХ.) ӑ) Иегова мӗнле йышӑнусене пиллет?
16 Пӗр хӗрарӑм тӑван, упӑшкипе ачисемсӗр пуянрах ҫӗршыва куҫса килнӗскер, старейшинӑсене ҫапла каланӑ: «Кунта килмешкӗн эпир нумай ҫухату тӳсрӗмӗр. Манӑн упӑшкан старейшина пулса ӗҫлес тивӗҫе те хӑварма тиврӗ. Ҫавӑнпа та эпӗ куҫса килнине Иегова пиллессе шанатӑп». Мӗнле-ха Иегова хӑйӗн ирӗкне хирӗҫ пыракан йышӑнусене, уйрӑмах кам та пулин чыслӑ тивӗҫсене хӑварнине, пиллеме пултартӑр? Иегова хӑйне ӗненсе тунӑ йышӑнусене кӑна пиллет. (Еврейсем 11:6; 1 Иоанн 5:13—15 вуласа пар.)
17. Мӗншӗн йышӑну тӑвас умӗн Иеговӑн ирӗкне пӗлме тӑрӑшмалла тата ҫакна эпир мӗнле тума пултаратпӑр?
17 Йышӑну тунӑ тата хӑвӑн ҫине яваплӑх илнӗ хыҫҫӑн мар, ҫавсене тӑвас умӗн Иеговӑн ирӗкне пӗлме тӑрӑшӑр. Святой сывлӑш, ӑслӑлӑх тата мӗн тумалли пирки кӗлтӑвӑр (2 Тим. 1:7). Хӑвӑртан ыйтӑр: «Эпӗ кирек хӑҫан та, хӗсӗрленӗ чухне те, Иеговӑна пӑхӑнса тӑма хатӗр-и? Вӑл пире ҫемьепе пӗрле тӑрса юлма хушнине, ҫакна пула начартарах пурӑнма тивет пулсан та, итлӗпӗр-ши?» (Лука 14:33.) Старейшинӑсенчен пулӑшу ыйтӑр та вӗсем Библи тӑрӑх панӑ канаша тытса тӑрӑр. Ҫакна тунипе эсир Иегова сире пулӑшма сӑмах панине шаннине кӑтартатӑр. Старейшинӑсем сирӗншӗн йышӑну тумӗҫ, анчах вӗсем сире тӗрӗссине суйласа илме пулӑшӗҫ, ҫакӑ вара сире каярахпа телейлӗ тӑвӗ (2 Кор. 1:24).
18. Ҫемьене мӗн кирлипе тивӗҫтересси камӑн яваплӑхӗ? Эпир мӗнле пулӑшма пултаратпӑр?
18 Иегова ҫемье пуҫӗнчен вӗсем хӑйсен килӗнчисене кунсерен мӗн кирлипе тивӗҫтерсе тӑрасса кӗтет. Кам ҫак тивӗҫе туса тӑрать тата нумай укҫа ӗҫлесе илме май пуррине, ыттисем ҫавна тума хистенине пӑхмасӑрах мӑшӑрӗпе е ачисемпе пӗрле тӑрса юлать, ҫавсене пирӗн мухтамалла тата вӗсемшӗн кӗлтумалла. Кӗтмен ҫӗртен сиксе тухнӑ лару-тӑрура, сӑмахран, ҫутҫанталӑк инкекӗсем пулса иртнӗ е васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗ кирлӗ чухне, пире валли пӗр-пӗрне чӑннипех христианла юратнине, хӗрхеннине кӑтартмалли май уҫӑлать (Гал. 6:2, 5; 1 Петр 3:8). Эсир ҫавӑн пек йывӑр вӑхӑтра хамӑрпа пӗр пек ӗненекене укҫа-тенкӗпе, апат-ҫимӗҫпе е хӑвӑр пурӑнакан вырӑнта ӗҫ тупса панипе пулӑшма пултаратӑр-и? Ҫакна тусан, унӑн вара хӑйӗн ҫемйине хӑварса килтен аякра ӗҫ шырама тивмӗ (Ытар. 3:27, 28; 1 Иоанн 3:17).
АСРА ТЫТӐР: ИЕГОВА — СИРЕ ПУЛӐШАКАН!
19, 20. Мӗншӗн христиансем хӑйсене Иегова пулӑшасса шанма пултараҫҫӗ?
19 Библи пире ҫапла ӳкӗтлет: «Укҫана ан хапсӑнӑр, мӗн пуррипе ҫырлахӑр. Турӑ Хӑех каланӑ: „сана нихӑҫан та манмӑп, сана пӑрахмӑп“ тенӗ. Ҫавӑнпа эпир хӑюллӑнах: „Ҫӳлхуҫа мана пулӑшать — эпӗ хӑрамӑп, этем мана мӗн тӑвайӗ?“ тетпӗр» (Евр. 13:5, 6). Ҫак сӑмахсене пурнӑҫра мӗнле тытса тӑма пулать?
20 «Иегова Свидетелӗсем епле телейлӗ пулнине ҫынсем час-часах асӑрхаҫҫӗ,— тесе калать аталанса пыракан ҫӗршывра пурӑнакан арҫын тӑван, нумай вӑхӑт хушши старейшина пулса ӗҫлекенскер.— Ҫавӑн пекех вӗсем чухӑн Свидетельсем те лайӑх тӑхӑнса ҫӳренине, ыттисенчен лайӑхрах пурӑннине кураҫҫӗ». Ҫакӑ хӑйсен пурнӑҫӗнче Патшалӑха мала хуракансем пирки Иисус мӗн тума сӑмах панипе килӗшсе тӑрать (Матф. 6:28—30, 33). Чӑнах та, сирӗн ҫӳлти Аттемӗр, Иегова, сире юратать, сире тата сирӗн ачасене ыррине кӑна сунать. «Хӑйне пӗтӗм чун-чӗререн парӑннисене хунтӑламашкӑн [е ырӑ тумашкӑн] Ҫӳлхуҫа пӗтӗм ҫӗре пӑхса-курса тӑрать» (2 Ҫулс. 16:9). Акӑ мӗншӗн вӑл пире ҫемье пурнӑҫӗпе ҫыхӑннӑ тата хамӑра мӗн кирлипе мӗнле ҫырлахтармаллине кӑтартакан ӳкӗтсене панӑ. Вӗсене тытса тӑнипе эпир ӑна юратнине, шаннине кӑтартатпӑр. «Турӑ ӳкӗчӗсене уяса тӑни Ӑна юратни пулать; Унӑн ӳкӗчӗсене пурӑнӑҫлама йывӑр мар» (1 Иоанн 5:3).
21, 22. Мӗншӗн эсир Иеговӑна шанма шут тытнӑ?
21 «Эпӗ арӑмпа ачасенчен аякра пурӑннӑ чухнехи вӑхӑта каялла тавӑрма май ҫуккине пӗлетӗп,— калать Эдуардо,— анчах та эпӗ мӗншӗн капла турӑм-ши тесе пӗр вӗҫӗмсӗр кулянса ҫӳреместӗп. Унччен манпа пӗрле ӗҫленӗ ҫынсенчен нумайӑшӗ халӗ пуян пурӑнать, анчах та вӗсем телейлӗ мар. Вӗсен ҫемйисенче пысӑк йывӑрлӑхсем пур. Пирӗн ҫемье вара питӗ телейлӗ! Пирӗн ҫӗршывра пурӑнакан тӑвансем, хӑйсем чухӑн пулсан та, хӑйсене Иегова пулӑшасса мӗнле шанса тӑнине курни кӑмӑла ҫӗклет. Эпир пурсӑмӑр та Иисус сӑмах пани хамӑр пурнӑҫра мӗнле пурнӑҫланса пынине куратпӑр». (Матфей 6:33 вуласа пар.)
22 Хӑюллӑ пулӑр! Иеговӑна итлӗр те шанса тӑрӑр. Иеговӑна, мӑшӑрна тата ачусене юрататӑр пулсан, эсир лайӑх ҫемье пуҫӗ пулма пултаратӑр. Вара эсир Иегова сире пулӑшакан пулнине куратӑрах.
a Ятсене улӑштарнӑ.
b 2011 ҫулхи сентябрьте тухнӑ «Пробудитесь!» журналти «Зачем нужно экономить» статьясен ярӑмне пӑхӑр.