Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • jy 18 сыпӑк, 46 с.—47 с., 6 абз.
  • Иисус асла тухать, Иоанн кӗҫӗне юлать

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Иисус асла тухать, Иоанн кӗҫӗне юлать
  • Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
  • Ҫавнашкал материал
  • Иоанн Иисус мӗн каласшӑн пулнине илтесшӗн
    Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
  • Шыва кӗртекен Иоанн. Савӑнӑҫа упраса хӑварма пулӑшакан тӗслӗх
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2019
  • Иисус Мессия пулса тӑрать
    Библири тӗслӗхсенчен вӗренетпӗр
  • Иисус шыва кӗрет
    Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
jy 18 сыпӑк, 46 с.—47 с., 6 абз.
Шыва кӗртекен Иоанн хӑйӗн вӗренекенӗсемпе калаҫать

18-МӖШ СЫПӐК

Иисус асла тухать, Иоанн кӗҫӗне юлать

МАТФЕЙ 4:12 МАРК 6:17—20 ЛУКА 3:19, 20 ИОАНН 3:22—4:3

  • ИИСУСӐН ВӖРЕНЕКЕНӖСЕМ ҪЫНСЕНЕ ШЫВА КӖРТЕҪҪӖ

  • ШЫВА КӖРТЕКЕН ИОАНА ТӖРМЕНЕ ХУПАҪҪӖ

Пирӗн эрӑри 30 ҫулхи Пасха уявне паллӑ тунӑ хыҫҫӑн Иисуспа унӑн вӗренекенӗсем Иерусалимран тухса каяҫҫӗ. Анчах вӗсем килне Галилейӑна тӳрех таврӑнмаҫҫӗ. Малтан вӗсем Иудейӑна каяҫҫӗ те унта нумай ҫынна шыва кӗртеҫҫӗ. Шыва кӗртекен Иоанн, Иордан айлӑмӗнче пулас, пӗр ҫулталӑк хушши ӗнтӗ ҫавнах тӑвать. Унӑн хӑш-пӗр вӗренекенӗсем вара халӗ те унпа пӗрле.

Иисус хӑй никама та шыва кӗртмест, вӑл пӑхса тӑнипе унӑн вӗренекенӗсем ҫавна тӑваҫҫӗ. Иисусӑн сӑваплӑ ӗҫӗн ҫак тапхӑрӗнче вӑл та, Иоанн та иудейсене — Турӑ Саккунӗн килӗшӗвне хирӗҫ тунӑ ҫылӑхӗсемшӗн ӳкӗнекенскерсене — вӗрентеҫҫӗ (Апостолсен ӗҫӗсем 19:4).

Анчах та Иоанӑн вӗренекенӗсем кӗвӗҫнипе Иисус пирки ӳпкелешсе Иоана ҫапла калаҫҫӗ: «Санпа пӗрле Пулнӑскерӗ [Иисус]... шыва кӗртет, пурте Ун патне ҫӳреҫҫӗ» (Иоанн 3:26). Иоана илес пулсан, унӑн кӗвӗҫес шухӑш ҫук. Вӑл Иисусӑн сӑваплӑ ӗҫӗ ӑнса пынӑшӑн савӑнать, хӑйӗн вӗренекенӗсем те ҫавӑншӑн савӑнччӑр тет. Иоанн вӗсене аса илтерет: «Эпӗ хам ҫинчен: „эпӗ Христос мар, мана Ун умӗнчен янӑ“ тенине эсир хӑвӑрах ҫирӗплетсе пама пултаратӑр». Вӑл пурте ӑнланма пултаракан тӗслӗх илсе парать: «Хӗр ҫураҫнӑ ҫын кӗрӳ пулать; ӑна итлесе тӑракан юлташӗ, кӗрӳ сассине илтсе, савӑнса-хӗпӗртесе тӑрать: мана ҫав тулли савӑнӑҫ ҫитрӗ ӗнтӗ» (Иоанн 3:28, 29).

Темиҫе уйӑх маларах Иоанн, кӗрӳн юлташӗ пулнӑ май, хӑйӗн вӗренекенӗсене хаваспах Иисуспа паллаштарнӑ. Вӗсенчен хӑш-пӗрисем Иисус хыҫҫӑн кайнӑ та каярахпа вӗсене святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ. Иоанн хӑйӗн ытти вӗренекенӗсем те Иисус хыҫҫӑн ҫӳреччӗр тет. Вӗт Иоанӑн тӗллевӗ — Христос валли ҫул хатӗрлесе хурасси. «Унӑн асла тухмалла, манӑн кӗҫӗне юлмалла»,— тесе ӑнлантарать Иоанн (Иоанн 3:30).

Тепӗр Иоанн, Христосӑн вӗренекенӗ, Иисус ӑҫтан килни пирки тата вӑл ҫынсене ҫӑлас тӗлӗшрен тӗп вырӑн йышӑнни пирки каярахпа ҫапла ҫырса хурать: «Ҫӳлтен Килекенни вара пуринчен те аслӑ. [...] Ашшӗ Ывӑлне юратать, Вӑл пӗтӗмпех Унӑн аллине панӑ. Ывӑлне ӗненекен ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ. Турӑ Ывӑлне ӗненмен [«пӑхӑнман», ҪТ] ҫын пурӑнӑҫ кураяс ҫук, ун ҫинче Турӑ ҫилли тӑрать» (Иоанн 3:31, 35, 36). Ҫак питӗ кирлӗ чӑнлӑха пурин те пӗлмелле!

Шыва кӗртекен Иоана тӗрмене хупаҫҫӗ

Иоанн хӑйӗн кӗҫӗне юлмалла, ӗҫӗ чакса пымалла тенӗ хыҫҫӑн кӑштах вӑхӑт иртсен, Ирод патша ӑна тытса хуптарать. Ирод хӑйӗн пӗртӑванӗн Филипӑн арӑмне, Иродиадӑна, качча илет. Иоанн ӑна аскӑн ӗҫ туни пирки халӑх умӗнче питлесен, Ирод ӑна тӗрмене хупать. Ҫакӑн ҫинчен илтсен, Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсемпе Иудейӑран тухать те Галилейӑна ҫул тытать (Матфей 4:12; Марк 1:14).

  • Иоанн шыва кӗртни мӗне пӗлтернӗ? Иисус вилӗмрен чӗрӗлсе тӑриччен хӑй пӑхса тӑнипе шыва кӗртни мӗне пӗлтернӗ?

  • Иоанн хӑйӗн вӗренекенӗсене Иисусӑн ӗҫӗ пирки кӗвӗҫме кирлӗ маррине мӗнле кӑтартса парать?

  • Мӗншӗн Иоана тӗрмене хупаҫҫӗ?

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр