Октябрь
Юнкун, октябрӗн 1-мӗшӗ
Ҫӳлтен анакан ӑслӑлӑх... пӑхӑнма хатӗр (Иак. 3:17).
Сире ыттисене пӑхӑнма ҫӑмӑл-и? Нумайӑшне ҫӑмӑлах мар. Сӑмахран, Давид патша Иеговӑна питӗ юратнӑ, апла пулин те ӑна та Турра пӑхӑнма ҫӑмӑл пулман. Ҫавӑнпа та вӑл: «Хӑвна пӑхӑнса тӑма кӑмӑл парсам мана», — тесе кӗлтунӑ (Пс. 51:12, ҪТ). Мӗншӗн-ха пӑхӑнма ҫав тери йывӑр? Пӗрремӗшӗнчен, эпир пӑхӑнас килмен кӑмӑлпа ҫуралнӑ. Иккӗмӗшӗнчен, Иеговӑна хирӗҫ тӑнӑ Шуйттан пире пӗрмаях хӑй пек тутарттарасшӑн (2 Кор. 11:3). Виҫҫӗмӗшӗнчен, эпир итлемен ҫынсем хушшинче пурӑнатпӑр (Эф. 2:2). Пирӗн хамӑрӑн ҫылӑхлӑ кӑмӑл-туртӑм хыҫҫӑн каймалла мар тата Шуйттанпа ҫак тӗнчене хамӑр ҫине витӗм кӳме памалла мар. Иеговӑна та, вӑл кама власть панӑ, ҫавсене те пӑхӑнса тӑма пӗтӗм вӑйран тӑрӑшмалла. w23.10 6 с., 1 абз.
Кӗҫнерникун, октябрӗн 2-мӗшӗ
Эсӗ вара лайӑх хӗрлӗ эрехе халиччен кӑлармасӑр тӑнӑ (Иоанн 2:10).
Иисус тунӑ ҫак тӗлӗнмелле ӗҫрен эпир мӗне вӗренетпӗр? Пирӗн хамӑра кӗҫӗне хумалла. Иисус хӑй шывран хӗрлӗ эрех тунипе мухтанман. Тӗрӗссипе каласан, вӑл нихӑҫан та хӑйӗн ӗҫӗсемпе мухтанман. Пачах урӑхла, Иисус хӑйне кӗҫӗне хунӑ тата пӗтӗм чыс та мухтав яланах хӑйӗн Ашшӗне пултӑр тенӗ (Иоанн 5:19, 30; 8:28). Эпир те, Иисус пек, хамӑра кӗҫӗне хурсан, хамӑр ҫитӗнӳсемпе нихӑҫан та мухтанмӑпӑр. Айтӑр хамӑр мӗн тунипе мар, пирӗн чаплӑ Турӑ хамӑра хӑйӗншӗн ӗҫлеме чыс тунипе мухтанар (Иер. 9:23, 24). Айтӑр Иеговӑна мухтава кӑларар, вӑл ҫавна тивӗҫлӗ. Иегова пулӑшман пулсан, эпир мӗнле те пулин ҫитӗнӳсем тунӑ пулӑттӑмӑр-и вара? (1 Кор. 1:26—31). Хамӑра кӗҫӗне хуратпӑр пулсан, эпир ыттисемшӗн мӗн тунишӗн хамӑра мухтасса кӗтмӗпӗр, Иегова пирӗн ӗҫсене курнишӗн тата вӗсене хакланишӗн савӑнӑпӑр (Матфей 6:2—4 танлаштарӑр; Евр. 13:16). Иисус пек хамӑра кӗҫӗне хурсан, Иегова питӗ савӑнни пирки эпир иккӗленместпӗр (1 Пётр 5:6). w23.04 4 с., 9 абз.; 5 с., 11, 12 абз.
Эрнекун, октябрӗн 3-мӗшӗ
Хӑвӑршӑн кӑна мар, ыттисемшӗн те тӑрӑшӑр (Флп. 2:4).
Турӑ сывлӑшӗ хавхалантарнипе Павел апостол христиансене ыттисемшӗн тӑрӑшма хавхалантарнӑ. Тӗлпулусенче эпир ҫак канашпа мӗнле усӑ курма пултаратпӑр? Пирӗн ыттисем те хуравласшӑн пулнине асра тытмалла. Ҫакӑн ҫинчен шутласа пӑхӑр: туссемпе хутшӑннӑ чухне эсир вӗсене ним калама памасӑр хӑвӑр анчах калаҫатӑр-и? Ҫук, паллах. Вӗсем те калаҫӑва хутшӑнччӑр тетӗр. Тӗлпулусем пирки калас пулсан та, эпир май килнӗ таран ытларах тӑван комментари пама пултартӑр тетпӗр. Тӑвансене хавхалантармалли чи лайӑх майсенчен пӗри — вӗсене хӑйсен ӗненӗвӗ ҫинчен калама пани (1 Кор. 10:24). Пухура ытларах тӑван хуравлама пултартӑр тесе кӗске комментарисем парӑр. Унсӑр пуҫне, кӗскен хуравланӑ чухне те ытлашши нумай шухӑш ан калӑр. Эсир абзаца пӗтӗмпех каласа тухатӑр пулсан, ыттисене каламалӑх нимӗн те юлмасть. w23.04 22—23 с., 11—13 абз.
Шӑматкун, октябрӗн 4-мӗшӗ
Эпӗ ырӑ хыпаршӑн, ӑна ыттисене каласа парас тесе, пӗтӗмпех тӑватӑп (1 Кор. 9:23).
Пирӗн ыттисене пулӑшмалла. Хамӑр мӗн тума пултарнинчен чи лайӑххи вара вӑл — Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан ырӑ хыпара ҫынсене пӗлтересси. Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан хыпара пӗлтернӗ чухне пирӗн тӗрлӗ ҫынпа майне пӗлсе калаҫмалла. Эпир Турӑ ҫине те, пурнӑҫ ҫине те тӗрлӗрен пӑхакан тата тӗрлӗ халӑхран тухнӑ ҫынсене тӗл пулатпӑр. Павел тӗрлӗ ҫынпа калаҫма пӗлнӗ. Эпир те унран тӗслӗх илме пултаратпӑр. Иисус Павел апостола «урӑх халӑх ҫыннисем патне янӑ» пулнӑ (Рим 11:13). Павел хӑйне шанса панӑ ӗҫе лайӑх туса тӑнӑ. Вӑл еврейсене кӑна мар, грексене те, вӗреннӗ ҫынсене те, ахаль хресченсене те, пуҫлӑхсемпе патшасене те ырӑ хыпар пӗлтернӗ. Кашнин чӗрине пырса тивес тесе Павел «пур тӗрлӗ ҫыншӑн та вӗсем пек» пулса тӑнӑ (1 Кор. 9:19—22). Вӑл ҫынсен культурине, вӗсем мӗнле ӳссе ҫитӗннине, мӗне ӗненнине шута илсе калаҫнӑ. Ырӑ хыпар сарнӑ чухне тӗл пулнӑ кашни ҫынпа майне пӗлсе калаҫма вӗренсен эпир те ӑнӑҫлӑрах пулӑпӑр. w23.07 23 с., 11, 12 абз.
Вырсарникун, октябрӗн 5-мӗшӗ
Ҫӳлхуҫа чурин... хирӗҫмелле мар. Унӑн пуринпе те ырӑ пулмалла (2 Тим. 2:24).
Йӑваш ҫын — ҫемҫешке мар, вӑл вӑйлӑ. Йывӑр лару-тӑрура лӑпкӑ пулма ҫирӗп кӑмӑл пулӑшать. Йӑвашлӑх святой сывлӑшӑн ҫимӗҫӗ шутне кӗрекен лайӑх ен (Гал. 5:22, 23). «Йӑваш» тесе куҫарнӑ грек сӑмахӗпе алла вӗрентнӗ лаша пирки каланӑ чухне усӑ курнӑ. Унччен кутӑн пулнӑ, анчах алла вӗрентнӗ урхамаха куҫ умне кӑларса тӑратӑр. Вӑл итлекен пулнӑ пулин те, ҫаплипех вӑйлӑ. Ҫынсем пирки те ҫавнах калама пулать. Йӑвашлӑха аталантарсан эпир вӑйлӑрах пулса тӑратпӑр. Анчах та ҫакна хамӑр вӑйпа эпир тӑваймастпӑр. Йӑваш пулас тесе Турӑран святой сывлӑш ыйтӑр. Эпир йӑваш пулса тӑма пултаратпӑр. Нумай ҫын тӗслӗхӗ ҫакна ҫирӗплетсе парать. Ҫынсем Свидетельсене тавлашма хӗтӗртнӗ чухне вӗсем ыррӑн хуравлаҫҫӗ, ҫавна пула ыттисем Свидетельсем пирки лайӑх шутлама пуҫлаҫҫӗ (2 Тим. 2:24, 25). w23.09 15 с., 3 абз.
Тунтикун, октябрӗн 6-мӗшӗ
Эпӗ... кӗлтурӑм, Ҫӳлхуҫа эпӗ Хӑйӗнчен ыйтнине ҫитерчӗ (1 Пат. 1:27).
Иоанн апостол ҫӳҫентерсе яракан курӑнура пӗлӗтре 24 старейшина Иеговӑна мухтанине курнӑ. Вӗсем Иегова «мухтав та, чыс та илме тивӗҫлӗ» тесе каланӑ (Ӳлӗм. 4:10, 11). Шанчӑклӑ ангелсен те Иеговӑна мухтама нумай сӑлтав пур. Вӗсем унпа пӗлӗтре пурӑнаҫҫӗ, ҫавӑнпа та ӑна питӗ лайӑх пӗлеҫҫӗ. Ангелсем Иеговӑн ӗҫӗсене курса тӑраҫҫӗ, ҫакӑ вӗсене ӑна мухтав кӳме хавхалантарать (Иов 38:4—7). Пирӗн те кӗлтунӑ чухне Иеговӑна мухтамалла. Сӑмахран, кӗлӗре эпир мӗншӗн Иеговӑна юратнине тата хисепленине калама пултаратпӑр. Библи вуланӑ тата тӗпченӗ чухне Иеговӑн хӑш лайӑх енӗсем хӑвӑра пуринчен те ытларах килӗшнине асӑрхама тӑрӑшӑр (Иов 37:23; Рим 11:33). Кайран вара ҫакӑ сирӗнте мӗнле туйӑмсем вӑратни ҫинчен Иеговӑна каласа парӑр. Унсӑр пуҫне, Иеговӑна вӑл пире тата пур тӑвана та пулӑшнӑшӑн мухтама пулать (1 Пат. 2:1, 2). w23.05 3—4 с., 6, 7 абз.
Ытларикун, октябрӗн 7-мӗшӗ
Иеговӑн ӗҫлекенӗсен хӑйсене мӗнле тытмалла, хӑвӑра ҫавӑн пек тыт[ӑр] (Кол. 1:10).
1919 ҫулта Туррӑн халӑхӗ Аслӑ Вавилон тыткӑнӗнчен ирӗке тухнӑ. Ҫав ҫулта «шанчӑклӑ та ӑслӑ-тӑнлӑ чура» ертсе пыма пуҫланӑ. Вӑл таса чӗреллӗ ҫынсене «сӑваплӑ ҫул» ҫине тӑма пулӑшнӑ (Матф. 24:45—47; Ис. 35:8). «Шанчӑклӑ та ӑслӑ-тӑнлӑ» чурана пула тата унччен ҫынсем ҫула хатӗрлес тесе мӗн-мӗн тунине пула «сӑваплӑ ҫул» ҫине тӑнӑ ҫынсен Иеговӑпа унӑн ирӗкӗ ҫинчен ытларах пӗлме май пулнӑ (Ытар. 4:18). Унсӑр пуҫне, вӗсем Иеговӑн нормисемпе килӗшӳллӗн пурӑнма пуҫлама пултарнӑ. Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсем тӳрех улшӑнасса кӗтнӗ-и? Ҫук, вӑл хӑйӗн халӑхне майӗпен тасатса пынӑ. Пуласлӑхра Турра пур тӗлӗшрен те юраса пурӑнма пуҫласан, эпир мӗн тери телейлӗ пулӑпӑр! Пур ҫула та пӑхса-юсаса тӑмалла. 1919 ҫулта «сӑваплӑ ҫул» ҫинче пуҫланӑ ӗҫсене те халӗ те туса тӑраҫҫӗ. Мӗншӗн? Аслӑ Вавилонран май килнӗ таран ытларах ҫын тухтӑр тесе ҫак ӗҫсене тӑваҫҫӗ. w23.05 17 с., 15, 16 абз.
Юнкун, октябрӗн 8-мӗшӗ
Эпӗ сана нихӑҫан та пӑрахмӑп (Евр. 13:5).
Ертсе пыракан советӑн тӗрлӗ комитечӗн пулӑшаканӗсене Ертсе пыракан советри тӑвансем хӑйсемех вӗрентеҫҫӗ. Ҫак пулӑшакансем халех организацире тӗрлӗ яваплӑ ӗҫсем туса тӑраҫҫӗ. Святой сывлӑшпа суйласа илнисем пӗлӗте кайсан, ҫак шанчӑклӑ арҫын тӑвансем Христосӑн сурӑхӗсемшӗн лайӑх тӑрӑшма пултарӗҫ. Пысӑк хӗн-асап вӗҫлениччен кӑшт маларах святой сывлӑшпа суйласа илнисем пӗлӗте кайсан, ҫӗр ҫинче пурӑнакансем Турра тӗрӗс пуҫҫапма пӑрахмӗҫ. Иисус Христос ертсе пынине пула эпир малалла та Иеговӑна тӗрӗс пуҫҫапӑпӑр. Ун чухне пирӗн ҫине халӑхсен пӗрлешӗвӗ, Магог ҫӗрӗнчи Гог, тапӑнӗ (Иез. 38:18—20). Анчах та ҫакӑ кӗске вӑхӑтлӑха тата ӑнӑҫсӑр пулӗ. Эпир Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахмӑпӑр. Вӑл вара пире ҫӑлатех! Иоанн апостол курӑнура Христосӑн урӑх сурӑхӗсем шутне кӗрекен темӗн чухлӗ ҫынна курнӑ. Иоана вӗсем пирки пысӑк хӗн-асап витӗр тухнисем тенӗ (Ӳлӗм. 7:9, 14). Ҫапла, Иегова пире ҫӑлатех! w24.02 5—6 с., 13, 14 абз.
Кӗҫнерникун, октябрӗн 9-мӗшӗ
Турӑ сывлӑшӗн ҫулӑмне ан сӳнтерӗр (1 Фес. 5:19).
Святой сывлӑш хамӑр ҫине витӗм кӳтӗр тесен мӗн тумалла? Ӑна Турӑран кӗлӗре ыйтмалла, святой сывлӑш хавхалантарнипе ҫырнӑ Библие тӗпчемелле тата Туррӑн сывлӑшӗ ертсе пыракан организаципе ҫума-ҫумӑн ӗҫлесе тӑмалла. Ҫакӑ пире святой сывлӑшӑн ҫимӗҫӗ шутне кӗрекен лайӑх енсене аталантарма пулӑшӗ (Гал. 5:22, 23). Кам таса пурӑнать тата камӑн шухӑшӗсем таса, ҫавсене ҫеҫ Турӑ хӑйӗн сывлӑшне парать. Пирӗн пуҫра таса мар шухӑшсем явӑнаҫҫӗ пулсан тата эпир вӗсем хыҫҫӑн каятпӑр пулсан, Турӑ пире хӑйӗн сывлӑшне памӗ (1 Фес. 4:7, 8). Святой сывлӑш илсе тӑрас тесен пирӗн «пророкла каланисене ним вырӑнне те хуманни... ан пултӑр» тенине те итлемелле (1 Фес. 5:20). Кунта «пророкла каланисем» тени Турӑ хӑйӗн сывлӑшӗ урлӑ паракан хыпарсене пӗлтерет. Вӗсем шутне Иеговӑн кунӗ пирки тата хамӑр пурӑнакан тӗлӗнмелле вӑхӑт пирки мӗн каланисем кӗреҫҫӗ. Эпир Армагеддона хамӑр куҫпа курас ҫук тесе шутласа пурӑнмастпӑр. Пачах урӑхла, эпир ҫав кун питӗ ҫывӑх пулнине ялан асра тытатпӑр. Ҫакӑ мӗнрен курӑнать? Эпир тӗрӗссине тӑватпӑр тата Туррӑн ӗҫне хастаррӑн хутшӑнатпӑр (2 Пётр 3:11, 12). w23.06 12 с., 13, 14 абз.
Эрнекун, октябрӗн 10-мӗшӗ
Ҫӳлхуҫаран хӑрани — ӑслӑлӑх пуҫламӑшӗ вӑл (Ытар. 9:10).
Хамӑрӑн электронлӑ хатӗрӗн экранӗ ҫине ирсӗр ӳкерчӗк сиксе тухсан пирӗн, христиансен, мӗн тумалла? Ун ҫинчен тӳрех куҫа илмелле. Ҫавна тума мӗн пулӑшӗ? Хамӑрпа Иегова хушшинчи хутшӑнусем пирӗншӗн чи хакли пулнине асра тытмалла. Хӑш-пӗр ӳкерчӗксем порнографи шутне кӗмеҫҫӗ пулин те, аскӑн шухӑшсем вӑратма пултараҫҫӗ. Мӗншӗн христиансен вӗсем ҫине пӑхмалла мар? Мӗншӗн тесен эпир ҫылӑх патне пӗчӗк утӑм та тӑвасшӑн мар тата шухӑшпа та хамӑр мӑшӑра улталасшӑн мар (Матф. 5:28, 29). Таиландри Дэвид ятлӑ старейшина ҫапла калать: «Эпӗ хама яланах ҫакӑн пек ыйту паратӑп: „Ҫакӑ порнографи мар пулсан та, эпӗ мӗн пӑхни Иеговӑна килӗшет-и?“ Ҫапла шутласа пӑхни мана тӗрӗссине тума пулӑшать». Иеговӑна кӳрентересрен хӑрани пире ӑслӑ пулма пулӑшӗ. Ҫапла хӑрани — «ӑслӑлӑх пуҫламӑшӗ», е, урӑхла каласан, ӑслӑлӑх илмешкӗн пӗрремӗш утӑм туни. w23.06 23 с., 12, 13 абз.
Шӑматкун, октябрӗн 11-мӗшӗ
Кай, халӑхӑм, килне [«шалти пӳлӗмсене», ҪТ] кӗр (Ис. 26:20).
«Шалти пӳлӗмсем» пирӗн пухусене пӗлтерме пултараҫҫӗ. Пысӑк хӗн-асап вӑхӑтӗнче эпир тӑвансемпе ҫума-ҫумӑн Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑрсан вӑл пире хӳтӗлӗ. Ҫавӑнпа пирӗн тӑвансене чӑтмалла кӑна мар, юратмалла та. Ҫавна тума халех вӗренмелле. Ҫакӑнтан пирӗн пурнӑҫ килет. Иеговӑн «аслӑ кунӗ» пӗтӗм этемлӗхшӗн питӗ йывӑр вӑхӑт пулӗ (Соф. 1:14, 15). Ун чухне Иеговӑн ӗҫлекенӗсене те ҫӑмӑл пулмӗ. Анчах та халех хатӗрленсен эпир лӑпкӑ пулма та, ыттисене пулӑшма та пултарӑпӑр. Хамӑр тӗл пулакан кирек мӗнле йывӑрлӑха та чӑтӑмлӑн тӳссе ирттерӗпӗр. Пухури тӑвансен инкек сиксе тухсан вӗсене хӗрхенсе пулӑшас тесе хамӑртан мӗн килнине веҫех тӑвӑпӑр. Тӑвансене халех юратма вӗрентӗмӗр пулсан, вӗсене пуласлӑхра та юратма пӑрахмӑпӑр. Вара Иегова пире ӗмӗрлӗх пурнӑҫ парнелӗ. Ун чухне хӗн-асап аса та килмӗ (Ис. 65:17). w23.07 7 с., 16, 17 абз.
Вырсарникун, октябрӗн 12-мӗшӗ
[Иегова] сире ҫирӗплетӗ, вӑйлӑ тӑвӗ, тӗреклентерӗ (1 Пётр 5:10).
Библире Туррӑн нумай шанчӑклӑ ӗҫлекенӗ ҫинчен ҫырса панӑ. Вӗсем мӗн туни тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерет. Анчах та чи ҫирӗпписем те хушӑран хӑйсене хавшак туйнӑ. Сӑмахран, хӑш-пӗр чухне Давид хӑйне хӑюллӑ та Иегова «тӗреклӗ ту» ҫине тӑратнӑ пек туйнӑ (Пс. 29:8). Хӑш чухне вара вӑл аптрасах ӳкнӗ. Самсон Туррӑн сывлӑшне пула калама ҫук хӑватлӑ пулнӑ пулин те, Иегова пулӑшмасан хӑйӗн вӑйне ҫухатса ахаль ҫын пек пулса тӑрасса пӗлнӗ (Тӳр. 14:5, 6; 16:17). Туррӑн ҫак шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем хӑйсене Иегова вӑй панине пула ҫеҫ тӗреклӗ пулнӑ. Павел апостол та хӑйне Иеговӑн вӑйӗ кирлӗ пулнине ӑнланнӑ (2 Кор. 12:9, 10). Унӑн сывлӑхӗ чаплах пулман (Гал. 4:13, 14). Вӑхӑтран вӑхӑта ӑна тӗрӗссине тума ҫӑмӑл мар пулнӑ (Рим 7:18, 19). Хӑш-пӗр чухне вара вӑл хӑйӗнпе мӗн пулассине пӗлменнипе аптраса ӳкнӗ (2 Кор. 1:8, 9). Ҫапах та Иегова вӑй панине пула Павел пур йывӑрлӑха та чӑтса ирттерме пултарнӑ. w23.10 12 с., 1, 2 абз.
Тунтикун, октябрӗн 13-мӗшӗ
Ҫӳлхуҫа чӗре ҫине пӑхать (1 Пат. 16:7).
Эпир хамӑра ниме юрӑхсӑр тесе шутлатпӑр пулсан, Иегова пирӗн пирки апла шутламасть тесе хамӑра аса илтерсех тӑмалла. Вӑл хӑй пире хӑйӗн патне илсе пынӑ вӗт (Иоанн 6:44). Вӑл пирӗнте хамӑр курман лайӑх енсене курать, эпир мӗнлерех ҫын пулнине хамӑртан лайӑхрах пӗлет (2 Ҫул. 6:30). Ҫавӑнпа та вӑл эпир юратӑва тивӗҫлӗ тет пулсан, пирӗн ҫавӑн пирки иккӗленмелле мар (1 Иоанн 3:19, 20). Хӑшӗ-пӗрисем чӑнлӑха пӗличчен тунӑ ӗҫӗсемшӗн халӗ те намӑсланаҫҫӗ (1 Пётр 4:3). Туррӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсен те ҫылӑхлӑ туртӑмсемпе кӗрешме тивет. Тен, сире те чӗрӗр: «Эсӗ Турра юрӑхлӑ мар», — тесе айӑплать. Ун пек чухне сире Туррӑн хӑш-пӗр шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем те хӑйсене ҫапла туйнине пӗлни йӑпатма пултарать. Тӗслӗхрен, Павел апостол йӑнӑшсем тунишӗн куляннӑ, хӑйӗн пирки мӗскӗн ҫын тесе каланӑ (Рим 7:24). Павел хӑй унччен тунӑ ҫылӑхсемшӗн ӳкӗнсе шыва кӗнӗ пулин те, ҫав-ҫавах хӑйӗн пирки «апостолсенчен чи кӗҫӗнни» тата ҫынсенчен чи ҫылӑхли тенӗ (1 Кор. 15:9; 1 Тим. 1:15). w24.03 27 с., 5, 6 абз.
Ытларикун, октябрӗн 14-мӗшӗ
Вӗсем ашшӗсен Ҫӳлхуҫа Туррийӗн Ҫуртӗнчен ютшӑннӑ (2 Ҫул. 24:18).
Иоас патша пек пулса каяс мар тесен мӗн тумалла? Иеговӑна юратакан тата ӑна савӑнтарма тӑрӑшакан ҫынсемпе туслашӑр. Вӗсем сире тӗрӗссине тума пулӑшӗҫ. Хӑвӑрпа пӗр ҫулхисемпе кӑна ан туслашӑр. Сӑмахран, Иоас хӑйӗн тусӗнчен, Иодайран, чылай ҫамрӑкрах пулнӑ. Хӑвӑрӑн туссем мӗнлерех пулнине ӑнланса илес тесе хӑвӑртан ҫапла ыйтӑр: «Туссем мана Иеговӑна хытӑрах ӗненме пулӑшаҫҫӗ-и? Вӗсем Иеговӑна итлеме тӑрӑшаҫҫӗ-и тата мана та ҫавна тума хавхалантараҫҫӗ-и? Вӗсене Иегова ҫинчен тата Библири чӑнлӑхсем ҫинчен калаҫма килӗшет-и? Вӗсем Турӑ законӗсене хисеплени курӑнать-и? Вӗсем хамӑн илтес килнине ҫеҫ калаҫҫӗ-и е, кирлӗ пулсан, мана тӳрлетме те хӑюлӑх ҫитереҫҫӗ-и?» (Ытар. 27:5, 6, 17). Тӗрӗссипе каласан, туссем Иеговӑна юратмаҫҫӗ пулсан, вӗсем сире кирлӗ мар. Сирӗн туссем Иеговӑна юратаҫҫӗ пулсан вара, вӗсем ҫумне ҫыпҫӑнӑр. Хӑвӑрах лайӑх пулӗ! (Ытар. 13:21). w23.09 9—10 с., 6, 7 абз.
Юнкун, октябрӗн 15-мӗшӗ
Эпӗ Альфа тата Омега (Ӳлӗм. 1:8).
Альфа — грек алфавитӗнчи пӗрремӗш саспалли, омега — юлашки. «Альфа тата Омега» тенипе Иегова хӑй пӗр-пӗр ӗҫе тума пикенсен ҫавна туса ҫитернине кӑтартса парать. Адампа Евӑна тунӑ хыҫҫӑн Турӑ вӗсене каланӑ: «Хунӑр, йышлӑланӑр, ҫӗре туллиех тулӑр, ӑна тытса тӑрӑр» (Пулт. 1:28). Ҫавӑн чухне Иегова, сӑнарлӑ каласан, «Альфа» тенӗ. Вӑл хӑй мӗн шутласа хунине уҫҫӑн палӑртнӑ: Адампа Евӑн пӗр ҫитменлӗхсӗр, Турра итлекен ачисем ҫӗре тултарӗҫ, ӑна рай тӑвӗҫ. Ҫакӑ пурнӑҫлансан Иегова, сӑнарлӑ каласан, «Омега» тейӗ. Тӳпепе ҫӗре туса пӗтерсенех Иегова хӑй мӗн шутласа хунине пурнӑҫлассине ҫирӗплетсе панӑ. Вӑл хӑй мӗн шутласа хунине ҫиччӗмӗш кун вӗҫнелле пурнӑҫа кӗртӗ тесе шантарнӑ (Пулт. 2:1—3). w23.11 5 с., 13, 14 абз.
Кӗҫнерникун, октябрӗн 16-мӗшӗ
Пушхирте Ҫӳлхуҫа валли ҫул хатӗрлӗр, Туррӑмӑр валли ҫеҫенхирте сукмаксене тӳрӗ тӑвӑр (Ис. 40:3).
Вавилонран Израиле ҫитмешкӗн тӑватӑ уйӑха яхӑн кирлӗ пулнӑ, ҫулӗ те ҫӑмӑл пулман. Анчах Иегова ҫул ҫинчи пур чӑрмава та сирсе яма сӑмах панӑ. Турра шанчӑклӑ еврейсем ҫакна пӗлнӗ: Израиле таврӑнсан вӗсем хӑйсем тӳснӗ ҫухатусенчен чылай ытларах пиллӗх илӗҫ. Чи пысӑк пиллӗх Турра пуҫҫапассипе ҫыхӑннӑ пулнӑ. Вавилонра Иеговӑн храмӗ пулман. Моисей законӗ тӑрӑх парнесем кӳмешкӗн еврейсен парне вырӑнӗсем пулман. Священниксем те хӑйсен ӗҫне Турӑ хунӑ йӗрке тӑрӑх туса тӑрайман. Унсӑр пуҫне, Турӑ халӑхӗ суя тӗнлӗ ҫынсем хушшинче — Иеговӑна та, унӑн нормисене те ним вырӑнне те хуман арҫынсемпе хӗрарӑмсем хушшинче — пурӑннӑ. Ҫавӑнпа Турӑран хӑракан пин-пин еврей тӑван ҫӗршыва таврӑнса каллех Турра тӗрӗс пуҫҫапма пуҫласса чӑтӑмсӑррӑн кӗтнӗ. w23.05 14—15 с., 3, 4 абз.
Эрнекун, октябрӗн 17-мӗшӗ
Малалла та ҫутӑ ачисем пек пурӑнӑр (Эф. 5:8).
«Ҫутӑ ачисем» пулас тесе пире святой сывлӑш кирлӗ. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен унсӑрӑн эпир ҫак пӑсӑк тӗнчере таса тӑрса юлаймӑпӑр (1 Фес. 4:3—5, 7, 8). Святой сывлӑш пире Туррӑн шухӑшӗсемпе килӗшсе тӑман ҫак тӗнчери философипе тӗрлӗ шухӑшсене сирсе яма пулӑшать. Унсӑр пуҫне, святой сывлӑш ырӑлӑхпа тӳрӗлӗх енне ӑнтӑлма пулӑшать (Эф. 5:9). Святой сывлӑш илес тесен мӗн тумалла? Майсенчен пӗри — ӑна кӗлӗре ыйтмалла. Иисус Иегова «хӑйӗнчен ыйтакансене святой сывлӑш паратех» тенӗ (Лука 11:13). Унсӑр пуҫне, христиансен тӗлпулӑвӗсенче пурте пӗрле Иеговӑна мухтанӑ чухне те эпир святой сывлӑш илетпӗр (Эф. 5:19, 20). Святой сывлӑш витӗм кӳнине пула эпир хамӑр пурнӑҫпа Иеговӑна савӑнтарма пултаратпӑр. w24.03 23—24 с., 13—15 абз.
Шӑматкун, октябрӗн 18-мӗшӗ
Ҫавӑнпа калатӑп сире: ыйтӑр — вара сире парӗҫ, шырӑр — вара тупатӑр, шаккӑр — вара уҫӗҫ (Лука 11:9).
Сирӗн тӳсӗмлӗрех пулас килет-и? Пулас килет пулсан, ҫакӑн ҫинчен кӗлтӑвӑр. Тӳсӗмлӗх вӑл — святой сывлӑшӑн ҫимӗҫӗ шутне кӗрекен лайӑх ен (Гал. 5:22, 23). Апла пулсан, эпир ӑна хамӑр тӗллӗн аталантарма пултараймастпӑр. Пӗр-пӗр лару-тӑрура тӳсӗмлӗ пулма йывӑр пулсан эпир ҫӳлти Аттерен святой сывлӑш ыйтатпӑр (Лука 11:13). Унсӑр пуҫне, эпир Иеговӑран пур япала ҫине те хӑвӑн куҫупа пӑхма пулӑшсам тесе ыйтатпӑр. Кӗлтунӑ хыҫҫӑн вара пирӗн тӳсӗмлӗ пулас тесен кашни кунах вӑй хумалла. Кӗлтуса тӑратпӑр пулсан тата ҫак ене кӑтартма тӑрӑшатпӑр пулсан, хамӑр унччен тӳсӗмлӗ ҫын пулман пулин те, Иегова пире тӳсӗмлӗрех пулма пулӑшӗ. Унсӑр пуҫне, Библире ҫырса панӑ тӗслӗхсем ҫинчен тарӑн шухӑшлӑр. Унта тӳсӗмлӗ пулнӑ нумай ҫын пирки каласа панӑ. Вӗсен пурнӑҫӗ ҫинчен шухӑшлани пире нумай усӑ парӗ. w23.08 22—23 с., 10, 11 абз.
Вырсарникун, октябрӗн 19-мӗшӗ
Тетелсене ҫавӑнта пӑрахӑр (Лука 5:4).
Иисус Пётр апостола хӑйне Иегова хӑварас ҫуккине ӑнланма пулӑшнӑ. Чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн Иисус Пётрпа ытти апостолсене нумай пулӑ тытмалла тунӑ (Иоанн 21:4—6). Ҫак тӗлӗнмелле ӗҫе пула Пётр ҫакна ӑнланса илнӗ: хӑйне пурӑнмалӑх мӗн кирлипе тивӗҫтерме Иеговӑна йывӑр мар. Тен, вӑл Иисус мӗн каланине аса илнӗ. Лешӗ «пуринчен малтан Турӑ Патшалӑхӗшӗн» тӑрӑшакансене Иегова мӗн кирлине парать тесе вӗрентнӗ (Матф. 6:33). Ҫавӑнпа Пётр хӑйӗн пурнӑҫне пулӑ тытас ӗҫе мар, ырӑ хыпар сарас ӗҫе халалланӑ. Пирӗн эрӑри 33-мӗш ҫулхи Аллӑмӗш кун уявӗнче вӑл хастаррӑн сӑмах тухса каланине пула пин-пин ҫын чӑнлӑха йышӑннӑ (Ап. ӗҫ. 2:14, 37—41). Кайран вӑл самаритянсене тата еврей пулман ҫынсене Христосӑн вӗренекенӗсем пулса тӑма пулӑшнӑ (Ап. ӗҫ. 8:14—17; 10:44—48). Куратпӑр ӗнтӗ, Иегова Пётр урлӑ тӗрлӗ-тӗрлӗ ҫынсене пухӑва илсе пынӑ. w23.09 20 с., 1 абз.; 23 с., 11 абз.
Тунтикун, октябрӗн 20-мӗшӗ
Эсир мана тӗлӗкӗме, унӑн пӗлтерӗшне ӑнлантарса параймасан, сире касса ваклӗҫ (Дан. 2:5).
Вавилон ҫыннисем Израиле аркатса тӑксан пӗр икӗ ҫул иртсен Навуходоносор патша тӗлӗкре тем пысӑкӑш кӗлетке курнӑ та хӑраса ӳкнӗ. Вӑл хӑйӗн пур ӑсчахне те, ҫав шутрах Даниила та, хӑйӗн тӗлӗкне каласа пама тата ӑнлантарма хушнӑ. Ҫапла тумасан вӗсене вилӗм кӗтет тенӗ (Дан. 2:3—5). Даниилӑн тӑхтаса тӑма юраман, мӗншӗн тесен нумай ҫыннӑн пурнӑҫӗ хӑрушлӑхра пулнӑ. Ҫавӑнпа та «Даниил патша патне кӗнӗ те патшанӑн тӗлӗкне ӑнлантарма... вӑхӑт ыйтса илнӗ» (Дан. 2:16). Ҫавна тума ӑна хӑюлӑхпа ӗненӳ кирлӗ пулнӑ, мӗншӗн тесен Даниил унччен тӗлӗксене ӑнлантарса панӑ тесе ниҫта та каламан. Вӑл хӑйӗн тусӗсене «Тӳпери Турра хута кӗме, ҫав вӑрттӑнлӑха уҫса пама» тархаслама ыйтнӑ (Дан. 2:18). Иегова вӗсен кӗллисем ҫине хуравланӑ. Даниил урлӑ вӑл Навуходоносорӑн тӗлӗкне ӑнлантарса панӑ. Вара Даниилпа унӑн тусӗсем вилӗмрен хӑтӑлса юлнӑ. w23.08 3 с., 4 абз.
Ытларикун, октябрӗн 21-мӗшӗ
Вӗҫне ҫитичченех чӑтаканӗ ҫӑлӑнӗ (Матф. 24:13).
Тӳсӗмлӗ пулни мӗнле усӑ пани ҫинчен шутлӑр. Тӳсӗмлӗ ҫын ытларах чухне лӑпкӑ та телейлӗ. Эппин, тӳсӗмлӗ пулсан эмоци тӗлӗшӗнчен те, ӳт-пӳ тӗлӗшӗнчен те сывлӑх ҫирӗпрех пулӗ. Тӳсӗмлӗ пулни ыттисемпе килӗштерсе пурӑнма пулӑшать. Пухура та пӗрлӗх пулӗ. Унсӑр пуҫне, ыттисем хамӑра тарӑхтарса яма хӑтланнӑ чухне ҫилленсе каймастпӑр пулсан, лару-тӑрӑва япӑхлатса ямастпӑр (Пс. 36:8; Ытар. 14:29). Чи кирли вара — эпир хамӑр ҫӳлти Атте пек пулса пырӑпӑр, вара хамӑр унпа ҫывӑхрах пулнине туйӑпӑр. Тӳсӗмлӗ пулни кирек мӗнле ҫынна та илем кӳрет. Ҫак лайӑх ене аталантарма ҫӑмӑл мар пулин те, Иегова пулӑшнипе эпир тӳсӗмлӗрех пулса пыма пултаратпӑр. Ҫӗнӗ тӗнчене тӳсӗмлӗн кӗтнӗ май ҫакна ҫирӗп шанса тӑрар: «Ҫӳлхуҫанӑн куҫӗ — Хӑйӗнчен хӑракансем ҫинче, Унӑн ырӑлӑхне шанакансем ҫинче» (Пс. 32:18). Айтӑр малалла та тӳсӗмлӗ пулма ҫирӗп шут тытар! w23.08 22 с., 7 абз.; 25 с., 16, 17 абз.
Юнкун, октябрӗн 22-мӗшӗ
Ӗҫсемсӗр... [ӗненӳ] вилӗпе пӗрех (Иак. 2:17).
Иаков ҫырнӑ тӑрӑх, ҫын ӗненетӗп теме пултарать, анчах та ӗҫӗсем пачах урӑххине кӑтартса пама пултараҫҫӗ (Иак. 2:1—5, 9). Иаков тепӗр ҫын пирки те калать. Ҫав ҫын «тӑвансенчен камӑн та пулин тӑхӑнмалли, кун каҫмалӑх ҫимелли» ҫуккине курать пулин те, вӗсене нимӗнпе те пулӑшмасть. Вӑл ӗненетӗп тет, ӗҫсемпе вара ҫавна кӑтартса памасть. Ҫавӑнпа та унӑн ӗненӗвӗнчен усси ҫук (Иак. 2:14—16). Ӗненӗве ӗҫсемпе ҫирӗплетсе памаллине кӑтартас тесе Иаков Раав ҫинчен каласа панӑ (Иак. 2:25, 26). Ҫав хӗрарӑм Иегова ҫинчен илтнӗ те вӑл израильтянсене пулӑшса тӑнине ӑнланса илнӗ (Иис. Н. 2:9—11). Раав ӗненнине ӗҫсемпе кӑтартнӑ: вӑл Израильтен килнӗ икӗ разведчика ҫӑлӑнса юлма пулӑшнӑ. Ҫав израильтянка пулман ҫылӑхлӑ хӗрарӑм пирки те, Авраам пекех, тӳрӗ тенӗ. Раав тӗслӗхӗнчен эпир ҫакна вӗренетпӗр: ӗненнине ӗҫсемпе ҫирӗплетсе памалла. w23.12 5 с., 12, 13 абз.
Кӗҫнерникун, октябрӗн 23-мӗшӗ
Ӗненӳре тымар ярӑр, унӑн ҫирӗп никӗсӗ ҫинче тӑрӑр (Эф. 3:17).
Эпир, христиансем, Библири тӗп вӗрентӳсене пӗлнипе ҫеҫ ҫырлахмастпӑр. Эпир «Турӑ ӑслӑлӑхӗн тарӑнӑшне те» ӑнланасшӑн. Ӑна ӑнланма вара святой сывлӑш пулӑшать (1 Кор. 2:9, 10). Эсир пӗр-пӗр интереслӗ темӑна суйласа илсе ӑна тӗплӗнрех тӗпчеме пултаратӑр. Ҫапла туни сире Иеговӑпа ҫывӑхлатӗ. Сӑмахран, Иегова ӗлӗк-авал хӑйӗн ӗҫлекенӗсене юратнине мӗнле кӑтартнине тӗпчӗр тата ҫакӑ Иегова хӑвӑра та юратнине мӗнле ҫирӗплетсе панине курма тӑрӑшӑр. Е Иегова израильтянсене хӑйне мӗнле пуҫҫапма хушнине тата халӗ христиансенчен мӗн кӗтнине танлаштарса пӑхӑр. Унсӑр пуҫне, Иисус ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне ун ҫинче мӗнле пророкла каланисем пурнӑҫланнине тӗпчеме пулать. Тарӑнрах тӗпчеме питӗ интереслӗ. Эсир «Индекс публикаций Сторожевой башни» е «Иегова Свидетелӗсен тӗпчеме пулӑшакан публикацийӗ» хатӗрсемпе усӑ курма пултаратӑр. Библие тарӑн тӗпчени «Турра пӗлме» тата ӗненӗве ҫирӗплетме пулӑшать (Ытар. 2:4, 5). w23.10 18—19 с., 3—5 абз.
Эрнекун, октябрӗн 24-мӗшӗ
Пуринчен ытла пӗр-пӗрне хытӑ юратӑр, мӗншӗн тесен юрату нумай ҫылӑха каҫарать (1 Пётр 4:8).
«Хытӑ» тени, сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «тӑснине», «сарнине» пӗлтерет. Сӑвӑ йӗркин иккӗмӗш пайӗнче ҫавӑн пек юрату мӗн панине ҫырса панӑ: вӑл тӑвансен ҫылӑхӗсене каҫарать, е, сноскӑра каланӑ тӑрӑх, «хуплать». Ҫакна куҫ умне кӑларса тӑратӑр: эпир юратӑва тӑсӑлакан пусма татӑкне илнӗ пекех икӗ алӑпа илетпӗр те ӑна май килнӗ таран хытӑрах тӑсатпӑр. Ҫакна эпир пӗр-ик ҫылӑха кӑна мар, «нумай ҫылӑха» хупличчен тӑватпӑр. Пусма татӑкӗпе вараланнӑ вырӑна хупласа хума пулать, юрату вара ыттисен йӑнӑшӗсене тата ҫитменлӗхӗсене хупласа хума, е каҫарма, пултарать. Тӑвансене хытӑ юратни пире, йывӑр пулсан та, вӗсен йӑнӑшӗсене каҫарма хавхалантармалла (Кол. 3:13). Ыттисене каҫарма пӗлетпӗр пулсан вара эпир вӗсене хытӑ юратнине тата Иеговӑна савӑнтарасшӑн пулнине кӑтартатпӑр. w23.11 10—11 с., 13—15 абз.
Шӑматкун, октябрӗн 25-мӗшӗ
Шафан кӗнекене патша умӗнче вуласа панӑ (2 Ҫул. 34:18).
Иосия патша 26-ра пулнӑ чухне храм юсама пуҫланӑ. Ӗҫленӗ вӑхӑтра «Моисей урлӑ панӑ Ҫӳлхуҫа саккунӗн кӗнекине тупнӑ». Патша законра мӗн ҫырнине илтсен унта каланӑ пек тума пуҫланӑ (2 Ҫул. 34:14, 19—21). Эсир те Библие тӑтӑшах вуласшӑн-и? Енчен те эсир ӑна кашни кун вулатӑр пулсан, сире ҫавна тума килӗшет-и? Эсир шӑп хӑвӑра пулӑшакан сӑвӑ йӗркисене пухса пыратӑр-и? Иосия 39 ҫулсенче пулнӑ чухне йӑнӑш туса хӑйӗн пурнӑҫне ҫухатнӑ. Вӑл Иеговӑран канаш ыйтас вырӑнне хӑй тӑвас тенӗ пек тунӑ (2 Ҫул. 35:20—25). Ҫакӑнтан эпир пӗр питӗ кирлӗ япалана вӗренетпӗр. Эпир кирек миҫе ҫулта пулсан та, Библие нумай ҫул вӗренсен те яланах Иегова мӗн каланине шута илмелле. Акӑ мӗншӗн тӑтӑшах Иеговӑран канаш ыйтмалла, унӑн Сӑмахне тӗпчемелле тата опытлӑ христиансемпе канашламалла. Вара эпир пысӑк йӑнӑшсем тумӑпӑр пулӗ тата телейлӗ пулӑпӑр (Иак. 1:25). w23.09 12 с., 15, 16 абз.
Вырсарникун, октябрӗн 26-мӗшӗ
Турӑ мӑнкӑмӑллисене хирӗҫ тӑрать, хӑйсене кӗҫӗне хуракансене вара виҫесӗр ырӑлӑхне кӑтартать (Иак. 4:6).
Библире Иеговӑна юратнӑ тата уншӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑнӑ нумай хӗрарӑм ҫинчен ҫырнӑ. Ҫав хӗрарӑмсем пур тӗлӗшрен те виҫине пӗлнӗ тата шанчӑклӑ пулнӑ (1 Тим. 3:11). Ҫамрӑк хӗрарӑм тӑвансем вӗсенчен тата хӑйсен пухӑвӗнчи чӑнлӑхра ҫирӗп тӑракан христианкӑсенчен тӗслӗх илме пултараҫҫӗ. Ҫамрӑк хӗрарӑм тӑвансем, эсир лайӑх тӗслӗх кӑтартакан хӗрарӑм тӑвансене пӗлетӗр-и? Вӗсен мӗнле лайӑх енсем пур? Ҫав лайӑх енсене аталантарас тесе эсир мӗн тума пултаратӑр? Ҫитӗнсе ҫитнӗ христианин хӑйне кӗҫӗне хурать. Хӑйне кӗҫӗне хуракан хӗрарӑм тӑванӑн Иеговӑпа та, ыттисемпе те хутшӑнусем лайӑх. Сӑмахран, Иеговӑна юратакан хӗрарӑм хӑйӗн ҫӳлти Ашшӗ кама пуҫ пулма лартнӑ, ҫавсене пӑхӑнса тӑрать (1 Кор. 11:3). Ҫак принципа вӑл пухура та, ҫемьере те хӑйне кӗҫӗне хурса тытса тӑрать. w23.12 19 с., 3—5 абз.
Тунтикун, октябрӗн 27-мӗшӗ
Упӑшкасен... хӑйсен арӑмӗсене хӑйсен кӗлеткисене юратнӑ пек юратмалла (Эф. 5:28).
Иегова упӑшка арӑмне юратасса тата ӑна пурӑнмалӑх мӗн кирлипе тивӗҫтерессе кӗтет. Унсӑр пуҫне, упӑшкин арӑмӗшӗн ҫывӑх тус пулмалла тата Иеговӑпа хӑй хушшинчи хутшӑнусене упраса хӑварма пулӑшмалла. Ҫавӑнпа та арҫын тӑвансен Иегова пек шухӑшлама вӗренмелле, хӗрарӑмсене хисеплемелле тата шанӑҫа тивӗҫлӗ пулмалла. Ҫакӑ веҫех лайӑх упӑшка тата ҫемье пуҫӗ пулма пулӑшӗ. Авлансан санӑн ачасем ҫуралма пултараҫҫӗ. Лайӑх атте пулас тӗлӗшрен Иеговӑран вӗренме пулать (Эф. 6:4). Сӑмахран, Иегова хӑйӗн Ывӑлне, Иисуса, юратни тата ырлани пирки калама вӑтанман (Матф. 3:17). Санӑн ачасем ҫуралсан вӗсене юрататӑп тесе каласах тӑр. Вӗсем тӑвакан ырӑ ӗҫсемшӗн, вӗсем пӗлтерӗшлех мар пулсан та, мухтаса ил. Иеговӑран тӗслӗх илекен ашшӗсем хӑйсен ачисене ҫитӗнсе ҫитнӗ христиансем пулса тӑма пулӑшаҫҫӗ. Лайӑх атте пулмашкӑн эсӗ халех хатӗрленме пултаратӑн. Килтисемшӗн тата пухури тӑвансемшӗн тӑрӑш. Вӗсене юратни пирки тата мӗншӗн вӗсене хаклани пирки калама вӗрен (Иоанн 15:9). w23.12 28—29 с., 17, 18 абз.
Ытларикун, октябрӗн 28-мӗшӗ
[Иегова] сире... тӗреклентерӗ (1 Пётр 5:10).
Эпир Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑратпӑр пулин те, ытти ҫынсем пекех, йывӑрлӑхсем тӳсме тата чирлеме пултаратпӑр. Унсӑр пуҫне, Туррӑн халӑхне курайман ҫынсем пире хирӗҫ тӑма е хӗсӗрлеме пултараҫҫӗ. Иегова пире ҫавӑн пек йывӑрлӑхсенчен хӑтармасть пулин те, пире пулӑшма сӑмах парать (Ис. 41:10). Вӑл пулӑшнипе эпир савӑнӑҫлӑ пулма, тӗрӗс йышӑнусем тума тата питӗ йывӑр лару-тӑрусенче те ӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма пултаратпӑр. Иегова пире канӑҫлӑх паратӑп тесе шантарать (Флп. 4:6, 7). Ҫав канӑҫлӑх вӑл — хамӑрпа Иегова хушшинчи ҫывӑх хутшӑнусене пула хамӑр туякан лӑпкӑлӑх. Ку вӑл «ҫынсем ӑнланма пултарайман канӑҫлӑх». Вӑл эпир шутланинчен те чаплӑрах. Тен, хӑвӑрӑн та ҫакӑн пекки пулнӑ: хӗрӳллӗн кӗлтунӑ хыҫҫӑн эсир сасартӑк хӑвӑра лӑпкӑ туйма пуҫланӑ. Шӑп ҫавӑ — Иегова паракан канӑҫлӑх. w24.01 20 с., 2 абз.; 21 с., 4 абз.
Юнкун, октябрӗн 29-мӗшӗ
Эй чунӑм, Ҫӳлхуҫана мухта, пӗтӗм ӑшӑм-чиккӗм, Унӑн сӑваплӑ ятне аслӑла (Пс. 102:1).
Иеговӑна юратакансем ӑна чун-чӗререн мухтасшӑн. Давид патша ҫакна ӑнланнӑ: Иеговӑн ятне мухтани Турра хӑйне мухтанине пӗлтерет. Иегова ята илтсен эпир вӑл мӗнлерех Турӑ пулни ҫинчен, унӑн лайӑх енӗсем ҫинчен тата унӑн тӗлӗнмелле ӗҫӗсем ҫинчен шухӑшлатпӑр. Давид хӑйӗн Ашшӗн ятне хисепленӗ тата ӑна чун-чӗререн мухтасшӑн пулнӑ. Ҫак тӗлӗшрен левитсем те тӗслӗх кӑтартнӑ. Вӗсем хӑйсене кӗҫӗне хурса Туррӑн ячӗ темӗнле мухтавран та аслӑ тесе каланӑ (Неем. 9:5). Паллах ӗнтӗ, хамӑра ҫакӑн пек кӗҫӗне хурса Иеговӑна чун-чӗререн мухтани унӑн чунне савӑнтарать. w24.02 9 с., 6 абз.
Кӗҫнерникун, октябрӗн 30-мӗшӗ
Эпир кирек мӗнле ҫитӗнӳ тусан та, айтӑр малалла та ҫав ҫулпах утар (Флп. 3:16).
Хӑвӑр пурнӑҫлама пултарайман тӗллеве пурнӑҫа кӗртеймесен Иегова сирӗн пирки япӑх шутлама пуҫламӗ (2 Кор. 8:12). Ӗҫ ӑнман чухне хӑвӑр мӗне вӗренме пултарни ҫинчен шутлӑр. Хӑвӑр тунӑ ҫитӗнӳсене асра тытӑр. Библире: «Турӑ тӳрӗ, ҫавӑнпа та вӑл сирӗн ӗҫе... манмӗ», — тесе каланӑ (Евр. 6:10). Апла, сирӗн те хӑвӑр пурнӑҫланӑ тӗллевсене манмалла мар. Тӗслӗхрен, эсир хӑвӑрпа Иегова хушшинче ҫирӗп хутшӑнусем аталантарнӑ, Турӑ ҫинчен ыттисене каласа пама пуҫланӑ е шыва кӗнӗ. Унччен сӑваплӑ ӗҫре тӗллевсем лартса пурнӑҫланӑ пекех, халӗ те ҫаплах тӑвӑр. Иегова пулӑшнипе эсир хӑвӑр тӗллевсене пурнӑҫлама пултараятӑр. Тӗллеве пурнӑҫласа пынӑ май Иегова сире халех мӗнле пилленине тата пулӑшса тӑнине асӑрхама тӑрӑшӑр. Ҫакӑ сире савӑнӑҫ кӳрсе тӑрӗ (2 Кор. 4:7). Парӑнмасан, Иегова сире тата ытларах пиллӗх парӗ! (Гал. 6:9). w23.05 31 с., 16—18 абз.
Эрнекун, октябрӗн 31-мӗшӗ
Эсир мана юратнӑран тата эпӗ Турӑ патӗнчен килнине ӗненнӗрен Атте хӑй те сире юратать (Иоанн 16:27).
Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене юрататӑп тата ырлатӑп тесе шантарма юратать. Библире каланӑ тӑрӑх, Иегова Иисус пирки «манӑн юратнӑ Ывӑлӑм, эпӗ ӑна ырлатӑп» тесе икӗ хутчен каланӑ (Матф. 3:17; 17:5). Сирӗн те Иеговӑран ҫавӑн пек ӑшӑ сӑмахсене илтес килет-и? Паян вӑл пирӗнпе куҫа-куҫӑн мар, Библи урлӑ калаҫать. Евангелисенче Иисусӑн сӑмахӗсене вуланӑ чухне эпир Иегова хамӑра ырлани пирки шантаракан сӑмахсене «илтме» пултаратпӑр. Иисус хӑйне яланах Ашшӗ пек тытнӑ. Иисусӑн вӗренекенӗсен ҫитменлӗхсем пулнӑ, ҫав-ҫавах вӗсем Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑнӑ. Иисус вӗсем пирки ырласа калаҫнӑ тата мухтанӑ. Ҫавӑнпа та Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене мӗн калани пирки вуланӑ чухне, эпир ҫак сӑмахсенех Иегова пире калать тесе шутлама пултаратпӑр (Иоанн 15:9, 15). Йывӑрлӑх сиксе тухни Иегова пире пӑрахнине пӗлтермест. Йывӑрлӑхсем эпир Иеговӑна мӗн тери хытӑ юратнине тата шаннине кӑтартма май параҫҫӗ (Иак. 1:12). w24.03 28 с., 10, 11 абз.