Ансат пурнӑҫпа пурӑнни телей кӳрет
ДАНЬЕЛЬПА МИРИАМ 2000 ҫулхи сентябрь уйӑхӗнче мӑшӑрлансан Барселонӑра (Испани) тӗпленсе пурӑнма пуҫланӑ. «Эпир ҫынсенчен кая мар пурӑнаттӑмӑр,— аса илет Даньель.— Укҫа лайӑх ӗҫлесе илеттӗмӗрччӗ, ресторансене ҫӳреттӗмӗр, ытти ҫӗршывсене курма каяттӑмӑр тата хаклӑ тумтир туянаттӑмӑр. Ҫавӑн пекех ырӑ хыпар сарас ӗҫре хутшӑнаттӑмӑр». Пӗррехинче вара вӗсен пурнӑҫӗ тӗпренех улшӑннӑ.
2006 ҫулхи конгресра пӗр доклад Даньель чӗрине хускатнӑ. Ҫав докладра ыйту панӑ пулнӑ: «Вилӗмпе ҫывӑх тӑракансене пулӑшмашкӑн эпир мӗн тума пултарнине пурне те тӑватпӑр-и?» (Ытар. 24:11.) Унта ҫынсене ҫӑлса хӑварма пултаракан хыпара сарас ӗҫ питӗ кирлӗ тесе палӑртса каланӑ (Ап. ӗҫ. 20:26, 27). Даньель каласа парать: «Ҫак сӑмахсене Иегова мана каланӑнах туйӑнчӗ». Тата докладра ырӑ хыпар сарас ӗҫре мӗн чухлӗ ытларах хутшӑнатпӑр, ҫавӑн чухлӗ телейлӗрех пулатпӑр тенӗ. Даньель ҫакӑн пирки пӗртте иккӗленмен, мӗншӗн тесен ун чухне Мириам пионер пулса ӗҫлеме пуҫланӑ та ӗнтӗ, ҫакӑ ӑна нумай савӑнӑҫ кӳнӗ.
Даньель тата калать: «Хамӑн пурнӑҫа тӗпренех улӑштармаллине ӑнланса илтӗм». Вӑл шӑп ҫапла тунӑ та. Даньель сахалтарах ӗҫлеме тытӑннӑ, пионер пулса тӑнӑ тата хыпарҫӑсем ҫитсех кайман вырӑна куҫса каясси пирки шухӑшлама пуҫланӑ.
ЙЫВӐРЛӐХСЕМ ВЫРӐННЕ — ПИЛЛӖХСЕМ
2007 ҫулхи май уйӑхӗнче Даньельпа Мириам ӗҫрен тухнӑ та Панамӑна куҫса кайнӑ, унта вӗсем унччен те пулкаланӑ. Вӗсен ҫӗнӗ территорийӗ Кариб тинӗсӗнчи Бокас-дель-Торо ятлӑ архипелаг шутне кӗрекен темиҫе утрав пулнӑ. Ҫав утравсем ҫинче пурӑнакан тӗп халӑх — нгабе халӑхӗ. Даньельпа Мириам шутласа пӑхнӑ тӑрӑх, хӑйсем пухнӑ укҫипе вӗсем Панамӑра сакӑр уйӑха яхӑн пурӑнма пултарнӑ.
Утравсем тӑрӑх вӗсем велосипедпа ҫӳренӗ, утрав ҫинчен утрав ҫине вара — кимӗпе. Хӑйсен пӗрремӗш ҫулҫӳревне вӗсем нихҫан та манмӗҫ. Ун чухне вӗсем хӗртсе пӑхакан хӗвел ҫинче чӑнкӑ тӑвайккисемпе 32 ҫухрӑма яхӑн кайнӑ. Халран кайнипе Даньель чутах тӑнне ҫухатман. Анчах та пӗтӗм ҫул тӑршшӗпе унта пурӑнакан ҫынсем вӗсене хапӑл тусах йышӑннӑ, уйрӑмах Даньельпа Мириам нгабе чӗлхипе темиҫе сӑмах каланине илтсен. Кӗҫех вӗсем 23 ҫынпа Библи вӗренӗвӗ ирттернӗ.
Анчах та Даньелпа Мириамӑн укҫа пӗте пуҫласан савӑнӑҫ вырӑнне хурлӑх ҫитнӗ. Даньель аса илет: «Испание таврӑнма тивесси пирки шухӑшласанах куҫҫуле аран-аран тытса чараттӑмӑр. Библи вӗренекен ҫынсене мӗнле пӑрахса хӑварас-ши тесе питӗ пӑшӑрханаттӑмӑр!» Уйӑх иртсен вара вӗсене кӗтмен ҫӗртен хыпар пӗлтернӗ. Мириам калать: «Пире ятарлӑ пионерсем пулса ӗҫлетӗр тесе каларӗҫ. Малалла та Иеговӑшӑн кунта ӗҫлеме май килнӗшӗн эпир ҫав тери савӑнтӑмӑр!»
НИМПЕ ТАНЛАШТАРМА ҪУК ТЕЛЕЙ
2015 ҫулта организацире улшӑнусем пулса иртнӗ пирки Даньельпа Мириама пионерсем пулса ӗҫлеме ыйтнӑ. Вӗсем мӗн тунӑ-ши? Даньельпа Мириам Псалом 36:5-мӗшӗнчи «хӑвӑн ҫулна Ҫӳлхуҫа аллине пар, Ӑна шан, Вӑл туса ҫитерӗ» сӑмахсемпе килӗшӳллӗн йышӑну тунӑ. Вӗсем пионер пулса ӗҫлеме май паракан ӗҫ тупнӑ та халӗ Верагуас провинцийӗнче (Панама) Иеговӑшӑн ӗҫлеҫҫӗ.
«Испанирен куҫса кайиччен ансат пурнӑҫпа пурӑнаятпӑр-ши тесе пӑшӑрханаттӑмӑр,— тет Даньель.— Ҫапах та эпир пурнӑҫа ансатлатса пурӑнма пултартӑмӑр тата пирӗн мӗн кирли веҫех пур». Пуринчен ытла вӗсене мӗн савӑнӑҫ кӳрсе тӑрать-ха? Даньельпа Мириам ҫапла калаҫҫӗ: «Йӑваш кӑмӑллӑ ҫынсене Иегова ҫинчен пӗлме пулӑшасси — нимпе танлаштарма ҫук телей!»