Теократи ӗҫӗн шкулӗ: вӗреннине аса илни
Аялта илсе панӑ ыйтусене Теократи ӗҫӗн шкулӗнче 2011 ҫулхи февралӗн 28-мӗшӗнче пуҫланакан эрнере сӳтсе явӗҫ. Шкул надзирателӗ 20-минут хушшинче январӗн 3-мӗшӗнчен пуҫласа мартӑн 7-мӗшӗччен вӗреннӗ материала тепӗр хут итлекенсемпе сӳтсе явӗ.
1. Патшана ларсан Езекия мӗнле ӗҫе йӗркелесе янӑ тата паян эпир мӗнле майпа ун евӗрлӗ пулма пултаратпӑр? (2 Ҫулс. 29:16—18.) (w09-U 6/15 9 с., 13 абз.)
2. Иеремия 25:8—11-мӗшӗсенчи пророкла калани пурнӑҫланнине 2 Ҫулсеренхи 36:20, 21-мӗшӗсем мӗнле ҫирӗплетсе параҫҫӗ? (w06-U 11/15 32 с., 1—4 абз.)
3. Иерусалим 70 ҫуллӑха пушанса юлни вӑхӑтра вӗҫленнине Ездра 3:1—6-мӗшӗсенчи сӑмахсем мӗнле ҫирӗплетсе параҫҫӗ? (w06-U 1/15 19 с., 2 абз.)
4. Ют халӑх ҫыннисемпе мӑшӑрланни ҫинчен илтсен Ездра мӗншӗн шалт тӗлӗннӗ те хуйхӑрнӑ? (Езд. 9:1—3.) (w06-U 1/15 20 с., 1 абз.)
5. «Чаплӑ ҫынсен» шутне кам-кам кӗнӗ тата вӗсен мӗнле шухӑш-кӑмӑлӗнчен пирӗн пӑрӑнмалла? (Неем. 3:5.) (w06-U 2/1 10 с., 1 абз.; w86-U 7/15 10 с.)
6. Христиансен пухӑвӗнчи надзирательсене Неемия пуҫлӑх хӑш тӗлӗшрен чаплӑ тӗслӗх кӑтартнӑ? (Неем. 5:14—19.) (si-U 100 с., 16 абз.)
7. Неемия вӑхӑтӗнчи Израиль ҫыннисем пекех, «Туррӑмӑр Ҫуртне» яланах пӑхса-тытса тӑнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр? (Неем. 10:32—39.) (w98-U 10/15 21 с., 12 абз.)
8. Неемия пурнӑҫӗ ҫинчен шухӑшланӑ май хамӑра мӗнле ыйтусем пама пулать? (Неем. 13:31.) (w96-U 9/15 16 с., 3 абз.)
9. Эсфирь Артаксеркс патшапа аскӑн ӗҫ тунӑ-и? (Эсф. 2:14—17.) (w06-U 3/1 9 с., 4 абз.; w91-U 1/1 31 с., 5 абз.)
10. Мардохей Аман умӗнче мӗншӗн пуҫне тайма килӗшмен? (Эсф. 3:2, 4.) (w06-U 3/1 9 с., 5 абз.)