Иеговӑн сывлӑшӗ ертсе пыракан Патша урлӑ пиллӗхсем илӗр!
«Ун ҫинче Ҫӳлхуҫа Сывлӑшӗ... тӑрӗ» (ИС. 11:2).
1. Тӗнчери йывӑрлӑхсем пирки пӑшӑрханса хӑшӗ-пӗри мӗн калать?
«ТӖНЧЕРЕ политика, экономика тата обществӑри лару-тӑру пӑтраннӑран этемлӗх тата тӗпӗр 100 ҫул пурӑнса ирттерӗ-ши?» Ҫакӑн пек ыйту 2006 ҫулта Стивен Хокинг астрофизик панӑ. «Нью стейтсмен» журналӑн пӗр статьинче ҫапла палӑртнӑ пулнӑ: «Эпир чухӑнлӑха пӗтереймерӗмӗр тата пӗтӗм тӗнчипе мир тӑваймарӑмӑр. Пирӗн пачах урӑхла пулса пычӗ пулас. Тӑрӑшмарӑмӑр тесе калама май ҫук. Эпир пурне те туса пӑхрӑмӑр: коммунизмран пуҫласа рынок экономики таран, Нацисен Лигине йӗркелесе янинчен пуҫласа ядерлӑ хӗҫпӑшала пухассине чарса тӑрасси таран. Вӑрҫӑсене пӗтерес тесе калама ҫук нумай вӑрҫӑ пуҫланӑ пулнӑ, ҫапла вара яр-уҫҫӑн курӑнать: эпир вӑрҫӑсене мӗнле чарса лартмаллине пӗлместпӗр».
2. Иегова пӗтӗм ҫӗрӗн законлӑ Аслӑ Патши пулнине кӗҫех мӗнле кӑтартӗ?
2 Ҫавӑн пек каланисем Иеговӑн ӗҫлекенӗсене тӗлӗнтермеҫҫӗ. Библире ҫынсене хӑйсене хӑйсем ертсе пымалла пултарман тесе каланӑ (Иер. 10:23). Пӗр Иегова кӑна пирӗн законлӑ Аслӑ Патша. Ҫавӑнпа та унӑн анчах пире мӗн-мӗн тумаллине кӑтартакан нормӑсем пама, пирӗн пурнӑҫӑн тӗллевне палӑртса хума тата пире ҫав тӗллев патне ертсе пыма ирӗк пур. Ҫавӑн пекех кӗҫех вӑл хӑйӗн влаҫӗпе усӑ курса ҫынсем хӑйсене хӑйсем тытса тӑрас тесе кӑлӑхах тӑрӑшнине чарса лартӗ. Ҫав вӑхӑтрах вӑл кам унӑн законлӑ аслӑ влаҫне сирсе ярса ҫынсене ҫылӑхӑн, ҫитменлӗхӗн чуралӑхӗнче тытса усрасшӑн, ҫавсене пурне те, ҫавӑн пекех «ҫак тӗнченӗн туррине» те, Сатана Шуйттана, тӗп тӑвӗ (2 Кор. 4:4).
3. Мессия пирки Исаия малтанах мӗн каласа хунӑ?
3 Ҫӗнӗ тӗнчере, Райра, Иегова ҫынсене юратса хӑйӗн аслӑ влаҫне тытса тӑни Мессианла Патшалӑх урлӑ курӑнса тӑрӗ (Дан. 7:13, 14). Ҫав Патшалӑхӑн Патши пирки Исаия малтанах пророкла каланӑ: «Вара Иессей тымарӗнчен хунав тухӗ, унӑн тымарӗнчен турат ӳссе ҫитӗнӗ. Ун ҫинче Ҫӳлхуҫа Сывлӑшӗ, ӑслӑлӑхпа ӑс-хакӑл сывлӑшӗ, ӑнланупа хӑватлӑх сывлӑшӗ, пӗлӳпе тасалӑх сывлӑшӗ тӑрӗ» (Ис. 11:1, 2). Мӗнле майпа Туррӑн святой сывлӑшӗ Иисус Христоса — «Иессей тымарӗнчен» тухнӑ хунава — этемлӗхӗн пуҫлӑхӗ пулма юрӑхлӑ тунӑ? Вӑл влаҫа тытса тӑни мӗнле пиллӗхсем илсе килӗ? Ҫав пиллӗхсене илес тесен пирӗн мӗн тумалла?
Турра пула влаҫа тытса тӑма юрӑхлӑ
4—6. Мӗнле питӗ кирлӗ пӗлӳсем Иисуса ӑслӑ та хӗрхенекен Патша, Аслӑ Священник тата Судья пулма пулӑшӗҫ?
4 Иегова хӑйне пӑхӑнса тӑракан ҫынсене чӑннипех ӑслӑ та хӗрхенекен Патша, Аслӑ Священник тата Судья ертсе пыни урлӑ пӗр ҫитменлӗхсӗр тӑвасшӑн. Ҫавӑнпа та Турӑ Иисус Христоса суйласа илнӗ. Турӑ ӑна святой сывлӑшӗ урлӑ ҫав питӗ кирлӗ тивӗҫсене туса тӑма юрӑхлӑ тунӑ. Турӑ хушнӑ ӗҫсене мӗншӗн Иисус тӗпӗ-йӗрӗпе туса ҫитерессине кӑтартакан хӑш-пӗр сӑлтавсене пӑхса тухӑпӑр.
5 Турра Иисус питӗ лайӑх пӗлет. Пӗртен-пӗр Ывӑлӗ Ашшӗне чылай вӑхӑт хушши — тен, миллиард-миллиард ҫул хушши — пӗлет, ун пекки урӑх никам та пулман. Ҫав вӑхӑт хушшинче Иисус Иеговӑна ҫав тери лайӑх пӗлсе ҫитнӗрен ӑна «курӑнми Туррӑн сӑнӗ» теме пулать (Кол. 1:15). Иисус хӑй каланӑ: «Мана куракан Аттене те курнӑ» (Иоан. 14:9).
6 Иисусӑн, Иегова хыҫҫӑн иккӗмӗшӗн, пур пултарнийӗ, ҫав шутра этемлӗх, ҫинчен тулли пӗлӳ пур. Колоссӑ 1:16, 17-мӗш сӑвӑ йӗркисенче (ҪХ) вулатпӑр: «Пӗтӗмпех Ун [Туррӑн Ывӑлӗ] урлӑ пултарнӑ. Пӗлӗт ҫинчине те, ҫӗр ҫинчине те, курӑнаканнине те, курӑнманнине те... Вӑл пуринчен малтанах пур, пурне те Вӑл тытса тӑрать». Шутласа пӑхӑр-ха: Иисус, Туррӑн «ӳнерҫи» пулнӑ май, пултарнипе ҫыхӑннӑ пур ӗҫе те хутшӑннӑ. Ҫавӑнпа та вӑл пӗтӗм Ҫут тӗнчери кашни вак-тӗвеке — чи пӗчӗк атомран пуҫласа ҫыннӑн пуҫ мими таранах — пӗлет. Чӑннипех те Иисус ӑслӑлӑхӑн сӑнарӗ! (Ытар. 8:12, 22, 30, 31).
7, 8. Туррӑн сывлӑшӗ Иисуса сӑваплӑ ӗҫре мӗнле пулӑшса тӑнӑ?
7 Иисуса Туррӑн святой сывлӑшӗ урлӑ суйласа лартнӑ. «Турӑ Сывлӑшӗ Ман ҫинче,— тенӗ Иисус,— Вӑл Мана мӗскӗнсене Ырӑ Хыпар пӗлтермешкӗн ҫу сӗрчӗ, Мана хуйхӑпа касӑлнӑ чӗреллисене сыватма ячӗ, тыткӑнрисене ирӗке кӑларасса, суккӑррисем куракан пуласса, пусмӑртисене хӑтарасса, Ҫӳлхуҫанӑн ырӑлӑх кӑтартас вӑхӑчӗ ҫитессе пӗлтерме ячӗ» (Лука 4:18, 19). Иисус шыва кӗнӗ чухне святой сывлӑш, тен, ӑна ҫӗр ҫине ҫын пулса киличчен мӗн пӗлнине, ҫав шутрах Турӑ ӑна тума хушнӑ ӗҫе — ҫӗр ҫинче чухне Мессия пулса тумалли ӗҫе — аса илтернӗ пулас. (Исаия 42:1; Лука 3:21, 22; Иоанн 12:50 вуласа пар.)
8 Святой сывлӑш урлӑ вӑй илнине пула тата пӗр ҫитменлӗхсӗр кӗлеткепе ӑстӑна пула Иисус ҫӗр ҫинче пурӑннӑ ҫынсенчен чи паллӑ ҫын кӑна мар, ҫавӑн пекех чи аслӑ Вӗрентекен те пулнӑ. Ӑна итлекенсем «Вӑл вӗрентнинчен тӗлӗнсе тӑнӑ» (Матф. 7:28). Пӗр енчен илес пулсан, Иисус этемлӗхпе пулса пыракан йывӑрлӑхсен тӗп сӑлтавӗсене — ҫылӑха, ҫитменлӗхе тата Турра пӗлсех кайманнине — кӑтартма пултарнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл ҫын чӗрине витӗр курма пултарнӑ тата вӗсемпе хӑйне ҫакна пӗлни тӑрӑх тытнӑ (Матф. 9:4; Иоан. 1:47).
9. Иисус пурнӑҫ тутине пӗлни ҫинчен шухӑшлани Вӑл лайӑх Пуҫлӑх пулассине хытӑрах та хытӑрах ӗненме сире мӗнле пулӑшать?
9 Иисус ҫын пулса ҫӗр ҫинче пурӑннӑ. Ҫын пулса ҫын пурнӑҫне тутанса пӑхни тата ҫитменлӗхлӗ ҫынсемпе ҫывӑх хутшӑнни Иисуса юрӑхлӑ Патша пулма нумай енчен пулӑшнӑ. Павел апостол ҫырнӑ: «Халӑх ҫылӑхне каҫарттарма Турӑ умӗнче хӗрхенекен кӑмӑллӑ, шанчӑклӑ Аслӑ Священник пулмашкӑн Унӑн [Иисусӑн] пур тӗлӗшпе те тӑванӗсем евӗрлӗ пулмалла пулнӑ. Вӑл Хӑй асап курнӑ, тӳснӗ, ҫавӑнпа асапланакансене пулӑшма пултарать» (Евр. 2:17, 18). Иисус хӑй «тӳснӗ», ҫавӑнпа вӑл йывӑрлӑхсем тӳсекенсене ӑнланса хӗрхенме пултарать. Иисусӑн хӗрхенӗвӗ ҫӗр ҫинче сӑваплӑ ӗҫне тунӑ чухне курӑннӑ. Чирлӗ, уксах-чӑлах, хӗсӗрленине тӳссе пурӑнакан ҫынсем, ҫавӑн пекех ачасем те ун патне пыма пӗртте хӑраман (Марк 5:22—24, 38—42; 10:14—16). Йӑваш кӑмӑллӑ тата Турӑ ҫинчен пӗлесшӗн ҫунакан ҫынсем те ун патне туртӑннӑ. Ҫав вӑхӑтрах вара, мӑнкӑмӑллӑ, пуҫне каҫӑртса ҫӳрекен ҫынсем тата камӑн «Турра юратни» пулман, ҫавсем ӑна йышӑнман, курайман тата хирӗҫ тӑнӑ (Иоан. 5:40—42; 11:47—53).
10. Мӗнле чаплӑ майпа Иисус пире юратнине кӑтартнӑ?
10 Иисус хӑйӗн пурнӑҫне пирӗншӗн панӑ. Иисус Пуҫлӑх пулма юрӑхлӑ пулнине кӑтартса паракан чи пысӑк ҫирӗплетӳ вӑл, тен — пирӗншӗн вилме хатӗр пулни. (Псалом 39:7—11 вуласа пар.) «Хӑй тусӗсемшӗн чунне параканӑн юратӑвӗнчен пысӑкрах юрату ҫук»,— тенӗ Христос (Иоан. 15:13). Ҫынсенчен лартнӑ ҫитменлӗхсем пур пуҫлӑхсемпе — час-часах хӑйсене пӑхӑнса тӑракансене сӑптӑрса чаплӑ пурӑнакансемпе — танлаштарсан Иисус хӑйӗн пурнӑҫне этемлӗхшӗн панӑ (Матф. 20:28).
Тӳлесе илнин ырӑлӑхӗпе усӑ курма ирӗк пур
11. Иисус пире Тӳлесе Илекен пулнине мӗншӗн эпир пӗтӗмпех шанма пултаратпӑр?
11 Иисус, Аслӑ Священник пулнӑ май, хӑйӗн тӳлесе илме панӑ парнин ырӑлӑхӗ пире усӑ парса тӑтӑр тесе тӑрать. Вӑл ҫав ӗҫе туса тӑрассине хӑйӗн ҫине илни питӗ вырӑнлӑ! Иисус, пире Тӳлесе Илекен пулнӑ май, хӑйӗн Пин ҫулхи Патшалӑхӗнче мӗн туса парассине ҫӗр ҫинче хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫне тунӑ чухне кӑтартса панӑ. Шанчӑклӑ тӑрса юлсан эпир ҫавсене пурне те курӑпӑр. Вӑл чирлисене тата уксах-чӑлахсене сыватнӑ, вилнӗ ҫынсене чӗртнӗ, нумай ҫынна тӑрантарнӑ, ҫавӑн пекех ҫутҫанталӑк вӑйӗсене пӑхӑнтарнӑ (Матф. 8:26; 14:14—21; Лука 7:14, 15). Ҫакна вӑл хӑйӗн влаҫӗпе вӑйне пурне те кӑтартас тесе мар, хӗрхеннӗрен, юратнӑран тунӑ. «Тасатас тетӗп [е килет]» — тесе хуравланӑ вӑл хӑйне сыватма йӑлӑнса ыйтакан тилҫеллӗ ҫынна (Марк 1:40, 41). Иисус хӑйӗн Пин ҫулхи Патшалӑхӗ ертсе пынӑ вӑхӑтра ҫавӑн пек хӗрхенӳ кӑтартӗ, анчах та ҫакна вӑл пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпех тӑвӗ.
12. Исаия 11:9-мӗш сӑвӑ йӗркинчи сӑмахсем мӗнле пурнӑҫланӗҫ?
12 Христос тата унпа пӗрле патшара ларакансем ҫынсене Турӑ ҫинчен вӗрентес ӗҫе — Иисус 2 000 ҫула яхӑн каялла пуҫланӑ ӗҫе — малалла та туса тӑрӗҫ. Ҫапла вара Исаия 11:9-мӗш сӑвӑ йӗркинче каланӑ сӑмахсем пурнӑҫланӗҫ: «Шывсем тинӗсе тултарса тӑнӑ евӗр, пӗтӗм ҫӗр Ҫӳлхуҫана туллин пӗлсе ҫитӗ». Туррӑн ҫав вӗрентӗвӗ шутне, паллах, чи малтан Адама тума хушнӑ ӗҫ пекех, ҫӗре тата ун ҫинче мӗн пуррине пӑхса тӑрас тесе мӗн-мӗн тумалли ҫинчен калакан ӳкӗтсем кӗрӗҫ. Пин ҫул вӗҫӗнче Турӑ чи малтан мӗн тума шухӑшласа хуни, ун ҫинчен Пултарни 1:28-мӗш сӑвӑ йӗркинче каланӑ, пурнӑҫланӗ тата тӳлесе илме панӑ парне туллин усӑ парӗ.
Суд тума лартнӑ
13. Тӳрӗлӗхе юратнине Иисус мӗнле кӑтартса панӑ?
13 Христос «Турӑ палӑртса хунӑ Тӳре [е Судья] — чӗррисенӗн те, вилнисенӗн те Тӳри» (Ап. ӗҫ. 10:42). Иисус сутӑнманнине, тӳрӗлӗхпе шанчӑклӑх, хытӑ туртса ҫыхнӑ пиҫиххи пекех, унӑн пилӗкӗ тавра тачӑ ҫыпӑҫӑнса тӑнине пӗлни мӗн тери йӑпатать (Ис. 11:5). Вӑл ҫӑткӑнлӑха, икӗ питлӗхе тата тӗрлӗ усаллӑха курайманнине кӑтартнӑ, ҫавӑн пекех ҫын хуйхишӗн пӗртте пӑшӑрханманнисене сивленӗ (Матф. 23:1—8, 25—28; Марк 3:5). Унсӑр пуҫне тулашӗнчен ҫын мӗнле курӑнни ӑна улталама пултарайманнине Иисус кӑтартнӑ, мӗншӗн тесен «ҫын ӑшӗнче мӗн пуррине Вӑл Хӑй пӗлсе тӑнӑ» (Иоан. 2:25).
14. Мӗнле майпа Иисус паян тӳрӗлӗхпе тӗрӗслӗхе юратнине кӑтартса тӑрать тата хамӑра мӗнле ыйтусем памалла?
14 Иисус пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе ку таранччен нихӑҫан пулман чи пысӑк ӗҫе — ырӑ хыпар сарас тата вӗрентес ӗҫе — сӑнаса тӑнипе тӳрӗлӗхе тата тӗрӗслӗхе юратнине малалла та кӑтартса тӑрать. Ҫав ӗҫе Турӑ хушнӑ пек туса ҫитерме нимӗнле ҫын та, нимӗнле патшалӑх та, ҫавӑн пекех нимӗнле усал сывлӑш та чарса лартма пултараймасть. Ҫавӑнпа та Армагеддон вӗҫленсен Туррӑн тӗрӗслӗхӗ ҫӗнтерессе пӗтӗмпех шанатпӑр. (Исаия 11:4; Матфей 16:27 вуласа пар.) Хӑвӑнтан ыйт: «Эпӗ хамӑн сӑваплӑ ӗҫе тунӑ чухне ҫынсем ҫине Иисус пӑхнӑ пекех пӑхатӑп-и? Начар сывлӑх е лару-тӑру чӑрмантарма пултарать пулсан та эпӗ Иеговӑна чи лайӑххине паратӑп-и?»
15. Турра чи лайӑххине парса тӑрас тесен пирӗн мӗне асра тытмалла?
15 Ырӑ хыпар сарас ӗҫ Туррӑн ӗҫӗ пулнине асра тытатпӑр пулсан эпир Уншӑн чуна парса ӗҫлесе тӑма пултарӑпӑр. Ҫав ӗҫе тума вӑл хушнӑ; ӑна вӑл хӑйӗн Ывӑлӗ урлӑ ертсе пырать; тата ҫав ӗҫе хутшӑнакансене святой сывлӑш урлӑ вӑй парса тӑрать. Турӑпа тата унӑн Ывӑлӗпе, Туррӑн святой сывлӑшӗ ертсе пыраканскерпе, пӗрле ӗҫлесе тӑмалли чыса эсӗ хаклатӑн-и? Ҫичӗ миллион ытла ҫынна — вӗсенчен нумайӑшӗ «вӗренмен ахаль ҫынсем» — Турӑ Патшалӑхӗн хыпарне 236 ҫӗршывра пӗлтерсе ҫӳреме Иеговӑсӑр пуҫне урӑх кам хавхалантарма пултарнӑ пулӗччӗ? (Ап. ӗҫ. 4:13, ҪХ).
Христос урлӑ пиллӗхлӗ пулӑр!
16. Пултарни 22:18-мӗш сӑвӑ йӗркинче Туррӑн пиллӗхӗсем пирки калани мӗне пӗлтерет?
16 Иегова Авраама каланӑ: «Эсӗ Манӑн сӑмахӑма итленӗшӗн санӑн вӑрлӑху урлӑ ҫӗр ҫинчи пур халӑх та пиллӗх илӗ» (Пулт. 22:18). Ҫакӑ Турӑпа унӑн Ывӑлӗшӗн туса тӑракан сӑваплӑ ӗҫе хаклакансем Мессианла Вӑрлӑх илсе килекен пиллӗхсене пӗр иккӗленмесӗр кӗтсе тӑма пултарнине пӗлтерет. Ҫавӑнпа та вӗсем ҫав пиллӗхсене асра тытса Турӑшӑн халӗ нумай ӗҫлеҫҫӗ.
17, 18. Иегова мӗн пирки сӑмах пани ҫинчен эпир Саккуна астутарни 28:2-мӗш сӑвӑ йӗркинче вулатпӑр тата ҫакӑ пирӗншӗн мӗне пӗлтерет?
17 Авраамӑн вӑрлӑхне, Израиль халӑхне, Турӑ пӗррехинче каланӑ: «Ҫӳлхуҫанӑн, хӑвӑн Туррун, сӑмахне итлесе пурӑнсассӑн, сана Унӑн ҫакӑ пур пилӗ те [Закон килӗшӗвӗнче каланӑ пур пилӗ] ҫитӗ, сан тӗлӗшрен пур пилӗ те вырӑна килӗ» (Сакк. аст. 28:2). Туррӑн паянхи ӗҫлекенӗсем пирки те ҫавнах калама пулать. Иеговӑн пиллӗхне сирӗн илес килет пулсан унӑн сассине итлесе пурӑнӑр. Вара унӑн пиллӗхӗ сире «ҫитӗ, сирӗн тӗлӗшрен... вырӑна килӗ». Анчах та «итлесе пурӑнни» тени мӗне пӗлтерет?
18 Итлесе пурӑнни шутне, паллах ӗнтӗ, Турӑ Сӑмахӗнче тата Турӑ парса тӑракан, Библие ӑнлантарса паракан публикацисенче мӗн каланине хапӑл туса йышӑнни кӗрет (Матф. 24:45). Ҫакӑ Турра тата унӑн Ывӑлне пӑхӑнмаллине те пӗлтерет. Иисус каланӑ: «Мана: „эй Ҫӳлхуҫамӑр! эй Ҫӳлхуҫамӑр!“ тесе калакан кашни ҫынах Ҫӳлти Патшалӑха кӗреймӗ, унта Ҫӳлти Аттемӗн ирӗкне пурнӑҫлакан ҫеҫ кӗрейӗ» (Матф. 7:21). Турра итлесе пурӑнни ҫавӑн пекех вӑл хунӑ йӗркене — христиансен пухӑвӗпе унти старейшина пулма святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ арҫын-тӑвансене, «тивӗҫлӗ парнесене» — кӑмӑлтан пӑхӑнса тӑмаллине пӗлтерет (Еф. 4:8, ҪХ).
19. Мӗнле майпа эпир пиллӗх илме пултаратпӑр?
19 Ҫав «тивӗҫлӗ парнесем» шутне Ертсе пыракан советри арҫын-тӑвансем кӗреҫҫӗ, вӗсем — пӗтӗм тӗнчери христиансен пухӑвӗн представителӗсем (Ап. ӗҫ. 15:2, 6). Чӑннипе вара, Христосӑн тӑванӗсем пулма святой сывлӑш урлӑ суйласа лартнисем ҫине эпир мӗнле пӑхни ҫывхарса килекен пысӑк хуйхӑ вӑхӑтӗнче пирӗн тӗлӗшрен мӗнле приговор йышӑннине кӑтартса паракан тӗп паллӑ (Матф. 25:34—40). Ҫавӑнпа та пиллӗхсене илмелли майсенчен пӗри вӑл — Турӑ святой сывлӑш урлӑ суйласа лартнӑ христиансене чун-чӗререн парӑнса пулӑшса тӑни.
20. а) «Тивӗҫлӗ парнесен» мӗнле тӗп яваплӑх пур? ӑ) Эпир ҫав арҫын-тӑвансене хакланине мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?
20 «Тивӗҫлӗ парнесем» шутне ҫавӑн пекех филиалсен комитечӗсенчи арҫын-тӑвансем, ҫулҫӳрекен надзирательсем тата пухури старейшинӑсем кӗреҫҫӗ — вӗсене пурне те святой сывлӑшпа лартаҫҫӗ (Ап. ӗҫ. 20:28). Ҫак арҫын-тӑвансен тӗп яваплӑх вӑл — «ҫав ӗҫсене... пурсӑмӑр та пӗр тӗне кӗриччен [е пӗр ӗненӳре тӑриччен], Турӑ Ывӑлне пӗлсе ҫитиччен, пур тӗлӗшпе те ырӑ пулса ҫитиччен, Христос евӗрлӗ пулса ҫитиччен туса тӑрса» Туррӑн халӑхне ҫирӗплетсе тӑрасси (Еф. 4:13). Паллах ӗнтӗ, вӗсен те, пирӗн пекех, ҫитменлӗхсем пур. Ҫапах та эпир вӗсем юратса, вӗрентсе каланисене пархатарлӑн йышӑнатпӑр пулсан пиллӗхлӗ пулӑпӑр (Евр. 13:7, 17).
21. Туррӑн Ывӑлне итлесе тӑни пире мӗншӗн питӗ кирлӗ?
21 Кӗҫех Христос Сатанан йӗркесӗр тӗнчине хирӗҫ тухӗ. Ҫакӑ пулма пуҫласан пирӗн пурнӑҫ Иисусӑн аллинче пулӗ, мӗншӗн тесен ӑна Турӑ малтанах каласа хунӑ «имсӗр-сумсӑр ҫынна» «чӗрӗлӗх [е пурнӑҫ] шывӗ юхакан ҫӑлкуҫӗсем» патне илсе ҫитерме лартнӑ (Ӳлӗм. 7:9, 16, 17). Ҫавӑнпа та, айтӑр, Иеговӑн святой сывлӑшӗ ертсе пыракан Патшана хатӗр тата пархатарлӑ пулса пӑхӑнса тӑрас тесе халӗ пӗтӗм вӑя хурар.
• Исаия 11:1—5-мӗш сӑвӑ йӗркисенчен...
• Марк 1:40, 41-мӗш сӑвӑ йӗркисенчен...
• Апостолсен ӗҫӗсем 10:42-мӗш сӑвӑ йӗркинчен...
• Пултарни 22:18-мӗш сӑвӑ йӗркинчен...
эсир мӗн пӗлтӗр?