Тупмалли
2017, МАЙӐН 29 — ИЮНӖН 4
Эсир Иеговӑна мӗн-мӗн тума тупа туса сӑмах панӑ? Хӑвӑр сӑмах панипе килӗшӳллӗн пурӑнас тесе Иеговӑна чи кирлине пама тӑрӑшатӑр-и? Хӑвӑра Иеговӑна халалласа е мӑшӑра тупа туса сӑмах панине пурнӑҫласа тӑратӑр-и? Ҫак статья пире Иеффай тата Анна ҫинчен аса илтерӗ. Вӗсен тӗслӗхӗ пире Турра сӑмах панисене пурнӑҫлама пулӑшӗ.
2017, ИЮНӖН 5—11
9 Турӑ Патшалӑхӗ килсен мӗн яланлӑхах пӗтет?
Эпир час-часах пулас райри пиллӗхсем ҫинчен шухӑшлатпӑр, анчах та ҫак статьяра мӗнле йывӑрлӑхсем яланлӑхах пӗтесси ҫинчен калаҫӑпӑр. Илемлӗ ҫӗнӗ тӗнче тӑвас тесе Иегова мӗне пӗтерӗ? Ҫак ыйту ҫинчен шухӑшланӑ май эпир ӗненӗве ҫирӗплетӗпӗр тата малалла та тӳсӗмлӗ пулма вӗренӗпӗр.
14 Биографи. Иисус Христосӑн ҫар ҫыннийӗ пулма шут тытрӑм
2017, ИЮНӖН 12—18
18 «Пӗтӗм ҫӗр Тӳри» яланах тӗрӗс суд тӑвать
2017, ИЮНӖН 19—25
23 Эсир тӗрӗслӗх ҫине Иегова пӑхнӑ пек пӑхатӑр-и?
Кам та кам пирӗнпе е урӑх ҫынпа хӑйне тӗрӗс мар тытнӑн туйӑннӑ чухне пирӗн ӗненӳ, хамӑра кӗҫӗне хума пӗлни тата Турра чунтан парӑнни тӗрӗсленме пултарать. Ҫак статьясенче Библири виҫӗ тӗслӗхе сӳтсе явнӑ. Вӗсем ҫинчен шухӑшлани пире тӗрӗслӗх ҫине Иегова пӑхнӑ пек пӑхма пулӑшӗ.
2017, ИЮНӖН 26 — ИЮЛӖН 2
28 Эсир хатӗр тӑни Иеговӑна мухтав кӳтӗр!
Иеговӑн мӗн кирли веҫех пур пулсан та, вӑл эпир унӑн аслӑ влаҫӗ майлӑ тӑнине курса питӗ савӑнать. Тӳресен 4-мӗшпе 5-мӗш сыпӑксенчен ҫакна та курма пулать: эпир Иегова мӗн хушнине пурнӑҫлама хатӗр тӑратпӑр пулсан, ҫавна вӑл питӗ хаклать.