Тупмалли
2013, ноябрӗн 15
© 2013 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania. Автор прависене хӳтӗленӗ.
ВӖРЕНМЕЛЛИ КӐЛАРӐМ
2013, ДЕКАБРӖН 30 — 2014, ЯНВАРӖН 5
3 СТРАНИЦА • ЮРӐСЕМ: 51, 54
2014, ЯНВАРӖН 6—12
Турра «тӳсӗмлӗн кӗтсе» тӑма пире мӗн пулӑшӗ?
9 СТРАНИЦА • ЮРӐСЕМ: 20, 32
2014, ЯНВАРӖН 13—19
Ҫичӗ кӗтӳҫӗпе сакӑр пуҫлӑх. Вӗсем паян пирӗнпе мӗнле ҫыхӑннӑ
15 СТРАНИЦА • ЮРӐСЕМ: 43, 42
2014, ЯНВАРӖН 20—26
21 СТРАНИЦА • ЮРӐСЕМ: 43, 31
2014, ЯНВАРӖН 27 — 2014, ФЕВРАЛӖН 2
Кӗтӳҫсем, Чи Аслӑ Кӗтӳҫсем пек пулма тӑрӑшӑр
27 СТРАНИЦА • ЮРӐСЕМ: 5, 25
ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯСЕМ
▪ «Кӗлтуса сыхӑ тӑрӑр»
Сатанан йӗркесӗр тӗнчи пӗтес вӑхӑт хӑвӑрт ҫывхарса килнӗҫемӗн пирӗн тата хытӑрах сыхӑ тӑмалла. Ҫак статьяра кӗлтуса мӗнле сыхӑ тӑмаллине сӳтсе явнӑ.
▪ Турра «тӳсӗмлӗн кӗтсе» тӑма пире мӗн пулӑшӗ?
Ҫак статьяра Михей кӑтартнӑ тӳсӗмлӗх тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренме пултарни ҫинчен каланӑ. Иеговӑн ҫак йӗркесӗр тӗнчене пӗтермелли вӑхӑчӗ ҫывӑх пулнине мӗнле событисем пӗлтерсе тӑнине тӗпчӗр. Ҫавӑн пекех Турра тӳсӗмлӗ пулнӑшӑн пархатарлӑ пулнине мӗнле кӑтартма пултарнине асӑрхама тӑрӑшӑр.
▪ Ҫичӗ кӗтӳҫӗпе сакӑр пуҫлӑх. Вӗсем паян пирӗнпе мӗнле ҫыхӑннӑ
Езекия пурӑннӑ вӑхӑтра Сеннахирим Иерусалим ҫине тапӑнни ҫинчен каласа панинчен эпир нумай усӑ илме пултаратпӑр. Ҫак статья пухури кӗтӳҫсемшӗн уйрӑмах усӑллӑ пулӗ.
▪ Иеговӑн кӗтӳҫӗсене итлӗр
▪ Кӗтӳҫсем, Чи Аслӑ Кӗтӳҫсем пек пулма тӑрӑшӑр
Пӗрремӗш статьяра Иеговӑпа Иисус хальхи вӑхӑтра хӑйсен ҫӗр ҫинчи кӗтӗвне мӗнле пӑхнине сӳтсе явнӑ тата сурӑхсем вӗсене хӑйсен Кӗтӳҫӗсем вырӑнне хунине мӗнле кӑтартнине ӑнлантарса панӑ. Иккӗмӗш статьяра старейшинӑсене кӗтӳҫсен тивӗҫне мӗнле шухӑш-кӑмӑлпа тумаллине пӑхса тухнӑ.