Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w17 март 32 с.
  • Библире асӑннӑ ят авалхи чӳлмек ҫинче

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Библире асӑннӑ ят авалхи чӳлмек ҫинче
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2017
  • Ҫавнашкал материал
  • Турӑ ячӗн пӗлтерӗшӗ тата унпа усӑ курасси
    Библи чӑннипе мӗне вӗрентет?
  • Турӑ мӗн ятлӑ?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (салатмалли кӑларӑм) — 2019
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2017
w17 март 32 с.
3 000 ҫул каялла тӑмран тунӑ чӳлмек катӑкӗ ҫинче Библире асӑннӑ ята ҫырнӑ пулнӑ

Библире асӑннӑ ят авалхи чӳлмек ҫинче

3 000 ҫул каялла тӑмран тунӑ чӳлмек катӑкӗ

Археологсем 2012 ҫулта 3 000 ҫул каялла тӑмран тунӑ чӳлмек катӑкӗсене тупнӑ. Ҫакӑ ученӑйсене интереслентерсе янӑ. Ҫав таранах кирли мӗн пулнӑ-ши унта? Ученӑйсене чӳлмек катӑкӗсем мар, унта мӗн ҫырни интереслентернӗ.

Тупнӑ катӑксенчен чӳлмек пуҫтарсан ученӑйсем ун ҫинче авалхи Ханаан чӗлхипе ҫырса хунӑ ҫак сӑмахсене асӑрханӑ: «Ешбаал Бен Беда [Беда ывӑлӗ]». Ӗлӗк-авал ҫырнӑ сӑмахсем хушшинче археологсем ҫак ята пӗрремӗш хут тӗл пулнӑ.

Ешбаал, е Ешваал, ят Библире тӗл пулать. Саул патшан пӗр ывӑлӗ ҫапла ятлӑ пулнӑ (1 Ҫулс. 8:33; 9:39). Йосеф Гарфинкель профессор, ҫӗр чавса авалхи япаласене шыранӑ ҫӗрте хутшӑннӑскер, ҫапла ҫырать: «Ҫакна палӑртас килет: Библире тӗл пулакан тата халӗ археологсем тупнӑ чӳлмек ҫинчи Ешбаал ятпа Давид патшара ларнӑ вӑхӑтра ҫеҫ усӑ курнӑ». Ку хутӗнче те археологсем тупнӑ япаласем Библире мӗн ҫырни тӗрӗссине ҫирӗплетсе параҫҫӗ.

Библири ытти вырӑнсенче Ешваал ята Иевосфей ятпа улӑштарнӑ. «Ваал» (евр. баал) вырӑнне унта «восфей» (евр. бошет) тесе ҫырнӑ (2 Патш. 2:10). Мӗншӗн? Ученӑйсем ҫапла ӑнлантараҫҫӗ: «Патшасен 2-мӗш кӗнекинче Ешбаал ята ҫырман, мӗншӗн тесен ҫак ят ханаансен ҫумӑр тата ҫил-тӑвӑл туррине, Баал турра, аса илтернӗ. Анчах та Паралипоменон [Ҫулсеренхи] кӗнекере ҫак ят упранса юлнӑ».

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр