Тупмалли
2013, мартӑн 15
© 2013 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania. Автор прависене хӳтӗленӗ.
ВӖРЕНМЕЛЛИ КӐЛАРӐМ
2013, АПРЕЛӖН 29 — 2013, МАЙӐН 5
Иеговӑна юратакансем «такӑнас ҫук»
3 СТРАНИЦА • ЮРӐСЕМ: 45, 32
2013, МАЙӐН 6—12
Иеговӑна «пӗлме пултаракан чӗре» сирӗн пур-и?
9 СТРАНИЦА • ЮРӐСЕМ: 31, 23
2013, МАЙӐН 13—19
Халӗ, «Турра пӗлнӗ хыҫҫӑн», сирӗн мӗнле тӗллевсем пулмалла?
15 СТРАНИЦА • ЮРӐСЕМ: 54, 24
2013, МАЙӐН 20—26
Иегова — пирӗн пурӑнмалли вырӑн
21 СТРАНИЦА • ЮРӐСЕМ: 51, 1
2013, МАЙӐН 27 — 2013, ИЮНӖН 2
27 СТРАНИЦА • ЮРӐСЕМ: 27, 10
ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯСЕМ
▪ Иеговӑна юратакансем «такӑнас ҫук»
Христиансем пурте ӗмӗрлӗх пурнӑҫ парнине илес тесе чупаҫҫӗ. Ҫитменлӗхсем пур пирки эпир пурте такӑнатпӑр. Ҫак статья пире ҫавӑн пек такӑнтаракан пилӗк чула уйӑрса илме пулӑшӗ тата вӗсем пире ҫав ӑмӑртура ҫӗнтерме ан чӑрмантарччӑр тесе мӗн тумаллине ӑнлантарса парӗ.
▪ Иеговӑна «пӗлме пултаракан чӗре» сирӗн пур-и?
Иеремия кӗнекинче чӗре ҫинчен нумай каланӑ. Ҫак статья пире «чӗрине кастарман» тени мӗн иккенне тата мӗншӗн ҫавӑн пек чӗре христиансемшӗн те хӑрушӑ пулма пултарнине ӑнланма пулӑшӗ. Ҫавӑн пекех Иеговӑна пӗлме пулӑшакан чӗре илес тесе мӗн тумаллине те курӑпӑр (Иер. 9:26; 24:7).
▪ Халӗ, «Турра пӗлнӗ хыҫҫӑн», сирӗн мӗнле тӗллевсем пулмалла?
Турра пӗлес тата Турӑ ӑна пӗлтӗр тесен ҫыннӑн мӗнле утӑмсем тумалла? Мӗншӗн христианинӑн япаласем ҫине Турӑ пӑхнӑ пек пӑхма вӗренсе ҫитсен те ҫитӗнӳсем тума чарӑнмалла мар тата вӑл ҫавна мӗнле тума пултарать? Статья сире ҫак ыйтусем ҫине хурав пама пулӑшӗ.
▪ Иегова — пирӗн пурӑнмалли вырӑн
Эпир хамӑра курайман тӗнчере пурӑнатпӑр, анчах пирӗн хӑрамалла мар. Ҫак статья ҫакна кӑтартса парать: пирӗн чи шанчӑклӑ пурӑнмалли вырӑн пур — пирӗн Турӑ, Иегова.
▪ Иеговӑн аслӑ ятне чыслӑр
Турӑ ячӗпе хисепленекен халӑх ҫынни пуласси тенине мӗнле ӑнланмалла? Иегова ячӗпе ҫӳрени тенине мӗнле ӑнланмалла? Турӑ хӑйӗн ятне хисеплеменнисем ҫине мӗнле пӑхать? Ҫак статьяра ҫав ыйтусем ҫине хурав панӑ.