Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • wp17 3№ 4—8 с.
  • Тӑватӑ юланутҫӑ. Камсем вӗсем?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Тӑватӑ юланутҫӑ. Камсем вӗсем?
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (салатмалли кӑларӑм) — 2017
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • ШУРӐ ЛАША ҪИНЧЕ ПЫРАКАН
  • ХӖРЛӖ ЛАША ҪИНЧЕ ПЫРАКАН
  • ХУРА ЛАША ҪИНЧЕ ПЫРАКАН
  • ШУРАНКА ЛАША ҪИНЧЕ ПЫРАКАН
  • УМРА — ЛАЙӐХ ПУРНӐҪ!
  • Тӑватӑ юланутҫӑ тата эсир
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (салатмалли кӑларӑм) — 2017
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (салатмалли кӑларӑм) — 2017
wp17 3№ 4—8 с.
Апокалипсисӑн тӑватӑ юланутҫи, вӗсем хыҫӗнче Тамӑк пырать

ХУПЛАШКА ҪИНЧИ ТЕМА | ТӐВАТӐ ЮЛАНУТҪӐ. ВӖСЕМ СИРӖН ПУРНӐҪПА ҪЫХӐННӐ-И?

Тӑватӑ юланутҫӑ. Камсем вӗсем?

Ҫак курӑну темле вӑрттӑнлӑх пек тата вӑл япӑххипе ҫеҫ ҫыхӑннӑ пек туйӑнма пултарать. Анчах ку ун пек мар. Библи вуласан тата хальхи историри событисене пӑхса тухсан кашни юланутҫӑ кама е мӗне сӑнласа панине пӗлме пулать. Вӗсем лаша ҫинче сиккипе пыни ҫӗр ҫинче асапсем пуласса пӗлтерет пулин те, ҫакӑ сирӗншӗн тата сирӗн ҫемьешӗн ырӑ хыпар та пулма пултарать. Ҫакна мӗнле ӑнланмалла? Чи малтан кашни юланутҫӑ кама е мӗне пӗлтернине пӑхса тухар.

ШУРӐ ЛАША ҪИНЧЕ ПЫРАКАН

«Пӑхрӑм та — акӑ шурӑ лаша, ӑна ухӑ тытнӑ ҫын утланнӑ, пуҫӗнче — хӑйне тивӗҫнӗ пуҫкӑшӑль; вӑл ҫӗнтерме тухнӑ ҫӗнтерӳҫӗ пек тухрӗ» (Ӳлӗмхине 6:2).

Шурӑ лаша ҫинче пыракан кама сӑнласа парать-ши? Библин ҫав кӗнекинчех, Ӳлӗмхине кӗнекере, ҫак ыйтӑвӑн хуравне тупма пулать. Унта ҫак тӳпери юланутҫӑ пирки «Турӑ Сӑмахӗ» тенӗ (Ӳлӗмхине 19:11—13). «Сӑмах» — Иисус Христосӑн титулӗ, мӗншӗн тесен вӑл Турӑ ячӗпе калаҫать (Иоанн 1:1, 14). Ҫавӑн пекех Ӳлӗмхине кӗнекерех ун пирки «Шанчӑклӑ ятлӑ, Чӑнни ятлӑ», «патшасенӗн Патши» тата «хуҫасенӗн Ҫӳлхуҫи» тенӗ (Ӳлӗмхине 19:11, 16). Иисуса пысӑк власть пани тата вӑл хӑйне Салтак-Патша пек тытни уҫҫӑн курӑнать. Паллах ӗнтӗ вӑл хӑйӗн влаҫӗпе тӗрӗс мар усӑ курмӗ. Ҫапах та темиҫе ыйту сиксе тухать.

Иисуса вӑрҫӑ вӑрҫма ирӗк кам панӑ? (Ӳлӗмхине 6:2.) Даниил пророк курнӑ курӑнура «Кунӗсемпе Авалхискерӗ» — хӑй Иеговаa Турӑ — «Этем Ывӑлне», е Мессийӑна, «ирӗк, мухтав тата патшалӑх» панӑ (Даниил 7:13, 14). Апла пулсан, Иисуса патша тата судья пулма Пурне те Пултаракан Турӑ лартнӑ. Сӑваплӑ Ҫырура шурӑ тӗс час-часах тӳрӗлӗхе пӗлтерет, ҫавӑнпа шурӑ лаша Турӑ Ывӑлӗ ертсе пыракан тӳрӗ вӑрҫа сӑнласа парать (Ӳлӗмхине 3:4; 7:9, 13, 14).

Юланутҫӑсем хӑҫан сиккипе чупма пуҫланӑ? Асӑрхӑр-ха, пӗрремӗш юланутҫӑ, Иисус, пуҫкӑшӑль илсен тухнӑ (Ӳлӗмхине 6:2). Анчах Иисус хӑҫан Патша пулса тӑнӑ? Пӗлӗт ҫине таврӑнсанах-и? Ҫук. Библире каланӑ тӑрӑх, вӑл пӗлӗте таврӑнсан пӗр вӑхӑт иртмелле пулнӑ (Еврейсем 10:12, 13). Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫак кӗтмелли вӑхӑт вӗҫленессине тата хӑй пӗлӗтре ертсе пыма пуҫлассине мӗнле уйӑрса илмеллине ӑнлантарса панӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ертсе пыма пуҫласан ҫӗр ҫинче лару-тӑру япӑхлансах-япӑхлансах пырӗ: вӑрҫӑсем, выҫлӑх тата чирсем пулӗҫ (Матфей 24:3, 7; Лука 21:10, 11). 1914 ҫулта Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи пуҫлансанах этемлӗхшӗн «йывӑр самана» пуҫланни уҫҫӑн курӑннӑ. Библире ҫак вӑхӑт пирки «юлашки кунсем» тенӗ (2 Тимофей 3:1—5).

Анчах Иисус 1914 ҫулта патшана ларнӑ хыҫҫӑн мӗншӗн-ха ҫӗр ҫинчи пурнӑҫ лайӑхланас вырӑнне япӑхлансах пырать? Мӗншӗн тесен Иисус ҫав ҫулта ҫӗр ҫинче мар, пӗлӗтре ертсе пыма тытӑннӑ. Ун чухне пӗлӗтре вӑрҫӑ пуҫланнӑ, вара Иисус Патша (Ӳлӗмхине кӗнекере ун пирки Михаил тенӗ) Сатанапа унӑн демонӗсене ҫӗр ҫине сирпӗтнӗ (Ӳлӗмхине 12:7—9, 12). Сатана питӗ хаяр, мӗншӗн тесен вӑл хӑйӗн вӑхӑчӗ сахал юлнине пӗлет. Сатана тӗлӗшӗнчен тунӑ приговора Турӑ пурнӑҫа кӗртес кун ҫывхарса килет — Турӑ ӑна ҫӗр ҫинчен пӗтерет (Матфей 6:10). Халӗ айтӑр эпир «юлашки кунсенче» пурӑннине тепӗр виҫӗ юланутҫӑ мӗнле ҫирӗплетсе панине курар. Ҫак юланутҫӑсем пӗрремӗш юланутҫӑран уйрӑлса тӑраҫҫӗ, вӗсем тӗнчери лару-тӑрӑва сӑнласа параҫҫӗ.

ХӖРЛӖ ЛАША ҪИНЧЕ ПЫРАКАН

«Тепӗр лаша тухрӗ — вут-ҫулӑм пек хӗрлӗскер; ҫынсем пӗрне-пӗри вӗлерччӗр тесе, ӑна утланнӑ ҫынна ҫӗр ҫинчи канӑҫлӑха пӗтерме хушнӑ. Ӑна пысӑк хӗҫ панӑ» (Ӳлӗмхине 6:4).

Ҫак юланутҫӑ вӑрҫӑсене сӑнласа парать. Ӑна хӑш-пӗр халӑхсем хушшинчи канӑҫлӑха, е мире, кӑна мар, пӗтӗм ҫӗр ҫинчи мире пӗтерме хушнӑ. 1914 ҫулта этемлӗх историйӗнче пӗрремӗш хут пӗтӗм тӗнчене ярса илнӗ вӑрҫӑ пуҫланнӑ. Ун хыҫҫӑнхи Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи вара тата хӑрушӑрах пулнӑ. Хӑш-пӗрисем шутланӑ тӑрӑх, 1914 ҫултан пуҫласа вӑрҫӑсемпе ҫапӑҫусем 100 миллион ытла ҫыннӑн пурнӑҫне татнӑ тата нумайӑшне уксах-чӑлах тунӑ.

Хальхи вӑхӑт вӑрҫӑсемпе уйрӑлса тӑрать-и? Паллах. Вӗт халӗ ҫынсем хӑйсене хӑйсем пӗтерме пултараҫҫӗ, этемлӗх историйӗнче ку таранччен ун пекки пулман. Мир тума тӑрӑшакан организацисем те, сӑмахран Пӗрлешнӗ Нацисен Организацийӗ, ҫулӑм пек хӗрлӗскер лаша ҫинче пыракан юланутҫӑна чараймаҫҫӗ.

ХУРА ЛАША ҪИНЧЕ ПЫРАКАН

«Пӑхрӑм та — акӑ хура лаша, ӑна аллине виҫе тытнӑ ҫын утланнӑ. Унтан тӑватӑ чӗрчун енчен сасӑ илтӗнчӗ, ҫав сасӑ каларӗ: пӗр хиникс тулӑ пӗр динари тӑрать; виҫӗ хиникс урпа та пӗр динари тӑрать; анчах йывӑҫ ҫӑвӗпе эрехе ан тӗкӗн, терӗ» (Ӳлӗмхине 6:5, 6).

Ҫак юланутҫӑ выҫлӑха сӑнласа парать. Курӑнури сасӑ апат-ҫимӗҫ питӗ хаклӑ пулнине пӗлтерет: пӗр хиникс (0,7 кг) тулӑ пӗр динари тӑрать, пӗрремӗш ӗмӗрте ҫав укҫашӑн кунӗпех ӗҫлемелле пулнӑ! (Матфей 20:2.) Пахалӑхӗпе тулӑран начартарах 3 хиникс (2,1 кг) урпа та ҫавӑн чухлех тӑрать. Ҫавӑн пек лару-тӑрура пысӑк ҫемьене мӗнле тӑрантарса усрамалла-ши? Перекетлӗ пулас тесен ҫынсен кулленхи апата та (авалхи вӑхӑтра час-часах ҫинӗ апата курӑнура йывӑҫ ҫӑвӗпе тата эрехпе сӑнласа панӑ) сахалрах ҫиме тивӗ.

Хура лаша ҫинчи юланутҫӑ 1914 ҫултанпа пыма пуҫланине мӗн ҫирӗплетсе парать? XX ӗмӗрте выҫлӑхран 70 миллиона яхӑн ҫын вилнӗ. Пӗр тӗпчев ӗҫӗнче ҫапла каланӑ: «2012—2014 ҫулсенче 805 миллион ҫын — ҫӗр ҫинче пурӑннӑ ҫынсен тӑххӑрмӗш пайӗ патнелле — ҫинӗ-ҫимен пурӑннӑ». Тепӗр тӗпчев ӗҫӗнче вара ҫапла каланӑ: «Выҫлӑха пула кашни ҫул питӗ нумай ҫын вилет, вӗсен шучӗ СПИД, моляри тата туберкулез чирӗсенчен вилекенсен шутӗнчен те пысӑкрах». Этемлӗх выҫлӑха пӗтерме нумай вӑй хурать, анчах хура лаша ҫинче ларакан юланутҫӑ халӗ те чупса пырать.

ШУРАНКА ЛАША ҪИНЧЕ ПЫРАКАН

«Пӑхрӑм та — акӑ шуранка лаша, ӑна Вилӗм ятлӑ юланутҫӑ утланнӑ. Унӑн хыҫӗнчен Тамӑк [«виле шӑтӑкӗ», ҪТ] пырать. Ӑна ҫӗрӗн тӑваттӑмӗш пайне хӗҫпе, выҫлӑхпа, мур чирӗпе, ҫӗр ҫинчи тискер кайӑксемпе вӗлерсе пӗтерме ирӗк панӑ» (Ӳлӗмхине 6:8).

Тӑваттӑмӗш юланутҫӑ вилӗме — чир-чӗре тата ытти сӑлтавсене пула пулакан вилӗме — сӑнласа парать. 1914 ҫул хыҫҫӑнах «испанка» ятлӑ грипп вун-вун миллион ҫынна пӗтернӗ. Ҫак чир 500 миллиона яхӑн ҫынна — ҫӗр ҫинче пурӑннӑ кашни виҫҫӗмӗшне — ернӗ!

Анчах ҫакӑ пуҫламӑшӗ ҫеҫ пулнӑ-ха. Экспертсем каланӑ тӑрӑх, XX ӗмӗрте ҫӗр-ҫӗр миллион ҫын шатра (оспа) чирӗпе вилнӗ. Халӗ те, медицина питӗ пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ пулсан та, миллион-миллион ҫын СПИДран, туберкулезран тата малярирен вилет.

Вӑрҫӑсем, выҫлӑх, чирсем — ҫаксем пурте вилӗм патне илсе пыраҫҫӗ. Тамӑк, е этемлӗхӗн виле шӑтӑкӗ, вилесене пӗрмаях пуҫтарса пырать, ҫавӑнпа этемлӗхӗн нимӗнле шанчӑк та ҫук пек туйӑнма пултарать.

УМРА — ЛАЙӐХ ПУРНӐҪ!

Кӗҫех хӗн-асап пулмӗ. Ҫакна асра тытӑр: 1914 ҫулта Иисус шурӑ лаша ҫине ларса тухнӑ тата Сатанана ҫӗр ҫине сирпӗтнӗ. Анчах ҫакӑнпа вӑл ҫӗнтерсе пырасси вӗҫленмен-ха (Ӳлӗмхине 6:2; 12:9, 12). Ҫитес вӑхӑтра, Армагеддон вӑхӑтӗнче, Иисус Сатана майлӑ тӑракансене тӗп тӑвӗ, ҫавӑн хыҫҫӑн Сатанан ҫынсем ҫине витӗм кӳме май пулмӗ (Ӳлӗмхине 20:1—3). Иисус ҫак виҫӗ юланутҫӑна та чарӗ, вӗсем кӳнӗ пур сиене те пӗтерӗ. Мӗнле майпа? Библири сӑмах панисене пӑхса тухар.

Вӑрҫӑсем пӗтӗҫ, мир пулӗ. Иегова пирки, вӑл «вӑрҫа ҫӗр чиккине ҫитиех чарса ухӑсене аркатрӗ, сӑнӑсене хуҫса ывӑтрӗ» тенӗ (Псалом 45:10). Вара мире юратакан ҫынсем «тулли тӑнӑҫлӑхпа савӑнса пурӑнӗҫ» (Псалом 36:11).

Выҫлӑх пулмӗ, тулӑхлӑ пурнӑҫ пулӗ. Библире каланӑ: «Ҫӗр ҫинче те, тусем тӑрринче те тырӑ-пулӑ ӑнса пулӗ» (Псалом 71:16, Мухтав юррисен кӗнеки, 1912 ҫулхи кӑларӑм).

Ҫынсем райра

Кӗҫех Иисус виҫӗ юланутҫӑ кӳнӗ пур сиене те пӗтерӗ

Чир-чӗр тата вилӗм тек пулмӗҫ, пур ҫыннӑн та ҫирӗп сывлӑх пулӗ тата вӗсем ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӗҫ. «Турӑ вӗсен куҫӗнчи кашни куҫҫуль тумламне шӑлса типӗтӗ: ӗнтӗ вилӗм те, асап та, йӗни-макӑрни те, чир-чӗр те урӑх пулас ҫук» (Ӳлӗмхине 21:4).

Иисус ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне ыттисене пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнма хавхалантарнӑ, тӗлӗнмелле майпа пин-пин ҫынна тӑрантарнӑ, чирлӗ ҫынсене сыватнӑ тата вилнисене те чӗртсе тӑратнӑ. Ҫапла тунипе вӑл пуласлӑхра хӑй ертсе пынӑ чухне пурнӑҫ мӗнле пулассине кӑтартнӑ (Матфей 12:15; 14:19—21; 26:52; Иоанн 11:43, 44).

Иисус кӗҫех виҫӗ лаша ҫинче пыракан юланутҫӑсене чарать. Вӑл ертсе пынӑ вӑхӑтра пурӑнас тесе мӗн тумаллине пӗлмешкӗн Иегова Свидетелӗсемпе ҫыхӑнма пултаратӑр. Вӗсем хаваспах сирӗн ыйтусем ҫине Библи тӑрӑх хуравлӗҫ.

a Библи тӑрӑх, Иегова — Турӑ ячӗ.

Тӑватӑ юланутҫӑ — камсем вӗсем?

Шурӑ лаша ҫинчи Иисус тӑшмансене тӗп тунӑ хыҫҫӑн рай туса хурӗ

Ӳлӗмхине 6:1, 2

ШУРӐ ЛАША

Ун ҫинче ларса пыракан — Иисус Христос. Вӑл 1914 ҫулта патшана ларнӑ. Ҫитес вӑхӑтра вӑл хӑйӗн тӑшманӗсене тӗп тӑвӗ тата этемлӗхе пур хӗн-асапран хӑтарӗ.

Вут-ҫулӑм пек хӗрлӗскер лаша ҫинче ларса пыракан вӑрҫӑсене сӑнласа парать

Ӳлӗмхине 6:3, 4

ВУТ-ҪУЛӐМ ПЕК ХӖРЛӖСКЕР ЛАША

Ун ҫинче ларса пыракан вӑрҫӑсене сӑнласа парать. 1914 ҫултанпа икӗ тӗнче вӑрҫи тата ытти ҫапӑҫусем нумай-нумай ҫыннӑн пурнӑҫне татнӑ.

Хура лаша ҫинче ларса пыракан выҫлӑха сӑнласа парать

Ӳлӗмхине 6:5, 6

ХУРА ЛАША

Ун ҫинче ларса пыракан выҫлӑха сӑнласа парать. Апат ҫитменрен вун-вун миллион ҫын вилнӗ е хӗн курнӑ.

Шуранка лаша ҫинче ларса пыракан вӑхӑтсӑр вилнине сӑнласа парать, Тамӑк вилесене пуҫтарса пырать

Ӳлӗмхине 6:7, 8

ШУРАНКА ЛАША

Ун ҫинче ларса пыракан чирсене тата ытти сӑлтавсене пула вӑхӑтсӑр вилнине сӑнласа парать. Этемлӗхӗн виле шӑтӑкӗ вилесене пӗрмаях пуҫтарса пырать.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр