«Ҫывӑх ҫыннуна хӑвна ху юратнӑ пек юрат»
«Иккӗмӗш [ӳкӗт]: „Ҫывӑх ҫыннуна хӑвна ху юратнӑ пек юрат“» (МАТФ. 22:39).
1, 2. а) Иисус каланӑ тӑрӑх, Саккунра иккӗмӗш чи аслӑ ӳкӗт хӑшӗ пулнӑ? ӑ) Мӗнле ыйтусен хуравӗсене эпир халӗ пӑхса тухӑпӑр?
ИИСУСА тӗрӗслес тесе пӗррехинче фарисейсенчен пӗри унран ыйтнӑ: «Вӗрентекен! саккунра чи аслӑ ӳкӗт хӑшӗ?» Умӗнхи статьяра палӑртнӑччӗ ӗнтӗ, Иисус: «Хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна пӗтӗм чӗрӳпе, пӗтӗм чунупа, пӗтӗм ӑсупа юрат»,— тесе хуравланӑ. Унтан вӑл хушса каланӑ: «Иккӗмӗшӗ те ҫавӑн евӗрлех: „Ҫывӑх ҫыннуна хӑвна ху юратнӑ пек юрат“» (Матф. 22:34—39).
2 Иисус пирӗн ҫывӑх ҫынсене хамӑра юратнӑ пек юратмалла тенӗ. Ҫавӑнпа ҫак ыйтусен хуравӗсене пӗлмелле: камсем пирӗн ҫывӑх ҫынсем тата вӗсене юратнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?
КАМСЕМ ПИРӖН ҪЫВӐХ ҪЫНСЕМ?
3, 4. а) «Ман ҫывӑх ҫыннӑм кам?» — тесе ыйтсан, Иисус мӗнле ытарӑш каласа панӑ? ӑ) Хӗненӗ, ҫаратнӑ тата вилме пӑрахса хӑварнӑ ҫынна самаритянин мӗнле пулӑшнӑ?
3 Ҫывӑх ҫын вӑл пирӗнпе юнашар пурӑнакан, яланах пулӑшма хатӗр ҫывӑх тус тесе шутлама пултаратпӑр эпир (Ытар. 27:10). Анчах та, хӑй пирки тӳрӗ ҫын тесе шутлакан пӗр саккунҫӑ: «Ман ҫывӑх ҫыннӑм кам?» — тесе ыйтсан, Иисус мӗн хуравланӑ-ха? Вӑл ӑна ырӑ кӑмӑллӑ Самари ҫынни ҫинчен ытарӑш каласа панӑ. (Лука 10:29—37 вуласа пар.) Хӗнесе, ҫаратса тата вилме пӑрахса хӑварнӑ ҫынна священникпа левитӑн, ҫывӑх ҫынсем пулнӑран, пулӑшмалла пулнӑ пек туйӑнать. Апла пулин те вӗсем ун ҫумӗнчен иртсе кайнӑ, ӑна нимпе те пулӑшман. Ҫав ҫынна самаритянин пулӑшнӑ. Вӑл, ытти Самари ҫыннисем пекех, Моисей саккунне хисепленӗ, анчах иудейсем ҫав халӑх ҫине йӗрӗнсе пӑхнӑ (Иоанн 4:9).
4 Хур курнӑ ҫыннӑн суранӗсем хӑвӑртрах тӳрленччӗр тесе Самари ҫынни унӑн суранӗсене ҫупа эрех сӗрнӗ. Вӑл хӑна килӗн хуҫи суранлӑ ҫынна пулӑштӑр тесе ӑна икӗ динари кӑларса панӑ, ҫав укҫашӑн икӗ куна яхӑн ӗҫлемелле пулнӑ (Матф. 20:2). Ҫавӑнпа ҫав ҫыншӑн кам ҫывӑх ҫын пулни уҫҫӑн курӑнать. Иисус каланӑ ытарӑш пире хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулма тата тӗрлӗ халӑх ҫыннисене юратма вӗрентет.
5. Нумаях пулмасть пулса иртнӗ ҫутҫанталӑк инкекӗ вӑхӑтӗнче Иеговӑн ӗҫлекенӗсем хӑйсен ҫывӑх ҫыннисене юратнине мӗнле кӑтартнӑ?
5 Ҫав ырӑ Самари ҫынни пек хӗрхенекен кӑмӑллӑ ҫынсем сайра-хутра тӗл пулаҫҫӗ, уйрӑмах ҫак йывӑр «юлашки кунсенче». Нумай ҫемьере юрату ҫук, ҫынсем хытӑ кӑмӑллӑ тата ырра юратмаҫҫӗ (2 Тим. 3:1—3). Час-часах ҫакӑ ҫутҫанталӑк инкекӗсем вӑхӑтӗнче курӑнать. 2012 ҫулта октябрьте Нью-Йоркра «Сэнди» ятлӑ пит вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл вӑхӑтӗнче акӑ мӗн пулса иртнӗ. Ҫил-тӑвӑл хулан пӗр районне вӑйлӑ аркатса тӑкнӑ, унта пурӑнакансем электричествӑсӑр, ӑшӑсӑр тата ытти кирлӗ япаласемсӗр тӑрса юлнӑ, унсӑр пуҫне, ҫаратакан ҫынсенчен те хур курнӑ. Анчах ҫав районтах Иегова Свидетелӗсем туслӑ ӗҫленӗ, пухури тӑванӗсене те, ытти ҫынсене те пулӑшнӑ. Христиансем ҫывӑх ҫынсене юратаҫҫӗ, ҫавӑнпа ҫапла тӑваҫҫӗ. Ҫывӑх ҫынсене юратнине тата мӗнле кӑтартма пулать-ха?
ҪЫВӐХ ҪЫНСЕНЕ ЮРАТНИНЕ МӖНЛЕ КӐТАРТМАЛЛА?
6. Эпир ырӑ хыпар сарни мӗншӗн эпир ҫывӑх ҫынсене юратнине кӑтартать?
6 Библипе усӑ курса ҫынсене пулӑшӑр. Ҫакна тума Ҫырури лӑплантаракан сӑмахсем пулӑшаҫҫӗ (Рим 15:4). Паллах, Библири чӑнлӑха ыттисене каласа панӑ чухне эпир хамӑра вӗсен ҫывӑх ҫыннисем пулнине кӑтартатпӑр (Матф. 24:14). «Шанӑҫ паракан Туррӑн» Патшалӑх ҫинчен калакан хыпарне ыттисене пӗлтересси вӑл — мӗн тери пысӑк чыс! (Рим 15:13.)
7. Мӗнле канаш пирки «ылтӑн правило» теҫҫӗ тата ӑна тытса тӑрсан эпир мӗнле пиллӗхсем илетпӗр?
7 «Ылтӑн правилӑна» тытса тӑрӑр. Ҫак правило Иисусӑн Ту ҫинчи вӗрентӗвӗнчи сӑмахсенче палӑрать: «Хӑвӑршӑн ҫынна мӗн тутарасшӑн, хӑвӑр та вӗсемшӗн пур тӗлӗшрен те ҫавнах тӑвӑр: саккун та, пророксем те ҫапла вӗрентеҫҫӗ» (Матф. 7:12). Иисусӑн канашне тытса тӑрсан эпир «саккунӑн» (Пултарнирен пуҫласа Саккуна астутарни таранчченхи кӗнекесен) тата «пророксен» (Еврей Ҫырӑвӗсенчи пророкла кӗнекесен) тӗп шухӑшӗпе килӗшӳллӗ тӑватпӑр. Библири ҫак кӗнекесем ыттисене юратакан ҫынсене Турӑ пилленине уҫҫӑн кӑтартаҫҫӗ. Сӑмахран, Исаия пророк урлӑ Иегова: «Тӳрӗ сут тӑвӑр, тӗрӗссине тӑвӑр... Ҫапла тӑвакан... телейлӗ»,— тенӗ (Ис. 56:1, 2). Чӑнах та, ҫывӑх ҫынсене юратнине кӑтартатпӑр, вӗсемпе тӳрӗ кӑмӑллӑ пулма тӑрӑшатпӑр пулсан, эпир пиллӗхсем илетпӗр.
8. Пирӗн хамӑрӑн тӑшмансене мӗншӗн юратмалла тата ҫакӑ мӗнле усӑ пама пултарать?
8 Хӑвӑрӑн тӑшманӑрсене юратӑр. «Эсир „хӑвна ҫывӑх ҫынна юрат, тӑшманна кураймасӑр тӑр“ тенине илтнӗ,— тенӗ Иисус.— Эпӗ вара сире ҫапла калатӑп: хӑвӑрӑн тӑшманӑрсене юратӑр... хӑвӑра кӳрентерекенсемшӗн, хӗсӗрлекенсемшӗн кӗлтӑвӑр; эсир ҫапла ҫеҫ Ҫӳлти Аҫӑр ывӑлӗсем пулатӑр» (Матф. 5:43—45). Павел апостол ҫавӑн евӗрлӗ шухӑшах каланӑ: «Тӑшману выҫӑ пулсассӑн — тӑрантар ӑна; ӗҫесси килет пулсассӑн — ӗҫтер» (Рим 12:20; Ытар. 25:21). Моисей саккунӗ тӑрӑх, ҫӗклем йывӑр пулнӑран тӑшманӗн ашакӗ тӑма пултарайманнине курсан, ҫыннӑн ӑна пулӑшмалла пулнӑ (Тух. 23:5). Ҫакнашкал хире-хирӗҫ пулӑшнине пула унччен пӗр-пӗрне курайман ҫынсем лайӑх туссем пулса тӑма пултарнӑ. Паян та эпир, христиансем, хамӑрӑн тӑшмансене юратнине кӑтартатпӑр, ҫавӑнпа вӗсенчен чылайӑшӗ хӑйсен чӗрине ҫемҫетеҫҫӗ. Тӑшмансене, хаяррӑн хирӗҫ тӑракансене те, юратнине кӑтартатпӑр пулсан, вӗсенчен хӑшӗ те пулин Христосӑн чӑн-чӑн вӗренекенӗ пулса тӑрсан эпир мӗн тери хытӑ савӑнӑпӑр!
9. Пухури тӑвансен пӗр-пӗрин хушшинчи хирӗҫӳсене мӗнле татса памалли пирки Иисус мӗн каланӑ?
9 «Пуринпе те килӗштерсе пурӑнма... тӑрӑшӑр» (Евр. 12:14). Паллах ӗнтӗ, пухури тӑвансемпе те килӗштерсе пурӑнмалла. Иисус ҫапла каланӑ: «Парне вырӑнӗ патне парнӳне илсе пырсан, ҫавӑнта эсӗ тӑвану хӑвна кӳреннине асна илсен, парнӳне ҫавӑнта парне вырӑнӗ умне хӑварса, малтан тӑванупа кайса килӗштер, унтан каялла килсе парнӳне кӳр» (Матф. 5:23, 24). Пухури тӑвансене юратнине кӑтартатпӑр пулсан тата хирӗҫӳсене тӳрех татса паратпӑр пулсан, Турӑ пире пиллӗ.
10. Мӗншӗн пирӗн ыттисене тиркесе калаҫмалла мар?
10 Ыттисене тиркекен ҫын ан пулӑр. «Ан айӑплӑр, вара хӑвӑра та айӑпламӗҫ,— тенӗ Иисус,— мӗнле айӑплӑр, хӑвӑра та ҫаплах айӑплӗҫ; мӗнле виҫепе виҫӗр, хӑвӑра та ҫав виҫепех виҫӗҫ. Мӗншӗн эсӗ тӑвану куҫӗнчи ҫӳппе куратӑн, хӑвӑн куҫӑнти пӗренене асӑрхамастӑн? Хӑвӑн куҫӑнта пӗрене пур ҫӗртех епле-ха эсӗ тӑванна: „сан куҫӑнти ҫӳппе кӑларам-ха“ тесе калама пултаратӑн? Икӗ питлӗскер! малтан хӑвӑн куҫӑнти пӗренене кӑлар, вара тӑвану куҫӗнчи ҫӳппе епле кӑлармаллине курӑн» (Матф. 7:1—5). Ҫак сӑмахсем пӗчӗк йӑнӑшсемшӗнех ыттисене тиркесе калаҫма кирлӗ маррине уҫҫӑн кӑтартаҫҫӗ, мӗншӗн тесен эпир хамӑр та питӗ хытӑ йӑнӑшма пултаратпӑр.
ҪЫВӐХ ҪЫННА ЮРАТНИНЕ КӐТАРТМАЛЛИ ЧИ ЛАЙӐХ МАЙ
11, 12. Ҫывӑх ҫынсене юратнине мӗнле чи лайӑх майпа кӑтартма пулать?
11 Ҫывӑх ҫынсене юратнине эпир чи лайӑх майпа кӑтартасшӑн. Иисус пекех, эпир Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳретпӗр (Лука 8:1). Хӑй хыҫҫӑн пыракансене Иисус «пур халӑха та вӗрентме» хушнӑ (Матф. 28:19, 20). Ҫак ӗҫе хутшӑннипе эпир ҫывӑх ҫынсене пысӑк та аслӑ ҫула хӑварса пурнӑҫ паракан ансӑр ҫулпа пыма хавхалантарма тӑрӑшатпӑр (Матф. 7:13, 14). Ҫакӑн пек вӑй хунине Иегова пиллетех.
12 Иисус пекех, эпир ҫынсене Иегова ҫинчен пӗлни питӗ кирлине ӑнланса илме пулӑшатпӑр (Матф. 5:3). Эпир вӗсене «Туррӑн Ырӑ Хыпарне» пӗлтерме тӑрӑшатпӑр (Рим 1:1). Турӑ Патшалӑхӗн хыпарне йышӑнакансем Христос урлӑ Турӑпа килӗшӳ тупаҫҫӗ (2 Кор. 5:18, 19). Ҫынсен пурнӑҫне ҫӑлма пултаракан ырӑ хыпара сарнипе эпир ҫывӑх ҫынсене юратнине чи лайӑх майпа кӑтартатпӑр.
13. Турӑ Патшалӑхӗн хыпарҫи пулни сирӗнте мӗнле туйӑмсем вӑратать?
13 Тӗплӗн хатӗрленсе ҫынсем патне тепӗр хут кайсан тата вӗсемпе Библи вӗренсен, вара вӗсене Туррӑн тӳрӗ нормисемпе килӗшӳллӗ улшӑнусем тума пулӑшсан, эпир савӑнӑҫ илетпӗр. Хӑшӗ-пӗрисене ҫакна тумашкӑн хушӑран хӑйсен пурнӑҫне тӗпрен улӑштарма тивет (1 Кор. 6:9—11). Турӑ йӑваш кӑмӑллӑ ҫынсене кирлӗ улшӑнусем тума тата хӑйпе ҫывӑх хутшӑнусенче пулма пулӑшнине курни питӗ савӑнтарать (Ап. ӗҫ. 13:48). Нумайӑшӗ хуйхӑрма пӑрахса савӑнма пуҫлаҫҫӗ, вӗсем ытлашши пӑшӑрханмаҫҫӗ, мӗншӗн тесен пӗлӗтри Аттемӗр пулӑшасса шанса тӑраҫҫӗ. Ҫӗннисем чӑнлӑхра ӳсӗмсем тунине курма мӗн тери аван! Турӑ Патшалӑхӗн хыпарҫисем пулса ӗҫлесе ҫывӑх ҫынсене юратнине чи лайӑх майпа кӑтартни пиллӗх мар-и-ха вара?!
ЮРАТУ МӖННЕ ТУРӐ ХАВХАЛАНТАРНИПЕ ӐНЛАНТАРСА ПАНИ
14. 1 Коринф 13:4—8-мӗшӗсенче ҫырса панӑ юратӑвӑн хӑш-пӗр енӗсем ҫинчен хӑвӑрӑн сӑмахсемпе кӗскен каласа парӑр.
14 Эпир ҫывӑх ҫынсемпе калаҫнӑ-хутшӑннӑ чухне Павел юрату ҫинчен мӗн ҫырса панипе усӑ куратпӑр пулсан, ҫакӑ пире нумай йывӑрлӑхран пӑрӑнма пулӑшӗ. Эпир телейлӗрех пулса тӑрӑпӑр тата Турӑ пире пиллӗ. (1 Коринф 13:4—8 вуласа пар.) Айтӑр Павел юрату ҫинчен мӗн ҫырнине кӗскен сӳтсе явар, вара эпир ҫывӑх ҫынсемпе калаҫнӑ-хутшӑннӑ чухне ҫав сӑмахсемпе мӗнле усӑ курмаллине курӑпӑр.
15. а) Пирӗн мӗншӗн тӳсӗмлӗ тата ырӑ кӑмӑллӑ пулмалла? ӑ) Пирӗн мӗншӗн ӑмсанмалла мар тата мухтанмалла мар?
15 «Юрату нумайччен тӳсет, хӗрхенсе ырӑлӑх тӑвать». Турӑ ҫитменлӗхлӗ ҫынсемпе тӳсӗмлӗ тата ырӑ кӑмӑллӑ, апла пулсан пирӗн те ыттисем йӑнӑшнӑ чухне, шухӑшласа тӑмасӑр мӗн те пулин тунӑ чухне е хӑйсене тӳрккессӗн тытнӑ чухне тӳсӗмлӗ пулмалла. «Юрату ӑмсанмасть», ҫавӑнпа пӗр-пӗр ҫыннӑн мӗнле те пулин пурлӑх пур пулсан е ӑна пухура чыслӑ тивӗҫсем шанса параҫҫӗ пулсан, чӑн юрату пире ӑмсанма памӗ. Унсӑр пуҫне, ыттисене чӑннипех юрататпӑр пулсан эпир мухтанмӑпӑр е мӑнаҫланмӑпӑр. Мӗншӗн тесен «усал ҫынсем мӑнаҫлӑн пӑхнипе, мӑнкӑмӑллӑ чӗрипе палӑрса тӑраҫҫӗ, ҫакӑ — ҫылӑх вӑл» (Ытар. 21:4).
16, 17. Хамӑра 1 Коринф 13:5, 6-мӗшӗсенчи сӑмахсемпе килӗшӳллӗ тытас тесен, мӗн тумалла?
16 Ҫывӑх ҫынна юрататпӑр пулсан эпир хамӑра йӗркесӗр тытмастпӑр. Эпир ӑна суймастпӑр, унӑнне нимӗн те вӑрламастпӑр, ҫавӑн пекех Иеговӑн саккунӗсемпе принципӗсене пӑсса ӑна усал тумастпӑр. Юратнӑран эпир хамӑршӑн ҫеҫ мар, ыттисемшӗн те тӑрӑшӑпӑр (Флп. 2:4).
17 Чӑн юрату вӗчӗхмест, «усал тунине асра тытмасть», урӑхла каласан, кам та пулин пирӗнпе ырӑ пулмасан эпир ҫавӑн ҫинчен нихӑҫан та «ҫырса пымастпӑр» (1 Фес. 5:15). Эпир ҫилленсе ҫӳрени Турра юрӑхлӑ мар. Ҫилленсе ҫӳренине тӗлкӗшекен кӑварпа танлаштарма пулать, вӑл ҫӗнӗрен тивсе кайма пултарать, ҫулӑм вара пире те, ыттисене те сиен кӳрӗ (Лев. 19:18). Юрату пире чӑннишӗн савӑнма хавхалантарать, тӗрӗсмарлӑхшӑн вара эпир савӑнмӑпӑр, тӗслӗхрен, пире курайман ҫынна кам та пулин кӳрентерчӗ е усал турӗ пулсан, ҫавӑншӑн хӗпӗртемӗпӗр. (Ытарӑшсем 24:17, 18 вуласа пар.)
18. 1 Коринф 13:7, 8-мӗшӗсенчен эпир юрату ҫинчен мӗн пӗлетпӗр?
18 Павел юрату ҫинчен малалла мӗн ҫырнине пӑхса тухӑпӑр. Вӑл юрату «пурне те каҫарать» тенӗ. Пире кам та пулин кӳрентерчӗ пулсан, кайран вара каҫару ыйтрӗ пулсан, юрату пире ӑна каҫарма хавхалантарӗ. Юрату Турӑ Сӑмахӗнче мӗн ҫырнине пурне те ӗненет, ҫавӑнпа эпир Иеговӑн организацийӗ пире тӑтӑшах вӗрентсе тӑнӑшӑн питӗ пархатарлӑ. Юрату Библире мӗн ҫырнине пурне те шанса тӑрать, пире хамӑрӑн шанчӑк ҫинчен ҫынсене каласа пама хавхалантарать (1 Петр 3:15). Ҫавӑн пекех йывӑр лару-тӑрусенче эпир кӗлтӑватпӑр, пурте лайӑх вӗҫленессе шанатпӑр. Юрату «пурне те тӳссе ирттерет»: пире хирӗҫ ҫылӑх тунине каҫарма, хӗсӗрленине е ытти йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме пулӑшать. Унсӑр пуҫне, «юрату нихӑҫан та пӗтмӗ» — Турра итлекен ҫынсем ӗмӗрӗ-ӗмӗрӗпе юратнине кӑтартӗҫ.
ҪЫВӐХ ҪЫНСЕНЕ МАЛАЛЛА ТА ХӐВӐРА ЮРАТНӐ ПЕК ЮРАТӐР
19, 20. Сӑваплӑ Ҫырури мӗнле канаш пире ҫывӑх ҫынна малалла та юратма хавхалантарать?
19 Библири канашсемпе усӑ курни пире малалла та ҫывӑх ҫынсене юратнине кӑтартма пулӑшӗ. Пирӗн хамӑр халӑхри ҫынсене кӑна мар, пурне те юратмалла. Иисус: «Ҫывӑх ҫыннуна хӑвна ху юратнӑ пек юрат»,— тенине пирӗн манмалла мар (Матф. 22:39). Турӑ та, Иисус та эпир ҫывӑх ҫынсене юратасса кӗтеҫҫӗ. Эпир ҫывӑх ҫынна пырса тивекен пӗр-пӗр лару-тӑрура мӗн тумаллине пӗлместпӗр пулсан, айтӑр Турӑран пире святой сывлӑш урлӑ мӗн тумаллине кӑтарт тесе ыйтар. Ҫапла тусан Иегова пире пиллӗ тата эпир юратнине кӑтартма вӗренӗпӗр (Рим 8:26, 27).
20 Ҫывӑх ҫынна хамӑра юратнӑ пек юратма хушни пирки «чӑн аслӑ саккун» теҫҫӗ (Иак. 2:8). Моисей Саккунӗнчи хӑш-пӗр ӳкӗтсене асӑннӑ хыҫҫӑн Павел каланӑ: «Ҫак ӳкӗтсем... ытти кирек епле ӳкӗт те — ҫакӑ сӑмахра: „хӑвӑн ҫывӑх ҫыннуна хӑвна ху юратнӑ пек юрат“ тенинче. Юратакан ӗнтӗ ҫывӑх ҫынна усал тумасть; эппин, юрату саккуна пурӑнӑҫлани пулать» (Рим 13:8—10). Ҫавӑнпа пирӗн малалла та ҫывӑх ҫынсене юратнине кӑтартмалла.
21, 22. Мӗншӗн пирӗн Турра та, ҫывӑх ҫынсене те юратмалла?
21 Ҫывӑх ҫынсене мӗншӗн юратмалли ҫинчен шухӑшланӑ май, Иисус хӑйӗн Ашшӗ «Хӑйӗн хӗвелне усаллисем ҫине те, ыррисем ҫине те пӑхтарать; ҫумӑрне те сӑваплисем ҫине те, сӑвапсӑррисем ҫине те ҫутарать» тенине асра тытни лайӑх (Матф. 5:43—45). Ҫывӑх ҫын Турра итлесе пурӑнать-и е пурӑнмасть-и, пирӗн пурпӗр ӑна юратнине кӑтартмалла. Унччен каланӑччӗ ӗнтӗ, Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ырӑ хыпар сарни — ҫакна тумашкӑн чи лайӑх май. Пархатарлӑ пулса ырӑ хыпара пӗтӗм чӗререн йышӑнсан, пирӗн ҫывӑх ҫынсем мӗн тери лайӑх пиллӗхсем илӗҫ!
22 Пирӗн Иеговӑна пӗтӗм чунтан-вартан юратма сӑлтавсем нумай. Ҫывӑх ҫынсене юратнине кӑтартма та майсем сахал мар пирӗн. Турра тата ҫывӑх ҫынна юратнипе эпир Иисус чи аслӑ ӳкӗтсем ҫинчен каланӑ сӑмахсене тимленине кӑтартатпӑр. Анчах та чи кирли вӑл — ҫакӑ пирӗн ҫӳлти Аттемӗрӗн, Иеговӑн, кӑмӑлне кайӗ.