Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • jy 38 сыпӑк, 96 с.—97 с., 7 абз.
  • Иоанн Иисус мӗн каласшӑн пулнине илтесшӗн

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Иоанн Иисус мӗн каласшӑн пулнине илтесшӗн
  • Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
  • Ҫавнашкал материал
  • Иисус асла тухать, Иоанн кӗҫӗне юлать
    Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
  • Шыва кӗртекен Иоанн. Савӑнӑҫа упраса хӑварма пулӑшакан тӗслӗх
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2019
  • Кам вӑл Иисус Христос?
    Библи пире мӗне вӗрентет?
  • Кам вӑл Иисус Христос?
    Библи чӑннипе мӗне вӗрентет?
Ытларах пӗлӗр
Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
jy 38 сыпӑк, 96 с.—97 с., 7 абз.
Шыва кӗртекен Иоанн пӗччен тӗрмере ларать

38-МӖШ СЫПӐК

Иоанн Иисус мӗн каласшӑн пулнине илтесшӗн

МАТФЕЙ 11:2—15 ЛУКА 7:18—30

  • ШЫВА КӖРТЕКЕН ИОАНН ИИСУСӐН ТИВӖҪӖ ҪИНЧЕН ПӖЛЕСШӖН

  • ИИСУС ИОАНН ҪИНЧЕН ЫРӐ СӐМАХ КАЛАТЬ

Шыва кӗртекен Иоанн ҫулталӑка яхӑн ӗнтӗ тӗрмере. Ҫав-ҫавах вӑл Иисус тӑвакан тӗлӗнмелле ӗҫсем ҫинчен илтет. Иоана унӑн вӗренекенӗсем Наин хулинчи тӑлӑх арӑмӑн ывӑлне Иисус вилӗмрен чӗртсе тӑратни ҫинчен каласа панӑ чухне Иоанн хӑйне мӗнле туйма пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Анчах Иоанн ҫак пулса иртекен ӗҫсем мӗне пӗлтернине Иисусран хӑйӗнчен илтесшӗн. Ҫавӑнпа Иоанн хӑйӗн икӗ вӗренекенне чӗнсе илет те вӗсене Иисус патне: «Килмелли Эсӗ-и е пирӗн урӑххине кӗтмелле-и?» — тесе ыйтма ярать (Лука 7:19).

Ҫакӑ темле тӗлӗнмелле ыйту пек курӑнма пултарать. Вӗт Иоанн, Туррӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗ, икӗ ҫула яхӑн каялла Иисуса шыва кӗртнӗ чухне ун ҫине Туррӑн сывлӑшӗ аннине тата Туррӑн сассине, Турӑ Иисуса ырласа каланине, илтнӗ. Иоанн ӗненӗвӗ хавшама пуҫланӑ тесе калама пирӗн нимле сӑлтав та ҫук. Ку ҫапла пулнӑ пулсан, Иисус Иоанн ҫинчен ырӑ сӑмах каласа ӑна ырламан пулӗччӗ. Анчах та, Иоанӑн пӗр иккӗленӳ те ҫук пулсан, мӗншӗн-ха вӑл Иисуса ҫавӑн пек ыйту парать?

Иоанн, тен, Иисус Мессия пулнине вӑл хӑй ҫирӗплетсе патӑр тет. Ҫакӑ тӗрмере тертленекен Иоана питӗ тӗреклетнӗ пулӗччӗ. Ҫитменнине тата, Иоанн ҫакна ҫеҫ мар пӗлесшӗн. Вӑл, Библире пророкла каланисем тӑрӑх, Турӑ Суйласа Лартнийӗн патша тата ҫӑлакан пулмаллине пӗлет. Анчах та Иисус шыва кӗнӗренпе нумай уйӑх иртнӗ ӗнтӗ, Иоанн вара халӗ те тӗрмере. Ҫавӑнпа вӑл Мессия пирки малтанах мӗн каласа хунине пурне те пурнӑҫлама Иисус хыҫҫӑн кам та пулин урӑххи килмӗ-ши тесе ыйтать пулмалла.

Иисус сыватнӑ уксах арҫынпа суккӑр хӗрарӑм савӑнаҫҫӗ

Иоанӑн вӗренекенӗсене: «Килмелли эпех»,— тесе калас вырӑнне Иисус хӑйне Турӑ пулӑшса тӑнине ҫирӗплетсе парас тесе нумай ҫынна тӗрлӗ чиртен сыватать. Унтан вӑл вӗренекенсене калать: «Кайӑр та хӑвӑр мӗн курнине, мӗн илтнине Иоана каласа кӑтартӑр: суккӑррисем куракан пулаҫҫӗ, уксаххисем ҫӳрекен пулаҫҫӗ, тилҫеллисем тасалаҫҫӗ, хӑлхасӑррисем илтеҫҫӗ, вилнисем чӗрӗлсе тӑраҫҫӗ, мӗскӗнсене Ырӑ Хыпар пӗлтереҫҫӗ, тейӗр» (Матфей 11:4, 5).

Иоанн панӑ ыйту тӑрӑх, вӑл Иисусран халӗ тӑвакан ӗҫсенчен ытлараххине тӑвасса кӗтет пулас. Тен, Иоанн хӑйне Иисус тӗрмерен ирӗке кӑларасса шанать. Анчах Иисус хӑй тӑвакан тӗлӗнмелле ӗҫсем тунинчен ытлараххине кӗтме кирлӗ мар тесе калать Иоана.

Иоанӑн вӗренекенӗсем кайсан, Иисус халӑха Иоанн пирки вӑл пророкран та аслӑ тесе ӑнлантарать. Иоанн — Малахия 3:1-мӗшӗнче пророкла каласа хунӑ Иеговӑн «Ангелӗ [«хыпарҫи», ҪТ]», ҫавӑн пекех вӑл — Малахия 4:5, 6 сӑвӑ йӗркисенче пророкла каласа хунӑ «Илия пророк». Иисус ӑнлантарса парать: «Чӑн калатӑп сире: хӗрарӑмран ҫуралнисенчен Шыва кӗртекен Иоанран асли пулман, анчах Ҫӳлти Патшалӑхра чи кӗҫӗнни те унран аслӑ» (Матфей 11:11).

Иисус Ҫӳлти Патшалӑхра чи кӗҫӗнни Иоанран аслӑ тенипе Иоанн пӗлӗтри Патшалӑха кӗреймест тесе палӑртать. Иоанн Иисус валли ҫул хатӗрленӗ, анчах вӑл Христос тӳпене кӗмелли ҫула уҫиччен вилет (Еврейсем 10:19, 20). Ҫапах та Иоанн, Туррӑн шанчӑклӑ пророкӗ, Турӑ Патшалӑхӗн ҫӗр ҫинчи подданнӑйӗ пулӗ.

  • Мӗншӗн Иоанн Иисусран: «Килмелли Эсӗ-и е пирӗн урӑххине кӗтмелле-и?» — тесе ыйтать?

  • Иисус каланӑ тӑрӑх, Шыва кӗртекен Иоанн мӗнле пророкла каланисене пурнӑҫланӑ?

  • Мӗншӗн Шыва кӗртекен Иоанн Иисуспа пӗрле пӗлӗтре пулмасть?

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр