Теократи ӗҫӗн шкулӗ: вӗреннине аса илни
Аялта илсе панӑ ыйтусене Теократи ӗҫӗн шкулӗнче 2011 ҫулхи апрелӗн 25-мӗшӗнче пуҫланакан эрнере сӳтсе явӗҫ. Шкул надзирателӗ 20-минут хушшинче мартӑн 7-мӗшӗнчен пуҫласа майӑн 2-мӗшӗччен вӗреннӗ материала тепӗр хут итлекенсемпе сӳтсе явӗ.
1. «Ҫӗршыври чылай халӑх иудее куҫнӑ» тени мӗне пӗлтерет? (Эсф. 8:17.) (w06-U 3/1 11 с., 3 абз.)
2. Сатанана Иегова умне пырса тӑма мӗншӗн ирӗк панӑ? (Иов 1:6; 2:1.) (w06-U 3/15 13 с., 6 абз.)
3. «Иов вӑл Турӑран ахальтен хӑраса пурӑнать-им?» тенипе Сатана мӗн каласшӑн пулнӑ? (Иов 1:9.) (w94-U 11/15 11 с., 6 абз.)
4. Иегова «чӗрипе ӑслӑ, вӑйӗпе хӑватлӑ» пулнине пӗлни пире мӗнле майпа иккӗленми тӑвать? (Иов 9:4, ҪТ.) (w07-U 5/15 25 с., 16 абз.)
5. Этем «шыв ӗҫнӗ пек ҫылӑх ҫӑтать» тесе Елифаз калани Сатана епле шухӑшланине мӗнле майпа кӑтартать? (Иов 15:16.) (w10-U 2/15 20 с., 1, 2 абз.)
6. Иов 19:2-мӗшӗнчи Иов асапланнӑран каланӑ сӑмахсенчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? (w94-U 10/1 32 с., 1—5 абз.)
7. Иова айӑпсӑр тӑрса юлма мӗн пулӑшнӑ? (Иов 27:5.) (w09-U 4/15 6 с., 17 абз.)
8. Иов евӗрлӗ пулас тесен нушаланакан ҫынсемпе пирӗн хамӑра мӗнле тытмалла? (Иов 29:12, 13.) (w02-U 5/15 22 с., 19 абз; w94-U 9/15 24 с., 2 абз.)
9. Канаш панӑ чухне Елиуй Иовӑн малтанхи виҫӗ тусӗнчен мӗнпе уйрӑлса тӑнӑ? (Иов 33:1, 6.) (w95-U 2/15 29 с., 3 абз.)
10. Иеговӑн тӗлӗнмелле ӗҫӗсем ҫинчен шухӑшлани пире мӗнле витӗм кӳмелле? (Иов 37:14.) (w06-U 3/15 16 с., 4 абз.)