Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • wp17 4№ 8—10 с.
  • Ҫывӑх ҫын вилмеллех чирленӗ чухне

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Ҫывӑх ҫын вилмеллех чирленӗ чухне
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (салатмалли кӑларӑм) — 2017
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • ХАЛЬХИ ЙЫВӐРЛӐХ
  • МАЛТАНАХ СӲТСЕ ЯВӐР
  • МӖНЛЕ ПУЛӐШМАЛЛА?
  • МӖН ПУЛАССИНЕ ЙЫШӐНМАЛЛА
  • ЧИ ЛАЙӐХ ПУЛӐШАКАН
  • Ваттисене мӗнле пӑхса пурӑнмалла
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2014)
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (салатмалли кӑларӑм) — 2017
wp17 4№ 8—10 с.
Упӑшкипе арӑмӗ вилмеллех чирленӗ ҫывӑх ҫынпа мӗнле сипленмелли ҫинчен калаҫаҫҫӗ

Пур ыйтӑва та малтанах тата уҫҫӑн сӳтсе явни питӗ кирлӗ

Ҫывӑх ҫын вилмеллех чирленӗ чухне

ДОРИН аптраса ӳкнӗ. Тухтӑрсем ӑна унӑн упӑшкин, Уэслин, пуҫ миминче усал шыҫӑ тупни ҫинчен пӗлтернӗa. Уэсли 54 ҫулта кӑна пулнӑ. Тухтӑрсем вара унӑн темиҫе уйӑх ҫеҫ пурӑнмалли юлнӑ тесе каланӑ. «Ҫакна йышӑнма мана питӗ йывӑрччӗ,— каласа парать Дорин.— Эпӗ темиҫе эрне хушши ним тума пӗлмесӗр ҫӳрерӗм. Ҫакӑ пирӗнпе мар, такампа урӑххипе пулса иртет пек туйӑнатчӗ. Кун пекки патне эпӗ пачах хатӗр пулман».

Дорин туйӑмӗсене нумай ҫын ӑнланать. Шел пулин те, кашни ҫын вилмеллех чирлесе ӳкме пултарать. Хальхи вӑхӑтра нумайӑшӗ хӑйсен ҫывӑх ҫыннине, вӗсене хӑрушӑ диагноз лартнӑ хыҫҫӑн, пӑхса пурӑнма хатӗр пулни ырӑ сӑмаха тивӗҫ. Анчах чирлӗ ҫынна пӑхасси ҫӑмӑл ӗҫ мар. Вилмеллех чирлесе ӳкнӗ ҫынна унӑн ҫемйинчи ҫынсем мӗнле йӑпатма тата пулӑшма пултараҫҫӗ? Чирлӗ ҫынна пӑхакансен ҫак йывӑр вӑхӑтра пулакан туйӑмсене мӗнле ҫӗнтермелле? Ҫывӑх ҫын вилес кунӗ ҫывхарса пынӑ май мӗн-мӗн пулма пултарать? Анчах чи малтан, айтӑр хальхи медицина ҫынсен пурнӑҫӗ ҫине мӗнле витӗм кӳнине пӑхса тухар.

ХАЛЬХИ ЙЫВӐРЛӐХ

Ҫӗр ҫул каялла аталаннӑ ҫӗршывсенче те ҫынсен пурӑнас кунҫулӗ самаях кӗске пулнӑ. Ҫынсем ерекен чирсене пула е сарӑмсӑр инкеке пула питӗ хӑвӑрт вилнӗ. Чылай ҫын больницӑсенче пулӑшу илеймен, ҫавӑнпа чирлисене ытларах чухне хурӑнташӗсем пӑхса пурӑннӑ, вилессе вара вӗсем килтех вилнӗ.

Медицина аталаннине пула тухтӑрсем паян пациентӑн пурнӑҫне тӑсас тесе нумай мӗн тума пултараҫҫӗ. Ӗлӗк ҫын пӗр-пӗр чиртен хӑвӑрт вилме пултарнӑ, халӗ вара вӑл ҫав чирпех нумай ҫул пурӑнма пултарать. Анчах пурӑнас кунҫула тӑснине сыватни теме май ҫук. Ҫавӑн пекех чирлекен ҫынсем час-часах вӑйсӑрланса пыраҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсем хӑйсене хӑйсем пӑхса пурӑнма пултараймаҫҫӗ. Вӗсене пӑхса пурӑнма нумай вӑй тата вӑхӑт кирлӗ.

Унччен ҫынсем ытларах чухне килте вилнӗ пулсан, халӗ вара больницӑра вилеҫҫӗ. Ҫынсенчен нумайӑшӗ ҫын мӗнле вилсе пынине ӑнлансах каймаҫҫӗ, ҫын вилнине курнисем вара сахал. Ҫавӑнпа та мӗн пулассине пӗлменни ҫынна хӑратма пултарать, вара унӑн питӗ хытӑ чирлекен хурӑнташне пӑхас кӑмӑл та пулмӗ. Ҫавӑн пек чухне мӗн пулӑшма пултарать?

МАЛТАНАХ СӲТСЕ ЯВӐР

Нумайӑшӗ, Дорин пекех, хӑйсен ҫывӑх ҫынни вилмеллех чирлесе ӳкнине пӗлсен, аптраса ӳкет. Апла пӑшӑрханнине, хӑранине, хумханнине епле ҫӗнтермелле тата мӗн пуласси патне мӗнле хатӗрленмелле? Туррӑн пӗр шанчӑклӑ ӗҫлекенӗ ҫапла кӗлтунӑ: «Хамӑр чӗрене ӑслӑлантармашкӑн хамӑр кунсене мӗнле шутласа пымаллине вӗрент пире» (Псалом 89:12). Ҫавӑнпа та Иегова Турӑ сире хӑвӑр кунсене ӑслӑлӑхпа шутлама, урӑхла каласан, ҫывӑх ҫынпа юлашки кунсене мӗнле лайӑхрах ирттермеллине пӗлме пулӑштӑр тесе чун-чӗререн кӗлтӑвӑр.

Мӗн тумаллине малтанах шухӑшласа хумалла. Чирлӗ ҫын калаҫма пултарать пулсан тата калаҫма хатӗр пулсан унпа вӑл тӑна ҫухатсан йышӑнусем кам тӑвасси пирки сӳтсе явни тӗрӗс пулнӑ пулӗччӗ. Унпа уҫҫӑн калаҫӑр: мӗн те пулин пулса тухсан вӑл больницӑна выртасшӑн-и, ӑна реанимаци е тата мӗнле те пулин процедурӑсене тумалла-и. Ҫакӑн пек калаҫни ҫемьерисене йышӑну тума пултарайман хурӑнташӗшӗн йышӑну тунӑ чухне пӗр-пӗрне ӑнланма пулӑшӗ тата хӑйсене айӑплама памӗ. Ҫемье пур ыйтӑва та малтанах тата уҫҫӑн сӳтсе явни чирлӗ ҫынна лайӑхрах пӑхса пурӑнма пулӑшӗ. «Канашҫӑсем йышлӑ чухне ӗҫ ӑнӑҫлӑ пулать»,— тенӗ Библире (Ытарӑшсем 15:22).

МӖНЛЕ ПУЛӐШМАЛЛА?

Ытларах чухне вилмеллех чирлесе ӳкнӗ ҫынна йӑпату кирлӗ. Ҫавӑн пек ҫынна ӑна юратни ҫинчен тата вӑл пӗччен пулманни ҫинчен шантарса тӑмалла. Ӑна мӗн те пулин вуласа е юрласа парӑр; хавхалантарма тата кӑмӑлне ҫӗклеме пултаракан кӗнеке е юрӑ суйласа илӗр. Чирлекен ҫынсенчен нумайӑшне хӑйсене ҫывӑх ҫынни алран тытни тата вӗсемпе ҫепӗҫҫӗн калаҫни килӗшет.

Чирлӗ ҫынна ӑна кам курма килни ҫинчен каласа тӑрӑр. Пӗр статьяра ҫапла каланӑ: «Ҫын ҫухатакан пилӗк сисӗм-туйӑмран юлашки вӑл — илтесси. Чирлӗ ҫын ҫывӑрать пек туйӑнать пулсан та, вӑл веҫех лайӑх илтме пултарать. Ҫавӑнпа та унӑн умӗнче ӑна илттерес килмен сӑмахсене ан калӑр».

Май пур пулсан, пӗрле кӗлтӑвӑр. Библире каласа панӑ тӑрӑх, пӗрре Павел апостол тата унпа пӗрле ӗҫлекенсем питӗ йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ, вӗсем вилме те пултарнӑ. Вӗсене мӗнле пулӑшу кирлӗ пулнӑ? Павел хӑйӗн тусӗсене пирӗншӗн кӗлтӑвӑр тесе ыйтнӑ, ҫапла пире пулӑшма пултаратӑр тенӗ (2 Коринф 1:8—11). Питӗ йывӑр килнӗ чухне е питӗ йывӑр чирленӗ чухне чун-чӗререн кӗлтуни йӑпатма пултарать.

МӖН ПУЛАССИНЕ ЙЫШӐНМАЛЛА

Ҫывӑх ҫын вилессине пӗлни чуна асаплантарма пултарать. Ҫакӑ тӗлӗнтермест, вӗт вилӗмпе ҫырлахма йывӑр. Турӑ шухӑшласа хунӑ тӑрӑх, вилӗм пирӗн пурнӑҫӑн пайӗ пулмалла пулман (Рим 5:12). Акӑ мӗншӗн Турӑ Сӑмахӗнче вилӗм пирки «тӑшман» тенӗ (1 Коринф 15:26). Ҫавӑнпа та ҫынсен хӑйсен ҫывӑх ҫыннисем вилесси пирки шухӑшлас килмест.

Ҫав-ҫавах мӗн пулассине лайӑх ӑнланни ҫемьерисене сахалрах пӑшӑрханма тата чирлекен ҫынна лайӑхрах пӑхса пурӑнма пулӑшӗ. Чирлӗ ҫынпа мӗн-мӗн пулма пултарнине «Ҫыннӑн юлашки эрнисем» рамкӑра ҫырса панӑ. Паллах, пур пациентӑн та ҫав симптомсемех пулмӗҫ тата ҫырса тухнӑ йӗркипех пулса пымӗҫ. Анчах чирлӗ ҫынсенчен нумайӑшӗ рамкӑра ҫырса панӑ йывӑрлӑхсенчен пӗринпе те пулин тӗл пулаҫҫӗ.

Ҫывӑх ҫын вилнӗ хыҫҫӑн пулӑшма сӑмах панӑ туспа калаҫни лайӑх. Чирлӗ ҫыннӑн хурӑнташӗсене, ҫав ҫыншӑн тӑрӑшнисене вӑл урӑх асапланмасть тата унӑн нуши вӗҫленчӗ тесе шантарни кирлӗ. Пултаракан пире юратнӑран Библире ҫак сӑмахсене ҫыртарнӑ: «Вилнисем... нимӗн те пӗлмеҫҫӗ» (Екклесиаст 9:5).

ЧИ ЛАЙӐХ ПУЛӐШАКАН

Хӗрарӑм вилмеллех чирленӗ ҫын патне больницӑна пынӑ

Кирек мӗнле пулӑшӑва та йышӑнма вӗренмелле

Чирлӗ ҫынна пӑхса пурӑннӑ чухне кӑна мар, вӑл вилсен те Турра шанса пурӑнмалла. Турӑ сире урӑх ҫынсем урлӑ, вӗсен ырӑ сӑмахӗсем тата ӗҫӗсем урлӑ, пулӑшма пултарать. «Эпӗ кирек мӗнле пулӑшӑва та йышӑнма вӗрентӗм,— каласа парать Дорин.— Эпир пур енчен те пулӑшу илсе тӑтӑмӑр. Ҫапла майпа Иегова: „Эпӗ сирӗнпе юнашарах. Эпӗ сире ҫакна тӳссе ирттерме пулӑшӑп“,— тесе каласшӑн пулнине эпир упӑшкапа уҫҫӑн куртӑмӑр. Ҫакна эпӗ нихӑҫан та манмӑп».

Ҫапла, Иегова Турӑ — чи лайӑх пулӑшакан. Пире Пултаракан пулнӑ май, вӑл пирӗн туйӑмсене тата пӑшӑрханусене ӑнланать. Вӑл пире кирлӗ пулӑшупа йӑпату пама пултарать, анчах пултарать кӑна мар, вӑл ҫавна тӑвасшӑн та. Ҫавӑн пекех Турӑ кӗҫех вилӗме пӗтерме тата миллиард-миллиард ҫынна, асӑнче тытакан ҫынсене, чӗртсе тӑратма сӑмах парать (Иоанн 5:28, 29; Ӳлӗмхине 21:3, 4). Вара ун чухне пурте Павел апостол пекех ҫапла калама пултарӗҫ: «Эй вилӗм! ӑҫта санӑн сӑнну? эй тамӑк [«вилӗм», ҪТ]! ӑҫта санӑн ҫӗнтерӗвӳ?» (1 Коринф 15:55.)

a Ятсене улӑштарнӑ.

ҪЫННӐН ЮЛАШКИ ЭРНИСЕМ

Ҫак симптомсем пурте е хӑшӗ-пӗрисем кӑна вилмеллех чирлесе ӳкнӗ ҫынсен, вӗсем пурӑнакан юлашки эрнесенче пулаҫҫӗb:

  • Ҫиес-ӗҫес килменни. Чирлӗ ҫын хӑйне лайӑх туйтӑр тесе ҫӑварне тата тутине глицеринпа сӗрӗр, ҫамки ҫине йӗпетнӗ алшӑлли хурӑр.

  • Пӗччен е чи ҫывӑх ҫынсемпе ҫеҫ пулас килни. Чирлӗ ҫын патӗнче шӑп пултӑр тата лӑпкӑ пултӑр тесе тӑрӑшӑр.

  • Чирлӗ ҫын нумай ҫывӑрни.

  • Канӑҫсӑрланни. Чирлӗ ҫынна лӑплантарас тесе унпа ӑшшӑн та ыррӑн калаҫӑр.

  • Ӑс-тӑн пӑтранни. Кашнинчех хӑвӑрӑн ята калӑр. Ҫын татӑклӑн тата ӑнланмалла мар калаҫать пулсан та, ӑна хисеплесе тимлӗ итлӗр.

  • Пӑх-шӑк чараксӑрлӑхӗ. Чирлӗ ҫын тата унӑн вырӑнӗ май килнӗ таран таса пултӑр тесе тӑрӑшӑр.

  • Тӗрлӗрен сывлани. Сасӑ чӗлӗхӗсем хавшакланса кайнӑран йынӑшнӑ пек сасӑсем тухма пултараҫҫӗ.

  • Пырта йӑлмака пухӑнни. Чирлӗ ҫын чыхӑнса каясран пуҫӗ айне минтерсем хурӑр.

  • Ӳт тӗсӗ улшӑнни. Час-часах ҫакӑ организм юна пурнӑҫа упракан ӑшри органсем патне янипе ҫыхӑннӑ.

b Ӑҫтан илнӗ: Нью-Йорк хулинчи хоспис (The Metropolitan Hospice of Greater New York)

Кирек мӗнле пулӑшӑва та йышӑнма вӗренмелле

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр