Калаҫӑва пуҫламалли майсем
Апрелӗн пӗрремӗш шӑматкунӗнче Библи вӗренӗвӗ ҫапла пуҫлама пулать: «Эпир хамӑрпа юнашар пурӑнакан ҫынсене Библи вулама хавхалантаратпӑр. Анчах нумайӑшӗ ӑна ӑнланма ҫӑмӑл мар тет. Эсир ҫакӑнпа килӗшетӗр-и? [Хурава итле.] Ҫакӑнта мӗн ҫырнине пӑхӑр-ха». «Жизнь может иметь смысл» брошюрӑн хыҫалти хуплашки ҫинчи статья ҫине тимлеттер те пӗрремӗш подзаголовока тата Библири пӗр сӑвӑ йӗркине те пулин унпа сӳтсе яв. Брошюрӑсене сӗн те тепӗр ыйтӑва сӳтсе явмашкӑн тӗл пулма калаҫса татӑл.
«Жизнь может иметь смысл» брошюра. «Эпир кампа калаҫатпӑр, ҫавсен пурин те тенӗ пекех йывӑрлӑхсем пур. Ҫакӑ хӑшӗ-пӗрисене пурнӑҫ тӗллевӗ пирки шухӑшлама хавхалантарать. Сирӗн шутпа, пирӗн вӑхӑтра телейлӗ пулма ытларах мӗн чӑрмантарать? [Хурава итле.] Турӑ кӗҫех пирӗн пур йывӑрлӑха та татса парать тесе сӑмах парать Библи. [Ӳлӗмхине 21:4 вуласа пар.] Ҫак брошюрӑра пуласлӑхра пире мӗн кӗтнине тата паянах пурнӑҫ тӗллевне мӗнле тупма пулнине сӳтсе явнӑ».
«Насилию в семье придет конец» брошюра. «Ҫак тӗнчере ҫемьери пусмӑр питӗ анлӑ сарӑлнӑ. Хӑшӗ-пӗрисем шутланӑ тӑрӑх, ҫакӑн сӑлтавӗсем — халӑх йӑли-йӗрки, ҫын мӗнле воспитани илни тата хаяр вӑйӑ-кулӑсем. Сирӗн шутпа, ҫемьери пусмӑрӑн тӗп сӑлтавӗ мӗнле? [Хурава итле.] Библире упӑшкипе арӑмӗ хушшинче мӗнле хутшӑнусем пулмаллине кӑтартнӑ. [Эфес 5:33 вуласа пар.] Ку брошюрӑра Библири принципсемпе усӑ курни хӑш-пӗр ҫемьесене арканасран мӗнле пулӑшни ҫинчен ҫырса панӑ».