Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w17 апрель 14—17 с.
  • Иисус Христосӑн ҫар ҫыннийӗ пулма шут тытрӑм

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Иисус Христосӑн ҫар ҫыннийӗ пулма шут тытрӑм
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2017
  • Подзаголовоксем
  • ГРАЖДАН ВӐРҪИ
  • ТИСКЕР УТРАВ
  • «ҪУНАКАН КӐМАКАНА ТЫТСА ПӐРАХРӖҪ»
  • «СИРЕ ШАНМА ЮРАТЬ»
  • ХАЛӖ ТЕ ХРИСТОСӐН ҪАР ҪЫННИЙӖ
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2017
w17 апрель 14—17 с.

БИОГРАФИ

Иисус Христосӑн ҫар ҫыннийӗ пулма шут тытрӑм

Каласа параканӗ Димитриос Псаррас

Ҫамрӑк Димитриос Псаррас

Ман тавра пульӑсем шӑхӑрса иртсе каятчӗҫ. Эпӗ шурӑ тӗслӗ сӑмса тутрине кӑларса майӗпен ҫӳле ҫӗклерӗм. Салтаксем мана хӳтлӗхрен тухма хушрӗҫ. Эпӗ пурнӑҫ кӗтет-ши е вилӗм кӗтет-ши тесе ерипен вӗсен еннелле утрӑм. Ҫак йывӑр лару-тӑрӑва мӗнле лекни ҫинчен каласа парам.

ЭПӖ 1926 ҫулта Грецири Карица ятлӑ ялта ҫуралнӑ. Сакӑр ачаран эпӗ ҫиччӗмӗшӗччӗ.

Эп ҫураличчен пӗр ҫул маларах аттепе анне Иоанис Паппаризос ятлӑ хастар та калаҫма юратакан Библи Тӗпчекенпе паллашнӑ (Иегова Свидетелӗсене малтан ҫапла чӗннӗ). Иоанис Сӑваплӑ Ҫыру тӑрӑх тӗплӗн шухӑшлама пӗлни вӗсене питӗ тӗлӗнтернӗ, вара вӗсем хамӑр ялтах иртекен Библи Тӗпчекенсен пухӑвне ҫӳреме пуҫланӑ. Анне Иеговӑна хытӑ ӗненетчӗ. Вӑл хут вӗренмен пулин те, май пулсанах ыттисене Библи ҫинчен каласа паратчӗ. Атте вара, шел пулин те, ҫынсен ҫитменлӗхӗ ҫине ытлашши пӑхнӑран вӑхӑт иртнӗҫемӗн пухӑва ҫӳреме пӑрахрӗ.

Эпӗ те, пирӗн ҫемьери ытти ачасем те Библие хисеплеттӗмӗрччӗ, анчах та ҫамрӑк чухне пире ытларах вӑйӑ-кулӑ интереслентеретчӗ. 1939 ҫулта Европӑра Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи пуҫланчӗ. Ҫакӑ уяр кун аслати авӑтса янӑ пекех пулчӗ. Кӳршӗре пурӑнакан хурӑнташ Николаос Псаррас вӑрҫа кайма повестка илчӗ. Вӑл 20 ҫултаччӗ тата халь анчах шыва кӗрсе Иегова Свидетелӗ пулса тӑнӑччӗ. Николаос ҫар начальствине ҫирӗппӗн: «Эпӗ Иисус Христосӑн ҫар ҫыннийӗ, ҫавӑнпа та вӑрҫа каймастӑп»,— терӗ. Ӑна ҫар трибуналӗ умне тӑратрӗҫ, вара вунӑ ҫуллӑха тӗрмене хупрӗҫ. Ҫакӑ пире ҫав тери кулянтарчӗ!

1941 ҫулта Грецие пӗр вӑхӑтлӑха союзлӑ ҫарсем пырса кӗчӗҫ, вара Николаоса тӗрмерен кӑларчӗҫ. Вӑл Карицӑна таврӑнсан манӑн Илиас пичче ӑна Библи ҫинчен ыйтусем нумай паратчӗ, эпӗ вара тимлӗ итлеттӗмччӗ. Юлашкинчен эпир — Илиас, эпӗ тата пирӗн йӑмӑк Эвморфиа — Библи вӗренме тата Свидетельсен пухӑвӗсене пӗр сиктермесӗр ҫӳреме пуҫларӑмӑр. Тепӗр ҫулхине эпир хамӑр пурнӑҫа Иеговӑна халалласа шыва кӗтӗмӗр. Вӑхӑт иртсен тепӗр икӗ пиччепе икӗ аппа та Иегова Свидетелӗсем пулса тӑчӗҫ.

1942 ҫулта Карицӑри пухура эпир, 15—25 ҫулхи ҫамрӑк христиансем, тӑххӑрӑнччӗ. Малашне пысӑк йывӑрлӑхсемпе тӗл пуласса пӗлсех тӑраттӑмӑр. Пӗр-пӗрне тӗреклетес тесе эпир час-часах пӗрле пуҫтарӑнса Библи вӗренеттӗмӗр, хамӑрӑн юрӑсене юрлаттӑмӑр тата кӗлтӑваттӑмӑр. Ҫакӑ пирӗн ӗненӗве питӗ ҫирӗплетрӗ.

Димитриос Псаррас тусӗсемпе кукуруза ани ҫинче тӗл пулнӑ

Димитриос хӑйӗн юлташӗсемпе Карицӑра

ГРАЖДАН ВӐРҪИ

Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи вӗҫленсенех коммунистсем Греци правительствине хирӗҫ пӑлхав ҫӗкленӗ, ҫапла вара хаяр граждан вӑрҫи пуҫланчӗ. Пӑлхавҫӑсем ялсем тӑрӑх ҫӳресе ҫынсене хӑйсем майлӑ тӑма вӑйпах хистетчӗҫ. Коммунистсем пирӗн яла пырса кӗрсен виҫӗ ҫамрӑк Свидетеле вӑрласа кайрӗҫ — Адоньос Цукариса, Илиаса тата мана. Эпир хамӑр христиансем пулни ҫинчен тата вӑрҫа хутшӑнманни ҫинчен каларӑмӑр, анчах та вӗсем пурпӗрех пире Олимп тӑвӗ патне илсе кайрӗҫ. Унта ҫитме вун икӗ сехет хушши ҫуран утмалла.

Кӑшт вӑхӑт иртсен пӑлхавҫӑсен командирӗ пире партизансен отрядне кӗме хушрӗ. Эпир вӗсене чӑн христиансем алла хӗҫ-пӑшал тытмаҫҫӗ тесе ӑнлантарса патӑмӑр. Ҫакӑ командира тарӑхтарса ячӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл пире генерал патне сӗтӗрсе илсе кайрӗ. Эпир генерала ҫав сӑмахсенех каларӑмӑр, вара вӑл пире: «Мула илӗр те аманнӑ салтака госпитале кайса леҫӗр»,— терӗ.

«Правительство ҫарӗсем пире ярса илчӗҫ пулсан? — хуравларӑмӑр эпир.— Вӗсем эпир те вӑрҫӑра хутшӑнатпӑр тесе шутламӗҫ-и вара?» — «Апла пулсан фронт линийӗ патне ҫӑкӑр леҫӗр»,— терӗ вӑл. «Командирсенчен хӑшӗ те пулин мулпа пынине курсассӑн пире фронта хӗҫ-пӑшал кайса пама хушсан вара?» — парӑнмарӑмӑр эпир. Шутласан-шутласан генерал юлашкинчен кӑшкӑрса ячӗ: «Сурӑх пӑхма сирӗн юратех ӗнтӗ! Ту ҫинче юлса кӗтӳ пӑхӑр».

Эпир ҫак ӗҫе тума килӗшрӗмӗр, мӗншӗн тесен ку пирӗн совеҫе хирӗҫлеместчӗ. Ҫӗршывра ҫаплах Граждан вӑрҫи алхасатчӗ. Тепӗр ҫултан Илиаса, чи аслӑ ывӑл пулнӑран, аттесӗр тӑрса юлнӑ аннене пӑхмалла тесе киле таврӑнма ирӗк пачӗҫ. Адоньос чирлесе кайрӗ, ҫавӑнпа ӑна ирӗке ячӗҫ. Эпӗ вара тыткӑнрах юлтӑм.

Ҫав вӑхӑтра правительство ҫарӗсем пӑлхавҫӑсем ҫине хӗрӳллӗн тапӑнма пуҫларӗҫ. Мана тыткӑна илнӗ пӑлхавҫӑсем тусем урлӑ каҫса Албание тарма шутларӗҫ, мана та хӑйсемпе пӗрле илчӗҫ. Эпир чикӗ патне ҫитнипе пӗрехчӗ, анчах та сасартӑк пире правительство ҫарӗн салтакӗсем хупӑрласа илчӗҫ. Пӑлхавҫӑсем ним тума пӗлмесӗр сапаланса кайрӗҫ те тарма пуҫларӗҫ, эпӗ вара ӳкнӗ йывӑҫ хыҫӗнче пытантӑм. Чи малтанах мӗн ҫинчен каласа пама пуҫлани ҫавӑн чухне пулса иртрӗ те.

Эпӗ грек салтакӗсене коммунистсем патӗнче тыткӑнра пултӑм тесе каларӑм, вӗсем вара мана ҫар лагерьне илсе кайрӗҫ. Ҫав лагерь Библире асӑннӑ авалхи Верия ятлӑ хуларан инҫех марччӗ. Унта мана окопсем чавма приказ пачӗҫ. Эпӗ килӗшмерӗм, ҫавӑншӑн мана Макронисос ятлӑ япӑхпа чапа тухнӑ утрав ҫине ссылкӑна ячӗҫ.

ТИСКЕР УТРАВ

Макронисос ятлӑ утрав Аттика ҫыранӗ хӗрринче, Афинӑран 50 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ. Ҫакӑ вӑл йывӑҫ-курӑксӑр тата хӗвелпе ӗнсе ларнӑ чуллӑ утрав. Унӑн вӑрӑмӑшӗ 13 ҫухрӑм, сарлакӑшӗ вара, чи анлӑ вырӑнта,— 2 ҫухрӑм ҫурӑ. Анчах та 1947 ҫултан пуҫласа 1958 ҫулччен ҫав никам пурӑнман утрав ҫине 100 пин ытла ҫынна янӑ. Вӗсем хушшинче коммунистсем, вӗсемпе явӑҫса кайнӑ пек туйӑнакан ҫынсем, правительствӑна хирӗҫ пыракан салтаксем тата Иеговӑн шанчӑклӑ Свидетелӗсем нумай пулнӑ.

1949 ҫулта, мана ҫав утрав ҫине илсе килнӗ чухне, унти тӗрмере ларакансене ушкӑнсем ҫине пайланӑччӗ тата вӗсем тӗрлӗ лагерьтеччӗ. Мана режим ҫӑмӑлтарах лагере ячӗҫ, унта ҫав вӑхӑтра ҫӗр-ҫӗр ҫынччӗ. Вунӑ ҫын вырнаҫмалӑх брезент палаткӑра 40-е яхӑн ҫынччӗ, вӗсем ҫара урайӗнчех ҫывӑратчӗҫ. Эпир пӑнтӑхса кайнӑ шыва ӗҫеттӗмӗр, ҫиессе вара ытларах чухне ясмӑк тата баклажан ҫиеттӗмӗр. Пӗрмай ҫил вӗрнӗрен тата тусан вӗҫнӗрен ҫав утрав ҫинче пурӑнма чӑтма ҫук йывӑрччӗ. Ҫапах та пирӗн, ыттисемпе танлаштарсан, йывӑр чулсене кунӗпех пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна куҫармалла марччӗ. Ҫак тискерле ӗҫ ҫав мӗскӗн ҫынсен сывлӑхне те пӗтеретчӗ, чун-чӗрисене те асаплантаратчӗ.

Димитриос Псаррас ытти Свидетельсемпе пӗрле Макронисос утравӗ ҫинче

Макронисос утравӗ ҫинче ытти Свидетельсемпе пӗрле

Пӗррехинче уҫӑлса ҫӳренӗ чухне эпӗ ытти лагерьсенчи темиҫе Свидетеле тӗл пултӑм. Пӗрле пулма май пулнишӗн эпир ҫав тери савӑнтӑмӑр! Кайран та май килнӗ чухне эпир никам сисмелле мар тӗл пулма тӑрӑшаттӑмӑр. Унсӑр пуҫне, тӗрмере ларакан ытти ҫынсене питӗ асӑрхануллӑн ырӑ хыпар калаттӑмӑр. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем каярахпа Иегова Свидетелӗсем пулса тӑчӗҫ. Пӗр-пӗринпе хутшӑнни, ырӑ хыпар сарни тата хӗрӳллӗн кӗлтуни пире ӗненӗве ҫирӗплетме пулӑшатчӗ.

«ҪУНАКАН КӐМАКАНА ТЫТСА ПӐРАХРӖҪ»

10 уйӑх хушши «ӑса кӗртнӗ» хыҫҫӑн манӑн ҫар тумне тӑхӑнмалла терӗҫ. Эпӗ килӗшмерӗм, вара мана лагерь начальникӗ патне илсе кайрӗҫ. «Манӑн Иисус Христосӑн ҫар ҫыннийӗ пулас килет»,— тесе каларӑм та мӗншӗнне ӑнлантарса ҫырнӑ хута ӑна патӑм. Вӑл мана хӑратма тытӑнчӗ, кайран вара хӑйӗн ҫумӗ патне — Грек православи чиркӗвӗн архиепископӗ патне — илсе кайма приказ пачӗ. Лешӗ вара, священниксен шукӑль тумне тӑхӑннӑскер, мана ыйтусем пама пуҫларӗ. Эпӗ пӗр хӑрамасӑр Сӑваплӑ Ҫырури сӑмахсемпе усӑ курса хуравларӑм. Вара вӑл урса кайсах кӑшкӑрса ячӗ: «Илсе кайӑр кунтан ку фанатика!»

Тепӗр кунне ирхине мана каллех ҫар тумне тӑхӑнма хушрӗҫ. Эпӗ ҫук тесенех хуралҫӑсем мана чышкӑпа, кайран вара патакпа хӗнеме пуҫларӗҫ. Унтан вӗсем шӑмӑсем тӗрӗс-тӗкелех-и тесе тӗрӗслеттермешкӗн мана лагерьти медпункта сӗтӗрсе кайрӗҫ, ун хыҫҫӑн вара палаткӑна кайса пӑрахрӗҫ. Ҫакӑн пек кашни кун икӗ уйӑх хушши пулса иртрӗ.

Эпӗ хам мӗне ӗненнинчен пӑрӑнмарӑм, вара урса кайнӑ хуралҫӑсем тепӗр мелпе усӑ курса пӑхас терӗҫ. Вӗсем ман алӑсене ҫурӑм хыҫне ҫыхса хучӗҫ те ура тупанӗнчен вӗренсемпе ҫапма пуҫларӗҫ. Чӑтма ҫук хытӑ ыратнӑ чухне эпӗ Иисусӑн сӑмахӗсене аса илтӗм: «Сире Ман пирки хурласассӑн, хӗсӗрлесессӗн... эсир телейлӗ пулатӑр. Савӑнӑр, хӗпӗртенӗр: тӳпере сире пысӑк сӑвап пулӗ,— сирӗнтен малтан пурӑннӑ пророксене те ҫапла хӗсӗрленӗ» (Матф. 5:11, 12). Ҫапла асаплантарма чарӑнас ҫук пек туйӑнатчӗ — юлашкинчен эпӗ тӑн ҫухатрӑм.

Эпӗ сивӗпе шӑнса ларнӑ камерӑра тӑна кӗтӗм. Унта ҫӑкӑр та, шыв та, утиял та ҫукчӗ. Апла пулин те чӗрере лӑпкӑ та канӑҫлӑччӗ. Филиппӑ 4:7-мӗшӗнче каланӑ: «Турӑ сире... канӑҫлӑх парса... сирӗн чун-чӗрӗре, сирӗн ӑстӑнӑра сыхласа усрӗ». Эпӗ ҫакна хам ҫинче туйса илтӗм. Тепӗр кунне пӗр ырӑ хуралҫӑ мана ҫӑкӑрпа шыв пачӗ тата шинель илсе килчӗ. Тепӗр хуралҫӑ вара мана хӑйӗн паёкне тыттарчӗ. Иегова маншӑн юратса тӑрӑшнине кӑтартакан тӗслӗхсем татах пулчӗҫ.

Лагерь начальстви мана нихҫан тӳрленми пӑлхавҫӑ тесе Афинӑна ҫар трибуналӗ умне тӑма ячӗ. Мана Макронисосран хӗвелтухӑҫ еннелле 50 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ Ярос утравӗ ҫинчи тӗрмене виҫӗ ҫуллӑха хупма приговор турӗҫ.

«СИРЕ ШАНМА ЮРАТЬ»

Ярос утравӗ ҫинчи тӗрме хӗрлӗ кирпӗчрен тунӑ пысӑк крепоҫчӗ. Унта политика тӗлӗшӗнчен айӑпланӑ 5 000 ҫын таранах ларатчӗ. Вӗсем хушшинче эпир те, нейтралитет тытса тӑнӑшӑн айӑпланӑ ҫичӗ Иегова Свидетелӗ, пулнӑ. Пухӑнма юрамасть тесе хытарса каланӑ пулсан та, эпир Библи вӗренме вӑрттӑн пуҫтарӑнаттӑмӑр. «Хурал башнине» илсе тӑма та майсем тупаттӑмӑр, вӗсене ҫыра-ҫыра илсе кайран пӗрле сӳтсе яваттӑмӑр.

Ҫакӑн пек тӗлпулусенчен пӗрне ирттернӗ чухне пире хуралҫӑ асӑрхарӗ. Вӑл литературӑна туртса илчӗ те пире тӗрме начальникӗн ҫумӗ патне илсе кайрӗ. Срока тӑсса парасси пирки пирӗн пӗр иккӗленӳ те ҫукчӗ. Анчах та ун вырӑнне пире: «Эсир камне эпир пӗлетпӗр тата сире хисеплетпӗр. Сире шанма юрать. Кайса ӗҫлӗр»,— терӗҫ. Пирӗнтен хӑшӗ-пӗрисене ҫӑмӑлрах ӗҫ те пачӗҫ. Пирӗн чӗресем ун чухне пархатарлӑхпа тулчӗҫ. Тӗрмере те эпир Турра шанчӑклӑ пулнипе ӑна мухтава кӑларма пултартӑмӑр.

Эпир тӳсӗмлӗ пулни лайӑх ҫимӗҫсем кӳчӗ. Тӗрмере ларакансем хушшинче математика профессорӗ пурччӗ. Пире сӑнанӑ хыҫҫӑн вӑл эпир мӗне ӗненни ҫинчен пырса калаҫма шут тытрӗ. 1951 ҫул пуҫламӑшӗнче ӑна та пирӗнпе пӗрле ирӗке кӑларчӗҫ. Каярахпа вӑл шыва кӗрсе Иеговӑшӑн тулли вӑхӑтпа ӗҫлеме пуҫланӑ.

ХАЛӖ ТЕ ХРИСТОСӐН ҪАР ҪЫННИЙӖ

Димитриос тата Джанетт Псаррас

Джанеттпа пӗрле

Ирӗке тухнӑ хыҫҫӑн эпӗ Карицӑна тӑвансем патне таврӑнтӑм. Каярахпа, хамӑн ытти ентешсем пекех, Мельбурна (Австрали) куҫса кайрӑм. Унта эпӗ Джанетт ятлӑ питӗ лайӑх христианкӑпа паллашрӑм. Эпир мӑшӑрлантӑмӑр та ывӑлпа виҫӗ хӗр ҫуратса чӑнлӑхра ӳстертӗмӗр.

Эпӗ 90-ран та иртрӗм ӗнтӗ, ҫапах та халь те старейшина пулса ӗҫлетӗп. Малтан хӗненисем ахаль иртсе каймарӗҫ. Халӗ те хӑш-пӗр чухне пӗтӗм кӗлетке, ура тупанӗсем те сурса ыратаҫҫӗ, уйрӑмах ырӑ хыпар сарма кайса килнӗ хыҫҫӑн хытӑ ыратаҫҫӗ. Апла пулин те манӑн халӗ те «Иисус Христосӑн шанчӑклӑ ҫар ҫыннийӗ» пулас килет (2 Тим. 2:3).

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр