Теократи ӗҫӗн шкулӗ: вӗреннине аса илни
Ҫак ыйтусене 2014 ҫулхи декабрӗн 29-мӗшӗнче пуҫланакан эрнере сӳтсе явӗҫ.
Саккуна астутарни 14:1-мӗшӗнче ҫырса панӑ ӳкӗт ҫине тата вилнӗ ҫыншӑн хуйхӑрнине кӑтартас тесе ӳт-пӗве сиен тума юраманни ҫине эпир мӗнле пӑхатпӑр? (Нояб. 3, w04-U 9/15 27 с., 4 абз.)
Израиль патшисен мӗнле тӗллевпе Турӑ Саккунӗн копине туса «мӗн ӗмӗрӗ тӑршшӗпех» вуламалла пулнӑ? (Сак. аст. 17:18—20.) (Нояб. 3, w02-U 6/15 12 с., 4 абз.)
Мӗншӗн Саккунра вӑкӑрпа ашака пӗрле кӳлмелле мар тесе каланӑ тата ют, е тан мар, сӳсмен пирки панӑ саккуна христиансем мӗнле тытса тӑраҫҫӗ? (Сак. аст. 22:10.) (Нояб. 10, w03-U 10/15 32 с.)
Мӗншӗн «алӑ арманӗн ҫиелти е тӗпри чулне салука» илме юраман? (Сак. аст. 24:6.) (Нояб. 17, w04-U 9/15 26 с., 3 абз.)
Израиль халӑхӗн Иеговӑна мӗнле кӑмӑлпа итлесе тӑмалла пулнӑ тата Уншӑн ӗҫлесе тӑма пире мӗн хавхалантарса тӑмалла? (Сак. аст. 28:47.) (Нояб. 24, w10-U 9/15 8 с., 4 абз.)
Пурнӑҫа суйласа илес тесен, Саккуна астутарни 30:19, 20-мӗш сӑвӑ йӗркисенче каланӑ мӗнле виҫӗ тӗп япалана туса тӑмалла? (Нояб. 24, w10-U 2/15 28 с., 17 абз.)
Пултарнинчен пуҫласа Ӳлӗмхине таран вуланӑ чухне пур сӑмаха та ҫурма сасӑпа каламалла-и? Ӑнлантарса пар (Иис.Н. 1:8, ҪТ). (Дек. 8, w13 4/15 7 с., 4 абз.)
Иисус Навин 5:14, 15-мӗшӗсенче каланӑ «Ҫӳлхуҫа ҫарӗн ҫулпуҫӗ» кам вӑл тата ҫакна ҫырса пани пире мӗнле хавхалантарать? (Дек. 8, w04-U 12/1 9 с., 2 абз.)
Ахана ҫылӑх тума мӗн хӗтӗртнӗ тата ҫак япӑх тӗслӗхрен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? (Иис.Н. 7:20, 21.) (Дек. 15, w10-U 4/15 20, 21 с., 2, 5 абз.)
Халев тӗслӗхӗ пире паян мӗнле хавхалантарать? (Иис.Н. 14:10—13.) (Дек. 29, w04-U 1/12 12 с., 12 абз.)