Пӗр ырӑ ӗҫ чӑнлӑха йышӑнма пулӑшнӑ
ГУДЖАРАТ штатри (Инди) пӗр пысӑках мар хулара Джон ятлӑ арҫын ача пурӑннӑ. Унӑн ашшӗ 1950 ҫулсен вӗҫӗнче Иегова Свидетелӗ пулса тӑнӑ. Ашшӗ мӗне ӗненнине Джон та, амӑшӗ те, аппӑшӗ те тата икӗ шӑллӗпе икӗ йӑмӑкӗ те килӗштермен, мӗншӗн тесен вӗсем хӑйсен тӗнне ҫирӗп тытса тӑракан католиксем пулнӑ.
Пӗррехинче ашшӗ Джона пухури пӗр тӑвана конверт леҫсе пама ыйтнӑ. Ҫав ирхине Джон пысӑк тимӗр пичкене уҫма хӑтланнӑ чухне аллине хытӑ кастарнӑ пулнӑ. Ҫав-ҫавах вӑл ашшӗ хушнине итлес тесе пӳрнине ҫӗтӗкпе ҫыхнӑ та тухса кайнӑ.
Адреспа ҫитсен алӑка леш арҫын тӑванӑн арӑмӗ уҫнӑ. Вӑл Иегова Свидетелӗ пулнӑ. Конверта илнӗ чухне вӑл Джон пӳрнине кастарнине асӑрханӑ, вара пулӑшу сӗннӗ. Вӑл аптечка кӑларнӑ та унӑн пӳрни ҫинчи суранне антисептикпа тасатса ҫыхса янӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Джона вӗри чейпе хӑналанӑ тата Библи ҫинчен кӑмӑллӑн калаҫма пуҫланӑ.
Хӗрарӑм тӑван чун-чӗререн пулӑшнӑ хыҫҫӑн Джон Свидетельсем ҫине урӑхларах пӑхма пуҫланӑ. Вӑл ашшӗпе икӗ ыйту пирки килӗшеймен пулнӑ, ҫавӑнпа ҫав хӗрарӑм тӑвана ҫак ыйтусене панӑ: Христос вӑл Турӑ-и тата христиансен Таса Хӗре Марийӑна кӗлтумалла-и? Хӗрарӑм тӑван гуджарат чӗлхине пӗлнӗ, ҫавӑнпа та Джонӑн тӑван чӗлхипе хуравлама пултарнӑ. Вӑл ӑна ҫавӑн пирки Библире мӗн ҫырнине кӑтартнӑ тата «Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан хыпар» ятлӑ брошюрӑна панӑ.
Каярахпа ҫав брошюрӑна вуланӑ май Джон ҫакӑ чӑнлӑх пулнине ӑнланнӑ. Вӑл хӑйӗн священникӗ патне кайса ҫав ыйтусенех панӑ. Священник питӗ хӑвӑрт тарӑхса кайнӑ та Библие ун ҫине вӑркӑнтарса кӑшкӑрса янӑ: «Эсӗ Сатана пулса тӑтӑн! Библире Христос пирки Турӑ мар тесе ӑҫта ҫырнӑ, кӑтарт мана. Марияна пуҫҫапмалла мар тесе ӑҫта ҫырнине кӑтарт мана. Кӑтарт!» Джона священник хӑйне ҫапла тытни аптратсах ӳкернӗ, вара вӑл: «Католиксен чиркӗвне урӑх нихӑҫан та ура ярса пусмастӑп!» — тенӗ. Вӑл хӑй сӑмахне тытнӑ.
Джон Библи вӗренме пуҫланӑ, ҫирӗп ӗненӳ аталантарнӑ тата Турӑшӑн ӗҫлеме тытӑннӑ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн унӑн кил-йышӗнчисем те хӑшӗ-пӗрисем Свидетельсем пулса тӑнӑ. Джонӑн шӗвӗр пӳрни ҫинче халӗ те суран йӗрӗ пур. 60 ҫул каялла хӗрарӑм тӑван ӑна ырӑ тунине Джон ӑшӑ туйӑмпа аса илет, ҫавна пула вӗт вӑл Иеговӑн ӗҫлекенӗ пулса тӑнӑ (2 Кор. 6:4, 6).