Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w17 июнь 27—31 с.
  • Иеговӑн аслӑ влаҫӗ майлӑ тӑрӑр!

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Иеговӑн аслӑ влаҫӗ майлӑ тӑрӑр!
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2017
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • ИЕГОВӐН ПУҪ ПУЛСА ЕРТСЕ ПЫМА ПРАВО ПУР
  • ИЕГОВА — ЧИ ЛАЙӐХ ПУҪЛӐХ
  • ТУРРӐН АСЛӐ ВЛАҪӖ МАЙЛӐ ҪИРӖП ТӐРӐР
  • Иегова — пирӗн Аслӑ Патша!
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2010)
  • Чи пӗлтерӗшлӗ ыйтӑва асра тытӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2017
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2017
w17 июнь 27—31 с.
Иеговӑн патша пуканӗ

Иеговӑн аслӑ влаҫӗ майлӑ тӑрӑр!

«Эй Ҫӳлхуҫа, эй Туррӑмӑр, Эсӗ мухтав та, хисеп те, хӑват та илме тивӗҫлӗ: Эсӗ пурне те пултарнӑ, Эсӗ мӗн пултарни пурте Сан ирӗкӳпе тӑрать» (ӲЛӖМ. 4:11).

ЮРӐСЕМ: 12, 150

ЭСИР МӖНЛЕ ХУРАВЛАНӐ ПУЛӐТТӐР?

  • Мӗншӗн Иеговӑн Ҫут тӗнчере власть тытса тӑма право пур?

  • Мӗншӗн Иеговӑсӑр пуҫне влаҫа никам та ун пек лайӑх тытса тӑраймасть?

  • Иеговӑн аслӑ влаҫӗ майлӑ тӑнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

1, 2. Пирӗнтен кашнин мӗн пирки пӗр иккӗленӳ те пулмалла мар? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

УНЧЧЕНХИ статьяран пӗлтӗмӗр ӗнтӗ, Шуйттан Иегова пирки япӑх пуҫлӑх тата ҫынсем хӑйсем пуҫ пулса ертсе пыма пуҫласан чылай телейлӗрех пулӗҫ тенӗ. Сатана тӗрӗс каланӑ-ши? Никама пӑхӑнман ҫынсемех ӗмӗр пурӑнма пултарнине куҫ умне кӑларса тӑратӑр-ха. Вӗсен пурнӑҫӗ лайӑхрах пулӗччӗ-ши? Эсир ӗмӗр-ӗмӗр, ҫав вӑхӑтрах Турра пӑхӑнмасӑр пурӑнма пултарнӑ пулсан телейлӗрех пулӑттӑрччӗ-и?

2 Ҫак ыйтусем ҫине пирӗншӗн никам та хуравлама пултараймасть. Кашнин хӑйӗн тӗплӗн шухӑшламалла. Вара Иегова влаҫа тӳрӗлӗхпе тытса тӑни пирки пирӗн пӗр иккӗленӳ те пулмӗ. Турӑ никамран лайӑх ертсе пырать тата вӑл эпир ун майлӑ пӗтӗм чун-чӗрепе тӑнине тивӗҫлӗ. Ҫакӑн пирки Библире шантарса каланӑ. Тӗслӗхрен, Сӑваплӑ Ҫырура Иегова Чи Аслӑ Патша пулма тивӗҫли ҫинчен мӗн ҫырнине пӑхса тухар.

ИЕГОВӐН ПУҪ ПУЛСА ЕРТСЕ ПЫМА ПРАВО ПУР

3. Мӗншӗн Иеговӑн ҫеҫ пуҫ пулса ертсе пыма право пур теме пулать?

3 Иегова пирки тивӗҫлипе Ҫут тӗнче Патши теме пулать, мӗншӗн тесен вӑл — Пурне те Тума Пултаракан тата Пурнӑҫ Паракан (1 Ҫулс. 29:11; Ап. ӗҫ. 4:24). Ӳлӗмхине 4:11-мӗшӗнче Христоспа пӗрле пӗлӗтре патшара ларакансем, 144 000-шӗ: «Эй Ҫӳлхуҫа, эй Туррӑмӑр, Эсӗ мухтав та, хисеп те, хӑват та илме тивӗҫлӗ: Эсӗ пурне те пултарнӑ, Эсӗ мӗн пултарни пурте Сан ирӗкӳпе тӑрать»,— тесе каланине ҫырса панӑ. Чӑнах та, Иегова пурне те пурнӑҫ панӑран унӑн ҫӗр ҫинчисене те, пӗлӗтрисене те пуҫ пулса ертсе пыма право пур.

4. Иеговӑн аслӑ влаҫне хирӗҫ тӑракансем суйласа илмелли ирӗклӗхпе иртӗхеҫҫӗ тесе мӗншӗн калама пулать?

4 Сатана никама та пурнӑҫ паман, апла пулсан унӑн Ҫут тӗнчере власть тытса тӑма право ҫук. Иеговӑн аслӑ влаҫне хирӗҫ тӑнипе вӑл та, Адампа Ева та хӑйсене чӑрсӑррӑн тытнӑ (Иер. 10:23). Паллах, суйласа илме ирӗк пуррипе усӑ курса вӗсем Турра пӑхӑнмасӑр пурӑнмалли ҫула суйласа илме пултарнӑ. Анчах та ҫакӑ вӗсен ҫавӑн пек право пуррине пӗлтернӗ-и? Ҫук. Суйласа илмелли ирӗклӗх пуррине пула ҫынсем кашни кун нумай ӑслӑ-тӑнлӑ йышӑну тӑваҫҫӗ, анчах ҫав ирӗклӗх никама та хӑйсене Пурнӑҫ Паракана хирӗҫ пӑлхав ҫӗклеме право памасть. Ҫавӑнпа Турра хирӗҫ пӑлхав ҫӗклени суйласа илмелли ирӗклӗхпе иртӗхнине пӗлтерет. Пире, ҫынсене, Иегова хӑйӗн влаҫне пӑхӑнса тӑмалла тунӑ.

5. Туррӑн пур йышӑнӑвӗ те тӗрӗс пулни пирки мӗншӗн иккӗленме кирлӗ мар?

5 Иеговӑн Ҫут тӗнчене тытса тӑма право пуррине кӑтартакан тепӗр сӑлтав пур. Вӑл влаҫа яланах тӳрӗлӗхпе тытса тӑрать. Иегова хӑй пирки акӑ мӗн калать: «Эпӗ ҫӗр ҫинче ырӑлӑх, сут, тӳрӗлӗх тӑвакан Турӑ... мӗншӗн тесессӗн Маншӑн ҫакӑ ҫеҫ кӑмӑллӑ» (Иер. 9:24). Мӗн тӳрӗ, мӗн тӳрӗ мар пулнине ӑнланма ӑна ҫитменлӗхлӗ ҫынсем ҫырса хунӑ законсен пуххи кирлӗ мар. Вӑл хӑй ҫынсене пӗр кӑлтӑксӑр тӳрӗлӗх нормисене тата вӗсем ҫинче никӗсленӗ законсем панӑ. «Тӳрӗ сутпа тӗрӗслӗх... [Туррӑн] аслӑ пуканӗн никӗсӗ», ҫавӑнпа та эпир унӑн законӗсем, принципӗсем тата йышӑнӑвӗсем пурте тӗрӗс пуласси пирки пӗртте иккӗленместпӗр (Пс. 88:15; 118:128). Сатана Иеговӑна влаҫа япӑх тытса тӑрать тесе айӑплать, хӑй вара тӗрӗслӗх ҫинче тытӑнса тӑракан тӗнчене тӑвайман.

6. Иеговӑн Ҫут тӗнчене тытса тӑма право пуррине кӑтартакан сӑлтавсенчен пӗри хӑшӗ?

6 Иеговӑн Ҫут тӗнчене тытса тӑма мӗншӗн право пуррине кӑтартакан тепӗр сӑлтавӗ вӑл — ҫавна тума унӑн пӗлӳпе ӑслӑлӑх пурри. Тӗслӗхрен, Турӑ хӑйӗн Ывӑлне тухтӑрсем сыватайман чирсенчен сыватма вӑй панӑ (Матф. 4:23, 24; Марк 5:25—29). Ҫынсемшӗн ҫавӑ тӗлӗнмелле ӗҫ пулнӑ, анчах та Иеговӑшӑн мар. Пирӗн организм мӗнле ӗҫлесе тӑнине вӑл никамран лайӑх пӗлет тата кирек мӗнле чиртен те сыватаять. Унсӑр пуҫне, вӑл вилнисене чӗртсе тӑратма тата ҫутҫанталӑк инкекӗсене сирсе яма та пултарать.

7. Иеговӑн ӑслӑлӑхӗ Сатанан тӗнчинчи ҫынсен ӑслӑлӑхӗнчен чылай ирттерет тесе мӗншӗн калама пулать?

7 Сатанан тӗнчинче пурӑнакан ҫынсем ҫӗршывсенчи вӑрҫӑсене те, ҫӗршывсем хушшинчисене те пӗтереймеҫҫӗ. Иеговӑн вара ҫӗр ҫинче мирлӗ пурнӑҫ туса хума ӑслӑлӑх пур (Ис. 2:3, 4; 54:13). Унӑн ӑслӑлӑхӗ ҫинчен пӗлсе пынӑ май пирӗн Павел апостол пек калас килет: «Туррӑн ырӑлӑхне, ӑслӑлӑхне, Вӑл пӗлнине пӗлсе ҫитме ҫук! Унӑн шухӑшӗсене ӑнласа илме ҫук, Унӑн ҫулӗсене йӗрлесе тупма ҫук!» (Рим 11:33.)

ИЕГОВА — ЧИ ЛАЙӐХ ПУҪЛӐХ

8. Иегова хӑйӗн влаҫӗпе мӗнле усӑ курни ҫинчен шухӑшланӑ чухне сирӗн мӗнле туйӑмсем ҫуралаҫҫӗ?

8 Библире мӗншӗн Иеговӑн власть тытса тӑма право пурри ҫинчен ҫеҫ каламан. Унта мӗншӗн Иеговӑсӑр пуҫне влаҫа никам та ун пек лайӑх тытса тӑрайманни ҫинчен те ӑнлантарса панӑ. Сӑлтавӗсенчен пӗри — вӑл юратупа ертсе пырать. Иегова хӑйӗн влаҫӗпе мӗнле усӑ курни ҫинчен шухӑшлани пирӗн чӗрене хускатать. Вӑл «этеме юратакан, ырӑ кӑмӑллӑ, вӑрах тӳсӗмлӗ, нумай ырӑлӑхлӑ, чӑн Турӑ» (Тух. 34:6). Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене хисеплет. Вӑл пирӗншӗн хамӑртан та лайӑхрах тӑрӑшать. Шуйттан каланӑ тӑрӑх, Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсенчен лайӑххине пытарать. Анчах та ку пачах тӗрӗс мар. Пире ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнтарас тесе Иегова хӑйӗн юратнӑ Ывӑлне те панӑ. (Псалом 83:12; Рим 8:32 вуласа пар.)

9. Иегова уйрӑм ҫынсемшӗн те тӑрӑшни ҫинчен эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?

9 Иегова хӑйӗн халӑхне юратать, ҫав вӑхӑтрах вӑл хӑйӗн кашни ӗҫлекенӗн пурнӑҫӗпе те питӗ интересленет. Сӑмахран, Иегова виҫҫӗр ҫул хушши хӑйӗн халӑхне судьясем панӑ, вӗсем израильтянсене пусмӑрҫӑсенчен хӑтарнӑ. Анчах та ҫав лӑпкӑ мар вӑхӑтра вӑл Израиль халӑхӗн ҫынни пулман Руфе асӑрханӑ. Ҫав хӗрарӑм Иеговӑшӑн ӗҫлес тесе нумай йывӑрлӑх тӳсме хатӗр пулнӑ. Иегова Руфе пилленӗ: вӑл качча тухнӑ тата ывӑл ҫуратнӑ. Унтан та ытларах, чӗрӗлсе тӑрсан Руфь хӑйӗн ывӑлӗ Мессийӑн мӑнаслашшӗ пулни ҫинчен пӗлӗ. Хӑйӗн ҫинчен Библире ҫырса хунине тата ҫав кӗнекене ун ятне панине пӗлсен вӑл мӗн туйма пултарасси ҫинчен шутласа пӑхӑр-ха! (Руфь 4:13; Матф. 1:5, 16.)

10. Мӗншӗн Иегова пирки влаҫа хаяррӑн тытса тӑрать тесе калаймӑн?

10 Иегова влаҫа хаяррӑн тытса тӑмасть. Ӑна пӑхӑнса тӑракансем хӑйсене ирӗклӗ те савӑнӑҫлӑ туяҫҫӗ (2 Кор. 3:17). «Унӑн умӗнче — мухтавлӑх та аслӑлӑх, Унӑн сӑваплӑ вырӑнӗнче — хӑват та чаплӑ илем [«савӑнӑҫ», ҪТ]» (1 Ҫулс. 16:7, 27). Псалом юрлакан Ефан та ҫав шухӑшах ҫырнӑ: «Чӑн савӑнӑҫ мӗнне пӗлекен халӑх телейлӗ! Эй Ҫӳлхуҫа, вӗсем Санӑн сӑну ҫутинче ҫӳреҫҫӗ, кунӗпе Санӑн ятушӑн савӑнаҫҫӗ, Санӑн тӳрӗлӗхӳпе мухтанаҫҫӗ» (Пс. 88:16, 17).

11. Иегова хӑйӗн влаҫӗпе чи лайӑх майпа усӑ курнине ҫирӗпрех шанмашкӑн мӗн тума пулать?

11 Иегова ырӑ кӑмӑллӑ пулни ҫинчен мӗн чухлӗ нумайрах шухӑшлатпӑр, вӑл влаҫпа чи лайӑх майпа усӑ курнине ҫавӑн чухлӗ ҫирӗпрех шанатпӑр. Пирӗн туйӑмсем псалом юрлаканӑн туйӑмӗсем евӗрлех: «Сан картишӳнте пӗр кун пурӑнни пин кунран лайӑхрах» (Пс. 83:11). Ҫакӑнтан тӗлӗнмелли те ҫук, мӗншӗн тесен Иегова, Пурнӑҫ Паракан, телейлӗ пулмашкӑн пире мӗн кирлине пӗлет тата уҫӑ кӑмӑллӑ пулса пире кирлинчен те ытларах парса тӑрать. Вӑл мӗн хушнине пурнӑҫлатпӑр пулсан, ҫакӑ пире, йывӑрлӑхсем тӳсме тивсен те, яланах савӑнӑҫ кӳрет тата усӑ парать. (Исаия 48:17 вуласа пар.)

12. Мӗнле тӗп сӑлтава пула эпир Иеговӑн аслӑ влаҫӗ майлӑ тӑратпӑр?

12 Библи тӑрӑх, Христос Пин ҫул хушши Патшара ларнӑ хыҫҫӑн хӑш-пӗр ҫынсем Иеговӑн аслӑ влаҫне хирӗҫ тӑрӗҫ (Ӳлӗм. 20:7, 8). Мӗншӗн вӗсем ҫапла тӑвӗҫ? Шуйттан, ирӗке тухсан, ҫынсене Турӑран пӑрса яма хӑтланса пӑхӗ. Ҫавна тӑвас тесе вӑл, паллах, ҫынсене харпӑр хӑйшӗн ҫеҫ тӑрӑшас туртӑма вӑратас тейӗ — ҫак меслет унӑн чи юратнӑ меслет вӗт. Тен, вӑл ҫынсене Иеговӑна пӑхӑнмасан та ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма пулать тесе ӗнентерме тӑрӑшӗ. Анчах та ҫав вӑхӑтра Шуйттанӑн сӑмахӗсем пирӗншӗн кӑшт та пулин илӗртӳллӗ пулмӗҫ-и? Эпир Иеговӑна юрататпӑр пулсан тата вӑл — Ҫут тӗнчене Тытса Тӑракан — ырӑ та тӳрӗ кӑмӑллӑ пулнине ҫирӗп шанатпӑр пулсан, Шуйттан мӗн калани пире йӗрӗнтерӗ. Тӗрӗслӗхе тата пире юратакан Иегова Турра пӑхӑнмасӑр пурӑнасси пирӗн пуҫра та пулмӗ.

ТУРРӐН АСЛӐ ВЛАҪӖ МАЙЛӐ ҪИРӖП ТӐРӐР

13. Иеговӑн аслӑ влаҫӗ майлӑ тӑнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

13 Паллах, Иегова эпир чун-чӗререн унӑн аслӑ влаҫӗ майлӑ тӑнине тивӗҫлӗ. Эпир куртӑмӑр ӗнтӗ, унӑн пуҫ пулса пире ертсе пыма право пур тата вӑл хӑйӗн влаҫӗпе яланах тӗрӗс усӑ курать. Иеговӑн аслӑ влаҫӗ майлӑ тӑнине эпир ӑна шанчӑклӑ тӑрса юлнипе тата уншӑн чӗререн ӗҫлесе тӑнипе кӑтартатпӑр. Унсӑр пуҫне, эпир Иегова пек пулма тӑрӑшнипе те унӑн влаҫне хисепленине тата ун майлӑ тӑнине кӑтартатпӑр. (Эфес 5:1, 2 вуласа пар.)

14. Старейшинӑсем тата ҫемье пуҫӗсем Иегова пек пулас тесе мӗн тума пултараҫҫӗ?

14 Библи вӗреннӗ май эпир Иегова — юратакан пуҫлӑх пулнине куртӑмӑр. Ҫавна асра тытса Иеговӑн влаҫне хисеплекен ҫемье пуҫӗсем тата старейшинӑсем пӗтӗм власть ман алра тесе шутламаҫҫӗ, ыттисем пӗтӗмпех тӗп-тӗрӗс тӑвасса та кӗтмеҫҫӗ. Пачах урӑхла, вӗсем Иеговӑран тӗслӗх илеҫҫӗ. Павел апостол та Турӑпа унӑн Ывӑлӗ пек пулма пӗтӗм вӑйран тӑрӑшнӑ (1 Кор. 11:1). Павел нихӑҫан та ыттисене хӑйсене айӑплӑ туйтарасшӑн пулман тата вӗсене хӑй мӗн тутарас тенине тума хистемен. Ун вырӑнне вӑл вӗсене тӗрӗссине тума йӑлӑннӑ (Рим 12:1; Эф. 4:1; Флм. 8—10). Туррӑн влаҫне хисеплекенсен тата ун майлӑ тӑракансен пурин те ҫавнах тумалла, мӗншӗн тесен Иегова хӑйне ҫынсемпе шӑп ҫапла тытать.

15. Мӗншӗн Иеговӑн организацийӗнчи йӗркене тытса тӑнипе эпир унӑн влаҫне хисепленине кӑтартатпӑр теме пулать?

15 Кама Иегова власть панӑ, ҫав ҫынсем ҫине эпир мӗнле пӑхатпӑр? Вӗсене хисеплесе ҫума-ҫумӑн ӗҫлесе тӑратпӑр пулсан, Иеговӑн аслӑ влаҫӗ майлӑ тӑнине кӑтартатпӑр. Ҫав тӑвансем мӗншӗн ун пек е кун пек йышӑну тунине ӑнлансах каймасан та е ҫав йышӑнупа килӗшме йывӑр пулсан та, эпир пурпӗрех Туррӑн организацийӗнчи йӗркене пӑхӑнатпӑр. Ҫак тӗнчери ҫынсем власть ҫине пачах урӑхла пӑхаҫҫӗ, анчах та эпир Иеговӑн влаҫне хисепленӗрен хамӑра вӗсем пек тытмастпӑр (Эф. 5:22, 23; 6:1—3; Евр. 13:17). Ҫакӑ пире пиллӗхсем кӳрет, мӗншӗн тесен Иегова пире чи лайӑххине сунать.

16. Иеговӑн влаҫӗ майлӑ тӑракансем йышӑну тунӑ чухне мӗн шута илеҫҫӗ?

16 Иеговӑн аслӑ влаҫӗ майлӑ тӑнине эпир тата мӗнле кӑтартма пултаратпӑр? Тӗслӗхрен, мӗнле йышӑнусем тунипе. Иегова кашни лӑру-тӑрура пирӗн мӗн-мӗн тумаллине каламасть. Ун вырӑнне вӑл ҫав лару-тӑру ҫине хӑй мӗнле пӑхнине ӑнланма пулӑшать. Сӑмахран, Библире христиансен мӗнле ҫипуҫпа ҫӳремеллине вак-тӗвек таранах ҫырса паман. Ҫапах та унта пирӗн ҫипуҫран эпир сӑпайлӑ ҫынсем пулни тата эпир Туррӑн ӗҫлекенӗсем пулни курӑнса тӑмалла тенӗ (1 Тим. 2:9, 10). Ҫавӑн пекех Турӑ пире ыттисен туйӑмӗсене шута илтересшӗн (1 Кор. 10:31—33). Йышӑну тунӑ чухне эпир хамӑра мӗн килӗшни ҫинчен ҫеҫ шутлас вырӑнне Иегова ҫавӑн ҫинчен мӗн шутланине ӑнланма тӑрӑшатпӑр пулсан, унӑн влаҫне хисепленине тата ун майлӑ тӑнине кӑтартатпӑр.

Ҫамрӑк хӗрарӑм тӑван лавккара тумтир суйлать

Йышӑнусем тунӑ чухне те, ҫемьери йывӑрлӑхсене татса панӑ чухне те Иеговӑн аслӑ влаҫӗ майлӑ тӑнине кӑтартӑр (16—18 абзацсене пӑхӑр.)

17, 18. Мӑшӑрсем Иеговӑн аслӑ влаҫӗ майлӑ тӑнине мӗнле кӑтартма пултараҫҫӗ?

17 Айтӑр пӗр лару-тӑру ҫинчен шухӑшласа пӑхар. Ҫак лару-тӑрура мӑшӑрсен Иеговӑн аслӑ влаҫӗ майлӑ тӑнине кӑтартни питӗ кирлӗ. Калӑпӑр, упӑшкипе арӑмӗ мӑшӑрланнӑ хыҫҫӑн хӑйсем кӗтнинчен те ытларах йывӑрлӑхпа тӗл пулнӑ. Тен, вӗсем ҫемьеллӗ пурнӑҫ пачах урӑхла пулать тесе шутланӑ. Ҫакӑн пек чухне вӗсем Иегова хӑйне Израиль халӑхӗпе мӗнле тытни ҫинчен аса илме пултараҫҫӗ. Вӑл хӑйӗн пирки ҫав халӑхӑн упӑшки тенӗ (Ис. 54:5; 62:4). Ҫав «ҫемьере» хутшӑнусем мӗн тери япӑх пулнӑ! Анчах та Иегова Израиль халӑхне пӑрахса хӑварма васкаман. (Псалом 105:43—45 вуласа пар.) Иегова хӑйӗн халӑхне чунтан парӑнса юратни пире ун патне ҫывхарма хавхалантармасть-и вара?

18 Иеговӑна юратакан мӑшӑрсем унран тӗслӗх илме тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫемьери йывӑрлӑхсене татса панӑ чухне вӗсем Библири принципсене пӑсмаҫҫӗ. Вӗсем хӑйсене Иегова пӗрлештернине тата вӑл вӗсене пӗрле пурӑнтарасшӑн пулнине ӑнланаҫҫӗ. Библи тӑрӑх, мӑшӑрпа уйрӑлса ҫӗнӗ ҫемье ҫавӑрма ирӗк паракан пӗртен-пӗр сӑлтав вӑл — мӑшӑр улталани (Матф. 19:5, 6, 9). Христиансем хӑйсен ҫемйине упраса хӑварма тата ҫирӗплетме пӗтӗм вӑйран тӑрӑшаҫҫӗ пулсан, Иеговӑн аслӑ влаҫӗ майлӑ тӑнине кӑтартаҫҫӗ.

19. Йӑнӑш тусан пирӗн мӗн тумалла?

19 Ҫитменлӗхлӗ пулнӑран эпир хӑш-пӗр чухне йӑнӑшсем туса Иеговӑна кӳрентеретпӗр. Ҫакна ӑнланнипе тата пире юратнипе вӑл хӑйӗн Ывӑлне пирӗн ҫылӑхсене каҫарттаракан парне пек панӑ. Ҫавӑнпа тӗрӗс мар утӑм тусан пирӗн Иеговӑран каҫару ыйтмалла (1 Иоанн 2:1, 2). Унччен тунӑ йӑнӑшсемшӗн хамӑра пӗр вӗҫӗмсӗр айӑпласа ҫӳреме кирлӗ мар, ун вырӑнне хамӑр йӑнӑшсенчен вӗренме тӑрӑшмалла. Иеговӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене ҫирӗплетсех тӑратпӑр пулсан, вӑл пире каҫарать, сыватать тата малашне ҫавнашкал лару-тӑрура тӗрӗс йышӑнусем тума пулӑшать (Пс. 102:3).

20. Мӗншӗн халӗ Туррӑн аслӑ влаҫӗ майлӑ тӑнине кӑтартмалли вӑхӑт?

20 Ҫӗнӗ тӗнчере пурте Иеговӑн аслӑ влаҫне пӑхӑнса пурӑнӗҫ тата унӑн тӳрӗ ҫулӗсемпе ҫӳреме вӗренӗҫ (Ис. 11:9). Паллах, эпир паянах ҫакна тума вӗренетпӗр. Ҫут тӗнчене тытса тӑма Иеговӑн право пурри пирки кӗҫех никамӑн та пӗр иккӗленӳ те юлмӗ. Халӗ Туррӑн аслӑ влаҫӗ майлӑ тӑнине кӑтартмалли вӑхӑт, ҫавӑнпа Иеговӑна шанчӑклӑ пулар, уншӑн ӗҫлесе тӑрар тата ун пек пулма тӑрӑшар.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр