Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • wp18 2№ 6—7 с.
  • Пурнӑҫланнӑ пророкла сӑмахсем

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Пурнӑҫланнӑ пророкла сӑмахсем
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (салатмалли кӑларӑм) — 2018
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • ХАЛЬХИ ВӐХӐТРА ПУРНӐҪЛАНСА ПЫРАКАН ПРОРОКЛА СӐМАХСЕМ
  • Турӑ халӑхӗ Вавилонран тухса каять
    Библи калавӗсен кӗнеки
  • Эпир «юлашки кунсенче» пурӑнатпӑр-и?
    Библи чӑннипе мӗне вӗрентет?
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (салатмалли кӑларӑм) — 2018
wp18 2№ 6—7 с.
Хӗрарӑм Библири пророкла сӑмахсене тӗпчет

Пурнӑҫланнӑ пророкла сӑмахсем

Унчченхи статьяра асӑннӑччӗ ӗнтӗ, халӑх сӑмахлӑхӗ тӑрӑх, Крёз патша Дельфӑ хулинчи оракулӑн сӑмахӗсене итлесе Перси патшине хирӗҫ вӑрҫӑпа тухнӑ. Перси патши Кир ҫав вӑрҫӑра Крёз патшана аркатса тӑкнӑ. Библире те Кир ҫинчен пророкла калани пур. Анчах та оракул пророкла каланипе танлаштарсан, унти сӑмахсем вак-тӗвек таранах пурнӑҫланнӑ.

Кир патша ҫураличчен 200 ҫул маларах еврей пророкӗ Исаия ҫав патша мӗн ятлӑ пуласси пирки тата вӑлах тӗреклӗ Вавилон хулине ҫӗнсе илесси пирки ҫырнӑ. Ҫавӑн пекех Исаия пророк Кир ҫавна мӗнле майпа тӑвасси пирки те каланӑ.

Исаия 44:24, 27, 28: «Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Эпӗ... тӗпсӗр авӑра: „типсе лар!“ теекенӗ, „санӑн юханшывусене типӗтсе лартӑп“ теекенӗ; Кир пирки: „вӑл — Манӑн кӗтӳҫӗм, вӑл Манӑн ирӗкӗме пӗтӗмпе вырӑна килтерӗ, вӑл Иерусалима: „сана ҫӗнӗрен туса лартӗҫ!“ тейӗ, Турӑ Ҫуртне: „санӑн никӗсне ҫӗнӗрен ҫирӗплетӗҫ“ тейӗ“ теекенӗ».

Грек историкӗ Геродот пӗлтернӗ тӑрӑх, Кир патша Вавилон витӗр юхса выртакан Ефрат юханшыва ӑшӑхлатас тесе канав чавса шывне аяккалла юхмалла тунӑ. Кӗҫех шыв утса каҫмалӑх чакнӑ, вара Перси ҫарӗ юханшыв урлӑ каҫнӑ та хулана кӗнӗ. Хулана ҫӗнсе илсен Кир еврейсене Вавилон тыткӑнӗнчен ирӗке кӑларнӑ. Вӑл вӗсене Иерусалима таврӑнма тата 70 ҫул хушши юхӑнса выртнӑ хулана ҫӗнӗрен туса лартма ирӗк панӑ.

Исаия 45:1: «Хӑй ҫу сӗрсе янӑ Кир патшана Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: халӑхсене санӑн ҫӗнтермелле пултӑр тесе, Эпӗ сана сылтӑм алӑран тытса тӑрӑп, саншӑн алӑксем уҫӑлччӑр, хапхасем ан хупӑнччӑр тесе, патшасен пиҫиххийӗсене салтса илӗп».

Ҫав каҫ Перси ҫарӗ Вавилон ҫыннисем асӑрхамасӑр уҫӑ хӑварнӑ пысӑк хапхаран хулана кӗрсе кайнӑ. Вавилон ҫыннисем Кир мӗн тӑвасса пӗлнӗ пулсан юханшыв енчи хапхасене пурне те питӗрсе хунӑ пулӗччӗҫ. Анчах та вӗсем ҫавна туман пирки Перси ҫарӗ хулана ярса илме пултарнӑ.

Ҫав тӗлӗнмелле пророкла калани — Библири тӗпӗ-йӗрӗпех пурнӑҫланнӑ пророкла каланисенчен пӗри кӑнаa. Ялан тенӗ пекех суя турӑсен ячӗпе пророкла каланӑ ҫынсемпе танлаштарсан, Библири пророкла сӑмахсене калаканӗ хӑй пирки акӑ мӗн калать: «Вӗҫӗнче мӗн пулассине Эпӗ пуҫламӑшӗнчех пӗлтеретӗп, мӗн пулассине малтанах пӗлтерсе тӑратӑп» (Исаия 46:10).

Ҫак сӑмахсене чӑн Турӑ, Иегова ятлӑ Турӑ, кӑна калама пултарать. Библи тӗпчевҫисем шутланӑ тӑрӑх, ҫак ят «Вӑл пулса тӑма парать» тенине пӗлтерет. Ҫакӑ Турӑ мӗн пулассине маларах пӗлме пултарнине тата хӑй мӗн тума шухӑшласа хунине пурнӑҫлас тесе ӗҫсене хӑйне кирлӗ пек йӗркелесе пыма пултарнине кӑтартать. Унӑн ячӗ пире ҫакӑн пирки шантарать: вӑл сӑмах панӑ пулсан, ҫавна пурнӑҫлатех.

ХАЛЬХИ ВӐХӐТРА ПУРНӐҪЛАНСА ПЫРАКАН ПРОРОКЛА СӐМАХСЕМ

Библире хальхи вӑхӑт пирки мӗн каланине сирӗн пӗлес килет-и? 2 000 ҫула яхӑн каялла унта «юлашки кунсенче йывӑр самана ҫитӗ» тесе ҫырнӑ пулнӑ. Мӗнле «юлашки кунсем» пирки каланӑ-ши? Ҫӗр е этемлӗх пӗтмест, пӗтессе вара пусмӑрлӑх, хӗн-асап тата хирӗҫӳсем пӗтӗҫ. Вӗсенчен хӑтӑлас тесе ҫынсем пин-пин ҫул хушши ӗнтӗ кӗрешеҫҫӗ. Айтӑр «юлашки кунсем» ҫинчен каланӑ пророкла сӑмахсенчен хӑш-пӗрисене пӑхса тухар.

2 Тимофей 3:1—5: «Юлашки кунсенче... ҫынсем хӑйсене юратакан, укҫана хапсӑнакан, мӑнаҫланакан, хӑйсене пысӑка хуракан, хурласа калаҫакан пулӗҫ, ашшӗ-амӑшне пӑхӑнмӗҫ, пархатарсӑр, йӗркесӗр пулӗҫ, пӗр-пӗрне юратмӗҫ, килӗштереймӗҫ, элеклӗҫ, чарусӑр, хытӑ кӑмӑллӑ, ырра юратми пулӗҫ, сутӑнчӑкла хӑтланӗҫ, намӑса пӗлмӗҫ, каппайланӗҫ, Турра юратассинчен ытла киленӗҫе юратӗҫ, ҫиелтен пӑхма тӳрӗ ҫынсем пек курӑнӗҫ те — хӑйсем вара тӳрӗлӗхрен хӑпӗҫ».

Хальхи вӑхӑтра ҫынсем час-часах хӑйсене ҫапла тытнӑ пек туйӑнмасть-и сире? Таврари ҫынсем хӑйсемшӗн ҫеҫ тӑрӑшаҫҫӗ, укҫашӑн ҫунаҫҫӗ тата вӗсен ӗҫӗсем ҫине пӑхсан вӗсене мӑнкӑмӑллӑх хӗтӗртсе тӑни курӑнать, ҫапла мар-и? Ҫынсем халӗ пӗр-пӗринчен ытла нумай кӗтнине тата пӗр-пӗринпе килӗштерейми пулса кайнине эсир асӑрхатӑр-и? Тата ачасем паян ашшӗ-амӑшне итлесех кайманнине, ҫынсем Турра юратассинчен ытларах киленӗҫе юратнине те эсир хӑвӑр куҫпа куратӑр паллах. Ҫитменнине вара, лару-тӑру кунран-кун япӑхлансах пырать ҫеҫ.

Матфей 24:6, 7: «Эсир вӑрҫӑсем ҫинчен, вӑрҫӑ шӑв-шавӗ ҫинчен илтӗр. ...Халӑх ҫине халӑх, патшалӑх ҫине патшалӑх тапӑнӗ».

Хӑш-пӗр тӗпчевҫӗсем шутланӑ тӑрӑх, 1914 ҫултанпа вӑрҫӑсенче 100 миллион ытла ҫын пӗтнӗ, ҫакӑ вара чылай ҫӗршыври халӑх шутӗнчен те ирттерет. Мӗн чухлӗ куҫҫуль, мӗн чухлӗ хӗн-асап! Ҫакӑнтан ҫынсем мӗне те пулин вӗреннӗ-ши? Вӗсем вӑрҫӑсене чарса лартма пултарнӑ-и?

Матфей 24:7: «Выҫлӑх... пулӗ».

Пӗрлешнӗ Нацисен Организацийӗн (ООН) пӗтӗм тӗнчери апат-ҫимӗҫ программин отчетӗнче акӑ мӗн каланӑ: «Тӗнчере апат-ҫимӗҫ кашни ҫынна тӑрантармалӑх ҫитет, анчах та 815 миллион ҫын — кашни тӑххӑрмӗш ҫын — выҫӑлла ҫывӑрма выртать. Унсӑр пуҫне, ҫинӗ-ҫимен пурӑннӑран кашни виҫҫӗмӗшӗн сывлӑхӗ начар». Тӗпчевҫӗсем шутланӑ тӑрӑх, кашни ҫул выҫлӑха пула виҫӗ миллиона яхӑн ача вилет.

Лука 21:11: «Вырӑнӗ-вырӑнӗпе ҫӗр чӗтренӗ».

Кашни ҫул ҫынсене сисӗнекен 50 000-е яхӑн ҫӗр чӗтренӗвӗ пулса иртет. Вӗсенчен 100-е яхӑнӑшӗ ҫурт-йӗре аркатмаллах вӑйлӑ пулаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, ҫултан-ҫул тенӗ пекех сахалтан та пӗр питӗ вӑйлӑ ҫӗр чӗтренӗвӗ пулса иртет. Хӑш-пӗр тӗпчевсем тӑрӑх, 1975—2000 ҫулсенче ҫӗр чӗтреннине пула 471 000 ҫын вилнӗ.

Матфей 24:14: «Пур халӑха та Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтермешкӗн ҫак Евангелие пӗтӗм тӗнчипе пӗлтерсе тухӗҫ; вара пӗтес вӑхӑт ҫитӗ».

Сакӑр миллион ытла Иегова Свидетелӗ пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе 240-е яхӑн ҫӗршывра Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ырӑ хыпара пӗлтерсе ҫӳреҫҫӗ. Вӗсем пысӑк хуласемпе пӗчӗк ялсенче те, тусемпе джунглисенче те ырӑ хыпар сараҫҫӗ. Пророкла каланӑ тӑрӑх, ҫак ӗҫе Турӑ шухӑшласа хунӑ чухлӗ туса ҫитерсен «пӗтес вӑхӑт ҫитӗ». Мӗн пӗтет-ши? Этем правительствисем. Вӗсем вырӑнне урӑх правительство — Турӑ Патшалӑхӗ — килӗ. Ҫав Патшалӑх ертсе пынӑ вӑхӑтра пурнӑҫ мӗнлерех пулӗ-ши? Малалла вуласан хуравне пӗлме пултаратӑр.

a «Пророкла сӑмах тӗп-тӗрӗссине ҫирӗплетсе паракан чӗмсӗр свидетель» статьяна пӑхӑр.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр