Христоса, мухтавлӑ Патшана, саламлӑр!
«Хӑвӑн чаплӑлӑхупа ҫӗнтерӳ патне ыткӑн» (ПС. 45:4, ҪТ).
1, 2. Мӗншӗн 44-мӗш Псалом пире интереслентермелле?
МУХТАВЛӐ патша чӑнлӑхпа тӳрӗлӗх хутне кӗрес тата хӑйӗн тӑшманӗсене ҫӗнтерес тесе юланутпа сиккипе пырать. Тӗппипех ҫӗнтернӗ хыҫҫӑн вӑл хитре хӗрпе мӑшӑрланать. Пурте ӑна сыпӑкран сыпӑка асра тытаҫҫӗ тата мухтаҫҫӗ. Акӑ ҫакӑн пек 44-мӗш Псаломӑн тӗп теми.
2 Анчах та 44-мӗш Псалом вӑл — телейлӗ вӗҫленекен, чуна тивекен истори кӑна мар. Унта каласа панӑ событисем пирӗншӗн те пӗлтерӗшлӗ. Вӗсем пирӗн хальхи пурнӑҫпа та, пирӗн пуласлӑхпа та ҫыхӑннӑ. Ҫавӑнпа та ҫак псалома тӗплӗн тӗпчер.
«ЧӖРЕМРЕН ЫРӐ СӐМАХ ТУЛСА ТӐКӐНАТЬ»
3, 4. а) Мӗнле «ырӑ сӑмах» пирӗнпе ҫыхӑннӑ тата ҫав сӑмах пирӗн чӗрене мӗнле витӗм кӳрет? ӑ) Пирӗн юрӑ «Патша ҫинчен» тенине мӗнле ӑнланмалла тата мӗнле майпа пирӗн чӗлхе калем евӗрлӗ пулса тӑрать?
3 Псалом 44:2 вуласа пар. Псалом юрлакан чӗринчен тулса тӑкӑннӑ, урӑхла каласан, унӑн чӗрине хускатнӑ тата пӑлхантарнӑ «ырӑ сӑмах» вӑл — патша ҫинчен калакан сӑмах. «Тулса тӑкӑнать» тесе куҫарнӑ авалхи еврей глаголӗ чи малтан «пӑлханать» е «вӗрет» тенине пӗлтернӗ. Псалом юрлаканӑн чӗри хастарлӑхпа тулнӑран «вӗресе тӑрать», ҫавӑнпа унӑн чӗлхи «хӑвӑрт ҫыракан ҫыруҫӑн калемӗ» евӗрлӗ пулса тӑнӑ.
4 Пирӗн пирки мӗн калама пулать? Мессианла Патшалӑх ҫинчен калакан ырӑ хыпар — пирӗн чӗрене хускатакан «ырӑ сӑмах». Патшалӑх ҫинчен калакан хыпар 1914-мӗш ҫулта уйрӑмах «ырӑ» пулса тӑнӑ. Ҫавӑнтанпа ҫав хыпар пулас Патшалӑх ҫинчен мар, халӗ пӗлӗтре ӗҫлесе тӑракан чӑн-чӑн правительство ҫинчен. Ҫакӑ вӑл — эпир «мӗн пур халӑхсене пӗлтермешкӗн пӗтӗм тӗнчипех Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен» саракан «Ырӑ Хыпар» (Матф. 24:14, ҪХ). Пирӗн чӗререн Патшалӑх хыпарӗ «тулса тӑкӑнать-и», урӑхла каласан, ҫав хыпар пирӗн чӗрене хускатать-и? Патшалӑх ҫинчен калакан ырӑ хыпара эпир хастарлӑ саратпӑр-и? Псалом юрлаканӑн юрри пекех, пирӗн юрӑ та «Патша ҫинчен», пирӗн Патша Иисус Христос ҫинчен. Эпир ун пирки вӑл пӗлӗтри Мессианла Патшалӑхра патшана ларнӑ тесе пӗлтерсе ҫӳретпӗр. Ҫавӑн пекех эпир пурне те — пуҫлӑхсене те, вӗсене пӑхӑнса тӑракансене те — унӑн влаҫне пӑхӑнма чӗнетпӗр (Пс. 2:1, 2, 4—12). Пирӗн чӗлхе вара «хӑвӑрт ҫыракан ҫыруҫӑн калемӗ» евӗрлӗ, мӗншӗн тесен эпир ырӑ хыпара сарнӑ чухне час-часах Библипе усӑ куратпӑр.
ПАТША ЧӖЛХИ-ҪӐВАРӖНЧЕН КӐМӐЛЛӐ СӐМАХ ЮХСА ТӐРАТЬ
5. а) Хӑш енчен Иисус илемлӗ пулнӑ? ӑ) Мӗншӗн Патшан чӗлхи-ҫӑварӗнчен кӑмӑллӑ сӑмах юхса тӑнӑ теме пулать тата мӗнле эпир унран тӗслӗх илме пултаратпӑр?
5 Псалом 44:3 вуласа пар. Сӑваплӑ Ҫырура Иисус мӗнле ӳт-пӳллӗ, мӗнле сӑн-питлӗ пулни ҫинчен питӗ сахал каланӑ. Пӗр ҫитменлӗхсӗр ҫын пулнӑ пирки вӑл, паллах, хитре пулнӑ ӗнтӗ. Анчах та Иеговӑна шанчӑклӑ пулни тата ун умӗнче айӑпсӑр пулни ӑна чӑннипех илемлӗ тунӑ. Унсӑр пуҫне Иисус Патшалӑх хыпарне «ырӑ сӑмахсем» каласа сарнӑ (Лука 4:22; Иоанн 7:46). Ырӑ хыпара пӗлтерсе ҫӳренӗ чухне эпир унран тӗслӗх илсе ҫынсен чӗрисене хускатма пултаракан сӑмахсем калама тӑрӑшатпӑр-и? (Кол. 4:6.)
6. Иегова Иисуса «ӗмӗрлӗхе» мӗнле пилленӗ?
6 Иисус Иеговӑна чунтан парӑннӑ пирки Турӑ унӑн ҫӗр ҫинчи сӑваплӑ ӗҫне пилленӗ те ӑна хӑйӗн пурнӑҫне парнене кӳнӗ хыҫҫӑн награда панӑ. Павел апостол ҫырнӑ: «Вӑл Хӑйне Хӑй тем таранччен йӑвашлатса хӗрес ҫинчи вилӗмпе вилмелле пуличченех пӑхӑнса тӑнӑ. Ҫавӑнпа Турӑ Ӑна вӗҫӗмсӗр асла кӑларнӑ, Ӑна пур ятран та чаплӑ ят панӑ: ҫӳлтисем те, ҫӗр ҫинчисем те, ҫӗр айӗнчисем те Иисус ятне асӑнса пуҫҫапчӑр, Атте Турӑ мухтавӗшӗн Иисус Христоса пур чун та Ҫӳлхуҫа тесе калатӑр тенӗ» (Флп. 2:8—11). Иегова Иисуса вилӗмсӗр пурнӑҫпа пурӑнма чӗртсе тӑратнипе «ӗмӗрлӗхе» пилленӗ (Рим 6:9).
ПАТШАНА ХӐЙӖНПЕ «ПАЯ КӖНИСЕНЧЕН» ЫТЛАРАХ ЧАПА КӐЛАРНӐ
7. Турӑ Иисуса унпа «пая кӗнисенчен» ытларах сӗрнӗ тенине мӗнле ӑнланмалла?
7 Псалом 44:7, 8 вуласа пар. Иисус тӳрӗлӗхе юратнӑ тата хӑйӗн Ашшӗне мӗн чыссӑрлатать, ҫавсене пурне те курайман, ҫавӑнпа Иегова ӑна Мессианла Патшалӑхӑн Патши пулма суйласа лартнӑ. Иисуса хӑйӗнпе «пая кӗнисенчен», урӑхла каласан, Давид йӑхӗнчен тухнӑ Иуда патшисенчен, «савӑнӑҫ ҫӑвӗпе» ытларах сӗрнӗ. Мӗншӗн ҫавӑн пек калама пулать? Пӗрремӗшӗнчен, Иегова хӑй Иисуса суйласа лартнӑ. Иккӗмӗшӗнчен, Иегова ӑна Патша пулма та, Аслӑ Священник пулма та суйласа лартнӑ (Пс. 2:2; Евр. 5:5, 6). Виҫҫӗмӗшӗнчен, Иисуса ҫу сӗрсе мар, святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ. Юлашкинчен вара вӑл ҫӗр ҫинче мар, пӗлӗтрен ертсе пырать.
8. Мӗншӗн Турӑ — Иисусӑн престолӗ тесе калама пулать тата мӗншӗн Иисус влаҫа тӳрӗлӗхпе тытса тӑрасса эпир шанма пултаратпӑр?
8 Иегова хӑйӗн Ывӑлне 1914-мӗш ҫулта пӗлӗтре Мессианла Патша пулма лартнӑ. Унӑн «патшалӑхӗн туйи» — «тӗрӗслӗх туйи», ҫавӑнпа та вӑл влаҫа яланах тӗрӗслӗхпе тата тӳрӗлӗхпе тытса тӑрасса шанма пулать. Унӑн влаҫӗ — саккунлӑ власть, мӗншӗн тесен Турӑ — унӑн «аслӑ пуканӗ», урӑхла каласан, Иегова ӑна Патша пулма суйласа лартнӑ. Ҫитменнине тата Иисусӑн аслӑ пуканӗ — «ӗмӗр-ӗмӗре». Турӑ суйласа лартнӑ хӑватлӑ Патшана пӑхӑнса Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑнипе эсир мухтанатӑр-и?
ПАТША ХӐЙӖН ХӖҪНЕ ПИЛӖКӖНЧЕН ҪАКСА ЯРАТЬ
9, 10. а) Христос хӑйӗн хӗҫне пилӗкӗнчен хӑҫан ҫакса янӑ тата унпа вӑл мӗнле усӑ курнӑ? ӑ) Христос хӑйӗн хӗҫӗпе тата мӗнле усӑ курӗ?
9 Псалом 44:4 вуласа пар. Иегова хӑйӗн Патшине «хӗҫне... пилӗкӗнчен» ҫакса яма хушать, ҫапла вара ӑна Туррӑн аслӑ влаҫне хирӗҫ тӑракансемпе вӑрҫӑ вӑрҫма тата Турӑ вӗсем пирки йышӑннӑ приговора пурнӑҫа кӗртме ирӗк парать (Пс. 109:2). Христос — никам ҫӗнтерейми Салтак-Патша, ҫавӑнпа та ӑна «Вӑйлӑскер» теҫҫӗ. Вӑл хӑйӗн хӗҫне 1914-мӗш ҫулта пилӗкӗнчен ҫакса янӑ та Сатанапа унӑн демонӗсене тӳперен ҫӗр ҫине сирпӗтсе антарнипе ҫӗнтернӗ (Ӳлӗм. 12:7—9).
10 Ҫакӑ Патша ҫӗнтерӗвӗсен пуҫламӑшӗ кӑна пулнӑ-ха. Малашне унӑн пӗтӗмпех «ҫӗнтермелле» (Ӳлӗм. 6:2). Сатанан тӗнчин кашни пайне пӗтермелле тата Сатанапа унӑн демонӗсене витӗм кӳме пӑрахтармалла тесе йышӑннӑ Иегова. Чи малтан Аслӑ Вавилона, суя тӗнӗн пӗтӗм тӗнчери империне, тӗп тӑвӗҫ. Иегова ҫак ирсӗр «аскӑн арӑма» пӗтерме политика ертӳҫисемпе усӑ курӗ (Ӳлӗм. 17:16, 17). Унтан Салтак-Патша Сатанан тӗнчинчи пур правительствӑна та пӗтерсе хурӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Христос (ӑна ҫавӑн пекех «тӗпсӗр вырӑн ангелӗ» те теҫҫӗ) Сатанапа унӑн демонӗсене тӗпсӗр вырӑна хупса хунипе пӗтӗмпех ҫӗнтерӗ (Ӳлӗм. 9:1, 11; 20:1—3). Ҫак чуна хумхантаракан событисем ҫинчен 44-мӗш Псаломра мӗнле пророкла каланине пӑхса тухар.
ПАТША «ЧӐНЛӐХ... ХУТНЕ КӖМЕШКӖН» ЮЛАНУТПА СИККИПЕ ПЫРАТЬ
11. Христос «чӑнлӑх... хутне кӗмешкӗн» юланутпа сиккипе мӗнле пырать?
11 Псалом 44:5 вуласа пар. Салтак-Патша ҫӗрсене туртса илес тата халӑхсене пӑхӑнтарас тесе ҫапӑҫмасть. Унӑн вӑрҫи — паха тӗллевпе тӑвакан тӳрӗ вӑрҫӑ. Вӑл «чӑнлӑх, йӑвашлӑх [«кӗҫӗне хурасси», ҪТ], тӳрӗлӗх хутне кӗмешкӗн» юланутпа сиккипе пырать. Хӳтӗлеме кирлӗ чи аслӑ чӑнлӑх вӑл — Иеговӑн ҫут тӗнчене тытса тӑма ирӗк пур текен чӑнлӑх. Сатана, пӑлхав ҫӗклесен, Иеговӑн влаҫа тытса тӑма ирӗк ҫук тенӗ. Ҫавӑнтанпа ҫак тӗп чӑнлӑх пирки демонсем те, ҫынсем те иккӗлентереҫҫӗ. Халӗ Иегова суйласа лартнӑ Патшан Иеговӑн аслӑ влаҫӗ ҫинчен калакан чӑнлӑха пӗрре тата яланлӑха ҫирӗплетсе хумашкӑн ҫапӑҫӑва тухма вӑхӑт ҫитнӗ.
12. Патша кӗҫӗне хурасси хутне кӗмешкӗн сиккипе мӗнле пырать?
12 Патша кӗҫӗне хурасси хутне кӗмешкӗн те юланутпа сиккипе пырать. Иисус хӑйне кӗҫӗне хурас тата хӑйӗн Ашшӗн аслӑ влаҫне чунтан парӑнса пӑхӑнас тӗлӗшрен яланах чаплӑ тӗслӗх кӑтартать (Ис. 50:4, 5; Иоанн 5:19). Патшан шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсен пурин те унран тӗслӗх илмелле те хӑйсене кӗҫӗне хурса Иеговӑн аслӑ влаҫне пӗтӗмпех пӑхӑнса тӑмалла. Ҫакна тӑвакансем ҫеҫ Турӑ пама пулнӑ ҫӗнӗ тӗнчере пурӑнӗҫ (Зах. 14:16, 17).
13. Христос «тӳрӗлӗх хутне кӗмешкӗн» мӗнле тухать?
13 Христос «тӳрӗлӗх хутне кӗмешкӗн» те юланутпа сиккипе пырать. Патша хӳтӗлекен тӳрӗлӗх вӑл — «Турӑ тӳрӗлӗхӗ», Иеговӑн ыррипе усаллине уйӑрса илме пулӑшакан нормисем (Рим 3:21, ҪХ; Сак. аст. 32:4). Иисус Христос Патша ҫинчен Исаия ҫапла пророкла каланӑ: «Патша патшалӑха тӳрӗлӗхпе тытса тӑрӗ» (Ис. 32:1). Иисус тытса тӑракан власть «ҫӗнӗ тӳпепе ҫӗнӗ ҫӗр» туса хурӗ, унта вара «тӳрӗлӗх вырӑнаҫӗ» (2 Петр 3:13). Ҫӗнӗ тӗнчере пурӑнакансенчен кашнин Иеговӑн нормисемпе килӗшӳллӗ пурӑнмалла пулӗ (Ис. 11:1—5).
ПАТША «СЕХӖРЛЕНТЕРЕКЕН ӖҪСЕМ» ТӐВАТЬ
14. Христос сылтӑм аллипе «сехӗрлентерекен ӗҫсем» мӗнле тӑвӗ?
14 Патша хӑйӗн хӗҫне пилӗкӗнчен ҫакса янӑ та юланутпа сиккипе пырать (Пс. 44:4). Анчах та вӑл, псалом юрлакан пророкла каланӑ пекех, кӗҫех хӗҫне туртса кӑларӗ те сылтӑм аллипе «тӗлӗнмелле [«сехӗрлентерекен», ҪТ] ӗҫсем» тӑвӗ (Пс. 44:5). Армагеддонра Иеговӑн приговорӗсене пурнӑҫа кӗртес тесе юланутпа сиккипе пынӑ чухне Иисус Христос унӑн тӑшманӗсене хирӗҫ «сехӗрлентерекен ӗҫсем» тӑвӗ. Сатанан тӗнчине вӑл мӗнле майпа пӗтерессине эпир пӗлместпӗр. Анчах та Иисус тӑвас ӗҫсем ҫӗр ҫинче пурӑнакансене — Турӑ асӑрхаттарса каланисене итлеменскерсене тата Патша влаҫне пӑхӑнманскерсене — сехӗрлентерсе ӳкерессине пӗлетпӗр. (Псалом 2:11, 12 вуласа пар.) Пӗтес вӑхӑт ҫинчен Иисуса ҫапла пророкла каланӑ: «Тӳпери вӑй-хӑватсем кисренӗҫ. Ҫавӑнпа та, тӗнчене килес асапсене кӗтсе, ҫынсем вилесле сехӗрленсе ӳкӗҫ». Вӑл малалла каланӑ: «Вара тӳпери пӗлӗт ҫинче аслӑран та аслӑ мухтавпа тата хӑватпа килекен Этем Ывӑлне курӗҫ» (Лука 21:26, 27, ҪХ).
15, 16. Христоспа пӗрле ҫапӑҫӑва каякан ҫарсенче камсем-камсем пулӗҫ?
15 Патша «аслӑран та аслӑ мухтавпа тата хӑватпа» килесси ҫинчен Иоанн Ӳлӗмхине кӗнекере пӗлтернӗ. Вӑл ҫапла каланӑ: «Эпӗ тӳпе уҫӑлса кайнине куртӑм — акӑ шурӑ лаша, ӑна Утланни Шанчӑклӑ ятлӑ, Чӑнни ятлӑ. Вӑл тӳрӗ сут тӑвать, тӗрӗс вӑрҫӑ вӑрҫать. Ун хыҫҫӑн шурӑ лашасем утланнӑ, шап-шурӑ виссон тӑхӑннӑ ҫӳлти ҫарсем пыраҫҫӗ. Халӑхсене пӗтермешкӗн Унӑн ҫӑварӗнчен ҫивчӗ хӗҫ тухса тӑрать; Вӑл вӗсене тимӗр туяпа кӗтет; Вӑл Пурне те Тытса Тӑракан Туррӑн хаяр ҫиллин эрехне урипе таптаса кӑларать» (Ӳлӗм. 19:11, 14, 15).
16 Христоспа пӗрле ҫапӑҫӑва каякан «ҫӳлти ҫарсем» камсенчен тӑрать? Сатанапа унӑн демонӗсене тӳперен хӑваласа ярас тесе Иисус хӑйӗн хӗҫне пӗрремӗш хут пилӗкӗнчен ҫакса ярсан унпа пӗрле «унӑн ангелӗсем» пулнӑ (Ӳлӗм. 12:7—9). Ҫавӑнпа та Христосӑн ҫарӗсенче святой ангелсем пулӗҫ тени вырӑнлӑ пек туйӑнать. Унӑн ҫарӗсенче урӑх кам та пулин пулӗ-и? Иисус хӑйӗн тӑванӗсене, святой сывлӑшпа суйласа лартнӑскерсене, ҫапла сӑмах панӑ: «Ҫӗнтерекене, Манӑн ӗҫсене вӗҫне ҫитичченех туса тӑракана, суя тӗнлӗ халӑхсен пуҫлӑхӗ тӑвӑп. Вӗсене вӑл тимӗр туяпа кӗтӗ, вӗсене тӑм савӑта аркатнӑ пек ҫапса салатӗ. Эпӗ Хам та Аттемрен ҫавӑн пек ирӗк илтӗм» (Ӳлӗм. 2:26, 27). Апла пулсан, Христосӑн ҫӳлти ҫарӗсене святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ унӑн тӑванӗсем кӗрӗҫ, вӗсем вӑл вӑхӑт тӗлнелле пӗлӗтре пурӑнма вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрӗҫ. Иисус халӑхсене пӗтерес тесе «сехӗрлентерекен ӗҫсем» тунӑ чухне святой сывлӑшпа суйласа лартнисем унпа пӗрле пулӗҫ.
ПАТША ПӖТӖМПЕХ ҪӖНТЕРЕТ
17. а) Иисус утланнӑ шурӑ лаша мӗне пӗлтерет? ӑ) Хӗҫпе ухӑ мӗне пӗлтереҫҫӗ?
17 Псалом 44:6 вуласа пар. Патша шурӑ лаша ҫине утланнӑ, шурӑ лаша вара Иегова куҫӗ умӗнче таса та тӳрӗ шутланакан вӑрҫа пӗлтерет (Ӳлӗм. 6:2; 19:11). Унӑн хӗҫсӗр пуҫне ухӑ та пур. Эпир вулатпӑр: «Пӑхрӑм та — акӑ шурӑ лаша, ӑна ухӑ тытнӑ ҫын утланнӑ, пуҫӗнче — хӑйне тивӗҫнӗ пуҫкӑшӑль; вӑл ҫӗнтерме тухнӑ ҫӗнтерӳҫӗ пек тухрӗ». Хӗҫ те, ухӑ та Иисус хӑйӗн тӑшманӗсене пӗтерме усӑ куракан хатӗрсене пӗлтерет.
18. Христосӑн «ҫӗмренӗсем ҫивӗч» пулӗҫ тенине мӗнле ӑнланмалла?
18 Сӑвӑ чӗлхипе усӑ курса псалом юрлакан Патша ҫинчен ҫапла пророкла калать: «Ҫӗмренӳсем ҫивӗч Санӑн, халӑхсем Санӑн умна ӳкӗҫ, ҫӗмренӳсем — Патша тӑшманӗсен чӗрине». Пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе юн тӑкӑнӗ. Иеремия пророкла калать: «Ҫав кун Ҫӳлхуҫа пӗтерсе тухнисем ҫӗрӗн пӗр вӗҫӗнчен пуҫласа тепӗр вӗҫне ҫитиех пулӗҫ» (Иер. 25:33). Ҫак событи ҫинчен тепӗр пророкла сӑмахсенче ҫапла каланӑ: «Эпӗ тата тепӗр ангела куртӑм — вӑл хӗвел ҫинче тӑратчӗ; вӑл тӳпере ҫӳлте вӗҫекен мӗнпур кайӑка хыттӑн кӑшкӑрса каларӗ: вӗҫсе килӗр, Туррӑн каҫхи аслӑ апатне пухӑнӑр: патшасен виллисене, вӑйлисен виллисене, пинпӳсен виллисене, лашасен виллисене, вӗсене утланнӑ ҫынсен виллисене, ирӗклисен тата чурасен виллисене, кӗҫӗннисен тата аслисен виллисене ҫиме пуҫтарӑнӑр! терӗ» (Ӳлӗм. 19:17, 18).
19. Христос мӗнле пӗтӗмпех ҫӗнтерӗ?
19 Сатанан йӗркесӗр тӗнчине тӗп тунӑ хыҫҫӑн Христос, «капӑрланнӑскер», ҫӗнтерӳ патне ыткӑнӗ (Пс. 44:5). Вӑл Сатанапа унӑн демонӗсене Пин ҫулхи Патшалӑх вӗҫлениччен тӗпсӗр вырӑна хупса хунипе пӗтӗмпех ҫӗнтерӗ (Ӳлӗм. 20:2, 3). Шуйттанпа унӑн демонӗсене тӗпсӗр вырӑна хупса хурсан, ҫакӑ вӗсемшӗн вилнӗпе пӗрех пулӗ, мӗншӗн тесен вӗсем никама та сиен тума пултараймӗҫ. Ҫӗр ҫинче пурӑнакансем вара вӗсем витӗмӗнчен ирӗке тухӗҫ те хӑйсен мухтавлӑ та ҫӗнтерӳҫӗ Патшине пӗтӗмпех пӑхӑнса пурӑнма пултарӗҫ. Анчах та пӗтӗм ҫӗр майӗпен рай пулса тӑнине куриччен вӗсен хӑйсен Патшипе тата 144 000-ӗшӗпе савӑнма тепӗр сӑлтав пулӗ. Ҫак савӑнӑҫлӑ событи ҫинчен тепӗр статьяра каласа панӑ.
[4-мӗш страницӑри ҫырса хуни]
Эпир хамӑр Патша, Иисус Христос, ҫинчен калакан ырӑ хыпара савӑнса пӗлтерсе тӑратпӑр